Республикӑра
Куславкка районӗн депутатсен пухӑвӗн депутачӗ (вӑл коммерци организацийӗн ертӳҫи) 11 миллион ытла тенкӗ налук тӳлемен. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна куншӑн айӑпласшӑн. Арҫын право статусӗн сӑпачӗ пулнӑ май ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарас йышӑнӑва управлени ертӳҫи тунӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, депутат 2015 ҫулӑн 1-4-мӗш кварталӗсенче, 2016 ҫулӑн 4-мӗш кварталӗнче налук декларацийӗнче суя кӑтарту ҫырнӑ. Ку ӗҫ тӗлӗшпе налук экспертизи ирттерӗҫ. Депутатӑн пурлӑхне – машинине, пурӑнмалли мар тӑватӑ ҫурта, икӗ ҫӗр лаптӑкне, пурӑнмалли пӳрте – арестленӗ. Пурлӑх хакӗ пӗтӗмпе 7 миллион ытла тенкӗпе танлашнӑ. Палӑртмалла: айӑпланакан арҫын налукӑн пӗр пайне, пенисене, штрафсене тӳлесе татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Улатӑрта пурӑнакан хӗрарӑмӑн питӗ кача тухас килнӗ ахӑртнех. Кӑҫал ҫуркунне вӑл тӗнче тетелӗнче арҫынпа паллашнӑ, лешӗ ӑна тӳрех тыткӑнланӑ. Хайхи арҫын хӑй Лондонра пурӑннине, унта тухтӑрта ӗҫленине, арӑмӗнчен тӑлӑха юлнине, ачине пӗчченех воспитани панине каласа кӑтартнӑ. Унӑн Раҫҫее килес килнӗ-мӗн, кунта клиника уҫма палӑртнӑ. Раҫҫее килмешкӗн вара укҫи пулман имӗш, нухрачӗ банкра выртни, унпа хальлӗхе усӑ курайманни ҫинчен юмах ҫаптарнӑ. Хӗрарӑм ӑна ӗненнӗ. Юратса пӑрахнӑ арҫынна пулӑшас тесе хайхискер кредит илнӗ, ют ҫӗршыври тӗрлӗ банк счечӗ ҫине укҫа ҫине-ҫинех куҫарнӑ. Пӗтӗмпе – 1,6 миллион ытла тенкӗ. Халӗ кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫав арҫынна тупса палӑртас тӗллевпе ятарлӑ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Кӑмпа сезонӗ пуҫланнӑ май вӑрмансенче ҫынсем час-часах ҫухалаҫҫӗ. Уйрӑмах – Атӑл леш енче. Халӑх унта шур ҫырли, кӑмпа татма ҫӳрет. Канмалли кунсенче ҫӑлавҫӑсем 5 ҫынна пулӑшу кӳнӗ. Шӑматкун Атӑл леш енче Астраханка пӗве ҫывӑхӗнче арҫын ҫухалнӑ. Ҫӑлавҫӑсем вырӑна ҫитсен ӑна часах тупнӑ. Ҫав кунах Атӑл леш енче Иван-Беляк ялӗ ҫывӑхӗнчи вӑрманта арҫынпа ывӑлӗ ҫулран аташса кайнӑ. Юрать-ха, ҫӑлавҫӑсем вӗсене те хӑвӑртах тупнӑ. Вырсарникун Ҫурҫӗр поселокӗ патӗнче арҫынпа хӗрача ҫухалса кайнӑ. Вӗсене ҫӑлавҫӑсем участковӑйпе пӗрле шыранӑ. Тупнӑ. 43 ҫулти арҫын тусӗн 13-ри хӗрӗпе кӑмпа пуҫтарма кайнӑ-мӗн. Ҫухалса кайни пирки вӑл хӑйех полицие шӑнкӑравласа каланӑ. Йӗрке хуралҫисем лешсем илтчӗр тесе машина ҫинче сирена ҫутнӑ. Ҫапла пулса тухнӑ та: каҫхи 8 сехет ҫурӑра вӗсене тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Арҫын Улатӑр районӗнчи 8-мӗш колони-посление лекнӗ. Анчах айӑплавне пурнӑҫланӑ чухне вӑл ӗҫлеме хирӗҫленӗ. Ҫавна май вӑл йӗркене пӑснӑ тесе йышӑннӑ, штраф изоляторне ӑсатнӑ. Изоляторта вара уншӑн федераци хыснинчен 5 пин тенкӗ тӑкакланӑ: апат ҫитернӗ тата ытти те. Куншӑн айӑпланнӑ ҫыннӑн счечӗ ҫинчен тытса юлмалла пулнӑ, анчах унта укҫи ҫук. Хайхи арҫын ирӗке тухнӑ. Анчах патшалӑх учрежденийӗнче янтӑ пурӑннӑшӑн тӳлемех тивет ҫав – прокуратура ун тӗлӗшпе тавӑҫ тӑратнӑ. Миравай судья прокуратурӑпа килӗшнӗ, айӑпланнӑ ҫынран укҫа шыраса илмелле тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Муркаш районӗнчи халӑх Китай ҫыннисем килнӗшӗн кӑмӑлсӑрланни пирки сайтра пӗлтернӗччӗ. Ку ыйту федераци кӑларӑмне те кӑсӑклантарнӑ. Аса илтерер: Эхветкасси ялӗ ҫывӑхӗнче Китай ҫыннисем сӗт савучӗ хута ярасшӑн. Юпасем лартма пуҫласан кӑна вырӑнти халӑх кун пирки пӗлнӗ. Халӗ унта карта та туса лартнӑ. Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче муркашсен ыйтӑвне «Настоящее время» (чӑв. «Хальхи вӑхӑт») ҫутатнӑ. «Неизвестная Россия» автор проектӗнче Китай ҫыннисем чӑваш ҫӗрне ярса илни пирки видеорепортаж кӑтартнӑ. Китай ҫыннисем савут кӑна мар, 500 ҫын вырнаҫмалӑх общежити те тӑвасшӑн-мӗн. Республика влаҫӗ ирӗк панӑ. Халӗ колхозӑн чи лайӑх 40 гектарӗ Китай ҫыннисен аллинче. Муркашсен шухӑшӗпе, савут вӗсен сывлӑхне япӑх витӗм кӳрӗ. Ҫывӑхри ял ҫыннисем те савут строительствине хирӗҫ. Вырӑнти халӑх вӗсен шухӑшне ыйтмасӑрах ҫӗре ют ҫӗршыв ҫыннисене панӑшӑн кӑмӑлсӑр. Ҫынсем ҫӑлсенчи шыв тасамарланасран хӑрать. Кашнин тенӗ пекех пахча, выльӑх-чӗрлӗх пур. Эхветкассисем парӑнасшӑн мар, вӗсем пӑшӑрхантаракан ыйтӑвӗ пирки Мускава та ҫырса пӗлтересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Сергей Фомичев Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн «Чӑвашавтотранс» патшалӑхӑн хысна предприятийӗн ертӳҫине ӗнер ӗҫсӗр хӑварнӑ. Ҫак должноҫе Сергей Фомичев пурнӑҫланӑччӗ. Аса илтерер, ЧР Арбитраж сучӗ иртнӗ уйӑхра предприятие панкрута кӑларма йышӑннӑччӗ. Конкурс управляющийӗ пулма Юрий Парамонова ҫирӗплетнӗ. Сергей Фомичева ӗҫрен кӑларасси ҫинчен калакан Чӑваш Енӗн премьер-министрӗ Иван Моторин ӗнер, юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пичетленӗ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Сергей Фомичева должноҫран кӑларнӑччӗ. Ҫак хушӑва ЧР премьер-министрӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ. Тепӗр кунхине, акан 26-мӗшӗнче, Сергей Фомичев каллех «Чӑвашавтотранс» ертӳҫи пулса тӑнӑччӗ. Иван Моторин каллех хушу алӑ пуснӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Чӑваш Енри икӗ райпо Раҫҫейре палӑрнӑ. Ку хыпара Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министерстви пӗлтерет. «За эффективное развитие отраслей деятельности» (чӑв. Ӗҫ-хӗлӗн отраслӗсене тухӑҫлӑ аталантарнӑшӑн) Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсра кӑҫалхи иккӗмӗш квартал кӑтартӑвӗпе Чӑвашпотребсоюз хӑй те палӑрнӑ. Пӗтӗмӗшле ӗҫ-хӗле аталантарнӑшӑн вӑл пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл ваккӑн суту-илӗве аталантарнипе виҫҫӗмӗш вырӑна, пӗтӗмӗшле ӗҫ-хӗле аталантарнӑшӑн федерацин Атӑлҫи округӗнче пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. Пӗрремӗш ҫур ҫулхи кӑтартупа унсӑр пуҫне Чӑваш Енри икӗ райпо Раҫҫейри виҫӗ пине яхӑн райпо хушшинче палӑрнӑ. Муркаш райповӗ иккӗмӗш вырӑна тивӗҫнӗ, Ишлей райповӗ — виҫҫӗмӗш. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
«Про Город» сайтран илнӗ сӑн Юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче 1996 ҫулта ҫуралнӑ Губанов Владимир Андреевич пӗлӗшӗ патне пулла кайнӑ. Килтен вӑл 12 сехетре тухнӑ. Ҫавӑнтанпа вӑл таврӑнман. Юлашки хутчен ӑна Мӑн Ҫавал хӗрринче курнӑ. 22-ри каччӑ киле килменнине кура тӑванӗсем пӑшӑрханса ӳкнӗ, кун пирки полицие пӗлтернӗ. Тӑванӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, каччӑ вӑрмана кӑмпана та кайма пултарнӑ. Ун патне вӗсем шӑнкӑравланӑ, анчах лешӗ тытмасть. Владимир 170 сантиметр ҫӳллӗш, куҫӗ кӑвак, ҫӳҫӗ ҫутӑ. Мӑйӗ ҫинче пысӑк тур палли пур, алли ҫине «За ВДВ» тесе татуировка тутарнӑ. Килтен тухса кайнӑ кун вӑл ӑшӑ ҫар тумне тӑхӑннӑ пулнӑ. Ӑна халӗ полицейскисем те шыраҫҫӗ. Ӑна курнӑ тӑк кӗсье телефонӗнчен 102 номерпе шӑнкӑравалма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Етӗрне районӗнчи пӗр ялта пурӑнакан хӗрарӑм теприне сӑмахпа хӑртса пӗтернӗ. Чӗлхине чараймашӑн унӑн судра явап тытма тивнӗ. ЧР прокуратурин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, хӗрарӑм теприн патне киле пынӑ. Хайхискерсем унччен те пӗр-пӗрне килӗштермен-ха. Хальхинче те вӗсем хирӗҫсе кайнӑ. Килнӗ хӑна кил хуҫи хӗрарамне ытти ҫын умӗнчех темӗн те пӗр каласа пӗтернӗ. Ҫак сӑмахсем унӑн чысне вараланӑ тесе хур курӑ хӗрарӑм ӑна суда панӑ. Суд ун майлӑ пулнӑ. Харкашу ҫӗкленӗ хӗрарӑма административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 1000 тенкӗ штраф тӳлемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче полицин аслӑ сержанчӗ Александр Суворов, отпуска кайнӑскер, Муркаш районӗнчи Чурикасси ялӗнче пулнӑ. Вӑл кӳршӗри ҫурт ҫунма пуҫланине тӳрех асӑрханӑ. Кун пирки вӑл пӗр тӑхтамасӑр дежурнӑй чаҫе шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Кӳршӗ арҫынни ҫунакан пӳртрен чупса тухма ӗлкӗрнӗ. Анчах хайхискер унта каялла кӗме тапаҫланнӑ. Арҫын пӳрте кӗме хӑрушӑ пулнине пӑхса тӑман. Ҫакӑ уншӑн синкерле ҫаврӑнса тухассине полицин аслӑ сержанчӗ Александр Суворов лайӑх ӑнланнӑ. Полицейски кӳршине ҫунакан пӳрте кӗме чарса урамра тытса тӑнӑ. Тепертакран вырӑна МЧС ӗҫченӗсем ҫитнӗ те пушара сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (10.01.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Скворцов Юрий Илларионович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |