Вӗренӳ
![]() «Янравлӑ чӑваш чӗлхи» конкурс Нарӑс уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти 2-мӗш гимназире чӑвашла лайӑх пӗлекенсен «Янравлӑ чӑваш чӗлхи» интеллектуаллӑ вӑйӑ-конкурс иртрӗ. Конкурса хула шкулӗсенчи 4, 5, 6-мӗш класри ачасем хутшӑнчӗҫ. Вӑйӑ 4 станципе иртрӗ: «Омонимсем», «Чӑвашсен паллӑ ҫыннисем», «Ваттисен сӑмахӗсем», «Ӗҫлӗ ҫын — телейлӗ ҫын». Станцисенче ачасем компьютерпа усӑ курса йӗркеленӗ вӑййа интересленсех вылярӗҫ, омонимсене аван пӗлнине кӑтартрӗҫ, чапа тухнӑ ентешӗмӗрсем ҫинчен ыйтусене хуравларӗҫ, ӗҫпе ҫыхӑннӑ ваттисен сӑмахӗсене аса илчӗҫ, чӑвашла сӑвва илемлӗ вуласа пама пултарчӗҫ. Хула шкулӗсенче вӗренекен ачасен пӗлӳ шайне жюри лайӑх паллӑсемпе хакларӗ, грамотӑсем парса хавхалантарчӗ. Вӑйӑ ачасене те вӗрентекенсене те питӗ килӗшрӗ. |
Вӗренӳ
![]() И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУра каллех уҫӑ алӑксен кунне ирттерме палӑртнӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 12-мӗшӗнче иртӗ, 12 сехетре пуҫланӗ. Ҫамрӑксемпе факультетсен деканӗсем калаҫӗҫ, ертӳлӗх тӗлпулу ирттерӗ. Ҫавӑн пекех вӗсене университетпа паллаштарӗҫ, музея кӗртӗҫ, ӑсталӑх класӗсем ирттерӗҫ. Ҫак кун килнӗ яш-хӗре китай чӗлхипе культурин центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа кӑтартӗҫ. Ун чухнех тӗнче тетелӗнче иртнӗ «Чӑваш чӗлхине пӗлекенсем» олимпиада ҫӗнтерӳҫисене те чыслӗҫ. И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУ пурне те хапӑл тусах кӗтет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра ют ҫӗршывран килнӗ чылай студент пӗлӳ илет. Унччен вӗсем малтан вырӑс чӗлхине вӗреннӗ. Малашне вара занятисене акӑлчан чӗлхипе ертсе пырӗҫ. Ку программа 2015–2016 вӗренӳ ҫулӗнче пурнӑҫланать. Проект медицина факультетӗнчи «Сиплев ӗҫӗ» специальноҫра старт илнӗ. Иракран, Сирирен, Индирен килнӗ студентсен ушкӑнӗнчи занятисене акӑлчанла ертсе пыраҫҫӗ. Малашне Тӑван ҫӗршыв историйӗн, экономика, латин чӗлхин, физика предмечӗсене лекцийӗсене акӑлчанла итленӗ ӗнтӗ вӗсем. Иккӗмӗш вӗренӳ ҫулӗнче студентсем ҫын анатомийӗн, биохими, биологи предмечӗсене ҫапла итлеме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Хӑш-пӗр ялти шкулсене хупасси пирки сас-хура тухсан ЧР Вӗренӳ министерстви ӑна уҫӑмлатнӑ. Ведомство умӗнче пачах урӑх тӗллев тӑрать-мӗн: ачасене пахалӑхлӑ пӗлӳпе тивӗҫтересси. Республикӑра 30-50 ача вӗренекен шкулсем пур. Вӗрентекенсем темиҫе предмета ертсе пыраҫҫӗ. Хӑш-пӗр пӳлӗмре икӗ класс ларать. Министерство шухӑшӗпе, ача кун пек лайӑх пӗлӳ илеймест. Мониторинг кӑтартнӑ тӑрӑх, кунашкал шкулсенчи ачасем ППЭ япӑхрах тытаҫҫӗ. Ҫапах ведомство хӑш-пӗр шкула хупассине пӗлтернӗ. Тӗрлӗ вариант пӑхса тухаҫҫӗ-ха. Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, ку ӗҫе тӗп тӗллев тесе палӑртмасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ӗҫ ҫынна илем кӳрет тенӗ мӗн ӗлӗкрен ваттисем. Ҫавна курах пӗчӗкренех ашшӗ-амӑшӗ ывӑл-хӗрне ӗҫе хӑнӑхтарма тӑрӑшнӑ. Тӑваттӑмӗш класс пӗтерсен колхоза кӗрепле тата катмак йӑтса тухнине халӗ хӗрӗхсене ҫывхаракан тата унтан аслӑраххисем астӑваҫҫех ӗнтӗ. Хуларан асламӑшӗ-кукамӑшӗ патне ҫуллахи каникула килнисем те ялти тантӑшӗсенчен юлсах каймастчӗҫ. Кайран самани, тӗрӗсрех, саккунӗ, улшӑнчӗ те, ача-пӑчана пули-пулми ӗҫлеттереймӗн. Ӗҫ кодексне пӑсни пулать тесе ним мар явап тыттарӗҫ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министерстви ачасене класс ҫутарни, апатланнӑ хыҫҫӑн шкулти столовӑйӗнчи сӗтеле черетпе шӑлтарттарни, ҫуллахи ӗҫ практики пирки ашшӗ-амӑшӗ мӗн шухӑшлани пирки ыйтӑм ирттерет. Хӑйсен шухӑшне ҫынсем министерство «Наш опрос» (чӑв. Пирӗн ыйтӑм) баннерта вырнаҫтарнӑ ыйтӑмра хуравлама пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра математика предмечӗпе «Чӑваш Ен электроникин шанчӑкӗсем» олимпиада пӗрремӗш хут иртет. Ӑна ЧПУ, Шупашкарти электромеханика колледжӗ, Шупашкарти электроаппарат савучӗ ирттерет. Нумаях пулмасть олимпиадӑна ларура сӳтсе явнӑ. Унта ытларах техника енӗпе вӗренме кӗрекен шкулсен директорӗсене чӗннӗ. Олимпиада 11-мӗш класра тата колледжри курса пӗтернӗ ҫамрӑксен хушшинче иртӗ. Ҫапла майпа студентсем ЧПУра малалла вӗренессе шанаҫҫӗ. Вӑл пулӑшнипе кадрсем хатӗрлӗҫ, унтан предприятире ӗҫлеме май пулӗ. Йӗркелӳҫӗсем техника вӗренӗвне пропагандӑласшӑн. Олимпиадӑра ҫӗнтернисем ЧПУна кӗрсен ҫулталӑкӗпех стипенди илӗҫ. Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, хальхи ҫамрӑксем промышленноҫ предприятийӗсене ӗҫлеме каясшӑнах мар. Хальлӗхе олимпиадӑна хутшӑнмашкӑн 100 яхӑн ҫын заявка панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Шӑмӑршӑ районӗнчи прокуратура шкулсене тротуарсене юртан тасатманшӑн явап тыттарнӑ. Вӗренӳ учрежденийӗсен тавралли территорие тивӗҫлипе тытманни кахалланни кӑна мар, ачасемшӗн те хӑрушлӑх кӑларса тӑратать тесе шухӑшлать асӑннӑ надзор органӗ. Прокуратура Шӑмӑршӑри вӑтам, Васанти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан, Патреккелти пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан, Анат Чаткасри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан, Виҫпӳрт Шӑмӑршӑри вӑтам шкулсене кӗмелли алӑк патне пыракан тротуарсене юр-пӑртан тасатманнине, ачасемпе ашшӗ-амӑшӗ, иртен-ҫӳрен шуҫса ӳкесрен хӑйӑр е урӑх реагент сапманнине асӑрханӑ. Вӗренӳ учрежденийӗсен ертӳҫисен ячӗпе прокуратура асӑрхаттарса хут ҫырнӑ, кӑлтӑка пӗтерме хушнӑ, айӑплисене ҫитменлӗхшӗн явап тыттарассине те асӑнса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Ӗнер Сӗнтӗрвӑрринчи 1-мӗш гимназире патриотла юрӑсене янӑратакансен районти конкурсӗ иртнӗ. Ӑна хӳтӗленӳпе массӑллӑ тата спорт уйӑхлӑхне хупнӑ май йӗркеленӗ. Конкурса 12 шкулти пултарулӑх ушкӑнӗсем пухӑннӑ. Ӑмӑртӑвӑн тӗллевӗ пирки вырӑнтисем ҫамрӑксен хушшинче патриотизма сарасси, ҫамрӑксен пултарулӑхне пур енлӗн аталантарма тата сарма пулӑшасси тесе пӗлтереҫҫӗ. Унтан та ытларах: тӗрлӗ тӑрӑхри ҫамрӑксене туслаштарасси тесе те каланӑ. «Соло-вокал» номинацире кӗҫӗннисен хушшинче Сӗнтӗрвӑрринчи пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан шкулти Мария Новоселова пӗрремӗш вырӑна тухнӑ. «Соло-вокал» номинацире аслӑ ушкӑнра та ҫав шкулти ачах ҫӗнтернӗ: вӑл — Виктория Сергеева. Професси пӗлӗвӗ паракан учрежденисене уйрӑм хакланӑ та уйрӑмшар юрлассипе вырӑнти технологи техникумӗнче вӗренекен Мария Петрова мала тухнӑ. Вокал ансамблӗсенчен пӗрремӗш вырӑна шкулсенчен никама та паман. Иккӗмӗшне 1-мӗш гимнази тивӗҫнӗ. Професси пӗлевӗ паракансенчен технологи техникумӗ пӗрремӗш вырӑна ҫӗнсе илнӗ. Сӑвва инсценировкӑлакансене те пӗрремӗш вырӑна никама та кӑларман, иккӗмӗшӗнче — Шуршӑлти тата Чӑнкассинчи шкулсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Настя Фёдорова «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» сӑвӑ вулакансен видеоконкурсне пӗрремӗш ӗҫ ҫитрӗ — Ҫӗрпӳ районӗнчи Опытный вӑтам шкултан. 1-мӗш класра вӗренекен Фёдорова Настя «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» сӑвва вулать — ӑна Владимир Андреев ятарласа ҫак конкурс валли ҫырнӑ. Ачан ертӳҫи Александрова Светлана Валентиновна, видео ӳкерекенӗ — Павлов Виктор Юрьевич. «Эпӗ пӗчӗкҫӗ чӑваш» конкурса Чӑваш чӗлхин инҫет вӗренӳ центрӗ тата Чӑваш халӑх сайчӗ йӗркеленӗ. Унта хутшӑнма шкул ҫулне ҫитмен тата пуҫламӑш классенче вӗренекен ачасене, вӗсен ашшӗ-амӑшӗсемпе педагогсене йыхравлаҫҫӗ. Видеоӑмӑрту ӗҫӗсене ака уйӑхӗн 15-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Конкурспа тӗплӗрех паллашма унӑн Положенинче пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче пӗрремӗш чӑваш киноактрисин Тани Юнӑн ҫуралнӑ кунӗ пулни пирки эпир пӗлтернӗччӗ. Ҫавна май тӗрлӗ ҫӗрте тӗрлӗ мероприяти ирттернине те хыпарланӑччӗ. Патӑрьел районӗнче Тани Юна халалланӑ буклетсен конкурсне йӗркеленӗ. Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче ача-пӑча пултарулӑх ҫуртӗнче конкурса пӗтӗмлетнӗ. Унта 13 шкулти 36 ача хутшӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫула кура икӗ ушкӑнпа палӑртнӑ. 5–8-мӗш классем хушшинче Первомайскинчи вӑтам шкулта 8-мӗш класра вӗренекен Надежда Савинова пӗрремӗш вырӑна тухнӑ, Туҫари Ирина Глинкина тата Турханти Валерия Осипова — иккӗмӗш, виҫҫӗмӗш вырӑнта: Шӑнкӑртамри Энже Хусеинова, Нӑрваш Шӑхальти Сергей Лаврентьев, Ыхраҫырминчи Гелуся Камалетдинова. 9–11-мӗш классенчен пӗрремӗшне Турханти Ирина Кириллова тухнӑ, иккӗмӗшне — Пӑлапуҫ Пӑшъелти Дария Иванова, Хирти Пикшикри Рамиля Чебенова, виҫҫӗмӗшӗнче — Сӑкӑтри Алина Анюрова, Патӑрьелти Олег Цыганов тата Петр Тинюков тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 24 - 26 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |