Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ӗҫчен ҫыннӑн ыйхи кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: кӗлӗсем

Тӗн
mixyfotos.ru сайтри сӑн
mixyfotos.ru сайтри сӑн

Паян каҫхи 10 сехетре Шупашкарти Введени кафедра соборӗнче асап туснӗ Георгий Победоносецӑн хӑватне, унӑн ковчегне, илсе килӗҫ. Ыран, юпа уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, пӗрремӗш кӗлӗ пулӗ, ӑна Савватий атте ертсе пырӗ. Пурте ҫӗнтерӳшӗн кӗлтӑвӗҫ.

Храм ирхи 6 сехетрен уҫӑ пулӗ. Ӑна юлашки ҫын киличчен те хупмӗҫ. Юпан 13-мӗшӗнче вара ҫветтуй патӗнче 6-19 сехетсенче кӗлӗ тума пулать. 19 сехетре ковчега ӑсатӗҫ.

 

Тӗн
kazan.kp.ru сайтри сӑн
kazan.kp.ru сайтри сӑн

Паян Савватий митрополит Введени соборӗнче Раштав кӗлли ирттерӗ. Вӑл 22 сехетре пуҫланӗ.

Раштав кӗллине Чӑваш наци телекуравӗпе тата "Контактра" халӑх тетелӗнчи "Православная Чувашия" ушкӑнра курма пулать. Введени соборӗнчи Вырсарни шкулӗн ертӳҫи Максим Подшибякин иерей комментари параканни пулӗ.

Раштав кӗлли ыран, кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче, вӗҫленӗ.

 

Республикӑра

Паян ҫӗрле, Кӑшарнинче, Христос тӗнне ӗненекенсем вакка чӑмнӑ. Республикӑра каҫ пӑтӑрмахсӑр иртнӗ. Пакунлисен ҫапах сыхӑ пулма тивнӗ.

Вакра шыва кӗнӗ вырӑнсенче шалти ӗҫсен органӗсен 700 ытла ӗҫченӗ йӗркене пӑхса танӑ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗрле йӗркене пӑснӑ 4 тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Вакра чӳхенме килнӗ ҫынсене тӗрӗсленӗ чухне иккӗшӗнне касакан-чикен япала тупнӑ, пӗрин ҫумра газ баллонӗ пулнӑ, тепри хунар-шокер илсе пынӑ. Ҫавӑн пекех пакунлисем 18 литр алкоголь тата спиртлӑ шӗвек туртса илнӗ.

Палӑртмалла: кӗҫӗр республикӑри 127 ялта Кӑшарни кӗлли пулнӑ, мероприятие 25 пине яхӑн ҫын хутшӑннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/54840
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне карьерӑра ӳсмелли майсем туса парӗ, анчах ниме пӑхмасӑр йӑлт пӗлме тӑрашни, хӑвӑрӑн позицие ҫине тӑрса ӗнентерни ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме чӑрмантарӗ. Тӑрук вӑй пӗтни тупӑша тума чӑрмантарӗ.

Чӳк, 22

1935
91
Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1957
69
Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын