Персона
Йӗпреҫ районӗнче 102 ҫул тултарнӑ ҫын пурӑнать. Вӑл – Мария Лукиановна Маркова. Вӑл Йӗпреҫ районӗнчи Купня ялӗнче 1915 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Мария Лукиановна Вӑрнарти зооветеринари тухникумӗн зоотехника факультетне вӗренсе пӗтернӗ. Унтан Чӑваш учителӗсен институтне пӗтернӗ, кун хыҫҫӑн Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче вӗреннӗ, Мускаври патшалӑх педгогика институтӗнче ӑс пухнӑ. Мария Маркова педагогра, логопедра ӗҫленӗ. Вӑл – Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ, РСФСР тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ. Мария Лукиановнӑна 102 ҫул тултарнӑ ятпа тӳре-шара саламланӑ, парнепе савӑнтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссерӗ Иосиф Дмитриев-Трер 70 ҫул тултарчӗ. Сумлӑ ҫыннӑн юбилейне кӗркунне, театрта черетлӗ сезон уҫӑлсан, чыслӑн уявлама палӑртнӑ. Вӑлах — поэт, вӑлах — куҫаруҫӑ, вӑлах — актер, вӑлах — режиссер, вӑлах — драматург. Пӗр сӑмахпа, тӗлӗнмелле нумай енлӗ тата тӗлӗнмелле пултаруллӑ ҫын. «Саншӑн кам вӑл Иосиф Дмитриев-Трер?» ыйтӑва пиртен кашни расна хуравлать пулӗ. «Кил умӗнчи лаштра йӑмра Пуҫне сулларӗ тухӑҫа, Ял хушшинчи ват куками Пил пачӗ ӗмӗр манайми. Ҫут сывлӑмпа ура йӗпенчӗ, Килтен тухсан хӗвел хӗрелчӗ», — тахӑҫан вуланӑ сӑвӑ йӗркисемпе кӗрсе юлнӑ асӑма Иосиф Дмитриев. Е тата «Килен-каян, яту ят пултӑр, иртен-ҫӳрен, ҫулу ҫул пултӑр. Мана пӗччен хӑварӑр» йӗркесем. Йӑнӑшмастӑп пулсан, вӑл та унӑн. Арпаштартӑм пулсан айӑп ан ту, вулаканӑм тата хисеплӗ Иосиф Александрович. Иосиф Трер Ҫӗрпӳ районӗнчи Йӳҫкассинче ҫуралнӑ. Ленинградри патшалӑх театр, музыка тата кинематографи институтӗнче актер уйрӑмне, каярах Мускаври А. В. Луначарский ячӗллӗ театр искусствин институтне вӗренсе пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ҫӗртме уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Николай Карлин композитор вилнӗ. Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралса ӳснӗскер юлашки вӑхӑтра Самар тӑрӑхӗнчи Сергиев районӗнче пурӑннӑ. Пӗлтӗрхи вӑл 70 ҫулне паллӑ турӗ. Ҫав ятпа тӑван республикӑра тӗрлӗ мероприяти ирттерчӗҫ. Елчӗкри историпе краеведени музейӗнче курав йӗркеленӗччӗ. Музей хӑйӗн хӑнисене Николай Карлин юррисемпе, сӑнӳкерчӗкӗсемпе, хаҫатра ун ҫинчен тӗрлӗ ҫулта ҫырнисемпе, унӑн юррисен пуххисемпе паллаштарнӑччӗ. Юбилей ячӗпе Шупашкарти Яков Ухсай ячӗллӗ культура керменӗнче ирттернӗ. Паян елчӗксем хӑйсен пултаруллӑ ҫыннипе, республикӑра ят ҫӗнсе илнӗ ҫынпа, Николай Карлинпа, сывпуллашнӑ. Унта унӑн тӑванӗсем, ӑна пӗлекенсем тата ыттисем пуҫтарӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Зоя Филиппова тӑлмач Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев республикӑн тӗрлӗ отраслӗнче ӗҫлекен уйрӑмах пултаруллӑ ҫынсене патшалӑх премийӗпе чысланӑ. «Сирӗн кун-ҫулӑр хисепе тивӗҫ. Суйланӑ ҫула чунтан парӑнни сӗре пӗрлештерет», — тенӗ республика ертӳҫи унта пуҫтарӑннисене. Ҫавсен шутӗнче Хӗветӗр Уярӑн «Шурча таврашӗнче» кӗнекине вырӑсла куҫарнӑ Зоя Филиппова (Романова) та пулнӑ. Ӑна чылай литератор пысӑка хурса хаклать. «Ун пек вӑйлӑ куҫаруҫӑсем хальхи вӑхӑтра ҫук та», — теҫҫӗ ӑна-кӑна чухлакансем. «Чӑваш чӗлхи — чӗкеҫ чӗлхи», — тенӗ юратса пирӗн халӑх. Вырӑс ҫыннисем пирӗн чӗлхен ҫепӗҫҫине илтчӗр тесе тӑрӑшса ӗҫлет Зоя Васильевна», — ырланӑ 75 пин тенкӗ премие тивӗҫнӗ тӑлмача Михаил Игнатьев. Аса илтерер, Зоя Романова кандидатурине преми илме Чӑваш Республикинчи профессилле писательсен пӗрлешӗвӗ тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Элӗк районӗнчи Чӑваш Сурӑм ялӗнче пурӑнакан Фаина Александрова 1922 ҫулхи ака уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнчи Ункӑҫум ялӗнче ҫуралнӑ. Малтан Ункӑҫумри пуҫламӑш шкулта, кайран Тракри вӑтам шкулта вӗреннӗ. Хаяр вӑрҫӑ ҫулӗсенче Красноармейскинчи вӑтам шкулта кӗҫӗн классене вӗрентнӗ. 1945–1948 ҫулсенче райпланра плановикра ӗҫленӗ. 1943 ҫулта Афанасий Михайловпа ҫемье ҫавӑрнӑ. 5 ача ҫуратса пурнӑҫ ҫулӗ ҫине кӑларнӑ. 1948 ҫулта пурнӑҫ кинемее Шор-Пусай ялне илсе ҫитернӗ. Унта вӑл 75 ҫула ҫитичченех колхозра ӗҫленӗ. Халӗ Фаина Тимофеевна пӗчченех пурӑнать. Ветеран сурӑхсем, чӑхсем усрать. 95 ҫулхи юбилей ячӗпе Фаина Тимофеевнӑна Элӗк район администрацийӗн вӗренӳ пайӗн пуҫлӑхӗ Петр Павлов тата Чӑваш Сурӑм ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Виктор Сорокин саламланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Геннадий Большаков «Ялта» спектакльте Ыран, ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, 12 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗпе, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗпе Геннадий Большаковпа сывпуллашаҫҫӗ. Чӑваш сценин хальхи вӑхӑтри ҫутӑ ҫӑлтӑрӗсенчен пӗри Шӑмӑршӑ районӗнчи Хӗрлӗ Васан ялӗнче ҫуралнӑ. Пӗлтӗрхи авӑн уйӑхӗн 5-мӗшӗнче вӑл 55 ҫул тултарнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищине (институтне) вӗренсе пӗтернӗскер чӑн-чӑн сцена ӑсти пулса тӑнӑ. Ӑна куракансем ялан ӑшшӑн йышӑннӑ. Кирек епле сӑнара та ӗнентерӳллӗ тата чуна парса калӑплаканскере курассишӗнех вун-вун ҫын театр енне ҫул такӑрлатнӑ. Ватти те килӗштернӗ ӑна, яшши те. Арҫыннин чунне те тыткӑнланӑ вӑл, хӗрарӑмминне те. Мӗнех, йывӑр тӑпру ҫӑмӑл пултӑр, юратнӑ артистӑмӑр... |
Персона
Иван Васильев Канаш районӗнче ҫуралса ӳснӗ Иван Васильевич Васильев 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи витӗр тухнӑ, мӑшӑрӗпе пӗрле 7 ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ. Иван Васильевич 1917 ҫулхи пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1938 ҫулта вӑл салтака тухса кайнӑ. Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан каччӑ III Украина фронтне лекнӗ. Чӑваш каччи фронтра кун кӗнекине ҫырса пынӑ. Халӗ вӑл — ҫемьен чи хаклӑ тупри. Ветеранӑн кун кӗнекипе ӳсекен ӑрӑва паллаштараҫҫӗ. Иван Васильевич вӑрҫӑран лейтенант званийӗпе таврӑннӑ. Ветеран халӗ хӗрӗ патӗнче, Шупашкарта, пурӑнать. Вӑл тивӗҫлӗ канӑва тухиччен шкулта истори тата географи предмечӗсене вӗрентнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Татьяна Акимова биатлонистка Чӑваш ҫӗрӗ ҫинче ҫуралса ӳссе биатлон енӗпе тӗнче шайӗнче ят ҫӗнсе илнӗ Татьяна Акимова ҫитес ҫулхи Олимпиадӑна хутшӑнайӗ. Хыҫа юлнӑ биатлон тапхӑрӗ уншӑн ӑнӑҫлӑ пулчӗ. Тӗнче кубокӗнче вӑл икӗ хутчен медале (ҫав шутра ылтӑн та пур) тивӗҫрӗ, Тӗнче чемпионатӗнче хутӑш эстафета командинче бронза лекрӗ. Ҫак эрнере Татьяна Акимована Олимп вӑййине хатӗрленмелли хӗрарӑмсен биатлон командине кӗртнӗ. Раҫҫей спортсменкисенчен йышра ҫавӑн пекех — Екатерина Юрлова-Перхт, Ирина Старых, Дарья Виролайнен, Виктория Сливко, Светлана Миронова, Ирина Услугина тата Ольга Подчуфарова. Нумаях пулмасть Татьянӑна тата унӑн мӑшӑрне Вячеслава (вӑл та биатлонист) Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев йышӑннӑччӗ. Пӗлтерер, 2018 ҫулхи Олимпиада Кӑнтӑр Корейӑри Пхенчхан хулинче нарӑс уйӑхӗн 9–25-мӗшӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ака уйӑхӗн 6-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан Ирина Герасимова 100 ҫул тултарнӑ. Сумлӑ юбилейпа ӑна тӳре-шара та саламланӑ. Ирина Алексеевна ҫулӗсене кура мар: вӑл хӑнасене хӑйех кӗтсе илнӗ. Ун патне РФ Президенчӗ Владимир Путин янӑ саламлӑ ҫыру та килнӗ. Ватӑскер юбилей мӗнле иртесси пирки пӑшӑрханнӑ. Хӑнасем килсен вара «Лар, аннеҫӗм, юнашар» юрра шӑрантарма ыйтнӑ, чӑтса тӑрайман — хӑй те ташлама тухнӑ. Ирина Алексеевнӑн пӗрремӗш упӑшки Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче вилнӗ. Унтан вӑл Алексадр Казакова тӗл пулнӑ. Анчах вӗсем ҫырӑнмасӑр пурӑннӑ. Хӗрарӑм 7 ача ҫуратнӑ. Пӗрремӗш упӑшкинче — иккӗ, иккӗмӗшӗнчен — пиллӗк. Шел те, вӗсенчен пиллӗкӗшӗ халӗ пурӑнмасть ӗнтӗ. Ирина Герасимова халӗ 14 мӑнукпа, вӗсен 20 ачипе, кӗҫӗн мӑнукӗсен 9 ачипе савӑнса пурӑнать. Хӗрлӗ Чутай районӗнче ҫуралнӑ Ирина Алексеевна хӑйӗн ӗмӗрӗнче пӗрре ҫеҫ чирлесе курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Александр Пылин поляр капитанӗ ҫинчен ҫырнӑ статья Мурманск тӑрӑхӗнче Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче ҫуралнӑ чӑвашпа паллаштаракан пысӑк статья пичетленнӗ. 2007 ҫултанпа тухса тӑракан «Мурманская миля» информаципе аналитика журналӗн кӑҫалхи 1-мӗш (38) номерӗнче «МАГЭ берет Высокие широты» (чӑв. МАГЭ ҫӳллӗ широтана тухать) статьян виҫҫӗмӗш сыпӑкӗнче Александр Пылин ҫинчен ҫырса кӑтартнӑ. «Тропический снимок при ноле градусов» (чӑв. Нуль градусри тропик сӑнӗ) статьяра «Николай Трубятчинский» ӑслӑлӑхпа тӗпчев карапӗн капитанӗ Александр Пылин пирки сӑмах пырать. Александр Альбертович 1965 ҫулхи пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнчи Пӑртас ялӗнче ҫуралнӑ. Статья авторӗ Павел Вишневский пирӗн ентешпе пуҫласа 2014 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче паллашнине пӗлтернӗ. Александр Пылин журналиста каланӑ тӑрӑх, Пӑртас ялӗнче унччен моряк пулман. Салтакра чухне шӑпа ӑна Архангельск облаҫӗнчи Плесецк хулинчи вӑл вӑхӑтра вӑрттӑнлӑхра шутланнӑ космодрома илсе ҫитернӗ. Дембеле каяс умӗн А. Пылин Мурманскри аслӑ инженери ҫар училищине вӗренме пухни пирки пӗлтерӳ асӑрханӑ. Вӗренме кӗмелли услови пирки училищерен ӑнлантарса ҫырса янине Вӑрнар чӑвашӗ паян та хаклӑ реликви вырӑнне упрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |