Республикӑра
Ӗнер, ҫурлан 22-мӗшӗнче, Раҫҫей ялавӗн кунне паллӑ турӗҫ. Патӑрьел районӗнчи Сителти клубпа вулавӑш та ҫав куна уявланӑ. Унта ӗҫлекен Ирина Лякова культорганизаторпа Оксана Хомуткина библиотекарь патшалӑх символӗпе паллаштарас тӗллевпе мероприяти ирттернӗ. Унта ачасене чӗннӗ. Вулавӑш ӗҫченӗ уяв историйӗпе паллаштарнӑ. Манса каясран шӑпӑрлансенчен хӑшӗ-пӗри блокнотах ҫырса пынӑ. Унтан ачасем хӑйсем мӗн пӗлнине кӑтартас кӑмӑлпа «Эпир Раҫҫейе юрататпӑр» викторинӑна хутшӑннӑ. Малалла велочуп иртнӗ. Ачасем Сител ялӗн аслӑ урамӗпе ялавсем тытса велосипедсемпе ярӑнса ҫаврӑннӑ. Ҫав кун ачасемпе Аслӑ Арапуҫ, Пӑлапуҫ-Пашьел, Ишлӗ ял тӑрӑхӗсенчи полици участокӗсен ӗҫченӗсем Владислав Романов лейтенантпа Александр Ахмеев кӗҫӗн лейтенант тӗл пулнӑ, уявпа саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шупашкар районӗнчи Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхӗнчи арҫынна приставсем шыранӑ, анчах тытайман. Ҫавах та вӑл ӑҫта пытанса пурӑннине ял халӑхӗ систернӗ-систернех. Таркӑн хӑйне валли пурӑнмалли вырӑн вӑрманта йӗркеленӗ иккен. Арҫын ачисемшӗн алимент тӳлемен — ҫапла май парӑмӗ 300 пин тенке яхӑн ҫитнӗ. Приставсем ӑна хӳмере ҫурла уйӑхӗн 20-мӗшӗнче тупнӑ. Ҫав вӑхӑтра парӑмҫӑ хӳмере икӗ ӗҫкӗҫ тусӗпе каннӑ. Шалта сӗтелпе пукансем те пулнӑ. Хайхискерсем каннӑ вӑхӑтра пурнӑҫри ыйтусене сӳтсе явнӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, арҫын хӳмене ҫулла пуҫламӑшӗнчех тунӑ. Вӑл приставсенчен пытанмалли вырӑн кӑна пулман, унта вӑл хӑнасене те йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Паян пирӗн ҫӗршывра Курск ҫапӑҫӑвӗнче совет салтакӗсем фашистсене ҫӗнтернине паллӑ тӑваҫҫӗ. Ҫӗршыв историйӗнчи паллӑ пулӑм 75 ҫул каялла пулса иртнӗ. Вӑхӑтӑн шелсӗр таппи хаяр ҫав ҫапӑҫӑва хутшӑннисен йышне пӗчӗкшерӗн чакарсах пырать. Курск пӗккинчи юнлӑ ҫапӑҫӑва хутшӑннисем паян пирӗн республикӑра 32 ҫын ҫеҫ юлнӑ. Ҫав шутран 15-шӗ Шупашкарта пурӑнать. Вӗсене социаллӑ хӳтлӗх службин ӗҫченӗсем, ытти ҫавӑн пек тытӑмсенче вӑй хуракансем саламлаҫҫӗ. Курск пӗкки патӗнчи ҫапӑҫӑва хутшӑннисен ретӗнче, РФ Пенси фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, — 6 хӗрарӑм. Унти хӑй йӗрне хӑварнисен вӑтам ӗмӗрӗ — 95 ҫул. Вӗсенчен чи ҫамрӑкки — 92-ре, чи асли — 98-та. Ҫакна та палӑртмалла: Курск пӗкки патӗнчи танк ҫапӑҫӑвӗ вӑрҫӑри Хӗрлӗ ҫар хӑватне сисӗмлӗ те курӑмлӑ витӗм кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Кӑҫал ҫӗртме уйӑхӗнче Ҫӗрпӳре пурӑнакан арҫын общество транспорчӗн чарӑнӑвӗнче суя укҫа тупнӑ. Хайхискер унпа усӑ курма шутланӑ – пасаралла утнӑ. Вӑл хулари тӗп пасара кайса тупнӑ 1000 тенкӗ суя укҫапа япала туяннӑ. Анчах капла майпа сутуҫӑна улталама май килмен – ӑна часах полицейскисем тытса чарнӑ. Арҫын судра хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ. Приговор ытлах ҫирӗп янӑраман. Ҫӗрпӳ районӗн сучӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫынна тӗрмен хупмасӑр икӗ ҫуллӑха айӑпланӑ. Хальлӗхе приговор саккунлӑ вӑя кӗмен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енри ултӑ муниципалитет рекламӑшӑн ята кӗнӗ. Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби уҫӑмлатнӑ тӑрӑх, Ҫӗрпӳ районӗнчи , Вӑрнар тата Элӗк районӗсенчи темиҫе ял тӑрӑхӗ хӑйсен сайчӗсенче реклама шутланакан хыпар вырнаҫтарнӑ. Унта «Атӑл» хӑна ҫурчӗ, «Россельхозбанк» акционерсен обществи, «Росгосстрах» страхлакан компанипе ҫыхӑннӑ хыпарсем пирки сӑмах пырать. Ҫӗрпӳ районӗнчи Патӑрьел, Йӗкӗрвар, Ҫырмапуҫ, Иккӗмӗш Вӑрманкасси тата Вӑрнарпа Элӗк районӗсен администрацийӗсен сайтӗнче маларах эпир асӑннӑ организацисене рекламӑлакан хыпар лартнӑ. Ҫавӑ Конкуренци ҫинчен калакан федераци саккунӗн 15-мӗш статйин 1-мӗш пайне пӑсни пулать. Монополипе кӗрешекенсем реклама шутланакан хыпарсене сайтсенчен кӑларма хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Шупашкарти юсанмалли 1-мӗш колони ҫывӑхӗнче арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл колоние юраман япаласене кӗртме хӑтланнӑ. Кун пирки РФ Айӑплава пурнӑҫлакан федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтерет. Арҫыннӑн пилотсӑр вӗҫекен аппарат ҫумра пулнӑ. Шӑпах унпа усӑ курса вӑл колоние юраман япаласене кӗртесшӗн пулнӑ. Унран 2 телефон, 4 зарядник, 4 usb-кабель, 1 сим-карта, 1 флешка, 1 портативлӑ камера туртса илнӗ. Арҫын тӗлӗшпе административлӑ йӗркене пӑснӑшӑн протокол ҫырнӑ. Материала суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
forum.na-svyazi.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм 130 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Пӗррехинче халӑх тетелӗнче ун патне пӗр хӗр туссен йышне кӗме заявка янӑ. Ку хирӗҫлемен. Кун хыҫҫӑн ҫак хӗр Нумаях пулмасть Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан хӗрарӑм 130 пин тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Пӗррехинче халӑх тетелӗнче ун патне пӗр хӗр туссен йышне кӗме заявка янӑ. Ку хирӗҫлемен. Кун хыҫҫӑн ҫак хӗр iPhone X телефон выляттарни пирки ҫырса янӑ. Унта хутшӑннӑшӑн 450 тенкӗ тӳлемелле-мӗн. Хӗрарӑм ӑна ӗненнӗ. Ҫакна кура лешӗ пушшех те «хавхаланнӑ» ахӑртнех. Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкар ҫыннине тӑватӑ тӗрлӗ счет ҫине укҫа куҫарттарнӑ. Пӗтӗмпе – 130 пин тенке яхӑн. Хӗрарӑм палламан ҫынна мӗнле ӗненнӗ-ха? Ара, чи хаклӑ iPhone X телефон та 89 пин тенкӗ кӑна тӑрать. Халӗ, ШӖМ, пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ҫурла уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Етӗрне районӗнчи Мӑн Сӗнтӗр ялӗнче пурӑнакан Борис Владимирович Миронов килтен тухса кайнӑ, унтанпа унран сас-хура пулман. Тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ. 26 ҫулти каччӑн телефонӗпе докуменчӗсем килте юлнӑ. Борис килтен ирхи 8 сехетре тухнӑ. Каҫ пулсан та вӑл таврӑнман. Малтанах тӑванӗсем Борис Шупашкара кайнӑ тесе шутланӑ. Тусӗсем, пӗлӗшӗсем патне шӑнкӑравланӑ вӗсем – никам та Бориса курман. Халӗ мӗн тумаллине те пӗлмеҫҫӗ. Полицие ҫитсе тӑванӗ ҫухални пирки пӗлтернӗ ӗнтӗ. Борис ҫухалнӑ кун футболка, спорт шӑлаварӗ тӑхӑннӑ пулнӑ. Вӑл 170 сантиметр ҫӳллӗш, имшеркке. Малти ҫӳлти пӗр шӑлӗ ҫук. Борис пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк 89051981555, 89083061474 номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ. Е полиципе ҫыхӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ӗнер Чӑваш Енри 31 ҫын Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин патшалӑх наградисене тивӗҫнӗ. Вӗсем тӗрлӗ сферӑра: медицинӑра, культурӑра, строительствӑра, промышленноҫра, сывлӑх сыхлавӗнче, вырӑнти хӑй тытӑмлӑхра, экологи тытӑмӗнче — ӗҫлеҫҫӗ. Сывлӑх сыхлавӗнче тӑрӑшакансенчен Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗнче ӗҫлекен Игорь Журавлев врача, ав, Раҫҫейӗн Президенчӗ Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Журавлев тухтӑр анестезиологин хальхи вӑхӑтри меслечӗсемпе ӗҫре усӑ курма тытӑннӑ. Шупашкарти электромеханика савучӗн электромонтажник-схемщикӗ Ираида Иванова та РФ Президенчӗн Тав ҫырӑвне тивӗҫнӗ. Вӑл ятарлӑ техника шухӑшласа кӑларнӑ. Савут РФ Хӳтӗлев министерствин саккасӗсене йышӑнать. Вӗсене тата ытти маттура республикӑн Правительствин ҫуртӗнче Михаил Игнатьев Элтепер чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Ӗнер Раҫҫейӗн генеральнӑй прокурорӗн тивӗҫне пурнӑҫлаканӗн приказӗпе килӗшӳллӗн пирӗн республикӑри Вӑрнар районӗн прокурорне ҫирӗплетнӗ. Ку должноҫе юстици канашҫине Евгений Краснова шаннӑ. Вӑрнар районӗн ҫӗнӗ прокурорӗ 1980 ҫулта Шупашкар хулинче ҫуралнӑ. 1998-2003 ҫулсенче И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче юридици факультетӗнче вӗреннӗ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 2003 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Краснова республика прокуратурин тытӑмне ӗҫе илнӗ. Малтан вӑл Етӗрне районӗнче прокурор пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ. Кайран тӗпчевҫӗ, аслӑ тӗпчевҫӗ пулнӑ. Шупашкарти Калинин районӗн прокуратуринче прокурорӑн аслӑ пулӑшуҫинче, республика прокуратуринче уголовлӑ-процессуаллӑ тата оперативлӑ шырав енӗпе надзор пайӗнче прокурорта, Шупашкарти Ленин районӗнче прокурор ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. 2010 ҫулхи нарӑсранпа Вӑрмар районӗн прокурорӗнче тимленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.01.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Быков Александр Артемьевич, Мухтав орденӗн тулли кавалерӗ ҫуралнӑ. | ||
| Васильев Александр Георгиевич, чӑваш кӗвӗ ҫыраканӗ ҫуралнӑ. | ||
| Юдин Василий Николаевич, чӑваш ҫыравҫи, талмачӗ, публицисчӗ вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |