Хулара
Кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне Шупашкар хулин Арбат урамӗнчи сувенир павильонӗсене илсе пӑрахма палӑртнӑ. Ку — пӗрремӗш тапхӑр кӑна-ха. Пӗтӗмпе хулара кӑҫал ирӗк памасӑр лартнӑ 90 суту-илӳ объектне илсе пӑрахма палӑртнӑ. Вӗсенчен 36-шӗ киоск тата павильон. 11-шӗ вара коммуналлӑ сеть ҫинче вырнаҫнӑ. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, паянхи кун тӗлне хулара Хӗрлӗ тӳремри «Спартак» кафене, кӳлмек ҫумӗнчи тата Арҫынсен Ҫветтуй Троица мӑнастирӗ ҫывӑхӗнчи ҫуллахи кафесене илнӗ. Шупашкарта пӗтӗмпе 337 киоска тата суту-илӳ павильонне илсе пӑрахасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Республика тӳремӗ ҫумӗнчи вырӑн Шупашкар хулинче тӳлевлӗ парковкӑсем тума палӑртнӑ. Пурӗ тӑватӑ вырӑн суйланӑ: Чукун ҫул вокзалӗ умӗнче (100 вырӑн), Республика тӳремӗ ҫывӑхӗнче (175), Ӗҫлӗ тӑкӑрлӑкра (31) тата Раҫҫей Почтин тӗп офисӗ (28) ҫумӗнче. Чукун ҫул вокзалӗ умӗнчи лаптӑка лекме шлакбаум урлӑ тухмалла пулӗ. Ытти вырӑнсенче вара машшина лартнӑшӑн паркомат урлӑ тӳлемелле пулӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх малтанхи ҫур сехет тӳлевсӗр пулӗ. Ытларах тытӑнса тӑрсан 30 тенкӗ тӳлеме тивӗ. Тӳлев мелӗсем анлӑ пулӗҫ: банк карточкипе те, СМС-па та, ятарлӑ проложени урлӑ та укҫа хывма май пулӗ. Тӳлевсӗр усӑ курас текенсене (сӑмах кунта пулинех уҫӑ лаптӑксем пирки) штрафлама палӑртнӑ — Чӑваш Республикин «Административлӑ йӗркене пӑсни ҫинчен» саккуна улшӑнусем кӗртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Кам мӗнле пултарать — ҫапла тӗлӗнтерет. Шупашкар ҫынни хӑйне евер эксперимент ирттернӗ. Анчах асӑрхаттаратпӑр: унашкаллине тума юрамасть. Александр Тарасов пуҫне алебастр ӑшне чикнӗ. Вӑл ҫакна видео ӳкерсе тӗнче тетелне вырнаҫтарнӑ. Алебастр хытнӑ чухне 60 градус таран ӑшӑнать. Александра тусӗ Евгений Тарасов пулӑшнӑ. Сӑмах май, вӑл та хӑйне евӗр сӑнавсем ирттерсе тӗнче тетелне кӑларса хурать. Александр ку эксперимента адреналиншӑн тунине палӑртнӑ. Хытнӑ алебастртан тухма йывӑр-и? Ҫакна пӗлесшӗн пулнӑ вӑл. Телее, йӑлтах лайӑх вӗҫленнӗ. Кам мӗнле киленӗҫпе интересленет ӗнтӗ… Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта пурӑнакансем хулара светофор ҫитменнине палӑртса тӳре-шара патне ҫитнӗ. Вӗсен ыйтӑвне ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ енӗпе ӗҫлекен комисси ларӑвӗнче пӑхса тухнӑ. Светофорсене хулан ҫак вырӑнӗсенче ларттарасшӑн: Пирогов урамӗнчи 1/1-мӗш ҫурт патӗнче («За рулем» (чӑв. Руль умӗнче) порталта ҫырнӑ тӑрӑх, асӑннӑ урамра ун пек ҫурт ҫук. Ҫавӑнпа та кунта сӑмах 1-мӗш ҫуртӑн 1-мӗш корпусӗ пирки пырать-ши, анчах унта светофор пур тесе пуҫ ватнӑ. Е, тен, 1-мӗш ҫурт патӗнче вырнаҫтарасшӑн-ши тесе шухӑшлаҫҫӗ); М. Павлов тата Надежда урамсем, Стрелоксен 324-мӗш дивизийӗпе Шумилов урамӗсем, Кадыков тата Бауман урамӗсем, М. Павлов тата Гузовский урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте, Граждан урамӗнчи «Яноушек урамӗ» чарӑну патӗнче. Герценӑн 2-мӗш урамӗнче машинӑсем хутлассине чакарасшӑн, Ватутин урамӗнче пӗр майлӑ кӑна ҫӳреттересшӗн. Президент бульварӗнчи «Экономика институчӗ», «Лебедев урамӗ», «Чернышев урамӗ» чарӑнусене хитрелетесшӗн. Пассажирсене турттаракансем 59-мӗш маршрута тата 5-мӗш автобус маршручӗсене «Лента» патне ҫитересшӗн, Ленин урамӗнче Гагарин урамӗсем хӗресленнӗ ҫӗрте сулахаялла пӑрӑнма чарасшӑн, Мускав проспектӗнчен Ҫурҫӗр пасара пӑрӑнмалли ҫула хӑтлӑх кӗрттересшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Нарӑс уйӑхӗнче Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченне маршрутчиксенчен сӗтев илни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫакӑн хыҫҫӑн ӑна Алексей Ладыков ӗҫрен кӑларса янӑ. РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗн ӗҫченӗсем ҫав арҫын тата пысӑкрах сӗтев илнине тупса палӑртнӑ. 40 пин тенкӗ — тинӗсри тумлам кӑна пулнӑ-мӗн. Хайхискер икӗ усламҫӑран 280 пин тенкӗ сӗтев илнӗ. Ҫакӑншӑн чиновник маршрутчиксене сахалрах тӗрӗслеме, килӗшӳсене пӑрӑхӑҫламасса шантарнӑ. Халӗ ҫак тӳре-шарана килтен тухмалла мар тунӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хура ӗҫӗшӗн вӑл 2–4 миллион тенкӗ штраф тӳлеме пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
ЧР транспорт министрӗ Владимир Иванов ирхине Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара ҫитме йывӑр пулнине хӑй курса ӗненнӗ. Ку — тахҫантанпах ҫивӗч ыйту. Пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ирхи 6 сехет ҫурӑра Владимир Иванов Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацийӗн ӗҫченӗсемпе тата журналистсемпе пӗрле Ҫӗнӗ Шупашкарти общество чарӑнӑвӗсене ҫитнӗ, унти лару-тӑрӑва сӑнанӑ. Хула ҫыннисем ирхи 7–8 сехетсенче Шупашкара аран-аран ҫитеҫҫӗ. Маршруткӑсем туп-тулли. «Турист» чарӑнура, тӗслӗхрен, ҫур сехетре 262-мӗш маршрутка икӗ хутчен ҫеҫ иртсе кайнӑ. Пӗри те чарӑнман. Ҫынсем ҫапла кашни ир 20-30 минут кӗтсе тӑраҫҫӗ. Уйрӑмах хӗлле Шупашкара ҫитме йывӑр-мӗн. Хӑшӗ-пӗри ӗҫе ӗлкӗрес тесе машина чарать. Ҫынсем влаҫ ку ыйтӑва татса парасса тахҫантанпах кӗтеҫҫӗ. Чиновниксем хулара ку енӗпе чӑнах та ыйту ҫивӗч пулнине ӗненнӗ. Владимир Иванов министр маршруткӑсен час-часрах ҫӳремеллине палӑртнӑ. Ку ыйтӑва вӑл тӗрӗслесех тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Тунтикун Шупашкарти хӑш-пӗр районӗсенче ҫутӑ пӗтнӗччӗ. Теприсене ҫакӑ шырлӑх та кӳнӗ — техника ҫунса кайнӑ тӗслӗхсем паллӑ пулнӑ. 18 пин ҫын вӑхӑтлӑх ҫутӑсӑр юлнӑччӗ. Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх пӑтӑрмах сӑлтавӗ «Южная-2» (чӑв. 2-мӗш кӑнтӑрти) сывлӑшри линин 34-мӗш юпи ҫывӑхӗнче пралуксем перӗннипе (кӗске замыкани пулса иртнӗ) ҫыхӑннӑ. Халь ку тӗлӗшпе тӗрлӗ ведомство ҫыннисенчен йӗркеленӗ ушкӑн тӗпчев ирттерет, унӑн пӗтӗмлетӗвне 20 кун хушшинче пӗлтерме шантараҫҫӗ. Техника ҫунса кайнипе шар курнӑ ҫынсен ертӳлӗх компанисене е «Чувашская энергосбытовая компанине» (чӑв. Энергипе тивӗҫтерекен чӑваш компанийӗ) ҫитмелле. Енчен те шырлӑх кӳнине саплаштарма килӗшмеҫҫӗ пулсан — суда ҫитме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Шупашкарта пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьере тепӗр пепке ҫуралнӑ. Вӑл — 13-мӗш ача. Ҫемьене Шупашкар хула администрацийӗ саламланӑ. Мария Падиаровӑна хӑшӗ-пӗри пӗлет те пулӗ. Вӑл «Мисс Россия» тата тӗнче шайӗнче Мальтӑра иртнӗ «Корлева планеты» илемлӗх конкурсӗсене хутшӑннӑ. 13-мӗш ачине вӗсем Архип ят хунӑ. Марийӑпа Евгений Падиаровсем хӑйсеннисӗр пуҫне опекӑна илнӗ тӑватӑ шӑпӑрлана воспитани параҫҫӗ. Падиаровсене хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Тимофеева, ЗАГС пай пуҫлӑхӗ Наталья Краснова, ачалӑха хӳтӗлекен пай пуҫлӑхӗ Ольга Белова саламланӑ, ача ҫуралнине ӗнентерекен хута тата ЧР Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн саламне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
«Чувашская энергосбытовая компания» (чӑв. Энерги сутакан чӑваш компанийӗ) хыпарланӑ тӑрӑх Ҫӗнӗ Шупашкарпа Чӑваш Ен ертӳлӗхӗ вӗсен умӗнчи парӑма ҫывӑх вӑхӑтра парса татма шантарнӑ. Аса илтеретпӗр, Ҫӗнӗ шупашкарти троллейбус управленийӗ энергетиксем умӗнче 6,1 млн. тенкӗлӗх парӑма кӗрсе кайнӑ, ҫавна пула Ҫӗнӗ Шупашкарти троллейбуссене чарса лартас хӑрушлӑх сиксе тухнӑ. Паян каҫ кӳлӗм энергетиксем электричество пама пӑрахассипе хӑратнинчен ку ӗҫе пурнӑҫлама та тытӑннӑ. Троллейбус линийӗсене электричествӑпа тивӗҫтерекен 2-мӗш подстанцие тата депона электричество пама пӑрахнӑ. Ҫапла май хулан хӑш-пӗр районӗсенче троллейбус транспорчӗ чарӑнса тӑнӑ. Ҫавах та хулан тӗп пайӗнче, Чумкассипе Тӗкӗрҫ микрорайонсенче (ку лаптӑка «Коммунальные сети Новочебоксарска» (чӑв. Ҫӗнӗ Шупашкарӑн коммуналлӑ сечӗсем) электричество парать, вӗсем электричество парассине пӑрахӑҫлама килӗшмен) вӗсем чиперех ҫӳренӗ. 22 сехет ҫитеспеле 2-мӗш подстанцине те, депона та электричество панӑ пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
Ӗнер Раҫҫейӗн чылай хулисенче Дмитрий Медведьев пирки ӳкернӗ фильм тавра халӑх пухӑннӑ, унта илсе килнӗ фактсене тӗрӗслеме, коррупципе кӗрешме ыйтса калаҫнӑ. Хӑш-пӗр хуласенче унашкал пухусене ирттерме чарнӑ, теприсенче — ирӗк панӑ. Шупашкарта халӑх пухӑвӗ Чапаев палӑкӗ патӗнче иртнӗ. Раҫҫей премьер-министрӗ тӗлӗшпе коррупцие тӗрӗслеме ыйтакансемсӗр пуҫне экологсем те пӗрле тухнӑ. Чӑннипе Чапаев ячӗллӗ скверта экологи тавра калаҫмалла пулнӑ, коррупципе кӗрешесси пирки пухӑнас шухӑшлисене вӑл вырӑн пушӑ мар тесе хурав панӑ, митинг ирттерме ирӗк паман. Анчах та коррупципе кӗрешме чӗнсе калакансем чеерех пулнӑ — экологи митингне вӗсем те ҫитнӗ. Ҫапла май халӑх пухӑвӗ питӗ хӑвӑрт хӑйӗн темине улӑштарнӑ — коррупци экологи япӑхланнин сӑлтавӗ пулма пултарни пирки калаҫнӑ. Плакатсенче те ку палӑртнӑ: «Коррупция ворует будущее! Экология может быть только там, где нет коррупции!» (чӑв. Коррупци пирӗн ҫут малашлӑха вӑрлать! Экологи сӗтев ҫук вырӑнта кӑна пулма пултараять!) тенӗ пӗр плакатра. Кама та пулин тытса кайни пирки хыпар ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |