Вӗренӳ
![]() Ку — ырӑ йӑла. Вӑл 16-мӗш ҫул пурнӑҫланать ӗнтӗ. Культура ылмашӑнӑвӗн AFS программине Шупашкарти 41-мӗш шкул, 2-мӗш лицей тата 1-мӗш гимнази, Ҫӗнӗ Шупашкарти 6-мӗш шкул хутшӑнаҫҫӗ. 16 ҫулта Чӑваш Ен тӗп хулине Европӑри, Азири тата Америкӑри чылай делегаци килсе курнӑ. Акӑ нумаях пулмасть, икӗ эрне каялла, Шупашкара Таиландри 8 преподаватель килнӗ. Программӑпа килӗшӳллӗн, вӗсене хӑна ҫуртне мар, ҫемьесене вырнаҫтарнӑ. Ку ҫывӑхрах хутшӑнма май парать. Икӗ эрнере Таиландран килнӗ хӑнасем уроксенче, урок тулашӗнчи мероприятисенче пулса курнӑ, ачасемпе тата вӗрентекенсемпе тӗл пулнӑ, театрсене, музейсене тата куравсене ҫитсе курнӑ. Ҫак кунсенче хӑнасем вӗренӳ управленине те ҫитнӗ. Унта вӗсем Шупашкар пирки видеоролик пӑхнӑ. Хӑнасем ачасем вырӑс тата чӑваш культурине лайӑх пӗлнине палӑртнӑ. Вӗсем кунти шкулсем, классем пӗчӗк пулнинчен тӗлӗннӗ. Таиландра класра 50 яхӑн ача вӗренет-мӗн. Кӗҫех Шупашкарти 8 вӗрентекен те Таиланда ҫитсе курӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Елчӗк районӗнчи шкулсенче 2015 ҫул Литература тата К.В. Иванов ҫулталӑкӗсем пулнӑран тӗрлӗрен семинар, уҫӑ урок, конкурс ирттереҫҫӗ. Юпа уйӑхӗнче, акӑ, К.В. Иванов пултарулӑхӗпе ҫыхӑннӑ викторина пулса иртнӗ. Конкурс ыйтӑвӗсене Кивӗ Эйпеҫ тӗп шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Елена Федорова тата Аслӑ Пӑла Тимешри В.В. Зайцев ячӗпе хисепленекен шкулта ӗҫлекен Антонина Михеева хатӗрленӗ. Курнавӑш, Чӑваш Тӑрӑм, Тӑрӑм, Елчӗк, Кушкӑ, Хӑвӑлҫырма, Лаш Таяпа, Ҫӗнӗ Пӑва, Ҫирӗклӗ Шӑхаль шкулӗсем чи хастар хутшӑннӑ. Викторина ыйтӑвӗсене виҫӗ ушкӑна уйӑрнӑ: 5–7-мӗш классем, 8–9-мӗш классем, 10–11-мӗш классем валли. 5–7-мӗш классенче вӗренекенсенчен чи нумай балл пухаканни Курнавӑш вӑтам шкулӗн 5-мӗш класӗнче вӗренекен Иван Смирнов пулнӑ (ертӳҫи — Вера Воронова). 2-3-мӗш вырӑн йышӑнаканӗсем — Чӑваш Тӑрӑм шкулӗнче вӗренекенсем (ертӳҫи — Галина Малова). 8–9-мӗш классенче вӗренекенсем хушшинче — Кушкӑри вӑтам шкулта вӗренекен Татьяна Перепёлкина (ертӳҫи — Анна Портнова). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра хӑш-пӗр факультетсене пӗрлештернӗренпе темиҫе ҫул та хыҫа юлчӗ ӗнтӗ. Шел те, унчченхипе танлаштарсан, тӳлевсӗр вырӑнсем сахалланса пыраҫҫӗ. Халӗ ав виҫӗ факультета пӗрлештерсе Вырӑс, чӑваш филологийӗсен тата журналистика факультечӗ пулса тӑнӑ. ЧПУн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес ҫул ҫак факультетра «Журналистика» енӗпе вӗренекенсем валли тӳлевсӗр 10 вырӑн пулӗ. Ҫакна РФ Вӗренӳ министерстви федераци конкурсӗнче палӑртнӑ. Аса илтерер: унччен факультетра журналистика енӗпе пӗр тӳлевсӗр вырӑн та пулман. Виҫӗ факультета 2013 ҫулта пӗрлештернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Раҫҫейре ялсенчи чи лайӑх 500 тата 200 шкулсене палӑртнӑ. Танлаштарӑма (рейтинга) хатӗрленӗ чухне 2014-2015 вӗренӳ ҫулӗн кӑтартӑвӗсене шута илнӗ. Кӑҫалхи списока Крым тата Севастополь шкулӗсем кӗнӗ. Элӗкри И.Я.Яковлев ячӗллӗ шкул та лайӑх енпе палӑрса списока кӗме пултарнӑ. Вӑл топ-200 шкулсен йышӗнче. Сӑмах май, Элӗк шкулӗ пӗлтӗр те ҫак танлаштарӑмра вырӑн тупнӑ. Шкул пурнӑҫпа тан утма тӑрӑшать. Унтан пултаруллӑ ҫынсем вӗренсе тухаҫҫӗ. Вӗренекенсем ҫулленех ППЭсене лайӑх тытаҫҫӗ те аслӑ шкулсенче, техникум-колледжсенче ӑс пухма тытӑнаҫҫӗ. «Раҫҫейри чи лайӑх шкулсем» рейтинга кашни ҫулах хатӗрлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарти «Калейдоскоп» ача пахчи лицензисӗрех ӗҫленӗ. Инкек пулмасан телей пулмастчӗ теҫҫӗ те, те ҫавӑн пек каламалла ӗнтӗ. Ача пахчинче пӗр шӑпӑрлан аманни пирки унӑн ашшӗ-амӑшӗ прокуратурӑна пӗлтернӗ. 2014 ҫул вӗҫӗнче уҫӑлнӑ ача пахчи вӗренӳ тата ача правине хӳтӗлессипе ҫыхӑннӑ саккунсене кӑнттаммӑн пӑснӑ. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ прокуратура тӗрӗслевӗ. Пуринчен ытла тӗлӗнтерекенни — ача пахчин ӗҫлеме ирӗк (лицензи) те пулман-мӗн. Тӳре-шаран чӗлхипе каласа каяс килменрен кӑлтӑксене кунта асӑнса тӑмӑпӑр. Маларах каланӑ икӗ ҫулхи ача ахальтен аманнӑ. Ҫав инкек хыҫҫӑн та ача пахчинче тивӗҫлӗ пӗтӗмлетӳ туман. Ача-пӑча лаптӑкӗнче ӳксе ыраттарасран ятарлӑ сий сарман. Унта икӗ ҫулхисене выляма юрӑхсӑр япаласем пулнӑ. Прокуратура тӗрӗсленӗ тӑрӑх надзор органӗ Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ шӑрҫаланӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн яваплисене административлӑ майпа явап тыттарнӑ, ача пахчи лицензи илме хутсем тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енри вӗренӳ учрежденийӗсенче ӑс пухакан икӗ ҫамрӑк «Трактор савучӗн» концернӑн ылтӑнне тивӗҫнӗ. Ҫак маттурсем — И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн машина тӑвакан факультечӗн III курс студенчӗ Андрей Николаев тата Шупашкарти электромеханика колледжӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен, шӑратмалли ӑсталӑха алла илекен Максим Алферов. Холдинг «Трактор савучӗ» концернӑн ылтӑн кадрӗсем» корпоратив премине ҫамрӑксене те пама йышӑннӑ. «Машина тӑвассин малашлӑхӗ» номинацире преми илес тесе ҫамрӑксен самай тупӑшма тивнӗ. Вӗсене чи малтанах мӗнле вӗренни, мӗнпе палӑрни тӑрӑх суйласа илнӗ. 585-мӗш виҫеллӗ ылтӑн паллӑна ҫӗршыври ҫичӗ ҫамрӑк тивӗҫнӗ. Ҫавсен шутӗнче Алтай крайӗнчи, Курганти тата Волгоградри яшсем пур. Пирӗннисем пирки каларӑмӑр ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Юпан 12-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев йӑлана кӗнӗ канашлӑва ирттернӗ. Унта шкулсенче апатлану хакӗ кӑҫалхи 4-мӗш кварталта тата ҫитес ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта мӗн чухлӗ хӑпарма пултарассине сӳтсе явнӑ. ЧР вӗренӳ министрӗ Владимир Иванов пӗлтернӗ тӑрӑх, шкулсенчи апатланушӑн тӳлемелли хак ҫулталӑк пуҫланнӑранпа улшӑнман. Хӗрлӗ Чутай районӗнче — 43 тенкӗ, Шупашкарта 84 тенкӗ пулнӑ. Анчах хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, 2016 ҫулхи пӗрремӗш ҫур ҫулта апатлану хакӗ ӳсмелле. Ку 11 муниципалитетра (Улатӑр, Канаш, Куславкка, Комсомольски, Муркаш, Ҫӗрпӳ, Шупашкар, Ҫӗмӗрле, Елчӗк, Тӑвай районӗсенче) 1–5 процент хӑпармалла. Ултӑ муниципалитетра вара (Вӑрнар, Хӗрлӗ Чутай, Сӗнтӗрвӑрри, Пӑрачкав, Вӑрмар районӗсенче, Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче) — 5–10 прцент. Канаш, Шупашкар хулисенче тата Патӑрьел районӗнче апатлану хакӗ 10–15 процент ӳсмелле. 5 муниципалитетра (Йӗпреҫ, Красноармейски, Етӗрне районӗсенче тата Улатӑр, Ҫӗмӗрле районӗсенче) апатлану хакне ӳстерме палӑртман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӑҫӑлтан пуҫласа И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ студенчӗсем Шупашкарти шкулсенче ҫӗнӗлле практика тухма пуҫлӗҫ. Малашне вӗсем унчченхи пек 1 уйӑх ҫурӑ мар, ҫур ҫул уроксем ирттерӗҫ. Ку проектпа тӗп хулари 30 шкул интересленнӗ. Наталия Кудряшова практикант палӑртнӑ тӑрӑх, ку опыт уншӑн усӑллӑ. Унччен вӑл 1 уйӑх ҫурӑ ҫеҫ практикӑра пулнӑ. Ку уншӑн ҫителӗксӗр пек туйӑннӑ. 3-мӗш лицейри Аршак Сагателян вӗрентекен вара Наталия пултаруллӑ педагог пулма пултарассине палӑртнӑ. Лицей директорӗ Ирина Полбенникова ҫамрӑк специалистсен шкула килнӗ чухне опыт сахал пулнине каланӑ. Ҫапла вӗсем ӗҫлеме тытӑнсан 3 ҫул хӑнӑхаҫҫӗ. Ҫак ҫитменлӗхсене пӗтерес тесе хатӗрленӗ ку проекта. Эппин, малашне студентсем ахаль практикантсем ҫеҫ мар пулӗҫ. Вӗсем интереслӗ ҫамрӑк специалистсене ҫаврӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ашшӗ-амӑшӗ шкулта укҫа пухни пирки час-часах сӑмах хускатать. Ку чылайӑшне тавлаштарать. Мӗн тума пухаҫҫӗ укҫана? Хысна уйӑрни ҫитмест-им? Ҫакӑ тата ытти ыйту канӑҫсӑрлантарать ашшӗ-амӑшне. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче «хӗрӳ лини» уҫнӑ. Унта шкулта укҫа-тенкӗ пухни пирки шӑнкӑравласа пӗлтерме пулать. Администраци ӗҫченӗсем кирек мӗнле пухнӑ укҫа пирки те тимлӗн итлеме хатӗр. Унта 23-42-37 е 23-42-47 номерсемпе шӑнкӑравласа ҫитме пулать. Ӗҫченсем шӑнкӑравсене кашни кун, канмалли кунсемсӗр пуҫне, 11-12 сехетсенче йышӑнаҫҫӗ. Телефон умӗнче пӗтӗмӗшле пӗлӳ тата воспитани ӗҫӗпе ӗҫлекен пай пуҫлӑхӗ Ольга Николаевна Тарасенко тата Надежда Станиславовна Ефремова лараҫҫӗ. Пӗр шӑнкӑрава та тимлӗхсӗр хӑвармасса шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шупашкарта аслӑ класра вӗренекенсене ППЭне И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУ хатӗрлӗ. Палӑртма кӑмӑллӑ: ку — тӳлевсӗр. Иртнӗ шӑматкун пӗрремӗш заняти иртнӗ. Малашне профессорсемпе доцентсем кашни шӑматкун уҫӑ лекцисем ирттерме тытӑнӗҫ. Ытларах вӗсем обществознани, математика, истори, физика енӗсемпе иртӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, лекцисене ҫавӑн чухлӗ ҫамрӑк килессе кӗтмен. Вӗренӳ управленийӗн сайтӗнче шкул ачисем валли электронлӑ ҫырӑну уҫнӑ. 2 кунра унта 90 ытла ҫын ҫырӑннӑ. Аудиторие 80 ҫын ҫеҫ кӗнӗрен ҫырава вӑхӑтлӑх чарма та тивнӗ. Иртнӗ шӑматкун химипе лекци иртнӗ. Унта Ҫӗр ҫинче пурнӑҫ мӗнле пуҫланса кайнине пӑхса тухнӑ. Лекцисене килес тесен Вӗренӳ управленийӗн сайтӗнче ҫырӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (11.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ефимов Никита Ефимович, фольклор пухаканӗ, этнограф, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫуралнӑ. | ||
| Казаков Георгий Николаевич, паллӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Колбасов Олег Степанович, правовед, юридици ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Феликс Михайлович, спорт йӗркелӳҫи, ишес енӗпе тӗнче шайӗнчи тӳре ҫуралнӑ. | ||
| Козлова Зинаида Алексеевна, фольклор пухаканӗ, профессор, ЧР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Юрий Михайлович, патшалӑх ӗҫченӗ, ЧР вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Терентьев Николай Терентьевич, чӑваш драматургӗ, тӑлмачӗ, актёрӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |