Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ҫывӑракан ватӑн укҫине вӑрланӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 02.09.2026 09:27 | 34 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
чеб.ру сӑнӳкерчӗкӗ
чеб.ру сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗнӗ Шупашкар хӗрарӑмӗ урамра ӳсӗр ҫывӑракан пӗлӗшӗн укҫине вӑрланӑ. Халӗ ҫавӑншӑн ӑна тӗрмене хупса хумасӑр ҫулталӑклӑха ирӗкрен хӑтарма йышӑннӑ.

Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакан пӗр пенсионерка пенсин пер пайне кашни уйӑхрах пухса пынӑ. Ӑна вӑл банкра тытман, ялан ҫумра илсе ҫӳренӗ. Пухнӑ укҫапа вӑл хваттер юсас тенӗ.

Пӗр кунхине хӗрарӑм 250 тенкӗ укҫа, карас телефонӗ тата хутаҫри 235 пин тенкине илсе уҫӑлма тухнӑ. «Бистро» кафене кӗрсе икӗ черкке эрех ӗҫнӗ. Тахҫан та пӗрре ҫеҫ ӗҫет-мӗн те часах ӳсӗрӗлсе кайнӑ. Кафере паллакан хӗрарӑма курсан унпа ӗҫме тытӑннӑ, кайран мӗн пулса иртнине астумасть.

Вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарти хула больницинче ҫеҫ тӑна кӗнӗ. Ҫипуҫӗ вараланса пӗтнӗ пулнӑ, пичӗ суранланнӑ, телефонпа укҫа ҫумра пулман.

Тӗпчев вӑхӑтӗнче ҫакна палӑртнӑ. Пенсионерка каҫхи 2 сехетре «Турист» суту-илӳ ҫурчӗ патӗнчен иртсе пынӑ чухне аптека тӗлӗнчи икӗ машина хушшинче персе аннӑ. Тепӗр сехетрен ӑна малтанхи пӗлӗш-хӗрарӑм тата икӗ арҫын асӑрханӑ. Хӗрарӑм укҫа хутаҫҫине кӗсьене илсе чикнӗ.

Ҫын укҫине илекенни судра ӗнентернӗ тӑрӑх, хутаҫра 30 пин ҫеҫ пулнӑ. Суд апла пулин те хӗрарӑмран тепӗр 205 пин тенке те шыраса илмелле тунӑ. Хӗрарӑмӑн пулӗмне тата телефонне арестленӗ.

#Ҫӗнӗ Шупашкар, #вӑрӑсем, #ӳсӗрсем, #укҫа-тенкӗ, #яваплӑх, #судсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем