|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ҫӗнӗ Шупашкарта 27 ҫулти каччӑ ҫухалнӑ. Вӑл Максим Сергеевич Андреев ятлӑ. Каччӑ ӑҫтине юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнченпе пӗлмеҫҫӗ. Максим Сергеевич 172 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ ҫутӑ ҫырӑ тӗслӗ, куҫӗ сӑрӑ. Мӗн тӑхӑнса тухса кайнине пӗлмеҫҫӗ. Вӑл миҫере тата ӑҫтан тухса кайнине те ҫырман. Каччӑна курнисене, вӑл ӑҫта пулма пултарнине пӗлекенсене 8-800-700-54-52 телефон номерӗпе шӑнкӑравласа систерме ыйтаҫҫӗ. Е тата шырав ушкӑнӗн инфоргӗпе, Астрӑпа (Екатеринӑпа), 8-953-016-61-92 телефон номерӗпе ҫыхӑнма пулать. Каччӑна «Лиза Алерт» шыравпа ҫӑлав отрячӗ шырать. Ҫамрӑк ҫыннӑн ҫывӑх ҫыннисем те, паллах, уншӑн кулянаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӑл ӑста пулма пултарнине тавҫӑракансем пулӑшасса питех те шаначчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн Красноармейски округӗнче, «Шупашкар – Сӑр» ҫул ҫинче, автобус пӑшие ҫапса кайнӑ. Автобусра вара туристсем пулнӑ, пӗтӗмпе – 17 ҫын, вӗсенчен иккӗшӗ – ачасем. Телее, никам та шар курман. Чӑваш Енри Патшалӑх автоинспекцийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, авари паян, юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, 18 сехетре Йӗпрем ялӗнчен инҫех мар пулнӑ. Шӑпах ҫав вырӑнта «Тискер чӗрчунсем» ҫул-йӗр палли ларать. Автобус Йошкар-Оларан Муром хулине кайма тухнӑскер пулнӑ. Авари вырӑнне Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Вӗсем аманнӑ чӗрчунӑн малашнехи шӑпине палӑртаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн Шупашкар хулинче икӗ шкул ачи «Лада Гранта» машина айне пулнӑ. Телее, вӗсем вӑйлах аманман. Вӗсене пульницӑна тӗрӗслеме илсе кайнӑ. Ку эрнекун, юпа, уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 18 сехет ҫурӑра Кадыков урамӗнчи 30-мӗш ҫурт ҫывӑхӗнче пулнӑ. Икӗ шкул ачи «зебрӑпа», светофор ҫук ҫӗрте, ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ Ҫавӑн чухне вӗсем ҫине «Лада Гранта» пырса кӗнӗ. Руль умӗнче 1970 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларнӑ. Водитель медосвидетельствовани витӗр тухнӑ. Вӑл ӳсӗр пулманни паллӑ. Халӗ ку ӗҫ-пуҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта урапа ылмаштарнӑ хыҫҫӑн машинӑна штрафстоянкӑна ӑсатнӑ. Урапа улӑштарнишӗн ята кӗмен-ха. Руль умне ӳсӗрле ларнишӗн. Ӗнер, юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, ирхине «Мегаполис» хӑна ҫурчӗ умӗнче иртен-ҫӳрен шавлӑ ушкӑна асӑрханӑ. Ӳсӗр ушкӑн «Ауди» автомобилӗн шӑтса кайнӑ урапине ылмашарнӑ. Ҫынсем 102 номерпе шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Машина вырӑнтан хускалнӑ-хускалман ҫул-йӗр патрулӗн экипажӗ пырса ҫитнӗ. Руль умӗнче Шупашкарта пурӑнакан 34 ҫулти арҫын ларнӑ. Йӗрке хуралҫисене вӑл хӑй тӑм урӑ тесе ӗнентерме пӑхнӑ. Тӗрӗсленме хайхи ним тусан те килӗшмен. Ҫавна май ун тӗлӗшпе РФ Адмкодексӗн 12.26 статйин 1-мӗш пайӗпе протокол ҫырнӑ. Водителе ку статьяпа 45 пин тенкӗлӗх штрафлама тата икӗ ҫуллӑха водитель прависӗр хӑварма пултараҫҫӗ. Унсӑр пуҫне машинӑна штрафстоянкӑна ӑсатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() max.ru/channel_chuvashia_21 каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Кун пекки хальлӗхе пулманччӗ-ха, анчах хальхинче тӑшман Яндексӑн дата-центрне тапӑннӑ. Кун пирки «Яндекс» компани хыпарланӑ. Тӑшман Рязань ҫывӑхӗнчи объекта кӗҫӗр ҫӗрле тапӑннӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн «Yandex Cloud» инфраструктурин пӗр пайӗ, ҫав шутра даннӑйсен бази, пӗлӗт управҫисем, искусство интеллекчӗн тата мониторинг системин сервисӗсем ӗҫлеме пӑрахнӑ. Карттӑ тӑрӑх пӑхсан, Чӑваш Ене ку пӑтӑрмах пырса тивмен. Яндекс хыпарланӑ тӑрӑх, Рязань патӗнчи объект пуҫӗпех ӗҫлеме пӑрахнӑ. Пилотсӑр вӗҫекен аппаратсем маркетплейссене маларах темиҫе хутчен те тапӑннӑччӗ-ха. «Озон» та, «Валдберриз» та пӗрре ҫеҫ мар шар курнӑччӗ. Складсене сирпӗтнӗрен тавар хуҫисем те шар кураҫҫӗ. Халӗ, ав, Яндексӑн дата-центрне тапӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() max.ru/pcheb_21 сӑнӳкерчӗкӗ Паян Ҫӗрпӳ районӗнче «Ниссан» автомобиль ҫул ҫинчи инкеке лекнӗ. «М-7» федераци ҫулӗпе Ҫӗрпӳ еннелле кайнӑ чухне вӑл пӑрӑннӑ чухне руле йӗркеллӗ пӑрса ӗлкӗреймен, йывӑҫ ҫине кайса ҫапӑннӑ. Ун хыҫҫӑн машина хыпса илнӗ. Ҫӑмӑл автомашина рулӗ умӗнче пулнӑ 22 ҫулти каччӑпа 18 ҫулти хӗр-пассажира больницӑна илсе кайнӑ. Шупашкарта вара паян тепӗр инкек пулнӑ. «Лада» машина Трактор тӑвакансен проспектӗнче пӑрӑннӑ чухне юпа ҫине пырса ҫапӑннӑ. «ВАЗ-2107» рулӗ умӗнче 22 ҫулти каччӑ пулнӑ. Унӑн водитель прави те, асӑннӑ транспорт руле умне ларма ирӗк паракан документ та пулман. Пӑтӑрмаха ҫакаланнӑ каччӑ ҫӑмӑл машинӑпа каҫхи клубран таврӑннӑ. Вӑл руль умне ӳсӗрле ларнипе ларманнине тӗрӗсленӗ те ӗҫни ҫиеле тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Етӗрне хулинче пурӑнакан икӗ карчӑк вӑрҫса кайнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратуринче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсем пӗрне-пӗри унчченех килӗштермен иккен-ах. Кӑҫалхи ҫулла, утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, каллех харкашмалли тупӑннӑ. 73-ри кинмейрен пӗри теприн ҫынсен умӗнчех усал сӑмахпа вӑрҫса пӗтернӗ иккен. Унӑн тантӑшӗ те аптӑраса ӳкекен йышши пулман, вӑл лешне телефонти видеопа ӳкерсе илнӗ. «Вӑл мана кӳрентерчӗ», — тесе ватӑ ҫын пакунлисенчен пулӑшу ыйтас тенӗ. Йытӑпа кушак пек пурӑнаканскерсен тавлашӑвӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫ малтан прокуратурӑна, кайран суда ҫитнӗ. Тантӑшне усал сӑмахпа кӳрентерсе пӗтернӗ карчӑка суд административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Ӑна 3 пин тенкӗ штраф хурса пама йышӑннӑ. Халӗ ватӑ ҫыннӑн кӗсьене ҫӳхетме тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри управленийӗн сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре паян, юпа уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, ирхи пушарта 68 ҫулти арҫын вилнӗ. Инкек Сӗнтӗрвӑрри хулинче пулса иртнӗ. Пушар уйрӑм ҫын килӗнче ирхи икӗ сехетре алхасма тытӑннӑ. Ҫунакан пӳртрен хӗрарӑм хӑй тӗллӗнех тухса ӗлкӗрнӗ-ха, ӑна ҫапах та тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулса тухнӑ. Арҫын вара пӳртрен тухайман, унӑн пурнӑҫӗ татӑлнӑ. Пушара сӳнтерме Инкеклӗ ӗҫсен министерствин тӑватӑ техникипе 8 специалисчӗ вырӑна пырса ҫитнӗ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх хакласан, пӳртрен ним те юлман темелле, кӑшӑлӗ ҫеҫ ларать. Специалистсем малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, килте ҫутӑ пӑралукӗ юсавсӑр пулма пултарнӑ. Чӑн сӑлтава пушарпа техника экспертизи туса ирттернӗ хыҫҫӑн ҫеҫ татса калайӗҫ. Унсӑр пуҫне судпа медицина экспертизи ирттерме те палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Шупашкарта пӗр машина икӗ ачана чутах таптаса кайман. Пӑтӑрмах Коммуналлӑ слобода урамӗнче пулса иртнӗ. Ҫав самант тепӗр водителӗн авторегистраторӗ ҫине лекнӗ. «Аутлендер» автомобиль 12-мӗш шкул патӗнче светофорӑн симӗс ҫутипе каҫакан икӗ ача ҫине чутах пырса кӗмен. Кроссовер светофорӑн хӗрлӗ ҫутине пӑхӑнмасӑр малалла вӗҫтернӗ. Темле майпа вӑл тормоза пусса ӗлкӗрнӗ — машина ачасем ҫине пырса кӗрсе каяйман. Видеорегистратор «Mitsubishi Outlander» автомобиль ҫул хӗресленнӗ вырӑнта светофорӑн хӗрле ҫутине пӑхмасӑрах каҫса кайма тӑни курӑнать. Ҫав вӑхӑтра ачасем светофорӑн симӗҫ ҫутипе ним пулман пек ҫул урлӑ каҫнӑ. Ку ачасем кипкепе ҫуралнӑ тесси ҫеҫ юлать. Ахальлӗн чипер ҫӗртех шар курма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Ҫӗрпӳ округӗнче паян пулӑҫ путса вилнӗ. Инкек Паваркасси ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. 1959 ҫулта ҫуралнӑ арҫын Кӗҫӗн Ҫавал юханшывӗнче пулӑ тытнӑ чухне путса вилнӗ. Ҫакна ял ҫыннисем курнӑ, унӑн виллине ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Ку ӗҫ-пуҫ тӗлӗшпе тӗрӗслев пырать. Следовательсем инкек вырӑнне пӑхса тухнӑ. Ҫапла пӗлтерет Раҫҫей Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
