Республикӑра
![]() Шупашкарти художество салонӗсенчен пӗринче дизайнерта ӗҫлекен хӗрарӑм ҫинчен ТАСС информагентство ҫырса кӑтартнӑ. Женя ятлӑ дизайнер ҫын пӗверӗпе ҫӳрет иккен. Йывӑр операци тутарнӑ хыҫҫӑн ӑна шӑпа амӑшӗн телейне курма пилленӗ. Паян ҫемьере ҫулталӑкри ача ӳсет. Женя Шупашкарти педагогика университӗнче вӗреннӗ. Операцине ӑна 18 ҫул тултарсан тунӑ. Пӗчӗкрен йывӑр чирпе нушаланнӑ вӑл. Малтан пӗвер аптӑратнӑ, кайран пӳре ыратнӑ. Сипленнӗ хыҫҫӑн ҫӑмӑлланӑ та, анчах чир хайӗн ҫинчен аса илтерсех тӑнӑ. Мускаври консультацире пӗвер поликистозне тупса палӑртнӑ. Ват хӑмпине касса илме тивнӗ. Кайран Кароли синдромне асӑрханӑ. Ҫавӑнпа Женьӑн пӗверне операци тума тивнӗ. Асӑннӑ органӑн сылтӑм пайне хӗрне амӑшӗ пама килӗшнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb.ru сайтран илнӗ сӑн Вӑрнарти Владимир Ленин палӑкне юсама палӑртнӑ. Кун пирки Вӑрнар ял тӑрӑхӗн администрацийӗ пӗлтерет. Аукцион ирттересси пирки патшалӑх закупкисен сайтӗнче те пӗлтернӗ. Владимир Ильич Ленин палӑкне, Вӑрнарти тӗп лапамра вырнаҫнӑскере, 1 миллион ҫурӑ тенкӗпе юсаса ҫӗнетесшӗн. Укҫа-тенке вырӑнти хыснаран уйӑрӗҫ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 151 197 тенкӗ. Аукционра ҫӗнтерӳҫе палӑртнӑ хыҫҫӑн килӗшӳ алӑ пусӗҫ. Ҫав кунранпа палӑка чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Палӑкӑн стенине гранит плитапа витесшӗн, картлашкасене те ҫав стройматериалпах тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Куславккара пурӑнакан 29 ҫулти арҫын ку таранччен машинӑпа пӗр шикленмесӗр, чип-чипер ҫӳренӗ. Ҫул ҫинче ҪҪХПИ ӗҫченӗсене курсан сехри те хӑпман-ши? Ара, унӑн водитель прави суя пулнӑ. Ӑна арҫын пӗлтӗр ҫӗртме уйӑхӗнче Мытищи хулинче 50 пин тенкӗпе туяннӑ. Кӑҫал утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ӑна ҪҪХПИ ӗҫченӗсем ҫул ҫинче чарнӑ, документсене тӗрӗсленӗ. Шӑп ҫавӑн чухне унӑн прави суя пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. Халӗ Куславкка арҫыннин судра явап тытма тивӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗҫе миравай судра пӑхса тухӗҫ. Куншӑн 80 пин тенкӗ е ҫур ҫул укҫа ӗҫлесе илнӗ чухлӗ штраф тӳлеттерме, 480 сехет таран ӗҫлеттерме, тӳрленмелли ӗҫе 2 ҫул таран яма е ҫур ҫул таран арестлеме пултараҫҫӗ. Автошкулта экзамен тытмасӑрах янтӑ документпа ҫӳреме лайӑх пуль-ха та, анчах вӗренӗн те вӗҫӗ пур – явап татма тиветех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри виҫӗ проект «Russian Event Awards» Наци премийӗн ҫӗнтерӳҫисемпе призерӗсен йышне кӗнӗ. Финал Шупашкарта авӑнӑн 26-27-мӗшӗсенче иртнӗ. «Ачасен чи лайӑх туризм пулӑмӗ» номинацире «Ясна» этнокомплекс «Хӗл мучи патӗнче хӑнара» проектпа ҫӗнтернӗ. Ҫак номинацирех Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн «Бал дошколят» проекчӗ иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. «Чи лайӑх турист MICE пулӑмӗ» номинацире «Экскурсисен тӗнчин» «Экскурсоводсен пӗтӗм тӗнчери кунӗ» проекчӗ иккӗмӗш пулнӑ. Чӑваш Енри тепӗр тӑватӑ проекта ятарлӑ дипломпа чысланӑ. Пӗтӗмпе пирӗн республика пилӗк номинацире сакӑр проект тӑратнӑ. 1-3-мӗш вырӑнсене йышӑннӑ проектсем Раҫҫей шайӗнчи конкурс финалне хутшӑнӗҫ. Вӑл Чулхулара юпан 25-27-мӗшӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумаях пулмасть Вӑрнар районӗнче 49 ҫулти арҫын 14-ри хӗрачана таптаса кайни пирки пӗлтернӗччӗ. Ҫав водителе тытса чарнӑ. Ун чухне ӳсӗр арҫын ҫул ҫинче тӑракан хӗрача ҫине ӑнсӑртран кӗрсе кайман-мӗн. Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 16 сехет тӗлнелле ҫакскер, машинӑпа пыраканскер, икӗ хӗрачана йӗрленӗ. Хайхискер чарӑнса вӗсене салона ларма сӗннӗ. 14-ри хӗрачан тусӗ каланӑ тӑрӑх, вӗсем уялла чупса тарнӑ. Каялла ҫул хӗррине тухсан ҫав водитель машинипе вӗсем ҫинелле кайнӑ. Вӑл шӑпах 14-ри Вероника хыҫҫӑн пынӑ, ӑна ятарласа таптаса кайнӑ. Суранланнӑ хӗрачана пульницӑна илсе кайнӑ. Водитель тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫитес вӑхӑтра ӑна арестлеме ыйтса суда тавӑҫ тӑратӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Никита Тӗнче (хушаматне улӑштариччен Васильев пулнӑ) пӗр вӗҫӗм ҫулҫӳревре. Нумаях пулмасть вӑл Мари Республикине ҫитсе килнӗ. Анчах Никита унта нумай вӑхӑт пулайман, мӗншӗн тесен мӑшӑрӗшӗн, пӗчӗк хӗрӗшӗн тунсӑхланӑ. Ҫамрӑк ашшӗ кӳршӗ республикӑра пӗр эрне пурӑннӑ. Никита ку таранччен Атӑл тӑрӑхӗнче, Алтайра, Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче, Ҫӗпӗрте, Китайра, Монголире, Казахстанра пулса курнӑ. Анчах кӳршӗ республикӑна велосипедпа кайни уншӑн чи йывӑрри пулнӑ. «Ӳлӗмрен пӗччен ниҫта та каймӑп, ҫемьепе пӗрле кӑна ҫула тухӑп. Мари Республикине кайни маншӑн чи йывӑрри пулчӗ – хамӑннисемшӗн питӗ тунсӑхларӑм. Ҫавӑнпа киле часрах таврӑнас тесе маршрута кӑштах кӗскетрӗм», - тенӗ Никита Тӗнче. Аса илтерер: кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Никитӑпа Анастасия Тӗнчесен Аяран ятлӑ хӗрача ҫуралнӑ. Кӑҫал кӗркунне вӗсем ҫемйипе ҫула тухма палӑртнӑччӗ, анчах плансене улӑштарнӑ. «Пирӗн йӑлтах хатӗр мар-ха, ҫавӑнпа ҫулҫӳреве тепӗр ҫул ҫуркунне кайӑпӑр. Ая та ун чухне кӑштах ӳсӗ», - тенӗ Никита. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Федерацин Атӑлҫи округӗнчи кадет корпусӗн строительстви пирки хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗнче тӗрлӗрен сӑмах-юмах ҫӳрерӗ. Палӑртнӑ вӑхӑта, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне, ӑна туса пӗтереймеҫҫӗ тесе те калаҫрӗҫ. Строительство пынӑ вӑхӑтра объектра водитель вилни те пуплеттерчӗ. Сӑмах май, ку фактапа РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ пуҫиле ӗҫ пуҫарчӗ. Кадет корпусӗпе ун ҫывӑхӗнчи парка хӑтлӑх кӗртме ашшӗ-амӑшӗ, хысна учрежденийӗсенче ӗҫлекенсем тата ытти организацирен пырса нимелле кайса пулӑшрӗҫ. Корпуса Пӗлӳ кунӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев кадет корпусӗпе ҫыхӑннӑ ыйтупа канашлу ирттернӗ. Унта строительствӑра палӑрнисене чысламаллине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Комсомольски районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм кредит илнӗ те вӑхӑтра тӳлемен пулмалла: кридиторсем ӑна тапӑнма пуҫланӑ. Шӑнкӑравласа сӑмахпа ӑнлантарнипе ҫырлахман вӗсем – сывлӑхне тата пурнӑҫне сиен кӳрессипе хӑратса СМС-ҫырусем те ҫырнӑ. Хӗрарӑм вара саккуна лайӑх пӗлет: кредиторсен унашкал хӑтланма юрамасть. Хайхискер финанс организацине суда панӑ. Материалсене суда памашкӑн ҫителӗклӗ пухнӑ. Хӗрарӑм микрокредит организацийӗ парӑма шыраса илнӗ чухне саккуна пӑснине судьяна ӗнентернӗ. Приговорпа килӗшӳллӗн, Чулхулари кредит организацийӗн штраф тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Палӑка уҫнӑ самант Канаш районӗнчи Кайӑкъяль ялӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ салтаксене халалласа лартнӑ палӑка йӑвантарса янӑ. Ҫакӑ вырӑнти халӑха самаях пӑшӑрхантарнӑ. Пӗлсе ҫитер: тен, вандалсем вӗсем патне те ҫитнӗ? Ку пӑтӑрмаха РОВД уҫӑмлатма пуҫланӑ. Канаш район администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вандализм пирки калама иртерех-ха. Палӑка ҫӗмӗрмен, плитана йӑвантарса янӑ кӑна. Палӑк патӗнче арҫын ачасем вылянӑ-мӗн. Ҫапла пӗлтернӗ вырӑнти администраци ертӳҫи. Район администрацийӗ палӑка юсамашкӑн специалистсене чӗннине пӗлтернӗ. Ҫитес вӑхӑтра ку ӗҫе вӗҫлӗҫ. Эппин, ҫынсен пӑшӑрханма кирлӗ мар. Каласа хӑвармалла: ку палӑка пӗлтӗр кӑна уҫнӑ. Ӑна тумашкӑн ял халӑхӗнчен укҫа пухнӑ. Спонсорсем те тупӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Дмитрий Марков «Чӑваш Енри тухтӑр Мускав облаҫӗнче пысӑк пукана йышӑннӑ. Дмитрий Марков халӗ Мускав облаҫӗнчи сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать», — хыпарланӑччӗ Чӑваш халӑх сайчӗн авторӗсенчен пӗри, Софья Совнеш, 2016 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче. Дмитрий Марков текех министр мар. Ӗҫри вӑхӑчӗ иртнӗ тесе унӑн контрактне тӑсман. Марков 1970 ҫулхи кӑрлачӑн 31-мӗшӗнче Шупашкарта ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУра сиплев ӗҫне алла илнӗ. Пульницӑра тата университетра ӗҫленӗ. Шупашкар хула администрацийӗнче сывлӑх сыхлав управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2013 ҫулта Дмитрий Маркова Мускав облаҫӗнче сывлӑх сыхлав министрӗн пӗрремӗш ҫумӗ пулма шаннӑ, 2016 ҫулхи кӗркунне министр тилхепине тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Иван Яковлевич, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алентей Григорий Тимофеевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Грибанов Владимир Иванович, сӑвӑҫ, тӑлмач, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Трифонова Валентина Ивановна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Лебедева Елена Алексеевна, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Ларионов Николай Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Малов Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Чӑваш наци радиовӗ пӗрремеш хут эфира тухнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |