Персона
Анастасия Седова Чӑваш Енри паллӑ сурдобадминитонистсен, Раҫҫӗйӗн тава тивӗҫлӗ спорт маҫтӑрӗсен Михаил Ефремовӑн тата Анастасия Седован ҫемйинче хӗр ҫуралнӑ. Анастасия Седова та, Михаил Ефремов та Шупашкарти 1-мӗш ача-пӑчапа спорт шкулӗнче ӑсталӑха туптанӑ. Ҫавӑнта вӗреннӗ чух пӗр-пӗринпе паллашнӑ та. Малтан тренировкӑсене пӗрле ҫӳренӗ, унтан вӗсем тӗрлӗ ӑмӑртӑва пӗрле кайма пуҫланӑ. Паянхи куна Михаил Ефремов Сурдлимп вӑййисене виҫӗ хутчен хутшӑнма ӗлкӗрнӗ. Вӗсенче вӑл пилӗк медаль ҫӗнсе илнӗ, ҫав шутран иккӗшӗ — ылтӑн. 2009-мӗш тата 2013-мӗш ҫулхи Сурдлимп вӑййине Анастасия Седова та хутшӑннӑ. Сурдлимпиадӑна пуҫласа хутшӑннӑ чух Анастасия Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командинче пуринчен кӗсӗнни пулнине пӑхмасӑрах пӗччен тупӑшура чи вӑйлӑ вунӑ спортсменка йышне лекнӗ. 2013 ҫулта вара пулас мӑшӑрӗпе пӗрлехи разрядра вӑл пӑхӑр медале тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Патӑрьел районӗнчи «Авангард» хаҫат вунӑ ҫул ытла ӗнтӗ «Ҫулталӑк ҫынни» конкурс ирттерет. Унччен ку ята Алексей Хитров (1997 ҫулта), Михаил Петров (1998 ҫулта), Иван Владимиров (2000 ҫулта) ял хуҫалӑх предприятийӗсен ертӳҫисем, Патӑрьелти ҫул-йӗр эксплуатаци управленийӗн пуҫлӑхӗ Рифкать Айнтединов (1999 ҫулта), Патӑрьелти вӑрман хуҫалӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Богданов (2001 ҫулта), Патӑрьелти тӗп пульницӑри неврлог Тамара Каштанова (2002 ҫулта), Патӑрьел райповӗн «Юхма» пасар пуҫлӑхӗ Геннадий Афанасьев (2003 ҫулта), Ленин ячӗллӗ агрофирмӑн тӗп бухгалтерӗ Валерий Еремеев (2004 ҫулта), Россельхозбанкӑн Патӑрьелти хушма офисӗн управляющийӗ Рудольф Селиванов (2012 ҫулта), Патӑрьелти халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрӑн пуҫлӑхӗ Анисия Воробьева (2013 ҫулта), Патӑрьелти 1-мӗш шкул директорӗ Наталия Андреева (2014 ҫулта) ҫӗнтернӗ. Ҫак ҫулсенче конкурса пурӗ 160-а яхӑн ҫын хутшӑннӑ. Кӑҫалхи конкурса 9 ҫын хутшӑнать: • Александр Илюткин, «Исток» агрофирма пуҫлӑхӗ; • Сергей Никитин, Алманчӑкри Культура ҫурчӗн пуҫлӑхӗ; • Рустям Минаев, Ксыл-Чишма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ; • Чулпан Ишмуратова, Шӑнкӑртамри учитель; • Анатолий Кольцов, Турханти пӗтӗмӗшле практика офисӗн врачӗ; • Ильфак Алеев, «Паттӑр» ача-пӑча спорт шкулӗн тренер-преподавателӗ; • Елизавета Быкова, уйрӑм усламҫӑ; • Светлана Кулакова, «Авангард» район хаҫачӗн общество корреспонденчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ӗнер, кӑрлачӑн 17-мӗшӗнче, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артистки, Чӑваш Республикин халӑх артистки Тамара Чумакова пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Хурлӑхлӑ ҫак ҫухатушӑн республикӑн Культура министерствипе Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ хурланнине пӗлтереҫҫӗ. Паллӑ та пин-пин ҫын юратнӑ юрӑҫпа ыран, кӑрлачӑн 19-мӗшӗнче, Тамара Чумакова ӗҫленӗ оперӑпа балет театрӗнче 12 сехетрен пуҫласа 13 сехетчен сывпуллашӗҫ. Тамара Чумакова Куславкка районӗнчи Варасӑр ялӗнче 1932 ҫулта ҫуралнӑ. Шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищин дирижерпа хор уйрӑмне вӗренме кӗнӗ. Пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн малтанласа ӑна Камышин хулине ярас тенӗ, анчах Мускаври комиси «Кун пек юрӑҫа Чӑваш Енрех хӑвармалла!» тесе йышӑннӑ. Ҫапла вӑл юрӑпа ташӑ ансамбльне лекнӗ, 1959 ҫултанпа оперӑпа балет театрӗнче ӗҫленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Татьяна Иванова Чӑваш Енре тепӗр ҫын 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тунӑ. Татьяна Иванова Шупашкар районӗнчи Мишер ялӗнче пурӑнать. Ӑна район администрацийӗн пуҫлӑхӗ хӑй саламланӑ, хаклӑ парнесемпе, чечек ҫыххипе савӑнтарнӑ. Татьяна Ивановна ывӑлӗпе тата кинӗпе пурӑнать. Вӑл халӗ те куҫлӑхсӑр вулать, килтисене канашпа пулӑшать. Татьяна Иванова хресчен ҫемйинче ҫуралнӑ. Ӗмӗр тӑршшӗпех ял хуҫалӑхӗнче ӗҫленӗ, пӑру пӑхнӑ, утӑ ҫулнӑ. Хӗр пӗвне кӗрсен Валентин Понаморева качча тухнӑ. Вӗсен ывӑл ҫуралнӑ. Вӑрҫӑ пуҫлансан Татьяна Ивановна ӑна пӗчченех ӳстернӗ, упӑшкине фронта илнӗ. Таврӑнман вӑл, 1941 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче ҫӗре кӗнӗ. Татьяна Иванова каярахпа татах качча тухнӑ. Вӗсен тепӗр икӗ ача ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Шӑмат кун, кӑрлач уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх филармонийӗнче Раҫҫей тата чӑваш пичечӗсен кунне халалланӑ уяв иртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Унта ЧР Журналистсен союзӗн Ҫемен Элкер, Николай Никольский тата Леонид Ильин ячӗллӗ премийӗсен лауреачӗсене те чысланӑ. Тӑлӑх ачасене пӑхса ҫитӗнтерессине профилактикӑлассипе, ача усрава илекен ҫемьесен пӗлтерӗшне ӳстерессипе ҫыхӑннӑ материалсемшӗн «Хыпар» хаҫатӑн социаллӑ пурнӑҫпа вӗренӳ пайӗн редакторне Ирина Ивановӑна, экономикӑна аталантарассипе, социаллӑ пурнӑҫа лайӑхлатассипе ҫыхӑннӑ ыйтусене «Советская Чувашия» хаҫатра пичетленӗ материалсемпе «Чӑваш Ен» ПТРК эфирӗнчи телекӑларӑмсемшӗн «Советская Чувашия» корреспондентне Леонид Никитина Ҫемен Элкер ячӗллӗ преми пама йышӑннӑ. «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Самант» журналӗнче кун ҫути кӑтартнӑ чӑваш халӑхӗн хӑйнеевӗрлӗхне упраса хӑварассипе ҫыхӑннӑ материалсемшӗн ҫак кӑларӑм редакторӗ Владимир Степанов Н. Никольский ячӗллӗ премие тивӗҫнӗ. Экологи хӑрушсӑрлӑхне, тавралӑха хӳтӗлессине халалланӑ, «Хыпар» тата ытти хаҫатра пичетленнӗ статьясемшӗн Россельхознадзор управленийӗн пресс-ҫыруҫине Надежда Васильевӑна Леонид Ильин ячӗллӗ преми пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Паян Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев спорт хатӗрӗсене кӑларакан «ЗИСО» савут пуҫлӑхне Григорий Васильева Раҫҫей Федерацийӗн Хӳтӗлев министерствин наградипе парса чысланӑ. Михаил Игнатьев палӑртнӑ тӑрӑх, республикӑра спорт вӑййисен хатӗрӗсене кӑларакан савут тикӗс те лайӑх аталанса пырать. «ЗИСО» таварӗпе республикӑра кӑна мар, Раҫҫейри мӗнпур регионта, тӗнчери 18 ҫӗршывра анлӑн усӑ кураҫҫӗ. Савут пуҫлӑхне чысланӑ май Михаил Игнатьев спорта аталантарассипе республикӑра мӗн тери ҫине тӑни пирки тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Шупашкар хула пуҫлӑхӗ Леонид Черкесов вара савут кӑларакан продукци аслисем валли те, ачасене валли те ҫирӗппине палӑртнӑ. Савут пуҫлӑхӗ малашне те тӑрӑшса ӗҫлес шухӑшлине ӗнентернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ольга Панова Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин Юрий Поповӑн пресс-ҫыруҫи Ольга Панова малашне республикӑн правительствинче ӗҫлӗ. Ольга Панова - пресс-ҫыруҫӑ кӑна та. Вӑл Чӑваш наци телекуравӗнче информаци кӑларӑмне те ертсе пырать. Хастар та ӳркенменскер блогер пирки те Рунетӑн республика шайӗнчи анлӑшӗнче палӑрса тӑрать. Блогер пулнӑ май вӑл, сӑмах май, самай тӳррӗн те уҫҫӑн ҫырать, пурнӑҫри ҫивӗ ыйтусене хускатать. Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинетне Ольга Панова Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн куҫнӑ. Унччен премьер-министрӑн пулӑшуҫин вакансийӗ темиҫе уйӑх пушӑ пулнӑ. Ольга Панова Иван Моторин премьер-министр пулӑшуҫине вырнаҫнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Республикин парламенчӗн пресс-службинче ҫыруҫа вакансийӗ вӑхӑтлӑха пушанса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Любовь Федорова Паян Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Любовь Федорова 65 ҫул тултарнӑ. Любовь Федорова Шупашкар районӗнчи Лапсарта ҫуралнӑ. 1972 ҫулта вӑл Ленинградри А.Н. Островский ячӗллӗ театр, музыка тата кинематографи патшалӑх институтне вӗренсе пӗтернӗ. Ҫав ҫулах Шупашкарти Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Любовь Федорова ӑсталӑхӗ пирки каланӑ май кирек епле сӑнара та вӑл туртса кӑларма пултарнине палӑртмалла. 43 ҫул тетарта ӗҫленӗ вӑхӑтра вӑл 100-е яхӑн роле калӑпланӑ. Халӗ театр сцени ҫинче пыракан спектакльсенчен вӑл «Хурлӑхлӑ хурама сассинче» Шерпустана, «Хунямара» Кабатӑна, «Шанель «пике»-ре Капитолина Петровнӑна вылянине асӑнма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Ӗнер каҫхине, кӑрлач уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Герман Желтухин паллӑ чӑваш журналисчӗ пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Герман Николаевич — «Хыпар», «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Чӑваш хӗрарӑмӗ», «Хресчен сасси» хаҫатсен, «Тӑван Атӑл» журналӑн хастар авторӗ, Раҫҫей Журналистсен, Раҫҫей Писательсен пӗрлӗхӗсен пайташӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ пулнӑ. Унсӑр пуҫне вӑл — Чӑваш Республикин Журналистсен союзӗн Ҫемен Элкер, Леонид Ильин ячӗллӗ премисен лауреачӗ. Чӑваш Республикин паллӑ журналисчӗ нумай ҫул йывӑр чирленӗ. Герман Николаевич Желтухинпа ыран сывпуллашӗҫ. Шупашкарти Граждан урамӗнчи 19-мӗш ҫурта 10 сехет тӗлне ҫитмелле. Сывпуллашу 11 сехетчен пулӗ. Герман Николаевич 1945 ҫулхи кӑрлачӑн 25-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Туканаш ялӗнче ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Персона
Чӑваш наци библиотекин «Мерчен» залӗнче Архипов Севастиан Михайловича асӑнса уяв ирттернӗ. Архипов Севастиан Михайлович (08.01.1921–18.12.2014) Элӗк районӗнчи Тури Выла ялӗнче ҫуралса ӳснӗ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри 7 ҫул вӗренмелли шкултан, Етӗрнери педтехникумран вӗренсе тухнӑ. Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманай шкулӗнче пуҫламӑш класс вӗрентекенӗ пулса ӗҫлеме тытӑннӑ. 1939 ҫулхи чӳкӗн 27-мӗшӗнче ҫамрӑк ҫар ретне тӑрать. Вӑл Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин малтанхи кунӗсенчен пуҫласа юлашки кунӗсемчченех ҫапӑҫать, темиҫе хутчен те аманать. Фронтовик Курск пӗккинче, Харьков, Луцк, Лубна, Белгород хулисене ирӗке кӑларнӑ ҫӗрте ҫапӑҫнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ӑна Рашкоф (1944) хулин коменданчӗ пулма уйӑрса лартнӑ. 1945 ҫулсенче Скальмежиценово (Польша) хулинче 3 хутчен аманнӑ, госпитальсенче сипленнӗ. Севастиан Архипова хастарлӑхшӑн Тӑван Ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин 1-мӗшпе 2-мӗш степенлӗ, Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденӗсемпе, 13 медальпе чысланӑ. 1946 ҫулта каччӑ тӑван ялне таврӑнать. Ҫулталак хушши Тутарстанра тӑрӑшать, унтан каллех Ҫӗмӗрле районӗнчи Юманайри вӑтам шкулта пуҫламӑш класри ачасене вӗрентме пуҫлать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Мускав район сучӗ ЧАП пӗтермелли йышӑну тунӑ. | ||
Пулӑм хуш... |