Республикӑра
Шупашкарти ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнче пурӑнакансем йывӑр лару-тӑрӑва кӗрсе ӳкнӗ. Ахазов урамӗнчи 13-мӗш ҫурт тата Эльгер урамӗнчи 13-мӗш ҫурт картишӗнче нумай хутлӑ ҫурт хӑпартасшӑн, ҫынсем вара ҫакна хирӗҫ. Ҫав вырӑнти нумай ҫул ӳснӗ йывӑҫсене те касма палӑртнӑ-мӗн. Халӑх вара йывӑҫсене упраса хӑварасшӑн. Вӗсем РФ Президенчӗ Владимир Путин ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ирттерекен «тӳрӗ линие» видео ярса парасшӑн. Видеона ӳкернӗ ӗнтӗ. Ӑна YouTube сайтне ӗнер кӑларнӑ. «Хисеплӗ Владимир Владимирович! Эпир, Шупашкарта пурӑнакансем, сиртен 40 ҫул ӳсекен хурӑнсен рашчине упраса хӑвармашкӑн пулӑшу ыйтатпӑр. Вӗсене касасшӑн. «Ахазовский» парк вырӑнӗнче нумай хутлӑ ҫурт тӑвассине эпир хирӗҫ», - тенӗ видеора. Ҫак ыйтупа ирттернӗ пухура 100 ытла ҫын стройкӑна хирӗҫ алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Транспортӑн пӗрлехи карттине Перекет банкӗнче онлайн майпа укҫа хума пӑрахтарни пирки унччен сайтра хыпарланӑччӗ. Ҫак кунсенче сервис каллех ӗҫлеме тытӑннӑ. Малашне карточка ҫине электронлӑ енчӗк урлӑ та, Перекет банкӗнче онлайн майпа та укҫа хума май пулӗ. Аса илтерер: кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче сервиса тест режимӗнче ӗҫлеттерме тытӑннӑ, анчах укҫа пур чухне те карточка ҫине куҫман. Халӗ ҫитменлӗхсене пӗтернине ӗнентереҫҫӗ, халӗ ку мелпе карточка хуҫисен 98,5 проценчӗ усӑ курать-мӗн. Ҫапах укҫа тӳрех куҫмасан та пултарать, ҫак ӗҫ 48 сехет те пурнӑҫланать-мӗн. Харпӑр кабинетра укҫа куҫни карточкӑпа транспортра тӳлемесӗр те курӑнмасть-мӗн. Онлайн майпа укҫа хунӑ чухне пӑтӑрмах сиксе тухрӗ тӗк 36-33-30 номерпе шӑнкӑравламалла е transkarta@bk.ru почта ҫине ҫыру ямалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче 14 сехетре НТВ телеканалпа «Пирӗн патра выляса илеҫҫӗ» кӑларӑм эфира тухнӑ. Унта 288-мӗш «Ҫурт-йӗр лотерейине» выляттарнӑ. Палӑртма кӑмӑллӑ: Чӑваш Енре пурӑнакан икӗ ҫынна лотерейӑра питех те ӑннӑ. Тӑваттӑмӗш турта пирӗн республикӑра туяннӑ икӗ билет вылянӑ. Телеертӳҫӗсем вӗсем тинӗс хӗрринче хваттер выляса илнине пӗлтернӗ. Сӑмах май, хальхинче лотерейӑра 10 хваттер тата суперпарне выляттарнӑ. Аса илтерер: кӑҫал нарӑс уй ӑхӗнче те Чӑваш Енре пурӑнакан ҫын лотерейӑра 1 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енӗн Инкеклӗ ӗҫсен патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Вениамин Петров пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн республикӑра шыва кӗме ятарлӑ вырӑнсене 45 хатӗрленӗ. Кун пирки вӑл Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев правительство пайташӗсемпе ирттернӗ канашлура каланӑ. Шыва кӗмелли вырӑнсене хатӗрлессипе пирӗн республикӑра Шупашкарта, Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра, Сӗнтӗрвӑрринче, Муркашра, Шӑмӑршӑра, Етӗрнере, Елчӗкре тивӗҫлӗ хатӗрленӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр шыва путнисенчен 75 проценчӗ ӳсӗр пулнӑ. Пӗлтӗр хӑшӗсем Атӑл урлӑ ишсе каҫма хӑтланса чутах шар курман. Юрать, ҫӑлавҫӑсем вӑхӑтра асӑрхаса вӗсене пулӑшнӑ. Хӗрӗнкӗ пуҫпа шыва кӗме тӑхтамалла. Пӗчӗк ачасемпе те питех сыхӑ тӑмалла, вӗсене куҫран вӗҫертме юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Шупашкарти икӗ стадиона пӑхса ҫаврӑннӑ. Вӑл объектсене 2018 ҫулта футбол енӗпе иртекен пӗтӗм тӗнчери чемпионата хатӗрленмелли тренировка базисен малтанхи списокне кӗртнӗ. Элтеперпе пӗрле стадионсене республикӑн физкультурӑпа спорт министрӗ Сергей Шелтуков ҫӳренӗ. Министрпа республика ертӳҫи А.В. Игнатьев ячӗллӗ спорт хатӗрленӗвӗн центрӗн «Олимпийский» (чӑв. Олимп) тата Шупашкар хула администрацийӗн «Спартак» стадионӗсенче пулнӑ. Паянхи куна стадионсене юсаса пӗтернӗ. Халӗ вӗсем тавралли территорие хӑтлӑх кӳреҫҫӗ. Аса илтерер, чемпионат пирӗн ҫӗршывра ҫӗртме уйӑхӗн 14-мӗшӗнче пуҫланса утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Унта тӗнчери 32 команда хутшӑнӗ. Вӗсен ӑмӑртӑвӗсем Раҫҫейри 11 хулара иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енре ҫынсене сӑвӑс тапӑнать. Иртнӗ ҫулпа танлаштарсан, унран шар курнӑ тӗслӗх икӗ хута яхӑн нумайланнӑ. Пӗлтӗр 176 ҫын сӑвӑс тӑрӑннипе пульницӑна пулӑшу ыйтма килнӗ. Кӑҫал вара тухтӑрсен пулӑшӑвӗ 293 ҫынна кирлӗ пулнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫу уйӑхӗн 24-30-мӗшӗсенче сӑвӑсран шар курнӑ 83 ҫын пульницӑна пынӑ. Вӗсенчен 20-шӗ – ачасем. Шупашкарта 54 ҫынна сӑвӑс тапӑннӑ. Кӑҫалхи сезонра пӗтӗмпе 143 ҫынна сӑвӑс тӑрӑннӑ. Пӗлтӗр вара ку кӑтарту икӗ хут пӗчӗкрех пулнӑ: 88 ҫын. Чӑваш Енри гигиена тата эпидемиологи центрӗн лабораторийӗнче 140 сӑвӑса тӗпченӗ, 90-шӗ ҫын ӳтӗнчен кӑларни пулнӑ. Юрать-ха, пӗр сӑвӑс та энцефалит вирусӗллӗ пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Игорь Поручиков Шупашкар районӗнчи Сархурӑн ялӗнче ҫуралнӑ Игорь Поручиков журналиста ӗнер юлашки ҫула ӑсатнӑ. «Пӗр класрисем» халӑх тетелӗнчи унӑн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, Игоре юлашки ҫула Шупашкарти Трактор тӑвакансен проспектӗнчи 14-мӗш ҫуртри 114-мӗш хваттертен ӑсатнӑ. Игорь Поручиков юлашки вӑхӑтра профсоюз организацийӗсенчен тытӑмӗнче пресс-службӑра ӗҫленӗччӗ. Унччен вӑл республикӑри тӗрлӗ массӑллӑ информаци хатӗрӗнче тӑрӑшнӑ. Профсоюз тытӑмне куҫиччен Игорь Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн «Республика» хаҫатӗнче ӗҫленӗччӗ. Игорь унта реклама менеджерӗ пулса тимленӗччӗ. Ҫу уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Игорь 51 ҫул тултарнӑ. Ӑна М-7 автоҫул ҫинче ҫурҫӗр ҫитеспе машина ҫапса кайнӑ. Ӗҫтешӗмӗр ҫемьеллӗ пулнӑ, хӗрпе ывӑл ӳстернӗ. |
Республикӑра
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьев Ставрополь хулинче иртнӗ «Раҫҫейри студентсен ҫуркунни» фестивале хутшӑннӑ Чӑваш Ен ҫамрӑкӗсемпе тӗл пулнӑ. Унта пирӗн тӑрӑхри 75 яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫ кайнӑ. Фестиваль ҫӗнтерӳҫисемпе Чӑваш Ен ертӳҫисӗр пуҫне тата ЧР вӗрентӳ министрӗ Александр Иванов тӗл пулнӑ. Ҫамрӑксем Михаил Васильевича тӗрлӗ ыйту панӑ. «Сирӗн ӑнӑҫӑвӑн вӑрттӑнлӑхӗ мӗнре?» – ыйтнӑ вӗсенчен пӗри. «Ӗҫченлӗх», – хуравланӑ Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев. Ҫамрӑксен хушшинче тӗрлӗ сӗнупе тухакан та пулнӑ. Сӑмахран, акӑ, тӗл пулура 2020 ҫулта Пӗтӗм Раҫҫейри «Студентсен ҫуркуннине» пирӗн республикӑра ирттересси пирки те сӑмах пуҫарнӑ. Чӑваш Ен ертӳҫи Михаил Игнатьев ку сӗнӗве йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Надежда Прокопьева Ҫӗртме уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Енӗн Ҫын правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйӗн аппаратӗнче хӗрӳ лини ӗҫлӗ. Ун вӑхӑтӗнче граждансен ыйтӑвӗсене Надежда Викторовна Прокопьева омбудсмен йышӑнӗ. Хӗрӳ линин вӑхӑчӗ 14 сехетрен пуҫласа 16 сехетчен пырӗ. «Уполномоченнӑйпа тӗрлӗ ыйтупа ҫыхӑнма пулать. Кулленхи пурнӑҫра пӑшӑрхантаракан, саккунсемпе ҫыхӑннӑ кирек епле саманта та сӳтсе явма май килӗ», — ӗнентереҫҫӗ Ҫын правине хӳтӗлекен уполномоченнӑйӗн аппаратӗнче. Надежда Прокопьева унччен апла хӗрӳ лини йӗркелемен, ку вӑл шучӗпе — пӗрремӗш. Ыйтусене 8 (8352) 62-33-80 номерлӗ телефонпа йышӑнӗҫ. Надежда Викторовна малтан Чӑваш Енӗн юстици министрӗнче ӗҫленӗччӗ. Юлашки вӑхӑтра республикӑн Патшалӑх Канашӗн Аппарачӗн Ертӳҫинче тӑрӑшнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
http://moygorod-online.ru сайтран илнӗ сӑн Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Чӑваш Енре газ хакланать. ЧР Министрсен Кабинечӗн постановленийӗн проектне нормативлӑ право акчӗсен порталӗнче пичетленӗ. Ҫитес уйӑхран 1 кубла метр газшӑн 5,53 тенкӗ тӳлеме тивӗ (халӗ — 5,36 тенкӗ). Эппин, хак 17 пус ӳсӗ. Палӑртмалла: утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа коммуналлӑ такаксемшӗн те хак хӑпарать. Республикӑри 283 муниципалитетра вӑл нумайран та 4,6 процент ӳснӗ, 14 хулапа ялта вара – 4,9-12 процент. Ку Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ, Улатӑр, Ҫӗнӗ Шупашкар, Шупашкар, Ҫӗмӗрле хулисене пырса тивет. Канаш районӗнчи Хучел ял тӑрӑхӗнче тата Канашра «коммуналка» 12 процент хӑпарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |