М.В. Ломоносов ячӗллӗ Мускаври патшалӑх университечӗн журналистика факультечӗн иртнӗ ҫулта кун ҫути курнӑ «Медиаальманах» журналӗн 5-мӗш номерӗнче чӑвашри философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗпе студент ӗҫӗ пичетленнӗ.
Аслӑлӑх журналӗ малтанхи страницисенче вырнаҫма (вӗсем хыҫҫӑн докторсен ӗҫӗсем каяҫҫӗ) юрӑхлӑ ӗҫ авторӗсем — философи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Эрбина Никитина тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультечӗн журналистика уйрӑмӗн 3-мӗш курс студенчӗ Виктория Кашатникова.
Хӑйсен ӗҫне Мускавра пичетленине авторсем иртнӗ ҫул вӗҫӗнчех пӗлнӗ-ха. Журнала вара вӗсене халӗ пуштӑпа ярса панӑ.
Эрбина Никитина (хӑй вӑхӑтӗнче вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультечӗн журналистика кафедрин доцентӗнче ӗҫленӗ) каланӑ тӑрӑх, «Софистические принципы и приемы в современной журналистике» (чӑв. Хальхи журналистикӑри софистла принципсем тата мелсем) материала ҫур ҫул каяллах журнала ярса панӑ. Халӗ хӑш-пӗр ӑслӑлӑх журналӗсем авторсен ӗҫӗсене укҫа тӳлесен кӑна лартнине шута илсен, чӑвашсен статйине мускавсем тӳлевсӗрех суйлани мӑнаҫлантарать.
Авалхи грексен софистикине хальхи вӑхӑтра журналистсем усӑ курнин тӳнтер енӗсем тата ҫавна хирӗҫ тӑмалли ҫул-йӗр пирки ҫырса кӑтартнӑ статья ахаль вулаканшӑн та кӑсӑклӑ.