Персона
Михаил Игнатьев Элтепер Хальхи вӑхӑтра ҫӗр тӗрлӗ танлаштарӑм та пулӗ. Ӑна виҫсе хакласа пӑхаҫҫӗ, тепӗрне. Вӑл е ку кӑтартӑва хаклакансенчен пӗри, «Рейтинг» информаципе коммуникаци центрӗ текенни, регионсен ертӳҫисен ӗҫне хакланӑ. Республика Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ҫырнӑ тӑрӑх, «Михаил Игнатьев Раҫҫейри чи лайӑх ӑста губернаторсен шутӗнче». Асӑннӑ центр «2016-мӗш ҫулта пуш уйӑхӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗчченхи Раҫҫей Федерацийӗн субъекчӗсен ертӳҫисен ӗҫ-хӗлӗн витӗмлӗхӗ пирки тата тухӑҫлӑхне палӑртакан кулленхи тӗпчев ӗҫне пичетлесе кӑларнӑ», — тесе чӑвашла ҫырнӑ ҫав хыпарта (цитатине ылмаштармарӑмӑр). Танлаштрӑмра Михаил Игнатьев пӗрремӗш ушкӑнра тӑрать-мӗн, Атӑлҫи федераци округӗнче асӑннӑ кӑтартупа вӑл виҫҫӗмӗш вырӑна тухнӑ, пӗрремӗшне Тутарстан Элтеперӗ Р. Минниханов тухнӑ, иккӗмӗшӗне Пушкӑртстана ертсе пыракан Р. Хамитов йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Михаил Игнатьев Элтеперпе Владимир Иванов И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университетне республикӑн вӗренӳ министрӗнче тӑрӑшнӑ Владимир Иванов вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан пулса ертсе пыма тытӑннӑ. В. Иванов персонипе ҫыхӑннӑ тепӗр ырӑ хыпар та пур. Ҫур ҫултан ултӑ теҫетке ҫул тултаракан тӳре-шарана Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Тепӗр чух ҫынсене отставкӑна каяс умӗн пысӑк наградӑсем тыттарнине шута илсен ӑна тӗрлӗрен йышӑнма пулать тейӗн. Чӑн та, Владимир Иванова ӑна министр должноҫӗнчен хӑтарни пирки Михаил Игнатьев хушу кӑларнӑ. Маларах Владимир Иванов ЧППУ ректорӗ пулас шутпа конкурса хутшӑннӑ-мӗн, анчах ӑна ку должноҫ валли конкурса явӑҫтарман пулать. Халӗ вара ӑна ректорӑн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннине аслӑ шкулӑн йышӑну пӳлӗмӗнче пӗлтерни тӑрӑх ӗнер «Правда ПФО» тӗнче тетелӗнчи хаҫат хыпарларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Валерий Шуйков Мускавра шар курнӑ Елчӗк ҫынни ахаль-махаль ҫын мар. Вӑл — РФ Инкеклӗ ӗҫсен министрӗн канашҫи Валерий Шуйков. Чӑваш Енри кӑнтар енчи маларах асӑннӑ ҫав районти Шӑмалакра 1958 ҫулхи ҫӗртмен 23-мӗшӗнче ҫуралнӑ. И.Я. Яковлев ячӗллӗ ЧППУран вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн комсомол органӗсенче ӗҫленӗ. РФ халӑх депутачӗ пулнӑ, РФ Аслӑ Канашне суйланнӑ. РФ Наци политикин патшалӑх комитечӗн ертӳҫин ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Инкеклӗ ӗҫсен министерствин департаментӗнче 10 ҫул ытла тӑрӑшнӑ. Валерий Шуйков Инкеклӗ ӗҫсен министерстви чикӗ леш енче ирттерекен гуманитари операцийӗсене темиҫе хутчен те хутшӑнни паллӑ. Пуҫне амантнӑ В. Шуйкова Мускав варринче тупнӑ, ӑна Боткин ячӗллӗ хулари клиника пульницин реанимаци уйрӑмне вырттарнӑ. Тӗпчевҫӗсем Елчӗк чӑвашне такамсем юри суранлатнӑ пуль тесе те, инсульта пула персе аннипе пуҫне амантман-ши тесе те шухӑшлаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Иртнӗ ҫул Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев мӗн чухлӗ ӗҫлесе илнине шутласа кӑларнӑ. Унӑнне кӑна мар, унӑн кил йышӗнчисенне те. Кӑна вӑл налук декларацийӗ тӑрӑх палӑрнӑ. Михаил Игнатьевӑн тӗп вырӑнти тупӑш 3,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Унсӑр пуҫне Элтепер урӑх тупӑша 342 пин тенкӗ курнӑ. Михаил Васильевичӑн мӑшӑрӗ Лариса Юрьевна 481 пин тенкӗ ӗҫлесе илнӗ. Вӗсен ҫул ҫитмен ывӑлӗн тупӑшӗ 4 пин тенкӗрен кӑшт кӑна иртнӗ. Игнатьевсен харпӑрлӑхӗнче 5 ҫӗр лаптӑкӗ. Ку пурлӑх пурӗ 58 пин ытларах тӑваткал метр йышӑнать. Кунсӑр пуҫне икӗ ҫурт тата 129,5 тӑваткал метр калӑпӑшлӑ хваттер пур. 282,6 тӑваткал метр йышӑнакан пурӑнмалли тепӗр лаптӑка та шута илнӗ. Михаил Игнатьев мӑшӑрӗн ҫӗр лаптӑкӗ, хваттер тата гараж боксӗ пур. Тата вӑл «Mercedes-Benz B 170» урапаллӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Надежда Павлова балерина Шупашкарта ренгенотехникпа ача пахчинчи воспитатель ҫемйинче ҫуралса Мускаври сцена ҫинче хӑйӗн пурнӑҫри вырӑнне тупнӑ Надежда Павлова ӗнер 60 ҫул тултарнӑ. Надежда Павлова балерина - СССР халӑх артистки, Пӗтӗм союзри тата тӗнче шайӗнчи конкурссемпе фестивальсен лауреачӗ, Театр ӳнерӗн Раҫҫей академийӗн профессорӗ 7 ҫулта чухне хореографи кружокне ҫӳреме пуҫланӑ. 1966 ҫулта ӑна Пермьрен Шупашкара килнӗ хореографи училищин комиссийӗ асӑрхать те Шупашкар пикине унта вӗренме илеҫҫӗ. Каярах Надежда ӑҫта кӑна гастрольпе пулман-ши, хӑш ҫӗршыва кӑна ҫитмен-ши?! 1975 ҫулта вӑл Мускаври пысӑк театрта солистра ташлама тытӑнать. Халӗ вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинче пурӑнать. Унӑн мӑшӑрӗ - Константин Окулевич, психоаналитик, медицина наукисен кнадидачӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Вӑрмар районӗнчи ял тӑрӑхӗсен пӗрлехи тӗп вулавӑш «Чӑваш поэзийӗн улӑпӗ» портрет-курава йыхравлать. Николай Полоруссов-Шелепи ҫуралнӑранпа паян 135 ҫул ҫитрӗ. Ҫавна халалланӑ та вулавӑш ӗҫченӗсем черетлӗ курава. Н. Шелепи 1881 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Тутарстанӑн Аксу районне кӗрекен Ҫӗнӗ Ӳсӗл ялӗнче ҫуралнӑ. 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 12-мӗшӗнче ҫӗре кӗнӗ. Чӑваш ҫыравҫисенчен Полоруссов-Шелепи чи малтан (1936-мӗш ҫулта) халӑх поэчӗ ята тивӗҫнӗ, ордена та чи малтан илнӗ — тепӗр виҫӗ ҫултан, 1939-мӗшӗнче, ӑна «Хисеп Палли»-пе чысланӑ. Пӗрремӗш сӑввине «Хыпар» хаҫатра пичетленӗ. 1926 ҫултанпа вӑл пуҫӗпех литературӑна путать: сатирӑлла сӑвӑсем, ҫар темиллӗ сӑвӑсем, ача-пӑча валли хайлавсем ҫырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Валерий Туркай поэт Ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче 14 сехетре Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енӗн халӑх поэчӗн Валерий Туркайӑн пултарулӑх каҫӗ иртмелле. Кун пирки республикӑн Культура министерстви хыпарлать. Наци вулавӑшӗнчи пултарулӑх каҫне поэтӑн 55 ҫулхи юбилейне халалланӑ. Культура министерстви Валерий Туркай ятне республика тулашӗнче те пӗлнине каланӑ май ӑна Тутарстанра, Пушкӑртстанра, Мари Элте, Мӑкшӑ Республикинче тата ытти регионта кӑна мар, ҫӗршыв тулашӗнче те юратнине тата сума сунине пӗлтерет. Чӑваш халӑх поэчӗ Валерий Туркай Комсомольски районӗнчи Хырай Ӗнел ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗрремӗш сӑввисене вӑл унти район хаҫатӗнче кун ҫути кӑтартнӑ. Унӑн сӑвӑ пуххисен хушшинче — «Ҫӑлкуҫ ҫути», «Шурӑ фарфӑр чашӑкӗ», «Турӑ питӗнчи куҫҫуль», «Пурӑнатпӑр-ха!» тата ыттисем. Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче унӑн пьеси тӑрӑх «Телейпе юнашар», Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Каҫар мана», «Ӑҫта эс, ҫӑлӑнӑҫ?» спектакльсем лартнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Кӗҫтӳк Кольцов поэт тата журналист Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти Литература музейӗ Константин Кольцов поэт ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине асӑнса литературӑпа музыка каҫӗ ирттерессине Чӑваш халӑх сайчӗ ҫырнӑччӗ. Вӑл хыпара К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗн сайтӗнчен илнӗччӗ. Хыпара вырнаҫтарнӑ тӗп ҫӑлкуҫра тата ыттисенче те Канаш районӗнчи Анат Сурӑмра ҫут тӗнчене килнӗ поэта ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ҫуралнӑ тесе кӑтартаҫҫӗ. Анчах Канаш район администрацийӗнче ку дата тӗрӗс маррине палӑртаҫҫӗ. Ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче поэтӑн тата журналистӑн тӑван ялӗнче юсаса ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн (ӑна лайӑхлатассипе ӗҫсем пынине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче пӗлтернӗччӗ) музея тепӗр хут уҫнӑ чух та Кӗҫтӳк Кольцов ҫуралнӑ кунне тӗрӗс мар асӑнни пирки тӑванӗсем хытах калаҫнӑ-мӗн. Константин Кольцов ҫу уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Кун пирки Канаш район администрацийӗн пресс-секретарӗ Антонина Тямина ӗнер пӗлтерчӗ. Ӗнерех эпир унпа Шупашкарти Литература музейне те шӑнкӑравласа систертӗмӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Константин Кольцов поэт Ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти Литература музейӗ Константин Кольцов поэт ҫуралнӑранпа 100 ҫул ҫитнине асӑнса литературӑпа музыка каҫӗ ирттерет. Унта поэтӑн тӑванӗсене, шкул ачисене, ҫыравҫӑсене, Константин Михайловичӑн пултарулӑхне хаклакансене йыхравланӑ. Константин Кольцов 1916 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Канаш районӗнчи Анат Сурӑм ялӗнче ҫуралнӑ. Колхоз ҫамрӑкӗсен шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн каччӑ тӑван районӗнчи хаҫатра ӗҫлеме пуҫланӑ. Унтах унӑн пӗрремӗш сӑввисемпе очерксем кун ҫути курнӑ. 1940-1941-мӗш ҫулсенче «Ҫамрӑк коммунист» хаҫатра тӑрӑшнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан ҫар училищине лекнӗ, батальон штабӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. 1943 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫамрӑк лейтенант йывӑр суранланнӑ та вилнӗ. Ӑна Карелинче пытарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Юманайри вӑтам шкулта — Севастиан Архиповӑн асӑну хӑми Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманайри вӑтам шкулта виҫӗ кун каялла, ҫу уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗн, педагогика ӗҫӗн ветеранӗн Севастиан Архиповӑн асӑну хӑмине уҫнӑ. Митинга хутшӑннисем хушшинче поэтсем ҫыравҫӑсем, искусство ӗҫченӗсем, тӳре-шара, Севастиан Михайловичӑн тӑван-пӗтенӗ, ял ҫыннисем, ачалӑхри юлташӗ тата ыттисем пулнӑ. Ҫӗмӗрле район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Лев Рафинов хисеплӗ педагога ырласа ӑшӑ сӑмахсем каланӑ. Севастиан Архипов, чӑн та, кӑна тивӗҫ. Ун пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах ҫырнӑччӗ. Аса илтеретпӗр, вӑл 1921 ҫулта Элӗк районӗнчи Тури Выла ялӗнче ҫуралнӑ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри 7 ҫул вӗренмелли шкултан, Етӗрнери педтехникумран вӗренсе тухнӑ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай шкулӗнче пуҫламӑш класс вӗрентекенӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. 1939 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче ҫар ретне тӑрать. Вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин малтанхи кунӗсенчен пуҫласа юлашки кунӗсемчченех ҫапӑҫать, темиҫе хутчен те аманать. 1962–1981 ҫулсенче Севастиан Михайлович Юманайри вӑтам шкул директорӗ пулса ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |