Республикӑра
Ашшӗ хӗрне сывлӑха ҫ ирӗплетмелли ҫуллахи ача-пӑча уйлӑхӗнче мӑшкӑллани пирки пӗлтернӗ. Ку пӗлтӗр Етӗрне районӗнче пулма пултарнӑ. Следовательсем ку тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, 2017 ҫулта хӗрача сывлӑха ҫирӗплетмелли уйлӑхра каннӑ. Унта ӑна мӑшкӑллани пирки ашшӗ пӗлтернӗ. Халӗ ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн следовтальсем процессуаллӑ йышӑну тӑвӗҫ. Кун пирки РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ хыпарлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче Канаш районӗнчи пӗр ялта 7 ҫулти хӗрача хреснамӑшӗ патӗнчен тухнӑ та килелле утнӑ. Ӑна ҫур ҫула ӑсатнӑ-ха, киле ҫитме нумай та юлман. Хӗрачана хыҫалтан йытӑ тапӑннӑ, кӗлеткинчен ҫыртса юханшыв хӗрринелле сӗтӗрме пуҫланӑ. Юрать, ҫывӑхра арҫын ачасем пулнӑ. Вӗсем хӗрачана пулӑшнӑ, лешӗ вара тарма ӗлкӗрнӗ. Ашшӗ-амӑшӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Хӗрачана пульницӑна вырттарнӑ. Йытӑ ачана самаях ҫыртса пӗтернӗ. Ҫавна пула пӗчӗкскер туалета та икӗ кун каяйман, аппаратпа выртнӑ. Унӑн суран нумай. «Авӑнӑн 1-мӗшӗнче шкула мӗнле кайӗ-ши?» - кулянса каланӑ амӑшӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, хуҫисем сунар йыттине пӗрремӗш хут салтса янӑ. Йытта яланлӑхах ҫывӑратса яма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енре тивӗҫлӗ канӑва тухма хатӗрленекен ҫынсем валли «хӗрӳ лини» ӗҫлеме пуҫланӑ. Патшалӑх инспекцийӗн телефонӗпе шӑнкӑравласа хӑвӑра пӑшӑрхантаракан ыйтусене пама май пур: 62-90-61, 62-01-79, 62-89-65 номерсене ҫеҫ ҫавӑрттармалла. Ӗҫ кунӗсенче кӑна шӑнкӑравсене йышӑнаҫҫӗ. «Хӗрӳ лини» тивӗҫлӗ канӑва тухма хатӗрленекен ҫынсен ӗҫ саккунне пӑхӑнас ыйтусемпе ӗҫлет. Унта тунтикун-эрнекун 9-18 сехетсенче шӑнкӑравласа ҫитме пулать. Апатлану вӑхӑчӗ – 13 сехетрен пуҫласа 13.45 сехетчен. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен талӑкӗпех ӗҫлекен номер ӗҫлесе кайӗ. Унта ыйтусене ҫыртарса юлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шупашкар районӗнче – экологи катастрофи. Унта юханшыври пулӑсене каллех такам наркӑмӑшлантарнӑ. «Контактра» халӑх тетелӗнчи ушкӑнра ҫынсем Йӑршшу юханшывӗнче, Иккассинчен инҫех мар, пулӑсем вилнине сӑн ӳкерсе лартнӑ. Халӗ ку тӗлӗшпе тӗрӗслев иртет. «Тӑван Ен» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, пулла экспертиза тумашкӑн янӑ. Сӑмах май, ҫӗртме уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче те Йӑршшури 230 ытла пулла экспертизӑна янӑ. Хальлӗхе ун чухнехи пӗтӗмлетӳ те паллӑ мар-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Иртнӗ эрнере почтальонсем професси уявне палӑртнӑ. Элӗк районӗнче вӗсене района пухса саламланӑ. Элӗкри ача-пӑча вулавӑшӗнче вӗсене Ҫӗмӗрлери почтамт пуҫлӑхӗ Сергей Новичков професси уявӗпе ырӑ суннӑ. Элӗк районӗнчи «Пурнӑҫ ҫулӗпе» хаҫат редакцийӗ те вӗсене ырӑ суннӑ. «Почта ҫыхӑну уйрӑмӗсен ӗҫченӗсемпе эпир тачӑ ҫыхӑнса ӗҫлетпӗр, пӗрлехи ӗҫе пурнӑҫлатпӑр», — теҫҫӗ хаҫатҫӑсем. Район хаҫатне халӑх патне вӑхӑтра ҫитерме пулӑшнӑшӑн «Пурнӑҫ ҫулӗпе» район хаҫачӗн тӗп редакторӗ Марина Леонтьева тав тунӑ. Ҫыхӑну тытӑмӗнче ӑнӑҫлӑ ӗҫлекенсене вӑл асӑнмалӑх парне панӑ. Чыс-хисепе кӑҫал Элӗкри ҫыхӑну уйрӑмӗн ертӳҫи Любовь Петрова, Мӑн Этменти Алина Сорокина, Тури Карачурари Валентина Ефремова, Ехремкассинчи Зоя Михайлова, Ярхуньушкӑньри Валентина Воинова тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Куславкка районӗнчи Куснар ялӗнчи шкулӑн алӑкне приставсем пичет ҫапсах питӗрнӗ. Апатланмӑшӑн пӗр уйӑх ӗҫлеме юрамӗ, мӗншӗн тесен унта йӗркене пӑснӑ тӗслӗхсене тупса палӑртнӑ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче шкулта апат пӗҫернӗ чухне санитари нормисене пӑхӑнмашкӑн условсем ҫуккине тупса палӑртнӑ. Апатланмӑшра апат хатӗрлемелли тата упрамалли ятарлӑ вырӑнсем ҫук ҫавӑн пекех чашӑк-тирӗк ҫумалли, пахча ҫимӗҫ, пулӑ, какай тасатмалли пӳлӗмсем ҫук. Апатланмалли залра вара мачча хӑмисене ҫуллӑ сӑрӑпа сӑрланӑ. Шкул директорӗ апатланмӑшра ҫитменлӗхсем пуррине тунман, ун валли хушма ҫурт тумашкӑн смета хатӗрлени пирки пӗлтернӗ. Строительство валли укҫа-тенкӗ шыраҫҫӗ-мӗн. Апла пулин те Роспотребнадзор апатланмӑш ӗҫӗ-хӗлне вӑхӑтлӑха чарма йышӑннӑ. Шкулта вара ҫуллахи уйлӑх ӗҫлемелле пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗнче ӗҫлекенсем тинех хаш сывларӗҫ пуль-ха. Ара, ҫак кунсенче вӗсем пилӗк уйӑхшӑн ӗҫ укҫи илнӗ-ҫке-ха. Предприяти парӑма кӗни пирки чылай калаҫрӗҫ. 219 ҫынна (вӗсен йышӗнче ӗҫрен кайнисем те пур) пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнчи тата кӑҫалхи нарӑс-ака уйӑхӗсенчи шалӑва тӳленӗ. «Чӑваш бройлерӗ» кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗн ӗҫченӗсен умӗнче парӑм самаях пухӑннӑччӗ-ха. Пӗтӗмпе – 4 миллион тенкӗ те 625 пин тенкӗ. ЧР прокуратури, республикӑри ӗҫ патшалӑх инспекцийӗ пулӑшнипе унта ӗҫлекен ҫынсем хӑйсен саккунлӑ укҫисене илме пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шупашкар районӗнчи фермер Евгений Майоров тӗве ҫемйинчи чӗрчуна – альпака – ӗрчетме шухӑшланӑ. Тупӑш тӑвасшӑн мар вӑл, чун киленӗҫӗшӗн ҫеҫ тытать вӗсене. Фермер альпака унччен те усрама хӑтланнӑ-ха. Анчах чӗрчунсене конфискациленӗ, мӗншӗн тесен кирлӗ документсем пулман, инстанцисем витӗр тухман. Иккӗмӗш хутӗнче Евгений Майоров Анапӑран 3 альпак илсе килнӗ. Шел те, аҫи вилнӗ. Икӗ ами вара халӗ йыш хушнӑ. Вӗсене Мартин тата Фаина ят панӑ. Альпакӑн ҫӑмӗ паха. Вӗсем кунта утӑ, комбикорм ҫиеҫҫӗ, симӗс курӑк юратаҫҫӗ. Анчах кашни ҫур ҫулта вӗсен шӑлне хӑйрамалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунӗ умӗн Чӑваш Енри 15 ҫемьене «Юратупа шанчӑклӑхшӑн» орденпа чысланӑ. Шупашкарта ҫак чыса Геннадипе Людмила Егоровсем, Станиславпа Лия Ушаковсем тивӗҫнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарта – Юрипе Антонина Бахаревсене, Ҫӗмӗрлере Евгенипе Владилена Железцовсене, Канашра Вячеславпа Нина Игнатьевсене, Улатӑрта Викторпа Татьяна Чернышевсене орден пама йышӑннӑ. Ҫӗрпӳ районӗнчи Геннадипе Валентина Игнатьевсем, Ҫӗмӗрле районӗнчи Григорипе Лидия Каюковсем, Красноармейски районӗнчи Валерьянпа Акулина Клементьевсем, Йӗпреҫ районӗнчи Алексейпа Клавдия Купрановсем, Елчӗк районӗнчи Николайпа Раиса Лапшинсем, Улатӑр районӗнчи Тимофейпа Елизавета Мигуринсем, Муркаш районӗнчи Леонидпа Зинаида Орловсем, Вӑрнар районӗнчи Владимирпа Роза Павловсем, Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Николайпа Лидия Ядаринкинсем те ҫак хисепе тивӗҫнӗ. Палӑртмалла: ҫак мӑшӑрсем 50 ҫул ытла килӗштерсе пурӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Тухтӑрсен пӗлӗвне ӳстерекен республикӑри института ҫӗнӗ пуҫлӑх ертсе пырӗ. Унпа паян коллектива республикӑн сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Викторов паллаштарнӑ. Ҫӗнӗ хыпарпа паллаштарнине министерствӑн пресс-служби аякран пуҫланӑ: коллективпа тӗл пулнинчен, отрасльти тӗллевсене пурнӑҫлассине сӳтсе явнинчен. Ҫӗнӗ ректорпа, Нина Емельяновӑпа, министр савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура паллаштарнине пӗлтернӗ. Ҫӗнӗ пуҫлӑх тухӑҫлӑ ӗҫлеме тата професси енчен ассе пыма суннӑ. «Тухтӑрсен пӗлӗвне ӳстерекен институт ырӑ кун-ҫуллӑ тата республика аталанӑвне витӗм кӳрет», — ырланӑ Нина Николаевна хӑй ертсе пыракан учреждение. Нина Емельянова биографийӗпе хыпарта паллаштарман. Институт сайтӗнче те ҫӗнӗ ректорпа ҫак самантра паллаштарманччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |