Персона
Сылтӑмри — Москакассинчи культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗ Галина Голубева Нумаях пулмасть Муркаш районӗнчи Москакасси культура ҫуртӗнче ялти культура вучахне виҫӗ теҫетке ҫул ертсе пыракан Галина Голубевӑна халалланӑ пултарулӑх каҫӗ иртнӗ. Уява Г. Голубева «Шӑпчӑксем юрлатчӗҫ юрӑ» юрӑпа пуҫланӑ. 1983 ҫулта Москакасси ял тӑрӑхне куҫса килнӗ ҫамрӑк хӗрарӑм, юрра-ташша пит юратаканскер, культура ҫуртне «Шуҫӑм» юрӑпа ташӑ ушкӑнне ҫул тытать. Тепӗр виҫӗ ҫултан ӑна вырӑнти культура вучахне ертсе пыма шанаҫҫӗ. Тепӗр тӑватӑ ҫултан вӑл Ҫӗрпӳри культура училищине вӗренме кӗрет, каярах аслӑ пӗлӳ те илет. Ҫав вӑхӑтра «Шуҫӑм» ушкӑн вӑй илсех пынӑ, халӑх ятне те тивӗҫет. Галина Георгиевна общество ӗҫне те пурнӑҫлать: 20 ҫула яхӑн Москакасси ял тӑрӑхӗнчи хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи пулса тӑрӑшать. Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ята та тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ Василий Павлов 65 ҫулхи юбилейне паллӑ тунине маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, вӑл театрта ӗҫлеме пуҫланӑранпа кӑҫал 45 ҫул ҫитнӗ. Василий Павлова саламлама театрти черетлӗ спектакль умӗн пуҫтарӑннӑ унӑн ӗҫтешӗсем Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ, Чӑваш Енӗн халӑх артистне тем тӗрлӗ ырӑ сӑмахпа хакланӑччӗ. Халӗ тата Василий Павлова унӑн ентешӗсем: Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснерте тата район центрӗнче — саламланӑ. Тӑван ялӗнчи культура ӗҫченӗсем «Сцена ӑсти 65 ҫулта» ятпа элеткронлӑ хӑтлав хатӗрленӗ. «Чӑваш театрӗн ҫутӑ ҫӑлтӑрӗ» кӗнеке куравӗ те йӗркеленӗ вӗсем. Вырӑнти юрӑ-ташӑ ӑстисем пултаруллӑ артиста юрласа та кӑтартнӑ. Артист та тӑван тӑрӑхне пушӑ алӑпа ҫитмен, ял ҫыннисене «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» спектакль (Василий Павлов унта тӗп сӑнара калӑплать) кӑтартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Валерий Яковлев, Лариса Игнатьева, Михаил Игнатьев, Наталья Сергеева Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев ӗнер мӑшӑрӗпе, Лариса Юрьевнӑпа, театра кайнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ертӳҫин Администрацийӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «Актуаллӑ» баннерта пӗлтернӗ. «Каҫхи спектакль курма шухӑш тытнӑ Михаилпа Лариса Игнатьевсене театрӑн директорӗ Вадим Ефимов тата ӳнер ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ Валерий Яковлев кӗтсе илчӗҫ», — тесе ҫырнӑ хыпарта. Сӑнӳкерчӗк ҫинче, сӑмах май, театрӑн артистки, юлашки вӑхӑтра хӑйне режиссер евӗр туптакан Наталья Сергеева та пур. Элтеперпе мӑшӑрӗ Арсений Тарасов журналист тата ҫыравҫӑ хайлавӗ тӑрӑх лартнӑ «Мунча кунӗ» спектакль пӑхнӑ. Спектакле композитор пулса Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗсен лауреачӗ Николай Казаков илемлетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Константин Яковлев Чӑваш Енӗн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Константин Яковлева шаннӑ хыҫҫӑн вӑл вӗренӳри философи докторех-ши текен шӑв-шав хӑш-пӗр массӑллӑ информаци хатӗрӗнче тухса кайрӗ. Культура министрӗн лавне туртма кандидат е доктор пулни кирлӗ мар-ха. Ара, пултарсан ӗҫлетӗр-иҫ. Константин Яковлев хӑй пирки таҫта вӗренӳри философи докторӗ тесе кӑтартнӑ курӑнать те, сӑнавҫӑсем вара ку фактпа кӑсӑкланса кайнӑ. Чӑваш Енӗн культура министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлаканӑн диссертацийӗпе тата ӑсчах степенӗпе ҫыхӑннӑ темӑпа халӗ тата тепӗр ҫӗнӗ хыпар пур. Ҫӗршывӑн Вӗренӳ тата наука министерстви Чӑваш Енри ҫак тӳре-шаран кандидат степеньне йышӑнма май ҫуккине официаллӑ майпа ҫирӗплетнӗ. Ведомство «Наука тата патшалӑхӑн наукӑпа техника политики» федераци саккунӗнчи йӗркене тӗпе хурса ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӗренӳри философи докторӗ пулмасть. Константин Яковлевӑн пӗлӗвӗпе «Парнас» регионти организацин пайташӗ Дмитрий Семенов кӑсӑкланнӑ. Федераци ведомстви 2002 ҫулта пирӗн ҫӗршыв правительствипе Украинӑн Министрсен Кабинечӗ ӑслӑлӑх тата ӑслӑлӑхпа педагогика кадрӗсене аттестацилесси енӗпе килӗштерсе ӗҫлесси пирки алӑ пусса ҫирӗплетнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Василий Павлов Спектакль курма юратакансене, унтан та ытларах — театр ӳнерне кӑштах та пулин тӗшмӗртекенсене юрама пур чухне те йывӑр. Ӑна-кӑна чухлаканнисем ҫӑвар карса пӑхса ларнипех ҫырлахмаҫҫӗ, вӗсен хӑйсен шухӑшлавӗ-тавракурӑмӗ. Спектакльте калас тени тарӑн пулсан, кӗвви-ҫемми, юрри-ташши пьеса авторӗ калас тенипе ҫураҫуллӑн курӑнсан, выляканӗсем сӑнара ӗнентерӳллӗ калӑпласан пӗрре курнине те татах та татах каяс килет. Анчах пӗр анчах та пур театр ӳнерӗнче: спектакле ҫынсем артистшӑн ҫӳрени. Шӑпах ун пеккисен шутне кӗртӗттӗм те Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче 1971 ҫултанпа вӑй хуракан Василий Павлова. Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ театрти хӑйӗн кун-ҫулне 1967-мӗш ҫулта пукане театрӗнче пуҫланӑ. 45 ҫул театрта ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑл чӑваш, вырӑс, ют ҫӗршыв классикӗсен хайлавӗсем тӑрӑх лартнӑ спектакльсенче 100 ытла сӑнара калӑпланӑ. Пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Ҫамрӑксен театрӗнче Василий Павловӑн 65 ҫулхи ячӗпе уяв каҫӗ ирттерӗҫ. Вӑрмар районӗнчи Кӗтеснерте ҫуралнӑ, халӑх юратнӑ артист ҫав каҫ куракансем патне «Пирӗн атте авланать» спектакльти Николай Странный ролӗпе ҫитӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Варринчи — кӗнеке авторӗ Татьяна Ильина, сылтӑмри — Елена Бадаева Вилӗмсӗр классикӑмӑр Митта Ваҫлейӗ «Мухтав та пехил ӗмӗр-ӗмӗрне тарпа тӑварланнӑ ыраш ҫӑкӑрне» тенӗ пулсан, Татьяна Ильина журналист ҫӑкӑр пӗҫерекене сума суса кӗнеке кӑларнӑ. «Служение Хлебу: две судьбы. 1934-2014 годы» (чӑв. Ҫӑкӑра сума суни: икӗ шӑпа. 1934–2014 ҫулсем) ятлӑскере вӑл ҫур ӗмӗр ытла Шупашкарти 1-мӗш ҫӑкӑр савутӗнче тӑрӑшакан, 1985 ҫултанпа савута ертсе пыракан Елена Бадаевӑна халалланӑ. Ҫӑкӑр пӗҫерес ӗҫре ҫур ӗмӗр ытла тӑрӑшнӑ вӑхӑтра Елена Игнатьевна хисеплӗ ятсене те пайтах тивӗҫнӗ. Вӑл — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ апат-ҫимӗс индустрийӗн ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ промышленность ӗҫченӗ, Раҫҫейӗн хисеплӗ пекарӗ. Темиҫе созывра та ӑна республикӑн парламентне депутата суйланӑ. Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче иртнӗ кӗнеке хӑтлавне кӑларӑм авторӗ тата унти тӗп герой кӑна май, республикӑн информаци политикин министрӗ Александр Иванов, ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗ Константин Никитин, чӑваш парламенчӗн депутачӗ Олег Князькин пуҫтарӑннӑ, кӗнекене тата Елена Бадаевана ырласа ӑшӑ сӑмах каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Маргарита Антонова «Ҫын куҫӗнчен пӑхма Тур ан хуштӑр», — тесе кашни ҫынах калать пулӗ. Чӑн та, ҫын куҫӗнчен пӑхасси питӗ йывӑр. Пӑхаканне те ҫӑмӑл мар, пӑхтараканнине те. Ватӑсемпе ӗҫлеме пурте пултараймаҫҫӗ. Кунта чӑтӑмлӑх та, ырӑ кӑмӑл та, ӳрӗклӗх те тем чухлех кирлӗ. Ун пек ҫынсенчен пӗри вӑл — Маргарита Антонова. Вӑл Шупашкар районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрта улттӑмӗш ҫул социаллӑ ӗҫчен пулса тӑрӑшать. Йӑрӑ ҫак хӗрарӑм виҫӗ ҫынна пӑхать. Маргарита Антонована шанса панӑ ватӑсен хушшинче пӗрремӗш ушкӑн cусӑрӗ те пур. Ватӑсене пӑхни кӑна мар, вӗсене вӑхӑтра каланӑ ӑшӑ сӑмах та пахине Маргарита Антнова аван ӑнланать, ҫавна пулах вӑл вӗсемпе юнашар ларса та калаҫать, кинеми-мучисен чун ыратӑвне итлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
РСФСР халӑх артистки Нина Яковлева Раҫҫей тата Чӑваш Республикин халӑх артистки Нина Яковлева республика хыснинчен тӑтӑш тӳлекен пособи илсе тӑма тивӗҫнӗ. Кун пирки калакан Хушӑва Михаил Игнатьев Элтепер алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Тӑтӑш илмелли пособие К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисткине культурӑна аталантарассине самай тӳпе хывнӑшӑн пама йышӑннӑ. «Сценӑна Нина Яковлевӑсӑр йышӑнма та йывӑр», — тесе ҫырнӑ та халӑх артистки драма театрӗ хӑйӗн сайтӗнче, ку вӑл чӑн та ҫапла. Ку вӑл — сӑмах илемӗшӗн калани мар. Нина Яковлева пеккисене ҫӑлтӑр тесе пӗр иккӗленмесӗрех калама пулать. Пӗчӗк сӑнар-и унӑн е пысӑк-и — сцена ҫине вӑл тухса кӗниех кураканӑн асӗнче тӑрса юлать. Сӑмах май каласан, Нина Яковлева мӑшӑрӗ Валерий Яковлев та ӗмӗрне Чӑваш патшалӑх академи драма театрне халалланӑ — унта вӑл ӳнер ертӳҫи. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Римма Алексеева телережиссер Нарӑсӑн 23-мӗшӗнче «Чӑваш Ен» телерадиокомпанин ветеранӗ Римма Алексеева вилнӗ. Унпа паян сывпуллашнӑ. Римма Архиповна кӑҫалхи пуш уйӑхен 1-мӗшӗнче 74 ҫул тултармаллаччӗ. Римма Алексеевӑн пӗрремӗш профессийӗ музыкӑпа ҫыхӑннӑ. Луначарский ячӗллӗ Мускаври театр ӳнерӗн институтӗнче пӗлӳ илнӗскер Чӑваш музыкӑпа драма театрӗнче сакӑр ҫул юрланӑ. 1976 ҫулта вӑл Чӑвашрадиона режиссера вырнаҫать, тепӗр икӗ ҫултан телевидение куҫать. Анчах унта та хӑйӗн чунне ҫывӑх юрӑ-кӗвӗ тӗнчине пӑрахмасть — ҫак тематикӑпа телекӑларӑм хыҫҫӑн телекӑларӑм хатӗрлет. Унӑн паллӑ проекчӗсенчен пӗри — «Чувашия музыкальная». Компанире 22 ҫул тӑрӑшнӑ вӑхӑтра Римма Алексеева Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Иван Вутлан ҫыравҫӑ Виҫӗмкун Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченне, Раҫҫей Журналистсен союзӗн пайташне, СССР Писательсен союзӗ пайташне Иван Вутлан ҫыравҫӑна юлашки ҫула ӑсатнӑ. 76-мӗш ҫулпа пыракан ҫыравҫӑ пурнӑҫран нарӑсӑн 20-мӗшӗнче уйрӑлнӑ. Иван Тимофеев Пермь облаҫӗнчи Мӑн Уса ялӗнче 1940 ҫулхи юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗпе ҫамрӑклӑхӗ Чӑваш Республикинчи Ҫӗрпӳ районӗнчи Вӑрманкас Пайкилт ялӗнче иртнӗ. Шупашкарти Чӑваш патшалӑх педагогика институчӗн ют чӗлхесен факультетӗнче вӗреннӗ. 1962 ҫулта ӑна Совет Ҫарне илнӗ. Хӑйӗн интернациллӗ тивӗҫне ҫав вӑхӑтри чи хӗрӳ вырӑнсенче, Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӗнчи ҫӗршывсенче (Египтра, Йементе, Алжирта, Сиринче) пурнӑҫланӑ. Ӑна «Ҫарти хастарлӑхшӑн», «Ҫапӑҫури паттӑрлӑхшӑн» медальсемпе наградӑланӑ. 10 ҫул хӗсметре тӑнӑ хыҫҫӑн Шупашкара таврӑннӑ. Учительте, шкул директорӗнче, республика правительствинчи тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшнӑ. Чӑваш кӗнеке издательствине ертсе пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |