Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсен ҫыххи: Пӑтӑрмахсем

Пӑтӑрмахсем
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн
Следстви комитечӗ тунӑ сӑн

Канашри савутра слесарь аманнӑ. Ун ҫине бункер стени йӑтӑнса аннӑ. Халӗ ку тӗслӗх тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев иртет.

Инкек чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче 13 сехет те 40 минутра пулнӑ. Бункера пуҫтарнӑ чухне конструкцин стена пайӗ слесарь ҫине ӳкнӗ. Арҫын аманнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫитнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashia_sledcome
 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

«Ҫӗрпӳ – Чӗмпӗр» автоҫулӑн 88-мӗш ҫухрӑмӗнче, Патӑрьел округӗнче, ҫулсем хӗресленнӗ вырӑнта авари пулнӑ. Ун хыҫҫӑн 74 ҫулти арҫын пульницӑна лекнӗ.

Маланлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Шкода Октавиа» рулӗ умӗнче ларнӑ 74 ҫулти водитель аслӑ ҫул ҫине тухнӑ чухне «Хендая» ирттерсе яман. Ватӑ арҫыннӑн пуҫ мими чӗтреннӗ, алли суранланнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ. Тепӗр водитель аманман. Иккӗшӗ те урах пулнӑ.

Халӗ ҪҪХПИ тӗрӗслев ирттерет.

 

Пӑтӑрмахсем
ҪҪХПИ тунӑ сӑн
ҪҪХПИ тунӑ сӑн

Муркаш округӗнче М-7 ҫул ҫинче такси аварие лекнӗ, Китайра туса кӑларнӑ «Фотонпа» ҫапӑннӑ.

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Хендай» светофор хӗрлӗ ҫутсан чарӑннӑ «Фотон» ҫине пырса кӗнӗ. Ҫӑмӑл машина рулӗ умӗнче ларнӑ хӗрарӑм аманнӑ. Ӑна пульницӑна илсе ҫитернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pg21ru
 

Пӑтӑрмахсем
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав ушкӑнӗ Шупашкарта 19 ҫулти каччӑ ҫухални пирки пӗлтернӗ. Вӗсем ӑна темиҫе кун шыранӑ. Паян вара ӑна тупнӑ. Анчах, шел те, каччӑ чӗрӗ мар. Нимеҫӗсем унӑн виллине тӗп хуламӑрти кӳлмекре шыв хӗрринче тупнӑ

Палӑртса хӑварар: каччӑ чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче ҫухалнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/mchs_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/mchs_chuvashia сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ хичисткӑра пушар тухнӑ.

Инкек ӗнер каҫхине, чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, пулса иртнӗ.

Вут-ҫулӑм Коммунистсен урамӗнчи 3-мӗш ҫуртра алхасма тытӑннӑ. Виҫӗ хутлӑ ҫуртра ҫав вӑхӑтра ҫынсем пулман, вӗсем ҫуртран тухма ӗлкӗрнӗ. Пушар «Новинка» химчисткӑн администрацийӗ ларакан пӳлӗмре тухнӑ.

Вырӑна пырса ҫитнӗ пушарпа кӗрешекенсем вут-ҫулӑма 20 минутра ҫӳнтернӗ. Пушар 15 тӑваткал метр лаптӑка сиенленӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/mchs_chuvashia/9926
 

Пӑтӑрмахсем
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн
Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн

Паян ирхине 5 сехет ҫурӑра Патӑрьел округӗнче хӑрушӑ авари пулнӑ. Унта 47 ҫулти хӗрарӑмӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ

Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, «Тойота Рав 4» машина водителӗ (руль умӗнче 1976 ҫулта ҫуралнӑ хӗрарӑм ларнӑ) дистанцие пӑхӑнман та хыҫалтан «Газель» машина ҫине пырса кӗнӗ. Кун хыҫҫӑн «Газель» хирӗҫ ҫул ҫине тухса кайса «Сканиа» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. «Скания» тиевсӗр пулнӑ.

«Газельте» пулнӑ хӗрарӑм вырӑнтах вилнӗ. «Тойота Рав 4» хуҫи тата «Газель» водителӗ аманнӑ, вӗсене бпульницӑна илсе ҫитернӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121
 

Пӑтӑрмахсем

Паян Шупашкара Мускавран вӗҫсе килекен «Победа» авиакомпани самолёчӗ ҫур сехет каярах юлса ҫула тухнӑ. Ҫакӑ республикӑн тӗп хулине пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем йышлӑ тапӑннипе ҫыхӑннӑ.

Аса илтерер: паян ирхи 2-3 сехет тӗлӗнче беспилотниксем тапӑннӑ. Пӗри 12 хутлӑ ҫурт тӑррине лекнӗ. Икӗ ҫурт сиенленнӗ, икӗ ҫын суранланнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем
«За рулем» порталти сӑн
«За рулем» порталти сӑн

Паян ир еннелле, 2-3 сехет тӗлӗнче, Украина беспилотникӗсем Шупашкара тапӑннӑ. Пӗри 12 хутлӑ ҫурт тӑррине лекнӗ.

ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ ҫурт сиенленнӗ, вӗсенчен ҫынсене эвакуациленӗ. Икӗ ҫын суранланнӑ, пӗри – 18 ҫул тултарман ҫамрӑк. Вӗсене стационарта пулӑшу параҫҫӗ.

Эвакуациленнӗ ҫынсем хваттерӗсене каялла таврӑнма тытӑннӑ. Вырӑнта психологсем тата тухтӑрсем ӗҫлеҫҫӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/oanikolaev
 

Пӑтӑрмахсем
Видео скринӗ
Видео скринӗ

Кӳкеҫре ачана ҫапса хӑварнӑ питбайкера шыраҫҫӗ. Инкек паян 17 сехетре пулнӑ.

Питбайкер ҫурт картишӗнче ҫул ҫине чупса тухнӑ 7 ҫулти арҫын ачана ҫапса кайнӑ. Арҫын ача макӑрнине илтсе тӑрсах вӑл ӑна пулӑшман, вырӑнтан тарнӑ.

Питбайкер пирки пӗлекенсене ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ; 8 (83540) 2-15-52, 02, 112.

 

Пӑтӑрмахсем
t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ
t.me/gibdd121 сӑнӳкерчӗкӗ

Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Шупашкарта хӗрарӑм-водитель хӗрачана машинӑпа таптаса кайнӑ.

Кӑнтӑрла иртни 2 сехет тӗлӗнче тӑххӑрмӗш класс хӗрачи Рождественски урамран Ярославль урамне каҫма тӑнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине 40 ҫулти водитель «Jeep Cherokee» машинӑпа пырса кӗнӗ. Хӗрача ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли вырӑнпа утса пынӑ.

Хытах аманнӑ 15 ҫулти хӗрачана васкавлӑ пулӑшу машинипе пульницӑна илсе кайнӑ.

Инкек вӑхӑтӗнче хӗрарӑм-водитель урах пулнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/gibdd121/8408
 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, [10], 11, 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, ...441
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ҫӑлтӑрсем сире сывлӑха тимлӗх уйӑрма сӗнеҫҫӗ. Эндокрин тытӑмӗпе ҫыхӑннӑ кӑлтӑксем сиксе тухма пултараҫҫӗ. Психосоматика симптомӗсем те палӑрӗҫ: стреса е ытлашши ӗҫленине пула мышцӑсем пӗрӗнме пултараҫҫӗ.

Нарӑс, 13

1876
150
Турхан Хӗветӗрӗ, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1897
129
Горский Семён Петрович, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1942
84
Шупуҫҫынни Николай Васильевич, сӑвӑҫӑ, прозаик, куҫаруҫӑ вилнӗ.
1969
57
Исаев Юрий Николаевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1974
52
Пайраш Кузьма Ильич, чӑваш прозаикӗ, драматургӗ, хирург ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1992
34
Чӑваш ССРӗ вырӑнне Чӑваш Республикине туса хунӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть