Хулара
![]() Евразири ҫӗршывсен вырӑнти влаҫӗ конгресӗ кӗркунне Шупашкара пуҫтарӑнӗ. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче нумаях пулмасть «Объединенные города и местные власти» (чӑв. Пӗрлештернӗ хуласем тата вырӑнти влаҫсем) Евразири уйрӑмӗн Хусанти тӗп ҫыруҫи Расих Сагитов пулнӑ. Пӗр кунлӑх визит вӑхӑтӗнче хӑна Шупашкар хула ертӳҫисемпе Евразири ҫӗршывсенчи вырӑнти влаҫсен конгресӗ «На пути к реализации целей устойчивого развития» (чӑв. Ҫирӗп аталанӑвӑн тӗллевӗсене пурнӑҫламалли ҫул ҫинче ) ятпа пухӑнассине сӳтсе явнӑ. Ҫапла вара Европӑри тата Раҫҫейри ҫӗршывсенчи ҫӗр ытла мэр кӗркунне пирӗн республикӑн тӗп хулине, Шупашкара, пуҫтарӑнӗ. Шупашкар хулине конгресс ятарлӑ танлаштарӑм ирттернӗ хыҫҫӑн суйласа илнӗ иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Дарья Гаврикова тунӑ сӑн Халӑх корреспонденчӗ Дарья Гаврикова «Про Город» хаҫатран пулӑшу ыйтнӑ. Ҫумӑр час-часах ҫунӑран Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнче ҫӗр ишӗлет-мӗн. Дарья хӑй унта пурӑнмасть-ха. Ермак урамӗнчи виҫҫӗмӗш лининче унӑн аслашшӗ кун кунлать. Шӑп ҫав вырӑнта ҫӗр ишӗлме пуҫланӑ. «Чылай пайӗ ҫуркунне йӑтӑнса аннӑ, вӗсем хула администрацийӗнчен строительство ҫӳп-ҫапӗ е тӑпра илсе килме ыйтнӑ. Халӗ ҫумӑра пула ҫӗр малалла ишӗлет, ҫитменнине, питӗ хӑвӑрт. Асаттешӗн пӑшӑрханатӑп, унӑн пӳрчӗ таран темиҫе метр кӑна юлнӑ», - ҫапла пӗлтернӗ Дарья. Анчах хальлӗхе никам та хӑнк та туман. Ҫӗр вара малалла йӑтӑнать, ҫынсен пӳрчӗ патне ҫитесси те инҫех мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Нумаях пулмасть «Образцовый детский сад» (чӑв. Тӗслӗхлӗ ача пачхи) пӗтӗм Раҫҫейри конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта конкурс материалӗсене тӑратнисене тӗнче тетелӗнчи уҫа лапамра хакланӑ. Ҫӗршыври чи лайӑх 1000 ача пахчи шутне пирӗн республикӑри 15 учреждени лекнӗ. Вӗсен хушшинче, пӗр енчен тӗлӗнмелле пек, тепӗр енчен темех мар-тӑр, ялтисем кӑна мар, районтисем те пачах та ҫук. Чӑваш Енрен чи лайӑххисен шутне кӗнисем пурте — хуласенчен. Шкул ҫулне ҫитменнисен вӗренӳ учрежденийсенчен Раҫҫейри чи лайӑх пин ача пахчинчи шутне пирӗн республикӑран ҫаксем: Шупашкарти 10-мӗш, 11-мӗш, 23-мӗш, 73-мӗш, 78-мӗш, 103-мӗш, 105-мӗш, 112-мӗш, 113-мӗш, 128-мӗш, 134-мӗш, 201-мӗш, 206-мӗш; Ҫӗнӗ Шупашкарти 2-мӗш, Ҫӗрпӳри 7-мӗш ача пахчисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти Юханшыв бульварӗнче арҫынна хӗненӗ. Ӳсӗр арҫынсем иртсе пыраканскере тапӑннӑ, лешӗ йывӑр сурансене пула пульницӑна лекнӗ. Арҫын йыттипе уҫӑлса ҫӳренӗ. «Вӑл лавкка умӗнчен иртсе пынӑ чухне ӳсӗр арҫынсем унӑн йыттине курсан тӑватӑ ураллӑ чӗрчунран шашлӑк тӑвас кӑмӑл пурри пирки каланӑ, йытта вӗсене хӑварма ыйтнӑ. Лешӗ тӑватӑ ураллӑ тусне хӳтӗленӗ. Кун хыҫҫӑн йытӑ хуҫи ҫине темиҫе арҫын сиксе ӳкнӗ. Вӗсенчен пӗри ӑна тӑн ҫухатичченех тапнӑ. Иртен-ҫӳрен васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ», — ҫапла каласа панӑ «Про Город» хаҫата Станислав Лукин. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ҫапӑҫнӑ арҫынсене полицие илсе кайнӑ. Шар курнӑскерӗн тӑванӗсем вара ҫапӑҫӑва курнисенчен пулӑшу ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Кӑҫалхи кӑрлач-ҫу уйӑхӗсенче Улатӑр хулинче 98 ача ҫуралнӑ, вилекенсен йышӗ вара, ҫут тӗнчене килнисемпе танлаштарсан, темиҫе хут нумайрах — 231 ҫын. Улатӑр сайтӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, хулара кӑҫалхи пилӗк уйӑхра 47 арҫын ача тата 51 хӗрача кун ҫути курнӑ. 30 ача — ҫемьери пӗрремӗш ача, 44-шӗ — иккӗмӗш, 19-шӗ — виҫҫӗмӗш, 5-шӗ — тӑваттӑмӗш. Унсӑр пуҫне асӑннӑ тапхӑрта хулара пӗр йӗкӗреш ҫуралнӑ, икӗ ачана усрава илнӗ. Улатӑрта кӑҫал демографи лару-тӑрӑвӗ япӑхланнӑ: ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ 231 ҫынран 102-шӗ — арҫын, 129-шӗ — хӗрарӑм. Пурнӑҫ тӑршшӗ арҫынсен вӑтамран — 66, хӑрарӑмсен 78 ҫулпа танлашнӑ. Палӑртса хӑвармалла, хулара уйрӑлакан та мӑшӑрланакансенчен ытларах. Отчетлӑ тапхӑрта 49 мӑшӑр ҫырӑннӑ, 56 ҫемье саланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Хӗрлӗ лапам проекчӗ Шупашкарти Хӗрлӗ тӳреме тӗпрен улӑштарасшӑн. Унӑн проектне хӑтланӑ ӗнтӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Архитекторсем унта массӑллӑ мероприятисене ирттермешкӗн амфитеатр евӗр картлашкаллӑ сцена тума сӗннӗ. Ҫавӑн пекех наци таварӗсене сутмалли вырӑн тума палӑртнӑ. Атӑл хӗрринче канма, фудкортра апатланма май пулӗ. Ярӑнмалли ҫаврӑнакан кустӑрма та вырнаҫтарӗҫ. «Уҫӑ тӳпе айӗнчи музей» экспозици те вырӑн тупӗ. Амфитеатр Чӑваш патшалӑх драма театрне хирӗҫ пулмалла. Унта кино кӑтартма, лекцисем вулама, концертсем лартма май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарти ача пахчисене ҫӳрекен шӑпӑрлансене ҫуллахи вӑхӑтра унчченхинчен урӑхларах апатлантарма йышӑннӑ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, иртнӗ уйӑхра ашшӗ-амӑшӗ хушшинче ыйтӑм ирттернӗ. Ӑна йӗркелекенсем ачасен ҫуллахи менюне епле йӗркелессине палӑртма тӗв тунӑ. Ыйтӑма хутшӑннисенчен чылайӑшӗ рационта пахча-ҫимӗҫпе улма-ҫырла кирлӗреххине пӗлтернӗ. Ҫапла вара тӑварлӑ купӑстаран, хӗрлӗ кӑшмантан, тӑварлӑ хӑяртан хатӗрленӗ салатсем вырӑнне чӗрӗ хӑяр-помидор салачӗсем хатӗрлеме тытӑннӑ. Ҫӗнӗлӗх ҫӗртме уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пурнӑҫа кӗнӗ. Ҫулла ӑш хыпнине кура ачасене улма-ҫырла сӗткенӗсем пама тытӑннӑ. Шупашкарти ача пахчисенче тӑватӑ хутчен апатлантараҫҫӗ. Рациона ҫут ҫанталӑкӑн тӗрлӗ вӑхӑтне кура ылмаштарса пыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() «Ҫыхӑнура» форум сайтӗнчен илнӗ сӑн Шупашкарта час-часах лайах мар шӑршӑ кӗме пуҫлани ҫынсене ӗнсене кӑчӑрт-кӑчӑрт хыҫтарать ахӑртнех. Ӑҫтан килет ку ырӑ мар шӑршӑ? Ҫак кунсенче тӗп хулара каллех лайӑх мар шӑршӑ сарӑлнӑ. Уйрӑмах ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакансем ҫакна туйнӑ. «Ҫыхӑнура» форумра ҫынсем ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл «Ҫӗнӗ хула» микрорайона та ҫитнӗ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ каллех тӗрӗслев ирттерет, шӑршӑ ӑҫтан тухнине тӗпчет. Ведомство «Юрма» агрохолдингра плана кӗртмен тӗрӗслев ирттерет. Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа сывлӑша тӗрӗслеҫҫӗ. Кӑтартусем ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне паллӑ пулӗҫ. «Ҫыхӑнура» форумра ырӑ мар шӑршӑ кӗни пирки ҫынсем кӑмӑлсӑрланса ҫырнӑ. Чылайӑшӗн шухӑшӗпе, ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май лару-тӑру тата япӑхланӗ, шӑршӑ сӑмсана ҫурӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Шупашкарта ҫӗнӗ урам валли ят тупнӑ. ЧР ШӖМӗпе Тӗп универмаг хушишинче вырнаҫнӑ урам валли ят суйламашкӑн ведомство сайтӗнче онлайн-сасӑлав иртнӗ. Ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнченпе ҫӗнӗ урамшӑн 7 пин ытлла ҫын сасӑланӑ. Совет Союзӗн Геройӗн Алексей Логиновӑн ятне парассишӗн ҫынсем ытларах сасӑ панӑ. Алексей Логинов – Хӗрлӗ Чутай районӗн ҫынни. Вӑл 1931-1934 ҫулсенче шалти ӗҫсен органӗсенче милиционер-счетоводчикра ӗҫленӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗн милици управленийӗн секретарӗнче вӑй хунӑ. Фронта 1941 ҫулта тухса кайнӑ. Алексей Романович 1943 ҫулта авӑн уйӑхӗнче пуҫ хунӑ. СССР Аслӑ Канашӗн Президиумӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн ӑна вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗн ятне панӑ. Чи нумай сасӑ пухнӑ кандидатурӑна малтан комисси пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан Евгения Николаевнӑпа Александр Олеговичӑн ҫемйинче ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче хӗр пӗрчи ҫуралнӑ. Телейлӗ ашшӗ-амӑшӗ тӗпренчӗкне Сафият ят панӑ. Кун пирки «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм хыпарлать. Арап чӗлхинчен куҫарсан «Сафият» «таса», «ҫылӑхсӑр», «суйласа илни» тенине пӗлтерет иккен. Хӑйне евӗр ҫак ята кил хуҫи килӗштернӗ, мӑшӑрӗ вара унӑн шухӑшӗпе килӗшнӗ. Йыш хушнӑ ҫемьене Шупашкарти Мускав районӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем саламланӑ, ҫирӗп сывлӑх, телей тата ӑнӑҫу суннӑ, хӗрне вара Раҫҫей гражданинӗн пӗрремӗш документне — ҫурални ҫинчен ӗнентерекен свидетельствӑна — панӑ. Палӑртса хӑвармалла, ку ятпа Дагестанӑн пӗрремӗш киноактриси, чӗлхесӗр кино ҫӑлтӑрӗ Сафият Аскарова палӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |