Республикӑра
![]() Красноармейски районӗнче Мефодьевсем тӑрӑшнипе кедр рашчи ӳсет. Хунавӗсене вӗсем хӑйсемех лартнӑ. Ҫемье ҫамрӑк йывӑҫсене ҫынсене тӳлевсӗрех парать. Калама кӑмӑллӑ: юлашки икӗ ҫулта районта 1500 кедр лартнӑ. Палӑртмалла: республикӑра кедр йывӑҫӗ нумаях мар. Мефодьевсем кедр йывӑҫне виҫӗ ҫул каялла килӗштернӗ. Светлана Матвеевна унӑн сиплӗхӗ пирки нумай илтнӗ. Хӑйсем те ӳстерме шутланӑ: йӑрансем ҫинче халӗ хунавсем ҫитӗнеҫҫӗ. «Упӑшкапа халӗ тин пурнӑҫ валли ҫуралнине туятпӑр. Плансем пысӑк. 1,5 гектар ҫинче вырнаҫнӑ кедр рашчине заповеднике ҫавӑрасшӑн. Ун тавралла 28 гектар ҫӗр никама кирлӗ мар выртать», - ҫапла пӗлтернӗ «Трак ен – кедр тӑрӑхӗ» проект тата «Виҫӗ хӗвел» этнопарк пуҫаруҫи «Чӑваш Ен» ПТРК корреспондентне. Мефодьевсем рашчана кӗнӗ ҫӗрте телейлӗ ҫемьене сӑнлакан скульптура лартасшӑн. Эскизӗ пур, анчах ӑна пурнӑҫа кӗртме 150 пин тенкӗ кирлӗ. Мефодьевсем ҫынсем этнопарка килӗштерессе, вӑл вӗсен юратнӑ вырӑнӗ пуласса шанаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнче пурӑнакан икӗ арҫын утӑ вӑрланӑшӑн суд сакки ҫине ларнӑ. Етӗрне районӗн сучӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хайхискерсем калаҫса татӑлнӑ та грузовик ҫине ларса «Чебаково» предприятин утӑ рулонӗсене вӑрлама кайнӑ. Вӗсем предприяти район администрацийӗнчен тара илнӗ ҫӗр лаптӑкӗ ҫине ҫитнӗ, 253 килограмм таякан ултӑ рулон тиенӗ. Палӑртмалла: пӗри 1100 тенкӗ тӑрать. Арҫынсем кайран полицие пырса вӑрлани пирки пӗлтернӗ. Айӑпне каҫарттарас тесе хайхискерсем предприятие утӑ рулонӗсен хакне тӳленӗ. Ҫапах суд сакки ҫине ларма тивнӗ. Вӗсене патшалӑхшӑн 6-шар пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри 21 районтан хӑшӗсем ҫынсем эрех сахал ӗҫнипе палӑрса тӑнине пӗлес килет-и? «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта республикӑри районсен урӑ паспортне хатӗрленӗ. Красноармейски тата Комсомольски районӗсенче пурӑнакан ҫынсем эрех-сӑрапа ытлах туслӑ мар иккен. Канаш, Хӗрлӗ Чутай районӗсенче тӗпленнӗ халӑх вара пачах урӑхла – чылайӑшӗ «ҫуттипе» туслӑ-мӗн. Танлаштарӑма юлашки виҫӗ ҫулти кӑтартусене шута илсе хатӗрленӗ. Пӗтӗмлетӗве Пӗтӗм Раҫҫейри ӑслӑлӑх конференцийӗнче пӗлтернӗ. Ӑна шӑпах урӑ куна халалланӑ (авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче паллӑ тӑваҫҫӗ). Статистикӑна хатӗрленӗ тухтӑрсен команди ҫакӑ вырӑнти тата республикӑри влаҫа ӗнсе хыҫамалли сӑлтав тесе шухӑшлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сергей Шелтуков Чӑваш Енӗн физкультурӑпа спорт министрӗ Сергей Шелтуков пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вӑл 47 ҫулта ҫеҫ пулнӑ. Шанчӑклӑ ҫӑлкуҫсем пӗлтернӗ тӑрӑх, министр усал шыҫӑпа аптӑранӑ. Ӑна ҫывӑх пӗлекенсем каланӑ тӑрӑх, темле пулсан та вӑл хӑйне ҫирӗп тытнӑ. Сергей Шелтуков куҫне ӗнер яланлӑхах хупнӑ. Министр пулнӑ ҫын ӗҫ биографине 1992 ҫулта Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ялӗнчи шкулта физкультура учителӗнче тӑрӑшнинчен пуҫланӑ. Каярах вӑл Чӑваш Енӗн Спорт министерствинче вӗренӳпе спорт пайӗн специалистӗнче ӗҫленӗ. Ача-пӑчапа ҫамрӑксен 5-мӗш спорт шкулӗнче директор ҫумӗ, А. Игнатьев ячӗллӗ спорт ӑсталӑхӗн шкулӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 2012 ҫулта Сергей Шелтукова Чӑваш Енӗн Спорт министрӗн ҫумне лартнӑ. 2015 ҫулхи юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче ӑна министр пуканне шанса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР ШӖМӗн сайтӗнче чи лайӑх участковӑя суйлама пуҫланӑ. Вӑл авӑн уйӑхӗн 20-мӗшӗччен пырӗ. Сасӑлавра кашни муниципалитетран пӗр участковӑя суйлама май пур. Регион шайӗнчи тапхӑр вара юпа уйӑхӗн 7-16-мӗшӗсенче иртӗ. Ун чухне те ҫӗнтерӳҫе онлайн-сасӑлав мелӗпе палӑртӗҫ. Республикӑри чи лайӑх участковӑй Чӑваш Ен чысне Раҫҫей шачӗнче хӳтӗлӗ. Вӑл чӳк уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче иртӗ. Финала регионсенче ҫӗнтернӗ учасктовӑйсем хутшӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫе Участковӑй кунӗнче, чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Правительство ҫуртӗнче эрнесерен иртекен планеркӑра тӗрлӗ ыйтупа калаҫнӑ. ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемьесене ятарлӑ удостоверени пама сӗннӗ. Мӗн тума кирлӗ-ха ҫак удостоверени? Михаил Васильевич каланӑ тӑрӑх, вӑл нумай ачаллӑ ҫемьесене влаҫӑн тӗрлӗ органне черетсӗр кӗме ирӗк парать. Ку сӗнӗве Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗнче депутатсем сӳтсе явӗҫ. Вӑл вара авӑн уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ. Депутатсем ҫак сӗнӗве ырласан ӑна саккун евӗр йышӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче пурӑнакансем ирпе тата каҫпа ҫул ҫинче хытах нушаланнӑ. Ларса кайма автобуссем ҫук, пӗчӗкскерсем часах тулаҫҫӗ, расписанипе ҫӳремеҫҫӗ. Ҫакӑн йышши ҫӑхава унтисем республикӑн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине пӗрре кӑна мар ҫитернӗ. Унтисем ӗнентернӗ тӑрӑх, ведомство ӗсченӗсем вырӑна тухса лару-тӑрӑва пӗрре кӑна мар тӗрӗсленӗ. «Ҫӗнӗ Шупашкар (Химтехникум) – Тутаркасси» 109-мӗш маршрутпа халӗ пысӑк автобуссене ҫӳретме тытӑннӑ. Транспорт ыйтӑвӗпе тарӑхмалли тупӑнсан Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствине 56-50-8 номерпе шӑнкӑравлама сӗнеҫҫӗ. Кӑлтӑк пирки mintrans_avto@cap.ru, mintrans_raz@cap.ru электрон пуштӑпа та ҫырусем йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти Мускав ҫыранӗн ячӗ пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев сӑмах хускатнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, Элтепер каланӑ тӑрӑх, ҫынсем ҫырана Мускав ятне панине килӗштермеҫҫӗ имӗш. Мӗншӗн шӑпах ҫак ята пани пирки чылайӑшӗ Элтепертен ыйтать-мӗн. Ҫавна май Михаил Васильевич хула влаҫӗсене ку ыйтӑва пӑхса тухма сӗннӗ. Ҫак хыпара тӗнче тетелӗнчи тӗрлӗ ҫӑлкуҫ пӗлтерчӗ. Ун хыҫҫӑн Элтепер сӗнӗвӗнчен тӑрӑхлакансем тупӑннӑ. «Шупашкарӑн Мускав районӗнче пулнине пӗлмест-им?», — йышши сӑмахсемпе ҫеҫ ҫырлахман. Вӗсем «Сӑнсем ()», —йышшисем ҫырса тултарнӑ. Тепри тата: «Вак-тӗвекпе аппаланмалла мар. Чӑваш Енӗн аслӑ ӑсӗ кушака мӗншӗн кушак теҫҫӗ ыйтӑва хускатсан вырӑсла калаҫакан 200 миллион ҫын чунне хускатӗ», — тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркаш районӗнчи Куҫки ялӗнче пурӑнакан 85 ҫулти кинемейӗн килӗ умӗнче пысӑк йывӑҫсем ӳснӗ. Вӗсем кирек хӑш вӑхӑтра та хуҫӑлса ҫурт ҫине ӳкме пултарнӑ. Ӗнер ҫӑлавҫӑсен дежурнӑй смени ун патне ҫитнӗ. Вӗсем тӑватӑ пысӑк йывӑҫа касас тесе альпинистсен ятарлӑ хатӗрӗсемпе усӑ курнӑ. Ара, йывӑҫа кассан вӑл пӳрт ҫине ӳкме, электролиние сиенлетме пултарать вӗт. Икӗ йывӑҫа тӗппипех каснӑ, тепӗр иккӗшӗнне турачӗсене иртнӗ. Ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑшӑн кинемей шутсӑр савӑннӑ. Халӗ вӑл лӑпкӑ пурӑнӗ: йывӑҫсем ӳкес хӑрушлӑх ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри Журналистсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн пайташӗсем ӗҫтешӗсене тӑна кӗртесшӗн. Вӗсем ятарлӑ чӗнӳ те хатӗрленӗ. Унта ҫырнӑ тӑрӑх, паян журналистсем вулакансен, куракансен, итлекенсен шанчӑкне ҫухатса пыни сисӗнет. Ҫакӑн сӑлтавне хӑш-пӗр журналист професси этикине пӑснипе ҫыхӑнтарнӑ. Унтан ҫав чӗнӳре журналистӑн тӗрӗс хыпарламаллине, пурин шухӑшне шута илмеллине палӑртнӑ. Тӗрӗслемен тата суя фактсемпе усӑ курнине, шалт тӗлӗнтерекен хыпарсене искусствӑлла майпа шухӑшласа кӑларнине, уйрӑм ҫын пурнӑҫне вӑйпа кӗнине палӑртнӑ. Анчах пурте мар. Хӑшӗсем. Чӑваш Енӗн Журналистсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн пайташӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, хайхи хӑш-пӗр МИХ этика нормисене пӑхӑнмасть, чӗлхе виҫине пӑсать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.04.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Кутузов Зиновий Михайлович — Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мадуров Фёдор Иванович, паллӑ кӳлепеҫӗ ҫуралнӑ. | ||
| Денисов Петр Владимирович, истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор, этнолог вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |