Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ҫилсӗр ҫирӗк тӑрри те хумханмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Паян Чӑваш Енӗн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин ертӳҫине тивӗҫне пурнӑҫлама ҫӗнӗ ҫынна палӑртнӑ. Ку ҫын — Алексей Грищенко.

Алексей Алексеевичпа паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсен тата муниципалитетсен ертӳҫисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура паллаштарнӑ.

Михаил Игнатьев «тивӗҫсене пурнӑҫлакан» статус вӑхӑтлӑх тесе палӑртнӑ. Вӑл Правительство пайташӗсене паян пӗлтернӗ тӑрӑх, кандидатурӑна Раҫҫейӗн Стройминӗнче пӑхса тухса ырламалла-мӗн.

Алексей Грищенко «Честр» строительство компанийӗнче вӑй хунӑ, «Иско-Ч» АУО генеральнӑй пуҫлӑхӗ пулнӑ. Юлашки вӑхӑтра вӑл «ТУС» строительство предприятийӗн ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ.

 

Республикӑра

РФ ШӖМӗн следстви департаменчӗ Шупашкар районӗнчи Лапсар ҫывӑхӗнче пулнӑ авари тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ. Ку ӗҫре самосвал рулӗ умӗнче ларнӑ водителе айӑпласшӑн. Ӑна следстви вӑхӑтӗнче арестленӗ.

Аса илтерер: хӑрушӑ авари юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче пулнӑ. Самосвал Канашран Мускава кайма тухнӑ микроавтобус ҫине пырса кӗнӗ. Аварире 1 ҫынран 11-шӗ вилнӗ, тепри пульницӑра куҫне хупнӑ.

Следстви шухӑшӗпе, самосвал рулӗ умӗнче ларнӑ 58 ҫулти водитель тормоз йӗркеллӗ ӗҫлеменнине, ҫанталӑк япӑх пулнине пӑхмасӑрах хӑвӑртлӑха пысӑклатнӑ. Ҫитменнине, вӑл тимлӗхе ҫухатнӑ.

Палӑртса хӑвармалла: вилнӗ ҫынсен тӑванӗсене компенсаци панӑ.

 

Республикӑра

Паян Чӑваш Енри патшалӑх служащийӗсене патшалӑхӑн тӗрлӗ чинне пани ҫинчен калакан свидетельствӑсем тыттарнӑ. Ӑна республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев хӑй панӑ.

Хӑшӗсем Чӑваш Республикин патшалӑхӑн 1-мӗш класлӑ чӑн канашҫи, теприсем 2-мӗш, виҫҫӗмӗшӗсем 3-мӗш класлӑ пулса тӑнӑ. Граждан службин чи пысӑк иерархине тивӗҫнисен йышӗнче хӗрарӑмсем те самай. Сӑмах май каласан, республикӑн патшалӑх службинче тӑрӑшакансенчен 70 ытла проценчӗ — хӗрарӑмсем. «Вӗсем Чӑваш Республикинчи халӑхшӑн чӑннипех те тӑрӑшаҫҫӗ», — мухтанӑ Элтепер хӗрарӑм тӳре-шарана.

Ҫакна та палӑртар: паян патшалӑх ӗҫӗнче 1275 граждан служащийӗ вӑй хурать. ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-службинче ӗнентернӗ тӑрӑх, тӳре-шара йышне чакарасси малалла пырать. Юлашки 10 ҫул хушшинче ҫав хисеп 24 процент чакнӑ.

 

Республикӑра

Иртнӗ шӑматкун Чӑваш Енри ашшӗсен пӗрремӗш форумӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем ӳсекен ӑрӑва тивӗҫлӗ ҫын пулма, хӑйсене пур енлӗн аталаннӑ ҫын евӗр туйма пулӑшасси, ашшӗн ят-сумне ӳстересси пирки калаҫнӑ.

Ашшӗсен канашне Чӑваш Енри 200 ытла ҫын пухӑннӑ. Асӑннӑ канаш ертӳҫи Алексей Мурыгин калашле, ик айкки те тӑвайкки маррисем пуҫтарӑннӑ унта.

Форума ирттерме ҫавӑн пекех Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви, Чӑваш Енри хӗрарӑмсен канашӗ, Ачасен правине хӳтӗлес енее ӗҫлекен республикӑри уполномоченнӑй йӗркеленӗ.

Форум виҫӗ секцие пухӑнса ӗсленӗ. Унта хастарсем шкула, ача пахчисене тухса хӑйсем ирттерекен мероприятисемпе паллаштарнӑ. Ашшӗсен канашӗн пайташӗсем Ҫӗмӗрле тата Улатӑр хулисенче, Вӑрмар районӗнче уйрӑмах хастар ӗҫлеҫҫӗ.

 

Республикӑра

Ҫӗнӗ ҫул умӗн чӑрӑшсене сыхлама тытӑннӑ. Ара, уяв умӗн вӗсене касакансем пур. Ку вара – саккуна пӑсни.

Вӑрманҫӑсем тӑтӑшах патруле тухаҫҫӗ, кунсӑр пуҫне вӗсем шалти ӗҫсен ӗҫченӗсемпе пӗрле рейдсем ирттереҫҫӗ. Саккуна пӑснӑ ҫынсене вара административлӑ майпа явап тыттарӗҫ е вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарӗҫ. Ахаль ҫынсене чӑрӑш каснӑшӑн 3-4 пин тенкӗ штраф тӳлеттереҫҫӗ, должноҫри ҫынсене – 20-40 пин тенкӗ. Юрдици сӑпачӗсен вара саккуна пӑснӑшӑн самаях укҫа кӑларса хумалла: 200-300 пин тенкӗ.

Саккуна пӑсаканӑн тӑкака та саплаштарма тивӗ. Вӑл 5 пин тенкӗрен иртет пулсан паҫиле ӗҫ пуҫарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54383
 

Республикӑра
Сершей Козлов тунӑ сӑн
Сершей Козлов тунӑ сӑн

Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗ ҫывӑхӗнчи ҪҪХПИ посчӗ патне халӗ аслисем кӑна мар, ачасем те туртӑнаҫҫӗ. Ҫак вырӑн Ҫӗнӗ ҫул умӗн чӑн-чӑн юмаха ҫаврӑннӑ. Елкӑсене капӑрлатнӑ, вӗсен тавра – Юр кӗлеткесем. Вӗсене те гирляндӑсемпе илемлетнӗ. Хӑшӗ-пӗри музыка инструменчӗ тытнӑ, теприсен – капӑр калпакпа шарф.

Ҫавӑнтах Хӗл мучипе Юр пике вырӑн тупнӑ. «С Новым годом!» (шел, чӑвашла мар) тесе ҫырма та манман. Илемлӗ инсталляци иртен-ҫӳрен кӑмӑлне ҫӗклет, уяв тӗлне кӑмӑла хӑпартать.

Ҫак илеме Шӑхасан ял тӑрӑхӗн администрацийӗн ӗҫченӗсемпе ҪҪХПИ инспекторӗсем тунӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54350
 

Республикӑра

Улатӑрти икӗ экс-полицейски суд сакки ҫине ларнӑ. Хайхискерсем сӗтев илнӗшӗн айӑпланнӑ.

Ҫурла уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрле вӗсем ӳсӗр водителе чарнӑ, анчах протокол ҫырман, ҫурла уйӑхӗн 18-19-мӗшӗччен 20 пин тенкӗ сӗтев пама ыйтнӑ. Лешӗ ыйтнӑ укҫана вӑхӑтра парса татайман, инспекторсем ҫурлан 21-мӗшӗнче килне пырса ыйтнӑ, машинине арестлессипе хӑратнӑ. Водитель унӑн ун чухлӗ укҫа ҫуккине пӗлтернӗ, кун хыҫҫӑн полицейскисем авӑнӑн 1-мӗшӗччен парса татмалли срока палӑртнӑ.

Тепрехинче вӗсем парӑм патне пӗлӗшне янӑ, лешӗ вара укҫа сӗтев пулние пӗлмен. Ҫапла майпа ҪҪХПИ ӗҫченӗсене поличнӑйпе ярса тытнӑ.

Полицейскисене кашнине 1,4 миллион тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне вӗсем йӗрке хуралӗн органӗнче 5 ҫул ӗҫлеймӗҫ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енӗн Юстици тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ пулас кӑмӑллӑ кандидатсенчен кадр резервне хатӗрленӗ. Кандидатсене ятарлӑ конкурс комиссийӗнче тишкернӗ. Конкурс комиссине ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ — Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн Ертӳҫи Юрий Васильев ертсе пынӑ.

Юстици министрӗн ҫум пулас кӑмӑллисем виҫҫӗн тупӑннӑ: Елена Михайловна Быкова, Дмитрий Сергеевич Неяскин тата Владимир Викентьевич Николаев. Вӗсенчен нихӑшне те кӳрентерес темен — пурне те: Елена Михайловна Быковӑна та, Дмитрий Сергеевич Неяскина та, Владимир Викентьевич Николаева та — кадр резервне кӗртнӗ.

Дмитрий Сергеевич Неяскин, эпир тӗшмӗртнӗ тӑрӑх, — Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министрӗн Сергей Неяскинӑн ывӑлӗ.

 

Республикӑра

Чӑваш Енри тата тепӗр ялта урнӑ чир тупса палӑртнӑ. Ҫавна май карантин тесе йышӑннӑ.

Хальхинче ку мерӑна Шупашкар районӗнчи Асакасси ял территорийӗнче йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ паян, раштав уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Саккунсем» ярӑма вырнаҫтарнӑ.

Маларах, сӑмах май, Куславкка районӗнчи Юпсар ялӗнче карантин тесе палӑртнӑччӗ.

Шупашкар районӗнчи Ассакассинче, Куславкка районӗнчи Юпсарти евӗрех, йытӑ-кушак куравне йӗркелеме, килти чӗрчунсене сутма, йытӑ-кушакпа ҫав тӑрӑхран айккинелле тухса кайма юрамасть. Карантин тапхӑрӗ чӗрчун урнӑ чирпе юлашки хут чирленӗ хыҫҫӑн тепӗр икӗ уйӑхран тин хӑйӗн вӑйне ҫухатӗ.

 

Республикӑра

Шупашкарта пурӑнакан 78 ҫулти хӗрарӑм участковӑй асӑрхаттарнӑ пулин те ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ.

Кӑҫал юпа уйӑхӗнче тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм телевизорпа рекламӑлакан тавара туяннӑ, ӑна килех килсе панӑ. Кун хыҫҫӑн ун патне палламан хӗрарӑм шӑнкӑравланӑ та саккасшӑн 750 пин тенкӗ преми пама шантарнӑ. Анчах малтан страховка тумалла, счетшӑн тӳлемелле… Хайхи хӗрарӑм шутсӑр ӗненмелле калаҫнӑ, ватӑскер вара тӗрлӗ счетсем ҫине укҫа куҫарнӑ та куҫарнӑ.

Амӑшӗ пӗрмай укҫа куҫарни ывӑлне пӑшӑрхантарнӑ, ҫавӑнпа вӑл участковӑйран пулӑшу ыйтнӑ. Пакунли ватӑскерпе калаҫнӑ, анчах лешӗ унӑн сӗнӗвӗсене шута та илмен.

70 пин тенкӗ ҫухатсан кӑна кинемей тӑна кӗнӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 358, 359, 360, 361, 362, 363, 364, 365, 366, 367, [368], 369, 370, 371, 372, 373, 374, 375, 376, 377, 378, ...639
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.09.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 763 - 765 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре асӑрхануллӑ пулмалла, хӑвӑр ҫине пысӑк ӗҫсем илмелле мар. Харпӑр пурнӑҫ тӗлӗшпе вара эрне тухӑҫлӑ — ҫӗнӑ паллашусем, романтика хутшӑнӑвӗсем кӗтеҫҫӗ. Эрнекун — йывӑртарах кун, вырсарникун вара ӑнӑҫлӑ пулӗ.

Авӑн, 11

1902
123
Ефейкин Аким Кузьмич, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1965
60
Чернова Вера Иосифовна, чӑваш спортсменӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1991
34
Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ.
2006
19
Козлов Михаил Алексеевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын