Пӑтӑрмахсем
![]() Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче, патшалӑхӑн автоинспекцийӗн ҫул-йӗр службин экипажӗ ҫул хӗррипе Муркаш районӗнче ҫул хӗррипе утса пыракан ватӑ арҫынна асӑрханӑ. «Автанкасси – Муркаш - Чикме» ҫулпа патруле тухнӑ экипаж ватаран пӑрӑнса иртмен, чаранса вӑл ӑста кайма тухнипе кӑсӑкланнӑ. Арҫын Муркаш районӗнчи Йӳҫкассинчи ваттисемпе сусӑрсен интернат-ҫуртӗнчен темисе сехет маларах тухса кайнӑ, вӑл 10 километр ытла кайма ӗлкӗрнӗ иккен. «Ватӑ ҫын машинӑсем вӑйлӑ, йышлӑ ҫӳрекен ҫул хӗррипе утса пынине шута илсен инкке лекес хӑрушлӑх та пулнӑ. Ҫавӑнпа эпир ӑна тӗл пулни пите вырӑнлӑ пулчӗ», - класа кӑтартнӑ Алексей илларионов аслӑ инспектор. Ватӑ ҫынна интерната кайса леҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() «Контактри» сӑн Паян ирхине Шупашкара каллех Украинӑн икӗ беспилотникӗ тапӑннӑ. Пӗри «ВНИИР»-ӑн пушӑ ларакан ҫурчӗ тӑррине ӳкнӗ (вӑл ҫӗртме уйӑхӗнче БПЛА ӳкнӗ хыҫҫӑн ӗҫлеме чарӑннӑ), тепри Лапсар тӑкӑрлӑкӗнчи хута каякан склада сиенлетнӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, шар курнӑ ҫынсем пулман, службӑсем ӗҫлеҫҫӗ. Хальлӗхе Чӑваш Енре мобильлӗ интернет ҫук. Ку ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин Чӑваш Енри управленийӗ пысӑк суммӑлӑх улталанӑ тӗслӗхпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Фирмӑсенчен пӗрин ертӳҫи Ӑслӑлӑхпа техника сфери енӗпе аталанма пулӑшакан фонда ӳсентӑран чӗртаварне туса илмелли хатӗр туянма заявка панӑ. Анчах ӗҫне пурнӑҫламан. Пысӑк технологиллӗ обордовани туянман, проекта хутшӑнакансене ученӑй ячӗсене суйса парса тухнӑ, ӗҫе пурнӑҫлани пирки суя отчетсем тунӑ. Ҫапла вара фирма 2019 тата 2020 ҫулсенче уйӑрса панӑ укҫана патшалӑха улталаса илнӗ. Тӑкак виҫи - 3,5 миллион тенкӗ ытла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Патшалӑх автоинспекцийӗ тунӑ сӑн Ӗнер Шупашкар ҫывӑхӗнче Вӑрнар ҫулӗ ҫинче 85 ҫулти старике машина ҫапса кайнӑ. Ватӑ арҫын «Мебельщик» чарӑну патӗнче «зебрӑпа» ҫул урлӑ каҫма тӑнӑ. Ун ҫине «Хендай» пырса кӗнӗ. Старике тӳрех пульницӑна илсе кайнӑ. Анчах, шел те, тухтӑрсем темле тӑрӑшсан та унӑн пурнӑҫне ҫӑлса хӑварайман. Ҫакӑ паллӑ: водитель ӳсӗр пулман. Вӑл руль умӗнче 25 ҫул ытла ларать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Муркаш районӗнчи Шомикри иртернат-ҫурт директорӗ пулнӑ ҫынна суд тенкелӗ ҫине лартнӑ. Ӑна РФ Пуҫиле кодексӗн 160-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе тата 187-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе айӑпланӑ. Экс-директор интернатра пурӑнакан ҫынсен пенсийӗн пӗр пайӗпе усӑ курнӑ, вӗсем валли тавар туяннӑ пек туса суя килӗшӳсем тунӑ. Хӗрарӑм ватӑсене 420 пин ытла тенкӗлӗх шар кӑтартнӑ. Пӗтӗмпе вӑл 114 ҫынна улталанӑ. Хӗрарӑма тӗрмене хупса хумасӑр 3 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарнӑ. 100 пин тенкӗ штраф хурса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() yandex.ru/search/?text=чебоксары+36+детский+сад сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Ленин районӗнчи прокуратура хулари 36-мӗш ача пахчи япӑхса кайни пирки халӑх тетелӗнче ҫырни тӑрӑх пӗлнӗ те тӗрӗслев ирттернӗ. 1950 тата 1975 ҫулсенче туса лартнӑ корпуссенчен тӑракан ача пахчинче, чӑн та, тӗплӗ юсава ҫурта хута янӑранпа та ирттермен иккен. Кӑлтӑк ача пахчи патне пымалли ҫул япӑхса кайнинченех пуҫланнӑ. Вӑл темиҫе ҫул каяллах шӑтӑк-путӑкланса пӗтнӗ пулин те вӗренӳ учрежденийӗн ертӳҫисем кун пирки яваплисене пӗлтермен, кӑлтӑка пӗтерме ҫине тӑман-мӗн. Шалта вара стена та, урай та, мачча та, чӳрече рамисем те япӑхса пӗтнӗ. Унсӑр пуҫне кантӑк ваннӑ вырӑнсем те пулнӑ. Прокуратура кӑлтӑка пӗтерме ыйтса хула администрацине хут ҫырса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Ултавҫӑсен капкӑнне темле майпа та ҫакланакан пур. Шупашкар хулинче пурӑнакан 22 султи хӗр патне почта уйрӑмӗнче тесе шӑнкӑравланӑ та посылкӑна илме епле меллӗрех тесе кӑсӑкланнӑ. Тата меллӗрех пултӑр тесен ятарлӑ каҫӑпа иртсе приложенире регистрациленме сӗннӗ. Хер темиҫе хутчен те пароль ҫырса пӑхнӑ, регистрациленме май килмен. Темиҫе минутран хӗр патне урӑх ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл ӑна унччен Украинӑри аферистсемпе калаҫни, халӗ вӗсем унӑн даннӑйӗсемпе усӑ курса асӑннӑ ҫӗршыва пулӑшассине пӗлтернӗ. Ун пек ан пултӑр тесен хӑш-пӗр ӗҫ пурнӑҫлама ыйтнӑ. Ҫав шутра видеоҫыхӑнупа вшшӗ-амӑшӗн хваттерӗнче шырав ирттерме, пухса пынӑ укҫана кӑтартма, вӗсене тӗрлӗ счет ҫине куҫарма, микрозайм илсе ӑна та куҫарса пама. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти ҫамрӑк стоматолог 3 миллиона яхӑн тенкӗсӗр тӑрса юлнӑ. 25-ри хӗр-стоматолог патне «Раҫҫӗй Почтинчен» текен ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл ӑна йӑнӑшпа налук уведомленийӗ ярса панине пӗлтернӗ, патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче мессенджер урлӑ регистрациленсе йӑнӑша тӳрлетме ыйтнӑ. Стоматолог ултавҫӑсем ҫынсене шӑнман пӑрпа лартса ямалли ҫӗр тӗрлӗ меслет пӗлнине тӗшмӗртнӗ пулин те хӑйӗн патне шӑнкӑравлакан каланине итленӗ. Кӗҫех ун патне патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталне Украинӑри номерпе кӗни пирки хыпрлакан ҫыру электрон почтӑпа ҫитсе выртнӑ. Пӑлханса ӳкнӗ хӗрарӑм электрон ҫырура кӑтартнӑ «техслужба» номерӗпе шӑнкӑравланӑ та ӑна кредит илсе укҫана шанчӑклӑ счет ҫине куҫарса яма ӳкӗте кӗртнӗ. Пӗр кунта мар, темиҫе куна тӑсӑлнӑ ҫак пӑтӑрмах. Стоматолог ҫапла майпа кредит илнӗ укҫана та (ӑна вӑл автомобиль салука хывса илнӗ), хӑй пухнине те, пурӗ 2,9 миллион тенке ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Улатӑр хулинче ӗнер ирхине уйрӑм ҫуртра пушар тухнӑ. Вут-ҫулӑм кухньӑра алхаснӑ, вал пӳрт ҫиивиттине кӑштах сиенлетнӗ. Пушара сӳнтерме пырса ҫитнӗ специалистсем 83 ҫулти кинемее пӳртрен тухма пулӑшнӑ. Ватӑ ҫын шар курман. Пушара сӳнтерме 9 ҫын тата 2 техника хутшӑннӑ. Пушар 8 тӑваткал метр лаптӑка сиен кӳнӗ. Малтанласа палӑртнӑ тӑрӑх, пушар апат пӗҫерме лартсан тимсӗр пулнӑран тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Пӑтӑрмахсем
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Тӑвай округӗнчи Чутей ялӗнче 63 ҫулти арҫыннӑн пурнӑҫӗ пушарта татӑлнӑ. Ку инкек ӗнер ялти Гагарин урамӗнче пулнӑ. Пушар 50 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче алхаснӑ. Шел те, кил хуҫи пушартан тухса ӗлкӗреймен. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫулӑм пирус асӑрханмасӑр туртнӑран тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.07.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Пугачёв ҫарӗ Кӑрмӑша тытса илнӗ. | ||
| Орлов Пётр Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Павлов Иван Павлович, чӑваш чӗлхеҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |