Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Пӑсма пӗр кун, тума виҫ кун.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра

Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче республикӑра пурӑнакансем ӑнланмалла мар лару-тӑрӑва лекнӗ. Сӑмах ҫул укҫишӗн пӗрлехи транспорт карттипе (ПТК) тӳлекенсем пирки пырать.

Хӑшӗ-пӗри карттӑпа тӳлеймен, кондукторӑн терминалӗ ӑна йышӑнман, «ПТКн формачӗ тӗрӗс мар» тесе кӑтартнӑ.

Республикӑри оператор пӗлтернӗ тӑрӑх, ПТКсен ӑнсӑртран блокировка тунӑ-мӗн: вӗсем хастар усӑ куракансен списокне кӗнӗ. Ҫакӑ фронд-мониторинг тытӑмне иккӗлентернӗ, карттӑсемпе ултавҫӑсем операцисем ирттереҫҫӗ тесе шутланӑ, ҫавӑнпа «хура списока» кӗртнӗ.

Оператор ӗҫлеме пӑрахнӑ картта хуҫисене компанин пӗр офисне пырса заявлени ҫырма ыйтать. Ӑна 3 ӗҫ кунӗнче пӑхса тухӗҫ, кун хыҫҫӑн ПТК ӗҫлеме пуҫлӗ.

 

Республикӑра

Ҫӗнӗ ҫулта кашни ачах асамлӑх, парне кӗтет. ЧР Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем шӑпӑрлансене савӑнтарас тесе парнесем пухнӑ. Вӗсене Украинӑна – Донецк тата Луганск облаҫӗсене – ӑсатӗҫ.

Чӑннипе, ведомство кунашкал акцие пӗрремӗш хут кӑна хутшӑнмасть. Пӗлтӗр те Чӑваш Енре Украинӑри ачасем валли парнесем пухнӑ. Ун чухне ку акцие патшалӑх влаҫӗсен органӗсенче ӗҫлекенсем хутшӑннӑ. Йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ шӑпӑрлансемшӗн пӑшӑрханакан ахаль ҫынсем те айккинче юлман.

Кӑҫал Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем Украинӑри кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче тухнӑ вӑрҫӑра шар курнӑ ачасем валли 5 пин парне пухнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54023
 

Республикӑра

Паян И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче «Ҫулталӑк ҫемйи» республика конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура чысланӑ. Унта республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев мӑшӑрӗпе Лариса Юрьевнӑпа пырса ҫитнӗ.

«Нумай та пӗтӗ, сахал та ҫитӗ, тату пурӑннине мӗн ҫитӗ?», — тенӗ Михаил Игнатьев.

«Ҫулталӑк ҫемйи-2018» республикӑри конкурсра Ҫӗнӗ Шупашкарти ултӑ ачаллӑ Ананьевсем ҫӗнтернӗ. Комсомольскинчи Павловсем «Социаллӑ яваплӑ ҫемье», Ҫӗмӗрлери Толстовсем «Спорт ҫемйи», Шупашкарти Яблоковсем «Туслӑ ҫемье», Етӗрне районӗнчи Васильевсем «Пултаруллӑ ҫемье», Элӗк районӗнчи Александровсем «Ӗҫчен ҫемье» номинацисенче палӑрнӑ. Вӗсене кашнинех сумлӑ парнепе хавхалантарнӑ.

 

Республикӑра

Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Мускавра «Аргументы и факты» хаҫат редакцийӗн ӗҫченӗсемпе тӗл пулнӑ. Пирӗн регион ертӳҫипе «Аргументы и факты» акционерсен хупӑ обществин гендиректорӗ Руслан Новиков, унӑн пӗрремӗш ҫумӗ Марина Мишункина, влаҫ органӗсемпе ҫыхӑну тытакан канашҫи Николай Терещенко, кӑларӑмӑн тӗп редакторӗ Игорь Черняк, тӗп редакторӗн ҫумӗ Индира Кодзасова, политика пайӗн редакторӗ Виталий Цепляев, асӑннӑ пай корреспонденчӗ Екатерина Барова.

Республика Элтеперне редакци ҫурчӗ тӑрӑх кӑтартса ҫӳренӗ. «Аргументы и факты» хаҫат, сӑмах май, XVIII ӗмӗр вӗҫӗнче — XIX ӗмӗр пуҫламӑшӗнче тунӑ ҫуртра вырнаҫнӑ.

Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, енсем Чӑваш Енпе килӗштерсе ӗҫлессине сӳтсе явнӑ.

 

Республикӑра

Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев 79 ҫулти Аполлон Петровпа тӗл пулнӑ. Аполлон Петров Шупашкар районӗнчи Янӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, вӑл — Михаил Васильевич ентешӗ. Анчах Михаил Васильевич унпа пӗр тӑрӑхри ҫын пулнинчен ытла сумлӑ та хисепе тивӗҫҫине кура курнӑҫнӑ.

Аполлон Петров Севастополь хулинче пурӑнать. Хура тинӗҫ флочӗн карапӗ ҫинче паян та инженер пулса тӑрӑшать. Паян вӑл тӑван тӑрӑхӗнчи ентешӗсемпе курнӑҫма килсе ҫитнӗ.

Хура тинӗс флотӗнче Аполлон Петров Михаил Бочкарев контр-адмиралпа (вӑл ҫуралнӑранпа ӗнер пӗр ӗмӗр итнӗ. Пурнӑҫран вӑл 99 ҫулта уйрӑлнӑ) чылай ҫул пӗрле ӗҫленӗ. Юлашкинчен асӑннине хисеп туса Севастополь хулинче ӗнер, сӑмах май, асӑну хӑми уҫнӑ.

 

Республикӑра

Шупашкарти аэропорт валли ят шырани пирки, сасӑлавра Андриян Николаев космонавтшӑн нумаййӑн сасӑлани пирки пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: сасӑлав «Раҫҫейри паллӑ ҫынсем» сайтра иртнӗ.

Пӗтӗмлетӳ тунӑ: аэропорта Андриян Николаев ятне парӗҫ. Сасӑлава хутшӑннисенчен чылайӑшӗ, 62 проценчӗ, ӑна суйланӑ. Святослав Федоров офтальмологшӑн – 19 процент, Иван Яковлев Ҫуттакӑларуҫӑшӑн 17 процент сасӑланӑ.

Шупашкарти аэропорт валли суйлас ӗҫе 58,2 пин ҫын хутшӑннӑ. Пӗтӗмлетӗве паян 19 сехетре «Раҫҫей 1» телеканалпа тӑвӗҫ. Хальлӗхе регионсенчен килнӗ хут ҫинчи анкетӑсене тишкереҫҫӗ

 

Республикӑра

Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн Патшалӑх Канашне йӑлана кӗнӗ йӗркепе Ҫыру хатӗрлет. Анчах ӑна шӑрҫаличчен вӑл халӑх шухӑшне пӗлесшӗн. Ҫакӑн пирки ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби ӗнентерет.

Ҫырура республика ертӳҫи Чӑваш Енре килес ҫул мӗн пӗлтерӗшлине, министрсемпе ҫӳллӗ вырӑнти ҫемҫе пукан йышӑнакан ытти тӳре-шаран мӗне тӗпе хурса тар тӑкмаллине палӑртасшӑн. Ӗҫ планне ҫывӑх вӑхӑтлӑх кӑна мар, малашлӑх валли те йӗркелесшӗн.

Чӑваш парламентне яракан Ҫырӑва мӗн кӗртессине республикӑра пурӑнакансем те сӗнме пултараҫҫӗ. Уйрӑм ҫынсем, общество организацийӗсем, граждан обществин ытти институчӗ хӑйсен сӗнӗвне хут ҫине куҫарса Шупашкарти Президент бульварӗнчи 10-мӗш ҫурта е analit1@cap.ru электрон адреспа ҫитерме пултарать. Унта «Ҫыру хатӗрлеме» тесе палӑртма сӗнеҫҫӗ.

 

Республикӑра

«РИА» Раҫҫейре пурӑнакан ҫынсем вӑтамран мӗн чухлӗ укҫа ӗҫлесе илнине шутланӑ. Ку хисеп 26,9 пин тенкӗпе танлашнӑ. Анчах пурте ун чухлех ӗҫлесе илеймеҫҫӗ. Чылайӑшӗ уйӑхне 15 пин тенкӗрен те сахалрах илет-мӗн.

Чӑваш Енре пурӑнакан кашни виҫҫӗмӗш ҫыннӑн шалӑвӗ 15 пин тенкӗрен пӗчӗкрех. Пирӗн регионта чи анлӑ сарӑлнӑ ӗҫ укҫин виҫи – 13-27 пин тенкӗ.

Шалу пысӑккипе Раҫҫейри 17 регион кӑна мухтанма пултарать. Чукоткӑра, Ямал-Ненец автономи округӗнче, Ненец автономи округӗнче пурӑнакансен 26-27 проценчӗ уйӑхне вӑтамран 100 пин тенкӗрен ытларах ӗҫлесе илет. Тӗп федераци округӗнче, Дагестанра, Карачай-Черекесире тӗпленнисен ӗҫ укҫи – чи сахалли.

 

Республикӑра

Кӗвӗҫӳ туйӑмӗ тем тума та хистет ҫав. Ҫакна пулах Улатӑрти хӗрарӑм полицейскисен аллине ҫакланнӑ.

Чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗнче каҫхи 6 сехетре 112 номер ҫине шӑнкӑрав килнӗ. Линин тепӗр вӗҫӗнчи хӗрарӑм сасси Улатӑрти пӗр кафере бомба хуни пирки пӗлтернӗ.

Шӑнкӑравлаканӗ 29 ҫулти ӳсер хӗрарӑм пулнӑ. Чӑннипе вара кафере нимӗнле бомба та хуман. Ҫак хӗрарӑмӑн савнийӗ кафере уявра савӑннӑ-мӗн. Ку вара кӗвӗҫнӗ, ҫавӑнпа ҫак утӑма тунӑ та вӑл.

Хӗрарӑмӑн ӑссӑрла ӗҫӗшӗн явап тытма тивӗ, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Куншӑн саккун ҫирӗп явап тыттарать: 5 ҫул таранах ирӗксер хӑварма пултараҫҫӗ. Прокуратура ыйтнипе ӑна хальлӗхе арестленӗ.

 

Республикӑра

Шупашкар районӗн центрӗнче, Кӳкеҫре, пурӑнакансем вӗшле йытӑсем йышлишӗн пӑшӑрханаҫҫӗ. Кун пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенчен пӗринчи «Общественный совет поселка Кугеси» (чӑв. Кӳкеҫ поселокӗнчи халӑх канашӗ) ушкӑнра ҫырнӑ. Пост авторӗ Александр Анисимов сӑнӳкерчӗксем те вырнаҫтарнӑ.

«Кӳкеҫре килсӗр йытӑсен ыйтӑвне кам та пулин татса парӗ-ши? Совет урамӗпе каллӗ-маллӗ чупаҫҫӗ. Вӗсем ҫинчен миҫе хут ҫырма тивӗ? Е администраци инкек пуласса кӗтет-ши?» — тенӗ постра.

Автор йытӑ ыйтӑвне тӗрӗсех ҫӗкленӗ. Паян ҫак йӗркесен авторӗн те вӗшле йытӑсен пысӑк ушкӑнӗпе (йышра ултӑ йытӑччӗ) Совет урамӗ тӑрӑх стадион еннелле кайма тиврӗ. Каялла килнӗ чух та вӗсем сырса илчӗҫ. Хӑранине алӑра йӗлтӗр тата йӗлтӗр патакӗ пуртан ҫеҫ ҫӗнме май килчӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-35906750_104554
 

Страницӑсем: 1 ... 353, 354, 355, 356, 357, 358, 359, 360, 361, 362, [363], 364, 365, 366, 367, 368, 369, 370, 371, 372, 373, ...630
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (15.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 12 - 14 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 15

1922
103
Ҫеҫпӗл Мишши, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1931
94
Абашев Владимир Никифорович, чӑваш литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1977
48
Алка Александр Егорович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ, критикӗ вилнӗ.
2003
22
Шемекеев Виталий Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть