Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сайтри видеоран илнӗ скриншот Шупашкарта пурӑнакан 29 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 3 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Ҫав шутра килти укҫа та пулнӑ, кредит та илнӗ. Ҫавӑн чухлӗ суммӑна хӗрарӑм пӗр эрне хушшинче куҫарса панӑ. Пӑтӑрмах почта уйрӑмне килмелли документсене йӑнӑша пула урӑх адреспа ярса панине ӗнентернинчен, урӑх ҫӗре ярса пама смспа килнӗ пароле ыйтнинчен пуҫланнӑ. Код мессенджерсенчен пӗринче бот урлӑ килнӗ. Хӗрарӑм ҫав кода ют ҫынсене пӗлтернӗ. Унтан ҫавсем патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнчи уйрӑм кабинета кӗме пултарнӑ. Кайран хӗрарӑма укҫана хӑрушсӑр счет ҫине куҫарса пама ыйтнӑ. Ҫамрӑк хӗрарӑм ют ҫынсем каланине йӑлт пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри йӗрке хуралҫисем Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнче роза ӳстерекенсене тупса палӑртнӑ. Ҫак ӗҫе вӗсем йӗркене пӑсса пурнӑҫланӑ иккен. Ҫӗрпӳ тӑрӑхӗнчи пӗр теплицӑра чикӗ леш енчен килнӗ ҫынсем тар тӑкни пирки миграци енӗпе ӗҫлекен специалистсене систерекенсем пулнӑ. Инспекторсем тӗрӗслеме тухса кайнӑ. Унта, чӑн та, мигрантсем ӗҫленӗ иккен. Узбекистанран хайхисем пирӗн ҫӗршыва миграци саккунӗпе килӗшӳллӗн пурӑнманни палӑрнӑ. Ҫавсем роза калчи ӳстернӗ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Йӗркене пӑснӑ мигрантсене административлӑ майпа явап тыттарӗҫ, 5 пин тенкӗ таран штраф хурса парӗҫ, пирӗн ҫӗршывран кӑларса яма пултарӗҫ. Теплицӑра нелегалсене ӗҫлеттернӗ ҫынна та саккун явап тыттарма май парать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() vk.com/cheboksary пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, каҫхи вунӑ сехетре, Шупашкарти Мускав проспектӗнче 17 ҫулти хӗр 53 ҫулти хӗрарӑм ҫине самокатпа пырса кӗнӗ. Инкек тротуар ҫинче пулса иртнӗ. Хӗрарӑм ҫулпа утса пынӑ, ҫав вӑхӑтра ун ҫине электричество самокачӗпе ярӑнса пыракан студент пырса кӗнӗ. Суранланнӑ хӗрарӑма пульницӑна ӑсатнӑ. Унта ӑна тухтӑрсем пулӑшнӑ хыҫҫӑн килӗнче сипленме янӑ. Колледжра иккӗмӗш курсра вӗренекен хӗр ӗнентернӗ тӑрӑх, руле вӑл астумасӑр пӑрса янӑ. Пике тӗлӗшпе халӗ административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Чӑваш Енӗн ҫар комиссарӗ пулнӑ Бахтиер Холиковӑн машининче сирпӗнекен хатӗр тупнӑ. Ҫакна йӗрке хуралӗн органӗсем те ҫирӗплетнӗ. «Контактри» «Вести Чувашии» ушкӑн пӗлтернӗ тӑрӑх, полковник нумаях пулмасть пурнӑҫӗшӗн шикленсе пурӑнмалли вырӑна улӑштарнӑ. Унӑн Кивӗ Вӑрмар ялӗнче килӗнче ӑслӑ камера пур. Вӑл ҫӗрле машина патне такам пынине систернӗ. Полковник ятарлӑ службӑсене чӗннӗ. Саперсем сирпӗнекен хатӗре сиенсӗрлетнӗ. Следстви ҫакна Украинӑри хӑрушсӑрлӑх служби тума пултарнӑ тесе шутлать: кун валли вӗсем Чӑваш Енре ҫын тупма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Телеграмри t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Канашра пурӑнакан ҫемьере харкашу сиксе тухнӑ. Арӑмӗпе упӑшки хирӗҫсе кайнӑ та 37 ҫулти хӗрарӑм электрогитара ярса тытнӑ. Кун пирки Телеграмри «Пуринчен малтан» каналта пӗлтернӗ. Гитарӑпа темиҫе хутчен ҫапнипех ҫырлахман-ха усал хӗрарӑм. Вӑл алла ҫӗҫӗ ярса илнӗ, унпа упӑшкин аллине суранлатнӑ. Кайран хӑйех васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн тухтӑрӗсене чӗнсе илнӗ, полицие пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "Контактри" сӑн Чӑн-чӑн детектив пекех. Ку Чӑваш Енрех пулса иртнӗ. Джой ятлӑ овчарка кафере ҫынна вӗлерме тӑнӑ преступнике тупма пулӑшнӑ. Ӗҫ-пуҫ ҫапла пулса иртнӗ: каччӑ ҫуралнӑ кунне паллӑ тунӑ, унтан ӑна такам мӑйӗнчен ҫӗҫӗпе чикнӗ. Преступник тарнӑ, анчах карттусӗпе телефонне ӳкерсе хӑварнӑ. Джоя ҫакӑ кӑна кирлӗ пулнӑ – шӑршӑпа полицейскисене йӗр ҫине ӳкернӗ. Ҫапла ҫав арҫынна шыраса тупнӑ. Джойӑн напарникӗ – Анастасия Рысева кинолог. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() "За рулем" порталти сӑн Паян ирхине 6 сехет те 40 минутра Шупашкарта «Газопровод» чарӑнура маршрутка ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм Fiat Ducato автобуса хӑвӑртах ярса илнӗ. Транспортран нимӗн те юлманпа пӗрех. Ҫав вӑхӑтра йӗрке хуралҫисем «Дорис парк» чарӑну енчен килекен транспорта унталла кайма чарнӑ, тавран янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() t.me/chuv_prok сӑнӳкӗрчӗкӗ Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан 78 ҫулти ватӑ тротуарпа утса пынӑ чухне шуҫса ӳкнӗ. Пӑтӑрмахра шар курнӑ ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, инкек Мересьев урамӗнчи пӑрлакаланса ларнӑ тротуара пула сиксе тухнӑ. Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче пулнӑ пӑтӑрмахра шар курнӑ пенсионера хӳтӗлесе прокуратура суда тавӑҫпа тухнӑ. Надзор органӗ ватта кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сиен кӳннине саплаштарма ыйтнӑ. Суд вырӑнти тӳре-шарана пенсионера 30 пин тенкӗ тӳлеттерме йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() 21.мвд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Паян, ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Шупашкарта мотоциклпа машина пырса ҫапӑннӑ. Инкек ирхи 10 сехет тӗлӗнче хулари Ленин проспектӗнчи 21-мӗш ҫурт тӗлӗнче пулса иртнӗ. 19 ҫулти каччӑ тытса пыракан мотоцикл сулахаялла пӑрӑнакан «Фольксваген Джетта» автомобиль ҫине пырса кӗнӗ. Икӗ урапаллӑ транспорт хуҫине тухтӑр пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Чебоксары в курсе» пабликри сӑнӳкерчӗк Шупашкарта Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев инкеке лекнӗ. Республика ертӳҫи ӗҫре усӑ куракан «Genesis» шурӑ «Маздӑпа» пырса ҫапӑннӑ. Инкек Максим Горький проспектӗнче пулса иртнӗ. Олег Николаев ҫав вӑхӑтра арӑмӗпе хыҫалти ларкӑч ҫинче ларса пынӑ. Руль умӗнче Элтеперӗн водителӗ пулнӑ. Инкекре никам та шур курман. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пӑтӑрмах пулса тухнишӗн «Мазда» рулӗ умӗнчи хӗр айӑплӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пугачёв ҫарӗ Кӑрмӑша тытса илнӗ. | ||
| Орлов Пётр Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |