Тутарстанри Нурлат районӗнчи Вӑтам Хӑмӑшлӑри шкула юсама пуҫланӑ. Мӗншӗн шӑпах вӑл шкула ҫӗнетни пирки хыпарлас тенин сӑлтавне тӳрех уҫӑмлатар: Вӑтам Хӑмӑшлӑ — чӑваш ялӗ. Унта шкул 30 ҫул ӗҫлет. Анчах Тутарстан пек пуян республикӑра та вӗренӳ учрежденине ҫав тапхӑрта пӗртте юсаман иккен.
Кӑҫал вара Вӑтам Хӑмӑшлӑна савӑнӑҫлӑ хыпар ҫитнӗ. Чӑваш ялӗнчи шкула юсама йышӑннӑ. Ҫакна республика хӑй хыснин шучӗпе мар, федерацинчен килекен «кӗмӗлпе» пурнӑҫлӗ.
Паянхи куна вӗренӳ заведенийӗнче юсав ӗҫӗ пуҫланнӑ. Строительсен шкулта юсаса ҫӗнетмелли плансем сахал мар. Чи малтанах вӗсем чӳречесенчен тытӑннӑ — вӗсене ылмаштарса та тухнӑ. Халӗ шкула хӑтлӑх кӗртессипе ҫыхӑннӑ ытти ӗҫ-пуҫпа малалла тимлеҫҫӗ.