Республикӑра
Канаш районӗнчи Шӑхасан ялӗнче ача йӗкехӳресене вӗлермелли наркӑмаша ҫинӗ. Юрать, пӗчӗкскер вилмеллех наркӑмӑшланман. Ҫурла уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 3 ҫулти арҫын ача йӗкехӳресене вӗлермелли наркӑмӑша тупнӑ. Ачасемшӗн йӑлтах интереслӗ вӗт, ҫыртса пӑхмалла. Хайхискер эмел евӗр ҫаврака наркӑмӑша тутанса пӑхнӑ. Ытларах чухне пӗчӗккисем аслисем ҫук чухне шар кураҫҫӗ. Ку тӗслӗхре те ҫав самантра ҫумра аслисем пулман. Арҫын ачана Канаш районӗн тӗп пульницине илсе ҫитернӗ. Тепӗр хутчен аса илтерер: ачасемпе тимлӗ пулмалла, вӗсене асӑрхасах тӑмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Канаш хулинче пӗр усламҫӑн лавккине хупма йышӑннӑ. Ҫакскер унти нумай хваттерлӗ ҫуртсенчен пӗринче, пӗрремӗш хутра, лавкка уҫнӑ. Унта вӑл автомашинӑсен саппас пайне тата машина ҫӑвӗ сутнӑ. Усламҫӑн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки асӑннӑ хулара пурӑнакан пӗр этем прокуратурӑна евитленӗ. Вӑл шухӑшланӑ тӑрӑх, машина ҫӑвӗ сутни этем сывлӑхне сиен кӳрет. Надзор органӗнич пакунлисем тӗрӗслев пуҫарнӑ. «Чӑн та, тӗрӗсех, сутма юрамасть», — пӗтӗмлетнӗ прокуратура ӗҫченӗсем. Прокуратура тавӑҫне пӑхса тухса Канашри суд лавккана хупмалла тесе татӑклӑ йышӑну кӑларнӑ. Строительство виҫисемпе правилисенче пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, автомобильсен саппас пайӗсене, урапасене, машина ҫӑвне ҫын пурӑнакан ҫуртри пӗрремӗш хутра сутма юрамасть иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енӗн транспорт министерстви рейса автобус вырӑнне маршрутка кӑларнӑ усламҫа ку маршрутпа халӑха илсе ҫӳреме чарнӑ. Сӑмах кунта 109-мӗш «Ҫӗнӗ Шупашкар — Тутаркасси» маршрут пирки пырать. Конкурс пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшӳллӗн, асӑннӑ маршрутпа ҫӳреме Н.А. Евдокимова ирӗк илнӗ. Контрактра палӑртнӑ тӑрӑх, усламҫӑн ку рейспа нумай вырӑнлӑ автобус ҫӳретмелле, анчах вӑл ҫул ҫине маршрутка кӑларнӑ. Ҫакӑ ятарлӑ тӗрӗслев вӑхӑтӗнче ҫиеле тухнӑ. Унсӑр пуҫне обществӑллӑ транспортра панӑ билетра урӑх усламҫӑн ят-шывне ҫырнӑ: Н.А. Евдокимова вырӑнне С.Ю. Георгиев. Палӑртса хӑвармалла, халӗ Транспорт министерстви асӑннӑ маршрутпа халӑха илсе ҫӳреме пултаракан урӑх пайтаҫа шырать. Автобуссене рейса унӑн ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче кӑлармалла. Контракта ҫур ҫуллӑха ҫырӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енре 2018 ҫулӑн пӗрремӗш ҫурринче 8 пин те 600 ҫын ҫурт-йӗр, хваттер туянма ипотека кредичӗ илнӗ. Халӑха банксем пӗтӗмпе 13 миллиард тенкӗ кивҫен панӑ. Кун пирки «Мой город Чебоксары» (чӑв. «Ман хула Шупашкар») портал хыпарлать. Ҫынсене ипотека кредичӗ парасси кӑҫалхи ултӑ уйӑхра, пӗлтӗрхи ҫак тапхӑртипе танлаштарсан, 63,5% ӳснӗ. Вӑтамран вӗсем кивҫене 16 ҫултан парса татмалла илнӗ. Ытларахӑшӗ мӗн чухлӗ илни те паллӑ: 1 миллион та 500 пин тенкӗ. Раҫҫей банкӗн Атӑл-Вяткӑри тӗп управленийӗн Чӑваш Енри наци банкӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, пирӗн республикӑра пурӑнмалли кӗтес туянмашкӑн кредит илекенсен шучӗ пысӑкланни процент ставки пӗчӗкленнипе ҫыхӑннӑ. Пӗлтӗрхи кӑрлач-ҫӗртме уйӑхӗсенче кредита 11%-па панӑ пулсан, кӑҫалхи асӑннӑ тапхӑрта — 9,6%-па. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗн ывӑлӗ Тӑвай районӗн прокуратуринчен пулӑшу ыйтнӑ. Аслӑ Ҫӗнтерӳ пулнӑранпа 73 ҫул ҫитнӗ май кӑҫал ветерансене пӗр хутчен тӳлев панӑ. Анчах 90 ҫулти ветерана ку укҫа тивӗҫмен. Ӑна списока та кӗртмен-мӗн. Пенси фончӗ ветеранӑн пӑснӑ прависене хӳтӗлеме хирӗҫленӗ. Прокуратура вара укҫана шыраса илме пулӑшнӑ. Ҫапла майпа кӑна ватӑскере 10 пин тенкӗ панӑ. Пенси фончӗн Тӑвай районӗнчи уйрӑмӗн пуҫлӑхне вара куншӑн явап тыттарнӑ. Палӑртса хӑвармалла: ветеран вӑрҫӑра 1945 ҫулхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче ҫапӑҫнӑ. Эппин, вӑл ветерансен списокне кӗме тивӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енре наци проекчӗсемшӗн яваплисене ҫирӗплетнӗ. Йышӑнӑва республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер алӑ пуснӑ. Документа Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ. Наци проекчӗсене, вӗсенче палӑртнӑ тӗллевсемпе кӑтартусене пӗтӗмӗшле пурнӑҫлассишӗн республикӑн Министрсен Кабинечӗн ертӳҫи Иван Моторин яваплӑха хӑй ҫине илӗ. Уйрӑм енсемпе вара тӗрлӗ министра ҫирӗплетнӗ. Правительство пуҫлӑхӗ Иван Моторин «Безопасные и качественные автомобильные дороги» (чӑв. Хӑрушсӑр тата паха автомобиль ҫулӗсем), «Жилье и городская среда» (чӑв. Ҫурт-йӗр тата хула таврашӗ) енсемшӗн те уйрӑммӑн яваплӑ. «Цифровая экономика» (чӑв. Цифра экономики) еншӗн —Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Юрий Васильев, «Производительность труда и поддержка занятости» (чӑв. Ӗҫ тухӑҫлӑхӗ тата ӗҫлӗхе пулӑшасси), «Малое и среднее предпринимательство и поддержка индивидуальной предпринимательской инициативы» (чӑв. Пӗчӗк тата вӑтам усламҫӑлӑх тата уйрӑм усламҫӑсен пуҫарӑвне пулӑшасси), «Международная кооперация и экспорт» (чӑв. Пӗтӗм тӗнчери коопераци тата экспорт) енсемшӗн — экономика министрӗ Владимир Аврелькин, «Экология» (чӑв. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Патӑрьел район администрацийӗ «Lada Vesta Cross» седан туянасшӑн. Кун пирки администрацин финанс пайӗ пӗлтернӗ. Ҫӑмӑл машинӑна конкурс ирттерсе суйлӗҫ. Автомобилӗн пирвайхи хакӗ — 846,9 пин тенкӗ. Патӑрьелти тӳре-шара «Lada Vesta Cross» машинӑна механика курупкӑллине илме палӑртнӑ. Унӑн тӗсӗ хура металлик пулмалла. Автомобиле суйланӑ чухне ҫавӑн пекех унӑн хыҫалти чӳречисене тӗттӗмлетнине, хыҫалтине курмалли камерӑллӑ пулнине, климат-контроль пуррине, навигациллӗ мультимеди тытӑмне, хыҫалти ларкӑчсене ӑшӑнмалла тунине, хыҫалта ларакансен чавса хумалли вырӑн пуррине шута илӗҫ. Машина туянмалли аукцион ҫурла уйӑхӗн 13-мӗшӗнче иртӗ. Ун хыҫҫӑн контракта вунӑ кун хушшинче алӑ пусӗҫ, тепӗр вунӑ кунтан машина район администрацине ҫитмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Канаш хулинче пурӑнакан хӗрарӑм ывӑлне тӗрмене хуптарасшӑн пулнӑ. Ҫак тӗллевпе вӑл полицие кайса ун пирки элекленӗ. Кун пирки ЧР прокуратурин сайтӗнче пӗлтернӗ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2017 ҫулхи юпа уйӑхӗнче ҫак хӗрарӑм ШӖМӗн дежурнӑй чаҫне пынӑ та ывӑлӗ хӗнени пирки каласа кӑтартнӑ. Йӗрке хуралҫисем ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттернӗ. Хӗрарӑм каласа кӑтартни тӳрре тухман. Следстви вӑхӑтӗнче вӑл суйнине йышӑннӑ. Судра та хӗрарӑм айӑпне тунман. Хӗрарӑм тӗлӗшпе приговор янӑранӑ: ӑна 7 пин тенкӗ штраф тӳлеттермелле тунӑ. Постановлени хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Комсомольски районӗнчи Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче пурӑнакан 14 ҫулти хӗрача ҫухалнӑ. Кун пирки амӑшӗ полицие пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хӗрӗ ӗнер каҫхине юлашки хутчен ҫыхӑнӑва тухнӑ. Екатерина ӗнер 16 сехет тӗлнелле йӑмӑкӗпе тата шӑллӗпе хурсене асӑрханӑ. «Каярахпа вӗсене пулӑшма ывӑл кайрӗ. Вӗсемпе тӗл пулсан вӑл Катьӑна киле кайма хушнӑ, хӑй пӗчӗккисемпе юлнӑ. Хӗрача унтан велосипедпа кайнӑ, анчах киле ҫитеймен. Тусӗсем те вӑл ӑҫта пулнине пӗлмеҫҫӗ. Каҫхи 9 сехетре телефонне тытман. Мӗн шутламаллине те пӗлместӗп», - тенӗ Катьӑн амӑшӗ Оксана. Катя 150 сантиметр ҫуллӗш, хура ҫӳҫлӗ. Ӑна курнӑ тӑк амӑшӗ патне шӑнкӑравлӑр: 89279971385. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян,ҫурла уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, 10 сехет ҫурӑра Кӳкеҫ поселокӗнче комбайнпа пӑтӑрмах пулнӑ. Ку ял хуҫалӑх ӗҫӗсене пурнӑҫланӑ вӑхӑтра пулса иртнӗ. Комбайн штурвалӗ умӗнче ларакан водитель темле майпа хиртен тухса кайнӑ. Техника ҫӗмӗрӗлнӗ, водитель вара суранланнӑ. «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ хыпарланине ӗненес тӗк, 1969 ҫулта ҫуралнӑ арҫын пуҫне суранлатнӑ, пуҫ мими чӗтреннӗ, хырӑмӗ аманнӑ, аяк пӗрчисем хуҫӑлнӑ. Ӑна Шупашкарти васкавлӑ медпулӑшу пульницине илсе ҫитернӗ. Халӗ комбайнпа мӗнле майпа пӑтӑрмах сиксе тухнине уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |