Персона
Георгий Егоров Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Георгий Егоров текех пуҫлӑх мар. Аса илтеретпӗр, унпа ҫыхӑннӑ пӑтӑрмах пӗлтӗрхи пуш уйӑхӗнче сиксе тухнӑччӗ. Ӑна районти социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объект хӑпартнӑ чухне хысна укҫа-тенкипе тӗрӗс мар усӑ курнӑ тесе шухӑшланӑран пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑччӗ. Суд ӑна пӗр ҫула яхӑн килте тытса усранӑ. «Правда ПФО» интернет-хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ Георгий Егоровӑн килти арестне пӑрахӑҫланӑ, тухса ҫӳремесси пирки алӑ пустарнӑ. Пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ пулин те Георгий Егоров хутпа район администрацийӗн пуҫлӑхӗ шутланнӑ. Суд ӑна должноҫрен хӑтарма йышӑннӑ-мӗн. Аса илтерер, Чӑваш Енри Гостехнадзора 13 ҫул ытла ертсе пынӑ Владимир Димитриева пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗн тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Виталий Емельянов текех министр ҫумӗ мар Паян, нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн экономика аталанӑвӗн, промышленноҫӑн тата суту-илӗвӗн министрӗн ҫумне Виталий Емельянова ӗҫрен кӑларнӑ. 145-мӗш номерлӗ хушӑва республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнчи «Законодательство» баннерта вырнаҫтарнӑ. Виталий Емельянов биографине уҫӑ ҫӑлкуҫсенче тупма май килмерӗ. Министр ҫумӗнче вӑл 2015 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнченпе тӑрӑшни паллӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче летчиксен Ӗрӗнпурти аслӑ ҫар авиаци училищине вӗренсе пӗтернӗ. Летчик-инженер пулнӑ май хӗсметре 1982—1995 ҫулсенче тӑни паллӑ. Виталий Емельянов 1965 ҫулта ҫуралнӑ. Ӑна мӗн сӑлтавпа должноҫрен хӑтарнине официаллӑ йышӑнура каламан. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Тӑван ҫӗршыв вӑрҫин ветеранӗ Александр Латвинов Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ умӗн 90 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл — юрӑ пуххисен авторӗ. Александр Латвинов Самарта ҫуралнӑ. Вӑл 1942 ҫулхи раштав уйӑхӗн 9-мӗшӗнчен пуҫласа 1945 ҫулхи юпан 1-мӗшӗччен ҫар объекчӗсене сыхланӑ. Кайран Вӑрмар районӗнче тата Шупашкарта вӑй-хал культурин тата ӗҫ урокӗсене ертсе пынӑ. Александр Латвинов пушӑ вӑхӑтра карҫинкка, панно ҫыхать. Вӑл халӗ те сӑвӑ ҫырать, юрӑ хайлать. Ветеран темиҫе диск кӑларнӑ ӗнтӗ. Унта патриотлӑх тата ача-пӑча юррисем кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Журналистсен — пысӑк ҫухату. РФ Журналистсен пӗрлӗхӗн пайташӗ, 90 ҫула кайнӑ Михаил Иванов пирӗнтен уйрӑлса кайнӑ. Михаил Иванович МИХсенче 45 ҫул ытла ӗҫленӗ. Вӑл Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси ялӗнче ҫуралнӑ. 1944 ҫулта ӑна Хӗрлӗ Ҫара илнӗ. Вӑл Япони вӑрҫине хутшӑннӑ. Михаил Иванов Ленинградри Ленин орденӗллӗ А.А.Жданов ячӗллӗ патшалӑх университетӗнче журналиста вӗреннӗ. Унтах вӑл пулас мӑшӑрӗпе Валентина Андреевнӑпа паллашнӑ. Вӑл ҫак ҫӗр ҫинче ҫулталӑк ытла ҫук ӗнтӗ. Валентина Иванова 1978 ҫултанпа Чӑваш Енри ИТАР-ТАСС корреспонденчӗ пулнӑ. Михаил Иванов «Советская Чувашия» хаҫат редакторӗнче те ӗҫленӗ. Вӑл И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра студентсене вӗрентнӗ. Михаил Ивановпа нарӑсӑн 22-мӗшӗнче 13-14 сехетсенче Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫуртра сывпуллашӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Телекӑларӑм саманчӗ Нарӑсӑн 24-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперне Михаил Игнатьева федераци каналӗсенчен пӗринпе, «Про бизнес» ятлипе, кӑтартӗҫ. Аса илтеретпӗр, Михаил Васильевич иртнӗ уйӑхра Мускавра пулнӑ чух «Про бизнес» телеканалпа пыракан «Наше дело!» кӑларӑмра ӳкерӗннӗччӗ тата Раҫҫейӗн общество телекуравӗпе кӑтартакан «Отражение» кӑларӑмра хутшӑннӑччӗ. Ҫитес кунсенче эфира тухакан кӑларӑмра ял хуҫалӑх аталанӑвӗ, Чӑваш Енре тупӑшлӑ проектсем, инвестици климачӗ тата ытти пирки калаҫнӑ. «Технониколь» корпораци президенчӗ Сергей Колесников тата Марина Блудян ертсе пыракан кӑларӑм эфира 01:00, 05:00, 09:00, 13:00, 17:00 тата 21:00 сехетсенче тухӗ. Нарӑсӑн 26-мӗшӗнче ӑна 00:00, 08:00, 16:00 сехетсенче тепӗр хутчен кӑтартӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Валерий Клементьев юрӑҫ Икӗ кун каялла, нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ, уҫӑ та хитре сасӑллӑ, ҫӗр-ҫӗр ҫын юратакан Валерий Клементьевӑн ҫуралнӑ кунӗ пулнӑ. Ҫав ятпа ун ячӗпе Чӑваш Енӗн культура, наци ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗсен министрӗ Константин Яковлев саламлӑ ҫыру янӑ. Унта вӑл Етӗрне ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ ҫак юрӑҫӑн нумай енлӗ пултарулӑхне, унӑн юррисене халӑх юратнине асӑнса хӑварнӑ. Паллӑ юрӑҫа, сӑмах май, Чӑваш Енӗн парламенчӗн спикерӗ Валерий Филимонов, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Николай Малов та саламланӑ. Вӗсем те Валерий Клементьева мухтаса ӑшӑ сӑмахсем ҫырнӑ саламсем ӑсатнӑ. Министр пекех вӗсем те юрӑҫӑн пур енлӗ пултарулӑхне палӑртнӑ, малашне те ӑнӑҫу суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин ветеранӗ Ревокат Моисеев 95 ҫул тултарнӑ. Вӑл – Комсомольски районӗн хисеплӗ ҫынни. Ревокат Моисеев стрелоксен 324-мӗш дивизийӗнче пулнӑ. Вӑл 1941 ҫулта Чӑваш Енре йӗркеленнӗ. Ревокат Моисеев связист-телефонист пулнӑ, ҫав вӑхӑтрах ҫар журналистикине вӗреннӗ. Салтак Курск пӗккинче йывӑр аманнӑ. Вӑл тӑван тӑрӑха 1945 ҫулта таврӑннӑ, шутҫӑра ӗҫлеме тытӑннӑ та патшалӑх банкӗн управляющине ҫитнӗ. Ревокат Моисеева Михаил Игнатьев Элтепер та саламланӑ. Ветеран ҫулне пӑхмасӑр районти мероприятисене хастар хутшӑнать. Вӑл халӗ те йӗлтӗр сырма тӑрӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сумлӑ сӑмах
Персона
Судьба революции решалась под Свияжском. Октябрьская победа революции далась легко. Стихийный напор ослабел. Л.Д. Троцкий.
Пӗлтӗр Тутарстана кӗрекен Сӗве хулинче Граждан вӑрҫин музейӗ уҫӑлнӑ. Унта Хӗрлӗ Ҫара туса хуракана тата ӑна чи йывӑр вӑхӑтра ертсе пынӑ Л.Д. Троцкие халалланӑ экспонатсем пысӑк вырӑн йышӑнаҫҫӗ. Ҫар ӗҫӗсен наркомӗн гипсран тунӑ кӳлепине, ун биографийӗпе кӗнекисене, хӑй аллипе 1918 ҫулта ҫырнӑ Ҫар присягине (1991 ҫулта ҫӗнетнӗ хыҫҫӑн Раҫҫейре халӗ те усӑ кураҫҫӗ) ятарлӑ зала вырнаҫтарса лартнӑ. Тепӗр залра Сӗве хулине «Троцкий пуйӑсӗ» килнине кӑтартнӑ. Шуррисемпе хӗрлисем «революци арӑсланне» ҫарамаслантарса пуҫ шӑммисен купи ҫине лартса та, ҫӗлене сӑнӑпа тирекен харсӑр юланутҫӑ пек те «юлташла» тӑрӑхласа кӑтартнӑ, ҫак ӳкерчӗксем валли те музейра вырӑн тупӑннӑ… Тутарстанӑн патшалӑх советникӗ М.Ш. Шаймиев музейҫӗсен ӗҫне «тӗлӗнмелле чаплӑ» тесе хакланӑ. Мӗнпе палӑрса юлнӑ-ха Л.Д. Троцкий Сӗве хулине килни? «Эпӗ арӑслан пек хаярланса йӗркерен тухса кайнӑ салтаксене хӗстермен пулсан эпир паян Политбюрора ларман пулӑттӑмӑр», — тенӗ каярахпа Лев Давыдович. |
Персона
Елена Сапаркина Чӑваш Енри ачасен правине Елена Сапаркина хӳтӗлӗ. Пӗчӗккисен омбудсменӗ пулма ӑна ӗнер ҫирӗплетнӗ. Кандидатурӑна Чӑваш Енӗн парламенчӗн ӗнерхи черетлӗ сессийӗнче пӑхса тухнӑ. 2015 ҫулхи раштавранпа Елена Сапаркина республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗн ҫумӗ пулса ӗҫленӗ, унччен вӑл Раҫҫейӗн Пенси фончӗн Шупашкарти управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗнче тӑрӑшнӑ. Тепӗр кандидат та пулнӑ. Вӑл — Шупашкарти электромеханика колледжӗнче математика учителӗнче тӑрӑшакан Сергей Беккер. Ачасен правине хӳтӗлекен уполномоченнӑй пулма ӑна «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти сӗннӗ. Елена Сапаркина хӑйӗн профессийӗ унччен те ачасемпе ҫыхӑннине пӗлтернӗ. Социаллӑ хӳтлӗх сферинче тӑрӑшнӑскер ачасене социаллӑ пулӑшу кӳрессипе те вӑл тимленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Татьяна Вашуркина информаци политикин министрӗпе Александр Ивановпа Паян «Хыпар» хаҫат редакторне кама ҫирӗплетнине пӗлтернӗ. Вӑл должноҫе Шупашкар район хаҫатне юлашки ҫулсенче ертсе пынӑ Татьяна Вашуркинӑна шаннӑ. Конкурс ирттерессине иртнӗ ҫулхи раштавра пӗлтернӗччӗ, претендентсен заявленийӗсене иртнӗ эрнере пӑхса тухнӑччӗ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн пуҫлӑхне суйламалли конкурса тӑватӑ ҫын хутшӑннӑччӗ: Татьяна Вашуркинасӑр пуҫне ИҪӗн директорӗн тивӗҫне пурнӑҫланӑ, издательство ҫурчӗн директорӗн–тӗп редакторӗн ҫумӗ, унччен «Ҫамрӑксен хаҫачӗн» редакторӗ пулнӑ Дмитрий Моисеев, «Хыпарӑн» «Чӑваш хӗрарӑмӗ» редакцийӗн редакторӗ Маргарита Ильина, унччен «Хыпар» тытӑмӗнче ӗҫленӗ Владислав Николаев. Татьяна Геннадиевна 1982 ҫулта Шӑмӑршӑ районӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче журналистика факультетӗнче вӗреннӗ. 2005–2012 ҫулсенче Чӑвашэнергосбытра халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалистра тӑрӑшнӑ. 2012 ҫулхи ҫулла вӑл Шупашкар районӗнчи «Тӑван Ен» хаҫатра ӗҫлеме пуҫланӑ: сайт редакторӗнче, редактор тивӗҫне пурнӑҫлаканта тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |