Персона
Республикӑна 14 ҫул ертсе пынӑ Илья Прокопьев Чӑваш Ене 14 ҫул ертсе пынӑ Илья Прокопьев ӗнер 90 ҫул тултарнӑ. Ҫав ҫынна халалласа республикӑри массӑллӑ информаци хатӗрӗсем ҫине тӑрсах статья ҫине статья шӑрҫаларӗҫ. Ӗнер республикӑн наци вулавӑшӗнче Илья Павловичӑн юбилейне паллӑ тунӑ. Унта тӗрлӗ шайри тӳре-шара кӑна мар, РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков та хутшӑннӑ. Унта пухӑннӑ шур сухалсенчен хӑшӗсем хӑйсен иртнӗ ӗмӗрти ӗҫӗ-хӗлӗ пирки аса илнӗ. Илья Прокопьев Вӑрнар районӗнчи Мӑчамӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Малтанхи пӗлӗвӗпе вӑл — педагог: Хабаровскри пединститутра вӗреннӗ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче те ӗҫленӗ. Пурнӑҫӑн тӗп пайне вара парти ӗҫ-хӗлне панӑ. Чӑваш Ен Элтеперӗн йышӑнӑвӗпе ӗнер «Чӑваш Республики умӗнче тунӑ тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
«Ҫӗнӗ вӑхӑт» кӗнеке издательствинче ҫак кунсенче Вячеслав Александровпа Галина Зотова хатӗрленӗ «Кукшумский колос» (чӑв. Кӑкшӑм пучахӗ) ҫӗнӗ кӗнеке кун ҫути курчӗ. Ӑна Ӗҫ ҫынни ҫулталӑкне халалланӑ. Кӗнеке тиражӗ 200 экземпляр. Кӗнекери статьясем вырӑсла тата чӑвашла. Вячеслав Александрович Александров (1929–2005) ӗмӗр тӑршшӗпех агроном, унтан колхоз ертӳҫи пулса ӗҫлесе чылай награда илме тивӗҫлӗ пулнӑ. Чӑваш АССРӗн тата РСФСРӑн тава тивӗҫлӗ агрономӗ Етӗрне районӗнчи «Заветы Ильича» (чӑв. Ильич халалӗ) колхоз историне тӗпченӗ, кӗнеке кӑларма ӗмӗтленнӗ. Чире пула вӑхӑтсӑр пурнӑҫран уйрӑлнипе кӗнекене кун ҫути кӑтартайман. 2015 ҫулта Галина Зотова унӑн алҫырӑвӗсен пӗр пайне тупнӑ, кӗнекене кун ҫути кӑтартма шут тытнӑ. Кӗнеке 8 сыпӑкран тӑрать. Пӗр сыпӑкӗ «Краткая энциклопедия Кукшумского поселения» (чӑв. Кӑкшӑм тӑрӑхӗн кӗске экциклопедийӗ), кунта ҫак тӑрӑхра пурӑннӑ 500 ҫын ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Кӑкшӑм тӑрӑхӗнче паллӑ ҫынсем чылай: Леонид Агаков, Моисей Федоров ҫыравҫӑсем, Зоя Лисицина юрӑҫ, Олимпиада Агакова артистка, Всеволод Агаков, Николай Федоров профессорсем, Яков Евграфов ҫӗр айӗнче ҫӳрекен карапсем ӑсталакан инженер-конструктор, Арсений Изоркин историк, паллӑ ҫӗр ӗҫченӗсем. |
Персона
Петр Краснова Куҫма Турхан премийӗ тивӗҫнӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутатне Петр Краснова Куҫма Турхан ячӗллӗ премипе чысланӑ. Кун пирки Комсомольски район администрацийӗн тата республика парламенчӗн официаллӑ сайчӗсем хыпарлаҫҫӗ. Тивӗҫлӗ йышӑнӑва Каҫал район администрацийӗн пуҫлӑхӗ утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнчех аллӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ку премие вӑл тӑрӑхри йӑла-йӗркене аталантарма чылай тӳпе хывнӑшӑн панӑ. Сӑмах май каласан, Петр Краснов та, чӑваш литературин классикӗ Куҫма Турхан та Каҫал тӑрӑхӗнчи сывлӑшпа вӑй илсе амаланнӑ-аталаннӑ: Петр Степанович 1956 ҫулта Кӗҫӗн Каҫалта ҫуралнӑ, паллӑ ҫыравҫӑ — 1915 ҫулта Вӑрманхӗрри Шӑхальте. Тӗрлӗ ҫулта республикӑн пичет министрӗнче те, социаллӑ политика министрӗнче те, культура министрӗнче, ЧР Президент Администрацийӗн ертӳҫинче тата ытти сумлӑ вырӑнта тӑрӑшнӑ Петр Краснов хӑйӗн юбилейне Шупашкарти «Мега Гэлакси» кану центрӗнче уявланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Красноармейски районӗнчи Алманч ялӗнче пурӑнакан Ольга Спиридонова утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнче 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Кинемее саламлама тӑванӗсем, ентешӗсем, вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ӗҫченӗсем килнӗ. Ольга Спиридоновнӑна ӑшӑ сӑмахсем ҫырса Владимир Путин та открытка янӑ. Ольга Спиридонова ӗмӗрӗпех тӑван колхозра вӑй хунӑ. Упӑшкипе пӗрле вӗсем ултӑ ачана тивӗҫлӗ воспитани панӑ. Нумай ача ҫуратнӑ хӗрарӑма II степень Амӑшӗн медалӗпе чысланӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче ӗҫченлӗхӗпе палӑрнӑ. Ӑна куншӑн та чысланӑ. Ольга Спиридоновна — Ӗҫ ветеранӗ. Кинемей тӳре-шара саламлама килнӗшӗн питӗ савӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Владимир Чекушкин юрӑҫ Тепӗр ҫынсен хушаматне калатӑн та вӑл кам пулнине, ӑҫта ӗҫленине асӑнма та кирлӗ мар. Шӑпах ҫавӑн пек тӗлӗнсе каймалла ятлӑ-сумлӑ ҫын вӑл Владимир Чекушкин. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн профессорӗ, Чӑваш Республикин тата Раҫҫей Федерацийӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, философи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ пулнисене асӑнса кайни тепӗр ҫынпа паллаштарнӑ чух пӗлтерӗшлӗ-ха. Владимир Чекушкин ҫинчен каланӑ чух халӑха ку ятсем ним тумах та кирлӗ мар. Ӑна ҫынсем хисеплӗ ятсемсӗрех юратаҫҫӗ, сума сӑваҫҫӗ. Унӑн «Вӗҫ, вӗҫ, куккук» юррине вӑтам тата аслӑ ӑрурисем кӑна мар, ҫамрӑкраххисем те пӗлеҫҫӗ. Патӑрьел районӗнчи Хирти Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑскер хӑй ӗмӗрӗнче чӑваш халӑхӗн миҫе юррине шӑрантарман пулӗ! Унсӑр пуҫне миҫе халӑх чӗлхипе юрламан-ши вӑл? Хӑйне чысланисене вӑл пурне те пӗр пек хисеплесе йышӑнать: пысӑк тӳре-шара аллинчен лекнӗ парне-и е вӗренекенӗсемпе пӗр ял ҫыннисенчен-и. Тен, ҫавӑнпа та юратать пулӗ ӑна халӑх. Мӗнех, вӗҫ, вӗҫ, куккук, тӑхӑрвунна ҫитиччен те; ҫӗртен те ирт, куккук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Петр Красновӑн юбилей торчӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов 60 ҫулхи юбилейне ӗнер Шупашкарти «Мега Гэлакси» кану центрӗнче уявланӑ. Ҫак ҫынна пӗлекенсем ӑна тӗрлӗрен хакланине илтме тивет. Бетонщикра, шкул учителӗнче те, республикӑн Аслӑ Канашӗнче те, Чӑваш Енӗн культура министрӗнче те, пичет министрӗнче те, социаллӑ политика министрӗнче те, ЧР Президент Администрацийӗн ертӳҫинче те тата ытти вырӑнта тӑрӑшнӑ ҫак ҫыннӑн юбилейӗнче чӑваш парламенчӗн паянхи депутачӗсенчен хӑшӗсем, хӑш-пӗр ҫыравҫӑ (уяв хӑни пулнӑ Александр Белов Фейсбукри хӑйӗн страницинче вырнаҫтарни тӑрӑх хакласан, Сергей Павлов тата Геннадий Максимов писательсем, Валерий Туркай поэт), ЧР Журналистсен союзӗн ертӳҫи Валерий Комиссаров тата ытти ятлӑ-сумлӑ ҫынсем пулнӑ. «Пенсие тухма ӗҫпе ҫыхӑннӑ справкӑсене пухнӑ чух Петр Краснов ача пахчинче хуралҫӑра тӑрӑшнине те асӑнса хӑварнӑ» — тесе пӗлтерет маларах асӑннӑ Александр Белов журналист. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Владимир Димитриев (сылтӑмри) текех трактор тӗрӗслемӗ Чӑваш Енри Гостехнадзора чылай ҫул Владимир Димитриев ертсе пычӗ. Владимир Павлович Шупашкар районӗнчен пулнине, хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Сарапакасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленине астӑвакансем астӑваҫҫӗ, пӗлекенсем пӗлеҫҫӗ пулӗ. Ӗнер вара республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӑна ӗҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Мӗн сӑлтавпа капла тӑвас тенине те ӗҫлӗ хутра асӑнса хӑварнӑ: ку утӑм Владимир Димитриев урӑх ӗҫе куҫнипе сӑлтавланӑ. Паян Михаил Игнатьев Элтепер тепӗр хушу кӑларнӑ. 236-мӗш номерлӗскерте маларах асӑннӑ инспекцие кам ертсе пырассине палӑртнӑ. Ку ҫын — Евгений Еландаев. Хальхи вӑхӑтра вӑл Гостехнадзорта пуҫлӑхӑн ҫумӗнче тӑрӑшать. Паянтан Евгений Викторовича пуҫлӑх тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш халӑх артисчӗ Геннадий Медведев К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ, Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсем пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Геннадий Медведев 55 ҫул тултарнӑ. Канаш районӗнчи Сиккассинче ҫуралнӑскер илемлӗ ҫак цифрӑллӑ ҫула икӗ кун каялла, утӑ уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ҫитнӗ. Артист пулас ӗмӗтлӗ каччӑ сцена ҫинче тытас ӑсталӑха Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинче илнӗ. Унта вӑл 1978-1983-мӗш ҫулсенче вӗреннӗ. Ҫӗршывӑн тӗп хулинчи заведенине вӗренсе пӗтернӗ ҫулах Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ та шухӑша урӑх вылятман, унталла та кунталла куҫса ҫӳремен. Ҫак ҫулсенче ҫывӑхран та ҫывӑх пулса тӑнӑ театр сцени ҫинче выляса пурӑннӑ Геннадий Медведев пӗчӗк рольсене те, пысӑккисене те пӗр пек кӑмӑлланине каланӑччӗ пӗринче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ҫуралнӑ кун тӗлне хатӗрленӗ плакат. Николай Плотников тунӑ сӑн Наци вулавӑшӗнче паян Николай Теветкелӗн ҫуралнӑ кунне палӑртса культура ӗҫченӗсем тата тӑванӗсем пухӑнчӗҫ. Мероприятие вулавӑшӗн «Чӑваш кӗнеки» пайӗн ертӳҫи Галина Соловьева ертсе пычӗ. Николай Теветкел 1937 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 11-мӗшӗнче Йӗпреҫ районӗн чикки ҫумӗнче вырнаҫнӑ Савкка ялӗнче ҫуралнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл тӗрлӗ ӗҫе алла илнӗ, тӗрлӗ вырӑнта ӗҫленӗ — платникре те, малярта та, ӳнерҫӗре те. Паллӑ сӑвӑҫ 20 ытла кӗнеке авторӗ, унӑн пултарулӑхӗпе эпир «Ҫамрӑклӑх сӑввисем», «Ҫын чӗртнӗ ҫутӑсем», «Хура сулӑ», «Сывлӑмпи», «Хӗвел кӗлти», «Авӑн уйӑхӗ», «Марине вӑййисем», «Пушӑ гильза» тата ытти кӗнекесенче паллашма пултаратпӑр. «Киремет» трагедийӗ тӑрӑх вара К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче спектакль те лартнӑччӗ. Николай Теветкел чӑваш культурине ытларах енӗпе сонетсем ҫырса пуянлатрӗ. Ҫавӑн пекех вӑл ӑста тӑлмач та. Вӑл тӑрӑшнипе эпир А. Рембон, В. Гюгон, Р. Киплингӑн, А. Мацкевичӑн, Уильям Шекспирӑн тата ыттисен пултарулӑхӗпе чӑвашла паллашма пултартӑмӑр. Пултарулӑх каҫӗнче Николай Теветкелӗн ӑсталӑхне палӑртрӗҫ, сӑвӑҫ питӗ пысӑк сӑмах ӑсти пулнине каларӗҫ. |
Персона
Чӑваш Ен хӑйӗн пултаруллӑ тепӗр ҫыннине ҫухатнӑ. ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Тамара Локтева пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Тамара Локтева йывӑр чирлесе выртнӑ хыҫҫӑн 70 ҫул тултарсан куҫне хупнӑ. Вӑл юрӑҫ та, концертсемпе массӑллӑ мероприятисен ертӳҫи те пулнӑ. Пултаруллӑ юрӑҫ республика, хула шайӗнче иртнӗ мероприятисене чылай ҫул ертсе пынӑ. 20 ҫулта вӑл Пӗтӗм Раҫҫейри тата Пӗтӗм Союзри вокалистсен конкурсӗн лауреачӗн ятне тивӗҫнӗ. Тамара Локтева Чӑваш музыка театрӗн хорӗнче, «Атӑл» вокалпа инструмент ансамблӗнче юрланӑ. Ӑста юрӑҫ Пӗтӗм тӗнчери вырӑс романсӗн конкурсӗн лауреачӗ те пулнӑ. Сӑвӑ вулама та пӗлнӗ вӑл. 1989 ҫулта Тамара Локтева Калининградра иртнӗ Пӗтӗм Союзри сӑвӑ вулакансен конкурсӗнче гран-при ҫӗнсе илнӗ. Тамара Локтевӑпа ыран Христос ҫуралнӑ ятпа ҫӗкленнӗ храмра сывпуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |