Республикӑра
Комсомольски районӗнче сиенлӗ ҫӳп-ҫап куписене тупнӑ. Вӗсене Халӑх фрончӗн хастарӗсем Кӗҫӗн Каҫал ҫывӑхӗнче асӑрханӑ. Кун пирки ҫынсем хӑйсемех интерактивлӑ ресурса хыпар ярса панӑ. Пӗр ҫӳп-ҫап купинче – пластик канистрсем, вӗсенче вара – тӗттӗм шӗвек. Чылай савӑт ҫине бор йӳҫекӗн формулине ҫырнӑ. Иккӗмӗш купара вара – фармацевтика препарачӗсен картон курупкисем. Унта ҫавӑн пекех хими элементне ҫырнӑ савӑтсем те пур. Экспертсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ҫӳп-ҫап тавралӑхшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать, вырӑнти халӑхӑн сывлӑхне сенлетме пултарать. Ҫак ҫӗр лаптӑкӗ - вырӑнти сахӑр савучӗн. Халӑх фрончӗн хастарӗсем вырӑнти тӳре-шарана ҫӳп-ҫапа пӗтерме, территорие карта тытса ятарлӑ паллӑсем лартма хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Кӑҫал ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнчи Уйпуҫ Ялтӑра ялӗ ҫывӑхӗнче арҫын виллине тупнӑ. Вӑл кам пулнине халӗ те палӑртман. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтерет. Вилене Уйпуҫ Ялӑра ялӗнчен ҫурҫӗр еннелле 3 ҫухрӑмра тупнӑ. Ун ҫинче спорт костюмӗ (50-мӗш калӑпӑшли), кӑвак-шурӑ йӑрӑмлӑ тельняшка, хура труҫҫи, хура носки пулнӑ. Хӑй 51-65 ҫулсенчи пек курӑнать, 156-176 сантиметр ҫӳллӗш, сӑмси сылтӑм еннелле кӑшт кукӑр. Пуҫ купташкине кура унӑн реконструкцине хатӗрленӗ. Вӑл – сӑнӳкерчӗкре. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
ҪҪХПИ тунӑ сӑн Авӑн уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 16 сехетре «Вӑрнар – Нурӑс» ҫул ҫинче хӗрачана ҫапса хӑварнӑ. Лешӗ ҫул хӗрринче тӑнӑ, машинӑсем ҫӳрекен вырӑна тухман. ҪҪХПИ пӗлтернӗ тӑрӑх, «Лада» водителӗ малтан транспорт хирӗҫ килекен ҫул ҫине тухнӑ, кайран ҫул хӗрринче тӑракан хӗрачана ҫапса кайнӑ. Хӗрача 14 ҫулта кӑна, 8-мӗш класра вӗренет. Вӑл самаях суранланнӑ: унӑн шӑмми хуҫӑлнӑ, ытти суран та пулнӑ. Ӑна пульницӑна илсе кайнӑ. Руль умӗнче вара 1969 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Михаил Игнатьев Элтепер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республика министрӗсене унчченхи ӗҫтешӗсемпе туслӑха татма чӗнсе каланӑ. Кунта сӑмах строительство усламӗпе тимлекен ӗнерхи тӳре-шара пирки пырать. Элтепер ахальтен хумханмасть иккен. Подрядчика ҫаврӑннӑ ӗнерхи тӳре-шара ӗҫе вӑхӑтра пурнӑҫлаймас хӑрушлӑх сиксе тухнӑ. Элтепер шанчӑксӑр организацисене мӗншӗн «хура списока» кӗртменнинчен те тӗлӗннӗ. Вӑраха юлса пыракан объектсенчен пӗри — Хӗрлӗ Чутай ялӗнчи Тарапайӗнчи фельдшерпа акушер пункчӗ. Ӑна Чӑваш Енӗн строительство министрӗн ҫумӗ пулнӑ Валентин Кандейкин ертсе пыракан «СУРА» организаци тума тытӑннӑ. ФАПа ҫурла уйӑхӗнчех хута ямалла пулнӑ. Тепӗр объект — Чӑваш патшалӑх филармонийӗ. Ӑна юсама «Возрождение» фирмӑна (ертӳҫи — строительство министрӗн ҫумӗ пулнӑ Сергей Архипов) шаннӑ. Юсав ӗҫӗсем графикран юлса пыраҫҫӗ-мӗн. Михаил Игнатьев министрсене туслӑха татма, «ҫыран хӗрринче» е ресторансенче калаҫса татӑлма чӗнсе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Правда ПФО» сайтри сӑнӳкерчӗксем РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ Шупашкарта уҫӑлнӑ ҫӗнӗ кадет корпусне прокуратура тӗрӗслессине пӗлтернӗ. Ҫак хыпара управленин сайтӗнче ӗнер, авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, ҫырнӑ. Вӗренӳ ҫинчен калакан саккуна пӑсма пултарнипе ҫыхӑннӑ хыпарсене вӑл надзор органне ярса панӑ-мӗн. «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫатра, сӑмах май, кадетсене ҫӗнӗ корпуса ӗнер васкавлӑн вырнаҫтарма тытӑннине пӗлтернӗччӗ. Ҫав вӑхӑтрах унта сӗтел-пукана лартса пӗтермеӗн, корпуса хӑтлӑх кӗртессипе малалла тимлеҫҫӗ иккен. Ҫакна ӗнентерме МИХ сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑччӗ. Фотоматериалпа пичет кӑларӑмне вырӑнтан ярса панине каланӑ. Кадет корпусне хӑпартнӑ чух строительствӑра ҫын вилнине вара Чӑваш Енри тӗпчевҫӗсем малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Улатӑр хулинче пурӑнакан Ираида Ктитор авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗнче пӗр ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тунӑ. Ҫав ятпа хӗрарӑма хула администрацийӗ пуҫлӑхӗ Юрий Боголюбов килне кайсах саламланӑ. Ӑна вӑл Раҫҫей Президенчӗн Владимир Путинӑн саламне ҫитерсе панӑ. Улатӑр хӗрарӑмӗ Питӗрте педагог пулма вӗреннӗ. Упӑшки ҫар ҫын пулнӑран вӑл унпа вунӑ ҫул Китайра пурӑннӑ. Улатӑр хӗрарӑмне Мао Цзэдунӑн (вӑл Китайри Коммунистсен партине йӗркелесе янӑ) «Китайпа Совет туслӑхӗ» медалӗпе ӑй вӑхӑтӗнче чысланӑ. Ӗҫ ветеранӗ тата тыл ӗҫченӗ виҫӗ ача ӳстерсе ура ҫине тӑратнӑ. 100 ҫулхи юбилейпа саламлама ҫитнӗ Улатӑр хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ кинемее сывлӑхпа пурӑнма сунса саламланӑ, парне тата чечек ҫыххи ӑшшӑн тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
РФ Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем айӑпланнӑ арҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл Улатӑрти 8-мӗш колони-поселенирен тухса тарнӑ. Чӑннипе, колони-поселенире йӗрке ҫирӗпех мар. Унта лекнисем тухса ҫӳреҫҫӗ. Йӗркепе килӗшӳллӗн, вӗсене хуралламаҫҫӗ. Иртен пуҫласа каҫчен айӑпланнисем ирӗклӗнех ҫӗрееҫҫӗ. Анчах вӗсен колони вырнаҫнӑ муниципалитет территорийӗнчен тухса кайма ирӗк ҫук. Ӗҫпе е вӗренӳпе ҫыхӑннӑ тӑк айӑпланнисем граждан тумне тӑхӑнма, хӑйӗн ҫумӗнче укҫа тата хаклӑ япала йӑтса ҫӳреме пултараҫҫӗ. Паян ирхи 8 сехет те 15 минутра Улатӑрти колони-поселенире пурне те шутланӑ чухне пӗри курӑнман. Вӑл ӑҫта пулнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Федор тунӑ сӑн 2013 ҫулта Шупашкарта пурӑнакан ҫемьесене виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуралнӑшӑн Муркаш районӗнчи Катикасси ялӗ ҫывӑхӗнче ҫӗр лаптӑкӗ панӑ. Унта пӗтӗмпе 535 лаптӑк уйӑрнӑ. Анчах ҫав вырӑнта электричество та, шыв та, канализаци те, газ та ҫук. Ку ыйтӑва кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче ҫӗкленӗ. Кун пирки Чӑваш халӑх сайтӗнче те хыпарланӑччӗ. ЧР Аслӑ сучӗ Шупашкар хула администрацине ҫемьесем валли уйӑрнӑ лапӑксем патне 10 уйӑхра инженери инфратытӑмне илсе ҫитермелле тесе йышӑннӑ. Паян патшалӑх закупкисен сайтӗнче унта шыв илсе ҫитермешкӗн аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Килӗшӗвӗн малтанхи хакӗ – 3 990 071 тенкӗ. Аукциона заявкӑсене юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Подрядчике юпан 18-мӗшӗнче палӑртӗҫ. Ӗҫе килӗшӳ тунӑ хыҫҫӑн 400 кунра вӗҫлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Ен прокуратури пуҫарнипе пая кӗрсе хваттер туянакансем валли «хӗрӳ лини» ӗҫлеме пуҫланӑ. Улталаннӑ пайҫӑсем ятарлӑ номерпе шӑнкӑравлама е ҫырса яма пултараҫҫӗ. «Хӗрӳ лини» тунтикун-эрнекун 9-18 сехетсенче ӗҫлет. Унта ҫак номерпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать – (8352) 39-20-47. Килнӗ ҫӑхавсене малтан тӗрӗслеҫҫӗ, унтан прокурор кирлӗ мерӑсем йышӑнать. Прокуратура сайтӗнче интернет-приемнӑй те пур, унта ҫыру шӑрҫалама пулать. Вӗсене электронлӑ почтӑна йышӑнаҫҫӗ: prokur@cap.ru. Ҫырура хута каякан ҫурт адресне, килӗшӳ реквизичӗсене, застройщик ятне, хӑвӑрӑн телефон номерне кӑтартмалла, тӗрӗслев ирттермешкӗн документсен копине ямалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Улатӑрта индустри паркӗ хута ярасшӑн. Ун патне ҫитмелли ҫулсен строительстви валли тендер пур ӗнтӗ. Ӑна патшалӑх закупкисен сайтӗнче вырнаҫтарнӑ. Кун валли укҫа та уйӑрнӑ: республика тата ҫӗршыв хыснисенчен пӗтӗмпе 27,5 миллион тенкӗ пама йышӑннӑ. Техника заданийӗпе килӗшӳллӗн, парк патне пымалли ҫулсене Вӗрене урамӗ ҫумӗпе тӑвӗҫ. Ку ӗҫе кам пуҫӑнасси аукцион хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Вӑл юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче иртӗ. Аукцион ирттерсен ӗҫе пуҫӑнӗҫ. Вӑл икӗ тапхӑрпа иртӗ, 2019 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗччен вӗҫленмӗ. Улатӑри ҫӗнӗ индустри паркӗнчи лапамра промышленноҫ предприятийӗсем вырнаҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |