Персона
Анатолий Емельянов Вӑрнар районӗн «Ҫӗнтерӳ ҫулӗ» хаҫачӗ Анатолий Емельянов ячӗллӗ преми лауреатне пӗлтернӗ. Редколлеги ҫӗнтерӳҫӗ тесе хальхинче Роза Волковӑна палӑртнӑ. Вӑл редакципе темиҫе ҫул ӗнтӗ туслӑ ҫыхӑну тытать. Унӑн калавӗсене, сӑввисене тата юррисене район хаҫатӗнче тӑтӑшах пичетлеҫҫӗ. Роза Волкова — паллӑ ҫӗр ытла юрӑ авторӗ. Унӑн сӑввисене ытларах Юрий Кудаков юрра хывнӑ. Вӗсене Людмила Семенова, Василий Раймов, Надежда Заводскова тата ытти юрӑҫ шӑрантарать. Кӑҫал Роза Волкова 80 ҫул тултарать. 2005 ҫулта ҫирӗплетнӗ премие редакци Вӑрнар ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ ентеше, Чӑваш халӑх ҫыравҫине Анатолий Емельянова хисеплесе йышӑннӑ. Ҫыравҫӑ Вӑрнар райкомӗнче те, 1972—1973 ҫулсенче Чӑваш АССР культура министрӗнче те тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
55-ре тесе те калаймӑн Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян 55 ҫул тултарнӑ. Вӑл 1962 ҫулта Шупашкар районӗнчи Тӑманакассинче (халӗ вӑл Кӗҫӗн Турхан ялӗн урамӗ шутланать) ҫуралнӑ. 1990 ҫулта Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗнче «Агрономи» специальноҫне алла илнӗ, тепӗр ҫичӗ ҫултан вӑл юриспруденци дипломӗллӗ пулса тӑнӑ. Михаил Васильевич ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ шутланать. Ӗҫ биографине Михаил Игнатьев «Химпром» акционер обществинче электромонтертан пуҫланӑ. Каярах вӑл тӑван «Прогресс» колхозра уй-хир бригадирӗнче, производство участокӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ. 25 ҫула ҫитсен ӑна хуҫалӑха ертсе пыма шаннӑ. 30 ҫула ҫитмен ҫамрӑка районти Депутатсен пухӑвне суйлани те — Михаил Васильевичӑн биографийӗнчи сумлӑ йӗрсенчен пӗри. 1996 ҫулта Михаил Игнатьев Чӑваш Енӗн ял хуҫалӑх министрӗн ҫумӗнче тимлеме тытӑнать. Тепӗр виҫӗ ҫултан ӑна Шупашкар район пуҫлӑхӗ пулма шанаҫҫӗ. 2002 ҫулта вара ял хуҫалӑх министрне лартаҫҫӗ. 2010 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа Михаил Игнатьев Чӑваш Ене ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ӗҫе кура награди: Зоя Миронова Ӗҫре палӑрнисене чысланине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Правительство ҫуртӗнче чысланисен хушшинче 40 ытла специалист пуҫтарӑннӑ. Ҫав шутра республикӑри паллӑ ял хуҫалӑх предприятийӗсенчен пӗринче, Канаш районӗнчи Киров ячӗллӗ кооперативра, тӑрӑшакан ҫын та пулнӑ. Унти тӗп ветеринар Зоя Миронова юратнӑ ӗҫе кӳлӗнни виҫӗ теҫетке ҫултан та иртнӗ. Зоя Николаевнӑна тӑван районӗнче «ял хуҫалӑхӗнчи тивӗҫлӗ специалистсенчен пӗри» тесе хаклаҫҫӗ. Ӑна хӑй вӑхӑтӗнче «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ял хуҫалӑх ӗҫченӗ» хисеплӗ ят та панӑ. Ял хуҫалӑхӗнчи ӗҫе вӑл 1986 ҫулта Вӑрнарти совхоз-техникумран ветеринари фельдшерне вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн пуҫӑннӑ. Кайран вӑл Хусанти Н.Э. Бауман ячӗллӗ патшалӑхӑн ветеринари медицинин академийӗнче куҫӑмсӑр майпа пӗлӳ илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Зинаида Воронова ӑстаҫӑ Чӑваш ахах-мерчен аваллӑхне упракан, ӑна ҫӗнӗ вӑй парса малалла тытса пыракан тесе хаклать черетлӗ статйинче Надежда Смирнова журналист Зинаида Воронована. Зинаида Ивановна — Чӑваш Республикин халӑх ӳнер промыслин маҫтӑрӗ, ЧР культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ. Елчӗк ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳссе вӑй илнӗ, унӑн хӑвачӗпе амаланса аталаннӑ. «Вӑл ҫак ӗҫе виҫӗ енлӗн пурнӑҫласа пырать: чӑвашсен авалхи тумне хатӗрлет, мӑн-мӑн кукамайсемпе асаннесен эрешӗсене этнографи ушкӑнӗсене шута илсе ӑсталать тата пуканесене наци тумне тӑхӑнтартса «чун» парать», — паллаштарнӑ ӑстаҫӑн пултарулӑхӗпе «хыпар» хаҫат ӗҫченӗ. Зинаида Воронова каланӑ тӑрӑх, ӑна амӑш арчи ялан кӑсӑклантарнӑ. Вӑл тӑхӑнса ҫӳренӗ ҫи-пуҫа амӑшӗ леш тӗнчене уйрӑлса кайсан пӗчӗклетсе пуканесене илемлетнӗ. Малтан тутӑр ҫыхтарнӑ, кайран пӗчӗк хушпу ӑсталанӑ. «Манӑн аннен сӑнарӗсем» ярӑмри пӗрремӗш пукане 1991 ҫулта ҫуралнӑ. Халӗ вӗсем питӗ нумай, 550 ытла та пулӗ. Чылайӑшӗ Мускаври, Питӗрти, Ӗренпурти музейсенче упранать. АПШра — Нью-Йоркри, Сан-Францискӑри, ҫавӑн пекех Италири, Францири уйрӑм ҫынсен коллекцийӗсенче пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ӗнер, раштавӑн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьевӑн хушӑвӗпе «Елчӗк Ен» район хаҫачӗн тӗп редакторне Николай Алексеева «Чӑваш Республикин культурин тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Пичет ӗҫӗнче тӑрӑшма ҫак ҫын 1981 ҫулта пуҫланӑ. Малтан корреспондент пулнӑ, унтан — яваплӑ секретарь. 2004 ҫултанпа ӑна ертсе пыракан должноҫсене шаннӑ. Тепӗр виҫӗ ҫултан ӑна район хаҫачӗн тӗп редакторне лартаҫҫӗ. Пичетре 35 ҫул ӗҫлекенскере вӑл тӑрӑхрисем паллӑ историк тата этнограф евӗр те пӗлеҫҫӗ тесе хыпарланӑ Николай Алексеев пирки Чӑваш Енӗн Информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви. Пултаруллӑ ҫак ҫын кӑҫал хӑйӗн иккӗмӗш кӗнекине — «Тӗмер ялӗ тата унӑн ҫыннисем» ятлине — кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Леонид Волков экс-полпред Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи тулли праваллӑ элчи пулнӑ Леонид Волков ҫӗршыв ертӳҫи патне черетлӗ, виҫҫӗмӗш, ҫыру ӑсатнӑ. 15 страницӑран тӑраканскерте «ӑссӑрла» самантсене палӑртса хӑварнӑ. Аса илтеретпӗр, Леонид Волков тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Леонид Волкова саккуна пӑсса 2 миллион тенкӗ преми илнӗ тесе айӑпласшӑн. Пӗр вӑхӑтра ӑна килтен тухмалла мар тунӑччӗ. Раштав уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ Леонид Волков майлӑ йышӑну тунӑ. Следстви унӑн арестне тӑсма ыйтса тавӑҫ тӑратнине тӳре тивӗҫтермен. Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи экс-полпречӗ Леонид Волков Владимир Путинран иртнӗ уйӑх вӗҫӗнче черетлӗ хутчен пулӑшу ыйтнӑччӗ. Маларах вӑл Президент патне юпа уйӑхӗнче ҫырнӑччӗ. Хальхи ҫырура Леонид Волков, сӑмахран, Мускаври обществӑпа культура мероприятийӗсене ирттерме тӑкакланине растрата тенипе килӗшесшӗн мар. Ҫырура, тӗслӗхрен, ҫӗршывӑн тӗп хулинче культура центрӗ уҫма 10 пин янӑ, Андрей Эшпая саламлама 5 пин, Геннадий Айхин юбилей каҫне ирттерме 4 пин, К. Иванов ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнине асӑнса уяв ирттерме 5 пин тенкӗ уйӑрнине тата ытти ҫавӑн йышшине пустуй тӑкак евӗр хакланине ҫырура «абсурд» (чӑв. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Петр Ивантаевпа Михаил Игнатьев Ӗнер Чӑваш Енӗн ваттисен канашӗн пайташне Петр Ивантаева «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ. Патшалӑхӑн паллӑ ӗҫченӗсенчен пӗри 75 ҫул тултарнине халалласа ӗнер Чӑваш наци вулавӑшӗнче савӑнӑҫлӑ мероприяти ирттернӗ. Юбиляра Михаил Игнатьев Элтепер, РФ Федераци Канашӗн пайташӗ Вадим Николаев, чӑваш парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов, ЧР Патшалӑх канашӗн ытти депутачӗсем, Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Ирина Клементьева саламланӑ. «Мана сирӗн юбилейра пулма пысӑк чыс», — тенӗ Михаил Игнатьев Петр Ивантаева сума суса. Унтан вӑл юбиляр республика аталанӑвӗшӗн хӑй вӑхӑтӗнче нумай ырӑ ӗҫ тунине, ҫав вӑхӑтрах иртнӗ ӗмӗрӗн 90-мӗш ҫулӗсенче профсоюзра ӗҫленӗ чух та халӑхшӑн нумай тӑрӑшнине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Петр Краснов Петр Краснова Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорне лартас сас-хурана Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтерни тӳрре килчӗ. Аса илтеретпӗр, чӑваш парламенчӗн депутатне Петр Краснова ҫак пукана шанассине Александр Белов журналист чӑваш парламенчӗн раштавӑн 5-мӗшӗнче иртнӗ сессийӗ пирки «Правда ПФО» интернет-хаҫатра ҫырнӑ хыҫҫӑн хыпарланӑччӗ. «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» парти Петр Краснова парламентра социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫин ҫумне лартма шухӑшланӑ тенӗччӗ ҫав хыпарта. Анчах кайран парти ӑна Александр Федотовпа ылмаштарнӑ. ЧПГӐИ директорне Петр Краснова лартасси пирки республикӑн премьер-министрӗ Иван Моторин ӗнерех хушу кӑларнӑ. Институтӑн сайтӗнче те ҫӗнӗ пуҫлӑх сӑнӳкерчӗкне тата унӑн биографине вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Анатолий Митта художник ӗҫӗ Паян — Анатолий Миттов художникӑн, живописецӑн, графикӑн черетлӗ ҫуралнӑ кунӗ. Паллӑ датӑна «Фейсбукри» хӑйӗн аккаунтӗнче Геннадий Иванов-Орков ӳнер тӗпчевҫи аса илтернӗ май паллӑ, ҫав вӑхӑтрах кӗске ӗмӗрлӗ ӳнерҫӗн хура-шурӑ сӑнӳкерчӗкне тата унӑн хӑш-пӗр ӗҫне вырнаҫтарнӑ. Анатолий Миттов 1932 ҫулта Канаш районӗнче Сиккассинче ҫуралнӑ. Чӑваш халӑх сайтӗнче те ун пирки хыпар вырнаҫтарнӑ: паллӑ ҫынсен ҫуралнӑ кунӗсен баннерӗнче Анатолий Миттов ячӗ тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнать. Малтан Шупашкарти ӳнер училищине, кайран Ленинградри И. Репин ячӗллӗ живопись, скульптура тата архитектура институтне вӗренсе пӗтернӗ. Унӑн пултарулӑх ӗмӗрӗ пурӗ те вунӑ ҫула кӑна тӑсӑлнӑ. 39 ҫултах куҫне хупнӑскер пурӑннӑ вӑхӑтра чӑваш живопиҫӗнче йӗр хӑварма ӗлкӗрнӗ. «Художникӑн хӑйӗн ӗҫӗнче наци сывлӑшӗн ҫеммине ӑнланмалла, хӑйӗн халӑхне юратмалла», — шухӑшланӑ ҫулне кура мар ӑслӑ Анатолий Миттов... |
Персона
Алексей Яковлев текех спорт министрӗн ҫумӗ мар Чӑваш Енӗн спорт министрӗн ҫумне Алексей Яковлева Шупашкарти Пӑр керменне тунӑ чухне хӑйӗн ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шухӑшланӑран иртнӗ уйӑхӑн 3-мӗшӗнче суд килте икӗ уйӑх хупса усрама йышӑннӑччӗ. Паян Чӑваш Енӗн правительствин пуҫлӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин министерствӑра ӗҫленӗ Алексей Яковлева должноҫрен хӑтарма йышӑннӑ. Аса илтеретпӗр, Пӑр керменне хӑпартнӑ чух проекта темиҫе хут ылмаштарнӑ. Тӗп хуламӑрти «Шупашкар-Арена» Пӑр керменӗ пӗлтӗр савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнине, ӑна ҫӗкленӗ подрядчике ЧР Спорт министерстви те укҫа тӳлеменнине, «Голицын» строительство компанийӗ Арбитраж судне тавӑҫ тӑратнӑччӗ, министерствӑн 487 миллион тенкӗ тӳлемелле пулнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |