Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ват ҫынтан кулма хушман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шӗнерпуҫ

Шӗнерпуҫ
Ял Пичура ятӑ ҫынтан пулса кайнӑ Пичура вӑл пуян ҫын пулнӑ тет.
Темиҫе ҫӗр ҫул каялла Шӗнерпуҫӗнче пӗр пуппа 6 ҫын пулнӑ-мӗн. Ултӑ ҫын пӗр пупа ахалех тӑрантарса пурӑннӑ тет. Пурӑнсан-пурӑнсан ултӑ ҫын таҫтан кайса хӗр вӑрласа килнӗ тет. Пурнӑҫ та ача тутарасси ҫинче анчах тытӑнса тӑрать. Кайран-кайран таемиҫе ҫултан хунаса пынӑ.
С.Павлов ҫырса илнӗ. ЧПГӐИ, I, 569, 7002, 116 л. Элле фончӗ

Шӗнерпуҫ
Шӗнерпуҫ ялӗ лапӑра ларать. Шӗнерпуҫ ял варринче Шӗнер ятлӑ шыв юхать. Ҫак Шӗнерпуҫ члӗ Шӗнер ятлӑ ял пуҫланнӑ ҫӗрте ларать. Пирӗн яла йӗри-таврипех ҫырмасем ҫавӑрса илнӗ. Тата сӗм вӑрман пулнӑ тет. Тӗрлӗ-тӗрлӗ кайӑксем, тискер кайӑксем пулнӑ тет. Ҫын кӗрсен вӑрмана каялла тухайман тет, ним сас-хурасӑрах пӗтнӗ тет. Асли Пичура ятлӑ пулнӑ тет, вӑталлӑххи Кукей ятлӑ пулнӑ тет, кӗҫӗнни Айтар ятлӑ пулнӑ тет. Вӗсен пӗр вӑкӑр питӗ пысӑк пулнӑ, ҫак вӑкӑр, те лайӑх астумантан, тарнӑ пулнӑ пулать. Шыранӑ-шыранӑ, тупайман виҫҫӗшӗ те. Аслӑ пиччӗшӗ тухса каять тет шырама Атӑл еннелле.
Пырса кӗрет тет пӗр сӗм вӑрмана, лайӑх курӑк ешернӗ ҫӗре. Ҫак Пичурасен вӑкри ҫав тӗлте пулнӑ тет. Аслӑ ывӑлӗ Пичура ҫав тери тӗлӗнсе кайнӑ ҫав вырӑнтан. Шут тытнӑ ку унта пурӑнма. Вара ҫав кунтанах Пичура хӑйӗн вӑкӑрӗпе юлнӑ пурӑнма.

А.Александров ҫырса илнӗ. ЧПГӐИ, I, 618, 99 л. Элле фончӗ


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Kharima тӳрлетнӗ, информацие 2017-03-10 09:37:26 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4479 хут пӑхнӑ. Ку страницӑна Администраторсем тӗрӗслемен. Тӳрлетӳсем ҫухалма пултараҫҫӗ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем