Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Шӗшкӗ авмасӑр мӑйӑр татаймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Хулара

Хулара
Стас Михайловӑн Инстаграмри страницинчен илнӗ сӑн
Стас Михайловӑн Инстаграмри страницинчен илнӗ сӑн

Ӗнер Шупашкарта Раҫҫей эстрада ҫӑлтӑрӗн Стас Михайловӑн концерчӗ пулнӑ. Вӑл хула курса киленме те ӗлкӗрнӗ.

Ӗнер Анне кунӗ пулнӑ май Стас Михайлов Чӑваш Енри амӑшӗсене саламланӑ. Ҫак тӗллевпе вӑл Анне палӑкӗ патне ҫитнӗ, салам сӑмахӗсем каласа видео ӳкернӗ. Видеона вара Инстаграмри хӑйӗн страницине вырнаҫтарнӑ.

«Эпир шӑпах ҫакнашкал хулара халӗ – кунта Анне палӑкӗ пур. Аннесем, телей сире, юрату, ачасенчен пархатар курма сунатӑп, нумай тата телейлӗ пурӑнӑр. Эсир пур чухне эпир ачасем пулӑпӑр», - ҫапла саламланӑ паллӑ юрӑҫ.

Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, Стас Михайлов ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче вырнаҫнӑ пӗр кинотеатра та ҫитсе курнӑ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/53825
 

Хулара

Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн 41 ҫулти депутатне ҫынна вӗлерес ӗҫе йӗркеленӗшӗн айӑпласшӑн. Ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе суда ярса панӑ.

Следстви палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл хӑйӗн унчченхи бизнес-партнерне курайман, ӑна вӗлерме саккас панӑ. Хайхискер ун пирки информаци пухнӑ, ӑна йӑлтах Свередловск облаҫӗнче пурӑнакан арҫынна панӑ. Шӑп ҫав арҫыннӑн деутатӑн экс-партнерне вӗлермелле пулнӑ.

2017 ҫулхи раштав уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Свердловск облаҫӗн ҫынни депутатӑн экс-партнерӗпе тӗл пулнӑ, ӑна вӗлерме тӑни пирки пӗлтернӗ. Анчах чӗрӗ юлма та шанӑҫ пуррине каланӑ: 50 пин тенкӗ кӑна кирлӗ. Калаҫу вӑхӑтӗнче хайхискер ӑна ҫын сахал ҫӳрекен вырӑналла илсе кайнӑ та пӑшалтан пенӗ, анчах тӗл лектереймен. Ку ӗҫе тума йӗрке хуралҫисем чӑрмантарнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/53814
 

Хулара

Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн  Шупашкарта маршрут сечӗ ылмашать. Улӑштарма палӑртнисем —  12, 20, 22, 26, 30, 32, 33, 35, 41, 44, 46, 47, 52, 54-мӗш маршрутсем. 1, 10, 14, 21, 23, 48, 49, 50, 51, 56, 59, 60, 60к, 61, 63, 65-мӗшсем пачах пулмӗҫ.

Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, 18 маршрутпа перевозчиксене конкурс ирттерсе палӑртнӑ. Тепӗр улттӑшӗпе хальлӗхе вӗҫне тухман. Пассажирсене вӑтам тата пысӑк автобуссемпе турттарӗҫ. Нумаях пулмасть автобуссен пӗр партине Шупашкара илсе килнӗччӗ.

«Садовый» микрорайона 10-мӗш троллейбус ҫӳреме пуҫлӗ. Лини ҫинче автономлӑ ҫӳрекен 5 троллейбус пулӗ. Халӑх йышлӑ ҫӳрекен вӑхӑтра троллейбуссем кашни 10 минутра пӗрре, халӑх сахал ҫӳренӗ чух 20 ҫэминутра пӗрре хутлӗҫ.

Заовражнӑй микрорайона 52-мӗш маршрут ҫкэӳрӗ, Чантӑра - 32-мӗш, Аш-какай комбинатне - 20-мӗш.

 

Хулара
Блогер
Блогер

Шупашкарти блогер пӗр кун 50 тенкӗпе пурӑнма шухӑшланӑ. Ӗненетӗр-и: вӑл сӑк укҫапа темӗн те туяннӑ, 6 апат хатӗрленӗ. Ҫакна йӑлтах видео ӳкернӗ.

Каччӑ ҫимӗҫсене туянма пасара кайнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, унта йӳнӗрех. Сутуҫӑсем вара пӗр кун 50 тенкӗпе пурӑнма май пуррине ӗненмен. Анчах блогер киле ҫимеҫсемсӗр таврӑнман. Вӑл пасарта акӑ мӗн туяннӑ: шӑмӑллӑ пӗчӗк аш татӑкӗ – 15 тенкӗ, 2 ҫӑмарта – 9 тенкӗ, пӗчӗк купӑста – 9,33 тенкӗ, 100 грамм хура тул – 3 тенкӗ, лапша – 3 тенкӗ, 1 сухан – 1 тенкӗ, 1 кишӗр – 1,5 тенкӗ, 5 ҫӗрулми – 6 тенкӗ, 1 ывӑҫ ҫӑнӑх – 2 тенкӗ, 1 канихвет – 0 тенкӗ.

Блогер вӗсенчен яшка пӗҫернӗ, юлнӑ ҫӗрулмие суханпа ӑшаланӑ. Унтан хура тул пӗҫернӗ, 2 ҫӗрулмине духовкӑна лартнӑ. Ку кӑна мар: икерчӗ ӑшаланӑ тата ҫӑмарта хӑпартнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/53762
 

Хулара

Шупашкарти пӗр чарӑну ятне улӑштарма пултарӗҫ. Ун валли ят шыраҫҫӗ. Ку ӗҫе хула ҫыннисемпе хӑнисене те хутшӑнма ыйтаҫҫӗ. Ыйтӑма «Уҫа хула» порталра ирттереҫҫӗ.

Сӑмах Шупашкарти «Ҫутҫанталӑк» лавкка» чарӑну пирки пырать. Хӑшӗ-пӗри ӑна «Маяковский ячӗллӗ вулавӑш» ят пама сӗнет. Сасӑлав чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗччен пырӗ.

Ку ыйтӑва Шупашкар хула администрацийӗн архитектура тата хула строительствин управленийӗ татса парать. Анчах ведомство йышӑнӑва хӑй тӗллӗн туман, халӑха та явӑҫтарасшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/53718
 

Хулара

Ваттисен канашӗ Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта трамвай яма сӗннӗ. «Трамвайсем кирлӗ, вӗсем, троллейбуссемпе танлаштарсан, 2 хут нумайрах ҫын илсе ҫӳреме пултараҫҫӗ», - тенӗ ваттисен канашӗн пайташӗ Евгений Тертышный. Унӑн шухӑшӗпе, трамвай ҫулне 3-мӗш ҫурмаҫавраҫул проектӗнче тума тытӑнмалла.

Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн пресс-служби хыпарланӑ тӑрӑх, ку шухӑша ваттисен канашӗ администрацин транспорт уйрӑмӗн пуҫлӑхӗпе Андрей Васильевпа тӗл пулнӑ чухне пӗлтернӗ. Мэри ку ыйтӑва тӗплӗ пӑхса тухмалли пирки каланӑ.

 

Хулара

Шупашкарти Николаев урамӗнче вырнаҫнӑ Радио ҫуртне РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ куҫать. Ку йышӑнӑва республика шайӗнче татса панӑ, федераци ведомстви ырласса кӑна кӗтеҫҫӗ.

Чӑвашрадио ӗҫченӗсем вара ӑҫта кайса кӗрӗҫ? Вӗсем малашне Николаев урамӗнчи 10-мӗш ҫуртра вырнаҫӗҫ. Унта – «Чӑваш Ен» ПТРК.

Следстви комитечӗ Энтузиастсен урамӗнчи 32-мӗш ҫуртра та вырнаҫӗ. Ҫапла майпа ку ведомство Мускав проспектӗнчи 38-мӗш тата Ленинград урамӗнчи 33-мӗш ҫуртсене пушатӗ.

 

Хулара

Шупашкара хулари пассажирсене илсе ҫӳрмелли автобуссем ҫитнӗ. Ку – пӗрремӗш парти кӑна-ха. Аса илтерер: Шупашкарта транспорт реформи ирттересшӗн.

Раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа Шупашкарта вӑтам тата пысӑк автобуссем ҫӳреме тытӑнмалла. Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗ валли кунашкал 38 транспорт илсе килнӗ, ҫитес эрне пуҫламӑшӗнче тепӗр 77 автобус ҫитмелле. Ҫӗнӗскерсем тӑхӑр маршрутра ӗҫлӗҫ: 3, 5, 7, 12, 19, 20, 24, 26, 37-мӗшсем.

Сӑмах май, раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнче 18 автобусра рейсран илӗҫ, тепӗр 15-шӗн ҫулӗ улшӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/53677
 

Хулара

Раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнче Шупашкара Пӗтӗм Раҫҫейри Хӗл Мучи килӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пресс-служби хыпарланӑ.

Юмахри ҫав сӑнар «Новогоднее путешествие» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫул ҫӳревӗ) проекта пурнӑсланӑ май Чӑваш Ен тӗп хулинче пулӗ.

Шупашкарта Пӗтӗм Раҫҫейри Хӗл Мучи А.Г. Николаев ячӗллӗ ача-пӑча паркӗнче хӗллехи тапхӑра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗ. Унтан вӑл Шупашкарти пӗр-пӗр Культура ҫуртне ҫул тытӗ. Ӑҫта каяссине хулари тӳре-шара хальлӗхе пӗлтермен. Шупашкарта пулнӑ май Хӗл Мучи «Мадагаскар» суту-илӳпе кану центрӗнче вӑхӑта самай ирттерӗ. Унта унпа сӑн ӳкерӗнме, тӗрлӗ конкурса хутшӑнма май килӗ.

Пӗтӗм Раҫҫейри Хӗл Мучи Шупашкара килнӗ ятпа йӗркеленӗ уяв салютпа вӗҫленӗ.

 

Хулара
Анна Иванова тунӑ сӑн
Анна Иванова тунӑ сӑн

Ҫанталӑк самаях сивӗ тӑчӗ-ха, ҫапах юханшывсемпе пӗвесем хулӑн пӑрпа витӗнме ӗлкӗреймерӗҫ-ха. Пулӑҫсем вара ниепле те килте лараймаҫҫӗ. Вӗсене ҫӳхе пӑр та хӑратмасть.

Шупашкарти кӳлмекре пулӑҫсем сезон уҫнӑ. «Про Город» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗркун 15 ҫын вӑлтапа ларнӑ. Арҫынсен хушшинче ҫамрӑксем те, ачасем, пулнӑ.

Инкеклӗ лару-тӑру министерстви асӑрхаттарать: хальлӗхе пӑр хулӑнӑшӗ пулӑ тытмалӑхах ҫук-ха. Вӑл 7 сантиметр пулмалла. Халӗ ҫӳхе пӑр ҫине кӗрсе пулӑ тытни пурнӑҫшӑн хӑрушӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/53657
 

Страницӑсем: 1 ... 201, 202, 203, 204, 205, 206, 207, 208, 209, 210, [211], 212, 213, 214, 215, 216, 217, 218, 219, 220, 221, ...340
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 07

1980
46
Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ.
1980
46
Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть