Персона
Анатолий Пукки Паян, раштавӑн 7-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Общество палатин пайташӗ, 65 ҫулти Анатолий Пукки вилнӗ. Анатолий Ялмарович Красноярск тӑрӑхӗнче 1952 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Красноярскри политехника институтӗнче «Машинӑсем тата шӑратас производствӑн технологийӗ» специальноҫа алла илнӗ хыҫҫӑн Енисейри механика савутӗнче слесарьте ӗҫлеме тытӑннӑ. 1975–1986 ҫулсенче Анатолий Пукки Шупашкарти трактор савутӗнче инженер-конструкторта, участок мастерӗнче, формовка участокӗн пуҫлӑхӗнче, цех пуҫлӑхӗ ҫумӗнче, цех пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Кайран унтах партком тытӑмӗнче, каярах КПССӑн Шупашкар хула комитетӗнче тата ӗҫтӑвкомӗнче тимленӗ. 1990-мӗш ҫулсенче вӑл «Волганефтехиммонтаж», «СТРОМОН-КИТР», «Стройдорзапчасть», «Монолитстрой» предприятисенче коммерци пуҫлӑхӗнче, «НЕРУДСТРОМра» тӗп директорта тата ытти вырӑнта пуҫлӑх пуканӗсенче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Татьяна Казакова Татьяна Казакована ӗнер Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗн ҫумӗнчен хӑтарнӑ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗ Ертӳҫин тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин 865-мӗш номерлӗ хушу кӑларнӑ. Мӗншӗн хӑтарнине официаллӑ хушура асӑнса-ӑнлантарса тӑман. Культура министерствинче Татьяна Казакова 2008-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗнченпе ӗҫленӗ. Малтан Вӑрмар районӗнчи ача-пӑча вулавӑшӗн заведующийӗнче, Чӑваш Республикинчи ача-пӑчапа ҫамрӑксен вулавӑшӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче, Культура министерствинче халӑх пултарулӑхӗн, вулав тата музей ӗҫӗн секторӗнче заведующийӗнче тӑрӑшнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче вӑл Хусанти Культура институтӗнче вӗреннӗ. Хальхи вӑхӑтра Константин Яковлев министра Иван Архиповпа Вячеслав Оринов пулӑшса пыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Паян чӑваш халӑхӗ тӗнчипе паллӑ чӗлхеҫӗпе, чӑваш сӑмахӗн тӗпчевҫипе Михаил Иванович Скворцовпа сывпуллашрӗ. Мероприяти Шупашкарти Граждан урамӗнче вырнаҫнӑ «Ритуаллӑ пулӑшу» предприятийӗн сывпуллашу залӗнче иртрӗ. Тухса калаҫакансен йышӗнче Г. Корнилов профессор, Ю. Виноградов чӗлхеҫӗ, А. Кипеч ҫыравҫӑ, Ю.Исаев министр, Т. Денисова чӗлхеҫӗ, Н. Егоров чӗлхеҫӗ, В. Туркай сӑвӑҫ, Е. Майков вӗрентӳҫӗ пулчӗҫ. Вӗсем пурте словарьсен авторне ырӑ сӑмахпа асӑнчӗҫ, пурнӑҫне аса илчӗҫ. Михаил Ивановича Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗ ҫывӑхӗнчи Шупашкар хула ҫӑви ҫине пытарчӗҫ. Чӑваш чӗлхин паллӑ тӗпчевҫи хӑйӗн канлӗхне кунти «Мухтав алеййинче» тупрӗ. Асӑну каҫӗ малалла Шупашкарти «Сарпике» кафере иртрӗ. Ӑсчахпа пӗрле ӗҫленӗ ӗҫтешӗсем тата тӑванӗсем Михаил Ивановича ырӑ сӑмахпа аса илчӗҫ, асӑнчӗҫ. |
Персона
Михаил Скворцов Юрий Ефимова халалланӑ анлӑ ларура Чӑваш чӗлхи ӑслӑлӑхӗ паян пысӑк ҫухату тӳсрӗ — пирӗнтен паллӑ чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, сӑмах пуххисен ӑсти Михаил Иванович Скворцов уйрӑлса кайнӑ. Юлашки ҫулсенче вӑл сахал мар ӗҫ турӗ, туса ҫитермен ӗҫӗсем те чылайччӗ унӑн. Сӑмахран, «Бхагавад-Гита» (индуизм тӗнӗн тӗп кӗнекисенчен пӗри) кӗнекене чӑвашла куҫарса халӑх патне ҫитересшӗнччӗ. Ҫавӑн пекех медицина терминӗсен словарьне хатӗрлетчӗ, ҫӗнӗ пысӑк чӑвашла-вырӑсла словарь кӑларас ӗҫпе ӗҫлетчӗ. Скворцов Михаил Иванович 1933 ҫулхи кӑрлачӑн 8-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Иккӗмӗш Хурамалта ҫуралнӑ. Хусан университечӗн филологи уйрӑмӗнче (1954), Мускаври университет ҫумӗнчи Хӗвел тухӑҫ чӗлхисен институтӑн араб чӗлхисен уйрӑмӗнче (1964), аспирантурӑра (1971) пӗлӳ пухнӑ. Михаил Иванович ытларах енӗпе словарьсем хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех вӑл калаҫу кӗнекисем те пичетлесе кӑларнӑ. Сывпуллашу вӑхӑчӗпе вырӑнӗ пирки: сывпуллашу шӑматкун, раштавӑн 3-мӗшӗнче 11 сехетре Шупашкар, Граждан урамӗ, 19 адреспа («Ритуаллӑ пулӑшу» («Ритуальные услуги») МУП) пулӗ. |
Персона
Тутимӗр Сувар скульптор Паян Чӑваш Енри хальхи вӑхӑтри паллӑ скульпторсенчен пӗри Владимир Нагорнов (Тутимӗр Сувар) 60 ҫул тултарнӑ. Ӑна чылайӑшӗ пысӑк монументсен авторӗ пулнипе пӗлет-тӗр. Портретсен галерейи те унӑн пуян. Атӑл кӳлмекӗ хӗрринчи Амӑш палӑкӗн авторӗ те — Владимир Нагорновах. 2003 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче уҫнӑскере хӑшӗсем халӗ Шупашкарӑн элемӗ кӑна мар, Чӑваш Енӗн те тесе хаклаҫҫӗ. Скульпторӑн ытти паллӑ ӗҫӗ шутӗнче, тӗслӗхрен, Пушкӑртстанри Слакпуҫӗнче (1991 ҫулта) тата Шупашкарта (1995 ҫулта), Шупашкарта Петӗр Хусанкая, Чӗмпӗрте Иван Яковлева, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракассинчи шкулта ҫунса вилнисене чысласа лартнӑ палӑксене асӑнма пулать. Владимир Нагорнов Чӗмпӗр облаҫӗнчи Чӑнлӑ районӗнче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Леонид Вакс полковник Чӑваш Енри шали ӗҫсен министрӗн ҫумне Сартури ҫынна ҫирӗплетнӗ. Унпа Сергей Неяскин министр чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче паллаштарнӑ. Пысӑк должноҫ йышӑннӑ ҫӗнӗ ҫын — Леонид Маркович Вакс, вӑл — шалти службӑн полковникӗ. Сергей Неяскин хӑйӗн ҫумне ӑста тата опытлӑ ертӳҫӗ тесе хакланӑ. 1973 ҫулта ҫуралнӑ Леонид Вакс шалти ӗҫсен тытӑмӗнче ҫирӗме ҫитсен тимлеме тытӑннӑ. Тамбов облаҫӗнче те ӗҫленӗ, Сарту тӑрӑхӗнче те. Налук преступленийӗсем тата пуҫиле шырав енӗпе пуҫлӑх вырӑнӗсене йышӑннӑ. Юлашки виҫӗ ҫулта вӑл Сарту облаҫӗнче ШӖМӗн Тӗп управленийӗнче штаб пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. ЧР ШӖМӗн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, Леонид Вакс икӗ аслӑ пӗлӳллӗ, ведомство наградисемпе ӑна темиҫе те наградӑланӑ. Авланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Музея уҫма пуҫтарӑннӑ самант Куславкка районӗсем хӑйсен тӑрӑхӗнче ҫуралнӑ Совет Союзӗн Геройне Сергей Бутякова асӑнса вӑл ҫуралнӑ ялта музей уҫасшӑннине эпир кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Сергей Бутяков 1916 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Куславкка чӑвашӗн ачалӑх ҫулӗсем кӳршӗллӗ Мари Элти Шуланкӑ (Звенигово) хулинче иртнӗ. Сергей Бутяков танкист пулнӑ. Карели фронтӗнче финсемпе ҫапӑҫнӑ чух, 1940 ҫулта, механик-танкист вилнӗ хыҫҫӑн ҫар машинине хӑй тытать. Ҫапах та ҫапӑҫура вӑйсем тан пулман: танк хыпса илет, экипаж ҫунса каять. Сергей Бутякова вилнӗ хыҫҫӑн Совет Союзӗн Геройӗ ят панӑ. Вӑл — Карели фронтӗнчи ҫапӑҫура ҫав шайри паттӑр ятне илнӗ Чӑвашри пӗрремӗш ҫын. Район администрацийӗ музей уҫма укҫа-тенкӗпе пулӑшма ыйтса хӑйӗн сайтӗнче хыпар вырнаҫтарнӑччӗ. Чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче куславккасен ӗмӗчӗ пурнӑҫа кӗнӗ — Сергей Бутяковӑн тӑван ялӗнче, Анат Шуршура, унӑн музейне вулавӑш пулнӑ ҫуртра савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Укҫа-тенкӗпе пулӑшнисем тата район администрацийӗ тав тунисем хушшинче питӗ нумай ята асӑнса кайнӑ. Ҫавсен хушшинче Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Юрий Зорин тата РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков та пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ӗнерхи Сергей Паршаков паян Анселл Ламмерт Шупашкар каччи Сергей Паршаков ятне-шывне, тӗнне ылмаштарса Чех Республикине пурӑнма тухса кайнӑ. Хӑвӑрт утассипе тӗрлӗ ӑмӑртӑва хутшӑннӑ ҫак ҫын тупӑшӑва кайма кредит та илме тивнине «Чемпионат» спорт порталӗ паян пӗлтернӗ. Каччӑ Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫуралнӑ. Анчах 17 ҫула ҫитиччен чӑваш ҫӗрӗ ҫинче хӑйӗн тӑванӗ патне килсе хирте сахал мар ӗҫленӗ, аслӑ шкулта вӗреннӗ вӑхӑтра урам та шӑлнӑ, хуралҫӑ та пулнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Шупашкарти ЧПУра тухтӑра вӗреннӗ, ҫав вӑхӑтрах спорт секцине ҫӳреме пуҫланӑ. Кайран каччӑ Питӗрти Пирогов ячӗллӗ медицинӑпа хирруги центрӗн ординатуринче ӑс пухнӑ, ҫав вӑхӑтра вӑл тухтӑрта ӗҫлеме пуҫланӑ. Йывӑр чире палӑртнӑ хыҫҫӑн каччӑ ятне-шывне, тӗнне ылмаштарса Чех Республикине Интернет урлӑ паллашнӑ савнӑ хӗрӗ патне тухса кайнӑ, унпа ҫемье ҫавӑрнӑ. Паян Анселл Ламмерт ятпа ҫӳрекенскер Чех Республикинчи хӑвӑрт утакансен пӗрлештернӗ ушкӑнне лекме ӗмӗтленет. Хӑй вӑл Прага ҫывӗхӗнчи пӗр пульницӑра анестезиолог-реаниматологра ӗҫлет. Спорт мастерӗ усал чире ҫӗнме тем пекех ӗмӗтленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Паян чӑвашсен паллӑ артистки Вера Кузьмина ҫуралнӑ кунне паллӑ тӑвать. Паян вӑл 93 ҫул тултарнӑ. Вера Кузьминичнӑна халӑх юратать, вӑл калӑпланӑ рольсем чылай ҫынна макӑртнӑ, култарнӑ. Вӑл чӑваш культуришӗн сахал мар ӗҫ тунӑ. Пултарулӑхра артистка 70 ҫул ӗҫленӗ. «Хура ҫӑкӑр» спектакльти амӑшӗн ролӗ чылайӑшӗн асӗнче. «Юнлӑ туй», «Ҫӗпӗр дивизийӗ», «Куккук ҫаплах авӑтать», «Нарспи», «Айдар»… Вун-вун спектакльти сӑнара калӑпланӑ вӑл. Вера Кузьминична Чӑваш патшалӑх академи драма театрне пуҫӗпех парӑннӑ, халӑха савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Владимир Доброхотов Чӑваш Енӗн транспорт тата ҫул-йӗр министрӗ пулнӑ Владимир Доброхотова республикӑн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ пулма шаннӑ. Хушӑва ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев алӑ пуснӑ. «Дорэкс» акционерсен уҫӑ обществин пуҫлӑхӗ пулнӑ Владимир Доброхотова транспорт ведомствине ертсе пыма иртнӗ ҫулхи юпа уйӑхӗнче шаннӑччӗ. Министр пуканне тивӗҫнӗ ҫав ҫын «Дорэкса» ертсе пыма тытӑниччен тӳре-шарара ӗҫлесе пӑхнӑ. Вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх ыйтӑвӗсемпе ҫумӗнче тимленӗ. Кӑҫалхи ҫӗртме уйӑхӗнче ку должноҫе Михаил Резникова лартрӗҫ. Ӗнертенпе Владимир Анатольевич республикӑн Ял хуҫалӑх министерствинче тӑрӑшма тытӑннӑ. Унта вӑл Сергей Артамонов министра ҫум должноҫӗнче пулӑшӗ.
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |