Персона
Вӑрнар районӗнчи Авшак Элменте 1926 ҫулта ҫуралнӑ Зоя Ильина нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче юбилейне паллӑ тунӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Авшак Элменти, Ярмушкари, Нурӑсри шкулсенче ӑс пухнӑ. Вунпилӗк ҫула ҫитсен суха сухаланӑ, тырӑ вырнӑ, йӗтем ҫинче тырӑ ҫапнӑ. Хӗллехи вӑрӑм каҫсенче кӗнчеле арланӑ, ҫип пӗтӗрсе чӑлха-алсиш ҫыхса фронта ӑсатнӑ. Иваново облаҫӗнче торф каларнӑ ҫӗрте ӗҫленӗ. Вӑрҫӑра паттӑррӑн ҫапӑҫса таврӑннӑ вӑрҫӑ инваличӗпе Георгий Ильинпа ҫемье ҫавӑрса виҫӗ хӗрпе тӑватӑ ывӑл ҫуратса Ӳстернӗ, вӗсене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. Тӗреклӗ кил-ҫурт хӑпартнӑ, тӑван ялта, колхоз уй-хирӗнче ӗҫлесе тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ. Мӑшӑрӗ, икӗ ывӑлӗ вӑхӑтсӑр ҫӗре кӗрсен ҫӑмӑл пулман хӗрарӑма. Ҫапах та хӑйне телейлӗ туять Зоя Михайловна, пӗччен мар вӑл ватлӑх кунӗсенче. Тӑван хӗрӗ Зинаида, пӗчӗк ачана пӑхнӑ пек пӑхать. Зоя Ильинана ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранне ҫуралнӑ кунпа Вӑрнар район администрацин пуҫлӑхӗ Леонид Николаев, Ярмушка ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Алексей Петров, Вӑрнар районӗнчи пенси уйрӑмӗн ертӱҫи Людмила Редькова килне ҫитсе саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш Республикин халӑх артистки Лидия Красова Нарӑсӑн 12-мӗшӗнче Чӑваш Республикин халӑх артистки, Ҫеспӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн сцена ӑсти Лидия Красова 65 ҫул тултарасси, уяв каҫне нарӑсӑн 16-мӗшӗнче ирттерме палӑртни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Ӗнер Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче Лидия Красова вылякан спектакльсенчен пӗрне, «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗм» ятлине, кӑтартнӑ. Спектакль умӗн юбиляра культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов саламланӑ май артиста ҫутҫанталӑк ӑсталӑх панине, Лидия Красован шалти чунӗн пуянлӑхне палӑртнӑ. Театр ӗҫченӗсем пӗрлешӗвӗн яваплӑ ҫыруҫи Галина Скворцова, Вӑрнар район ентешлӗхӗн ертӳҫи (Лидия Красова Вӑрнар районӗнчи Тӑвальушкӑнь Ялтӑра ялӗнче ҫуралнӑ) Андрей Суварин саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Доктор шайне хӑпарнӑ Юрий Исаев Чӑваш патшалӑх гуманитари институтне тухтӑр ертсе пыма тытӑннӑ. Анчах этем сывлӑхӗшӗн хыпса ҫунакан ҫын пирки каламастпӑр-ха. Сӑмахӑмӑр — ӑслӑлӑх ҫынни ҫинчен. Ҫӗнӗ ҫынна пуҫлӑха лартнӑ-им тесе те тӗлӗнме ан васкӑр. Института унчченхиллех Юрий Исаевах ертсе пырать. Анчах маларах вӑл филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ кӑначчӗ пулсан халӗ тухтӑра ҫитнӗ. Ӑнӑҫлӑ хӳтӗлев ӗнер иртнӗ. Юрий Исаев, аса илтерер, — Патӑрьел районӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ҫынни (сӑмах май паян унӑн ҫуралнӑ кунӗ, 47 ҫул тултарчӗ). 1995 ҫулта Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе пӗтернӗ. Унта вӑл «Чӑваш чӗлхипе литератури» специальноҫа алла илнӗ. Тепӗр пилӗк ҫултан вӑл юрист дипломне илнӗ. Филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ята Юрий Исаев 2002 ҫулта хӳтӗленӗ. Унӑн теми Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисем пулнӑ. Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗнче те вӑл тӑрӑшнӑ. 2010 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнчен гуманитари институтне ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Евгений Ерагин Чӑваш халӑх ӳнерпе ӑслӑлӑх академийӗн ертӳҫи Евгений Ерагин нумаях пулмасть Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ята тивӗҫнӗ. Евгений Евстафьевич 1955 ҫулхи чӳкӗн 21-мӗшӗнче Муркаш районӗнчи Ярак ялӗнче ҫуралнӑ. Чылай вӑхӑт хушши районти Калайкасси вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗретнӗ. Таврапӗлӳҫӗ. Чылай кӗнеке авторӗ. Хальхи вӑхӑтра Евгений Ерагин — Чӑваш халӑх ӑс-хакӑлӗпе ӳнер академийӗн президенчӗ. Халӑх академикӗсене ертсе пынӑ май чылай меропритисене йӗркелет, хутшӑнать. Евгений Ерагинӑн сумлӑ ячӗсем унччен те пулса. 2006 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ята панӑччӗ. Евгений Евстафьевичӑн пӗлтӗрхи ӗҫне Чӑваш халӑх сайчӗ те палӑртсаччӗ — вӑл «2015 ҫулталӑк ҫынни» сасӑлава хутшӑнма тивӗҫнӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑвашавтотранс пуҫлӑхӗ пулнӑ Евгений Мореплавцев Чӑвашавтотранс предприятин пуҫлӑхне ӗнер ӗҫрен хӑтарнӑ. Ку должноҫре юлашки вӑхӑтра Евгений Мореплавцев ятлӑ ҫын тӑрӑшнӑ. Чӑвашавтотранс патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ шутланать. Ҫавна май пуҫлӑха кама лартассине, ӑна хӑҫанччен ҫемҫе пукан ҫинче тытса тӑрассине республикӑна ертсе пыракансем татса параҫҫӗ. Мореплавцева пуҫлӑх тилхеписӗр хӑварасси пирки калакан хушӑва ӗнер Чӑваш Енӗ Министрсен Кабинечӗн пуҫлӑхӗ Иван Моторин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Ӑна республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче «Законодательство» ярӑмра нарӑсӑн 11-мӗшенче вырнаҫтарнӑ. Официаллӑ документра 2014 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнченпе предриятие ертсе пыракан ҫын мӗнпе тивӗҫтерменнине ӑнлантарса тӑман, паллах. |
Персона
Геннадий Айхи поэт Геннадий Айхи поэт вилнӗренпе кӑҫал 10 ҫул ҫитет. Тӗлӗнсе каймалла пек те, анчах вӑл тӗнчерен уйрӑлса кайнӑранпа ҫавӑн чухлӗ вӑхӑт иртрӗ те иккен... Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ Геннадий Айхин ҫак уйӑхра асӑну кунӗсене ирттерме палӑртса хунӑ. Йӑлана кӗнӗ ҫак мероприяти вӑхӑтӗнче «Айгиана» кӗнекепе ӳкерчӗк куравӗ ӗҫлӗ. Вӑл вулавӑшра упранакан «Айгиана» фондри пуянлӑхпа паллаштарӗ. «Г. Айхин пултарулӑх эткерлӗхӗ» информаци сехетне те палӑртса хунӑ, поэт пултарулӑхӗн тӗпчевҫисемпе тӗлпулусем йӗркелессине те. Наци вулавӑшӗнчи курав нарӑсӑн 17-мӗшӗнчен тытӑнса ҫак уйӑхӑн 27-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Курав залӗ вулавӑшӑн иккӗмӗш хутӗнчи 218-мӗш пӳлӗмре вырнаҫнӑ. Курав 10 сехетрен 18 сехетчен вырсарни кунсӑр пуҫне кашни кунах ӗҫлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музейра «Добрые всходы» (чӑв. Ырӑ калча) куҫса ҫӳрекен курав ӗҫлеме тытӑннӑ. Фотосенчен тӑракан курава Етӗрне районӗнчи «Ленинская искра» (чӑв. Ленин хӗлхемӗ) колхоза нумай ҫул ертсе пынӑ Аркадий Айдака халалланӑ. Ӑна Чӑваш наци музейӗ хатӗрленӗ. Аркадий Айдак — РФ тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ, РФ тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ. Вӑл — маларах асӑннӑ Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ҫынни. 1985 ҫулта унӑн тӑван ялӗнче халӑх хуҫалӑхӑн музейне те йӗркеленӗ. Ку пуҫару авторӗ те — ӗмӗрне ял хуҫалӑх ӗҫне халалланӑ Аркадий Айдак. Ял хуҫалӑх отраслӗнче республикипех ҫӗр кӗрленӗ кӑна мар, ҫӗршывра палӑрнӑ ҫак ҫын ячӗпе курава музейҫӑсем кӑҫал пирӗн республикӑра Ӗҫ ҫыннин ҫулталӑкӗ тесе пӗлтернине кура йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш Республикин халӑх артистки ыран «Поле чудес» (чӑв. Телӗнтермӗш уйӗ) телепередачӑра тӗлӗнтерӗ. Халӑх юратнӑ, чӑннипех те пултаруллӑ сцена ӑсти унта вӑййа хутшӑнӗ-и е кӑларӑм пуҫланиччен юрласа та ташласа савӑнтарӗ-и — кӑна хальлӗхе пӗлместпӗр те, анчах вӑл хутшӑннӑ передача куракансем патне ыран ҫитесси пирки А. Уляндинан «Пӗркласрисем» тӗнче тетелӗнчи страницинче каланӑ. Чӑваш Енӗн халӑх артистки Ҫӗмӗрле районӗнчи Пӗренеш ялӗнче ҫуралнӑ. 1988 ҫулта вырӑнти вӑтам шкула пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти Федор Павлов ячӗллӗ музыка училищине вӗренме кӗнӗ. Унта вӑл солопа юрлас ӑсталӑха алла илнӗ. Училищӗри пӗлӳпех ҫырлахман пултаруллӑскер — 1992 ҫулта Чулхулари М. Глинка ячӗллӗ консерваторине вӗренме кӗнӗ. Унта та соло уйрӑмӗнчех ӑсталӑха туптанӑ. Анчах хальхинче — халӑх юррисен енӗпе. Паян Августа Уляндина пирки ытлашши каласа кайни те кирлӗ мар — ячӗ хӑех нумай пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ирина Калентьева ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ те пулнӑччӗ Чӑваш Енӗн спорт мӑнаҫланӑвӗ Ирина Калентьева Мӑкшӑ Республикин пӗрлештернӗ командине кӗнӗ. Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, кунта, спортсменкӑн тӑван тӑрӑхӗнче, Рио-де-Жанейрора иртекен Олимпиадӑра маунтинбайк енӗпе Ирина Калентьева та ӑмӑртасса шанаҫҫӗ. И. Калентьева мӑкшӑсен пӗрлештернӗ ушкӑнне кӗресси пирки алӑ пуснине пирӗн республикӑн Спорт министерстви пӗлет тата ку шухӑшпа вӑл килӗшнӗ. Республикӑн спорт министрӗ Сергей Шелтухов Иринӑн ҫав республикӑри ҫитӗнӗвне республикӑн зачетне те кӗртме май пуррине палӑртнӑ. Ҫапла туни спортсмена укҫа-тенкӗ енчен хушма хавхалану та кӳреет-мӗн. Ҫав вӑхӑтрах хӑш-пӗр специалист Мӑкшӑ Республикинче велоспорчӗ вӑйлах аталанманнине палӑртать иккен. Ирина Калентьева унти пӗрлештернӗ ушкӑна кӗнине те мӑкшӑсем тӗрлӗрен, ҫав шутра — кӑмӑлсӑрланса та, йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш Республикинчи кинематографистсен пӗрлешӗвӗ тӑван халӑхӑмӑрӑрӑн пӗрремӗш киноактриси ҫуралнӑранпа 113 ҫул ҫитнине ҫӑкӑр-тӑварпа асӑннине пӗлтерет. ЧР кинематографистсен пӗрлешӗвӗн пайташӗсем тата чӑваш киноискусствипе кӑсӑкланакансем Тани Юнӑн Карачура патӗнчи масар ҫинчи вилтӑпри ҫине кайса килнӗ. Ушкӑна пӗрлӗх пуҫлӑхӗ Ультияр Цыпленков ертсе пынӑ. Унпа пӗрле унӑн ҫумӗ Илтимӗр Ефремов, Тани Юн тӑванӗ Светлана Березкина поэтесса, Юрий Сергеев режиссер, Юрий Спиридонов кинопродюсер, Николай Сахаров видеооператор тата 90-мӗш ҫулсенче «Чӑвашкино» пуҫлӑхӗ пулнӑ кайнӑ. Кинематографистсем 2016, 2017, 2018-мӗш ҫулсем наци кинематографишӗн пысӑк пӗлтерӗшлӗ ҫулсем пулнине палӑртнӑ. Кӑҫал, ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, пӗрремӗш чӑваш фильмӗ «Атӑл пӑлхавҫисем» пысӑк экран ҫине тухнӑранпа 90 ҫул ҫитет. Ҫав куна халалласа ҫӗртмен 23-мӗшне Чӑваш кино кунӗ ят парсан тесе шухӑшлаҫҫӗ масар ҫине пухӑннӑ хастарсем. 2017 ҫулхи раштав уйӑхӗн 28-мешӗнче кино ӳкерес, сутас тата халӑх патне фильмсене илсе ҫитерес тесе йӗркеленӗ «Чӑвашкино» киностудине йӗркеленӗренпе 90 ҫул ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |