Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 23-мӗшӗнче, Чӑваш Енри паллӑ тӗрӗ ӑсти Мария Симакова пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ. Кун пирки паян Геннадий Иванов-Орков ӳнерҫӗ Фейсбукра пӗлтернӗ.
Мария Васильевна 1934 ҫулхи раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ. Ҫичӗ класс вӗренсе пӗтернӗ хыҫҫӑн колхозра, Шупашкарти стройкӑсенче ӗҫленӗ. 1955—1959 ҫулсенче мӑшӑрӗпе Казахстанра ҫерем ватнӑ ҫӗрте тӑрӑшнӑ. Тӑван тӑрӑха таврӑнса геологи разведкинче 1965 ҫулччен тимленӗ. Унтан вӑл «Паха тӗрӗ» хапрӑка ӗҫе вырнаҫнӑ. Шӑпах ҫавӑнта ентешӗмӗр хӑйӗн Турӑ панӑ пултарулӑхне туллин кӑтартма пултарнӑ. Унран, Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗнчен, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗнчен, РСФСР халӑх ӑстинчен, ыттисем вӗреннӗ.
(Геннадий Исаев художник ҫуралнӑранпа 95 ҫул ҫитнӗ май)
(«Чӑваш философийӗ. Чӑваш чунӗн философийӗ» кӗнекерен)
Г.И. Исаев (1925, раштав, 28 – 2007, чӳк, 15) философ пулнине туякансем, сӗмленекенсем, палӑртасшӑн ӑнтӑлакансем пулнӑ. Чӑваш ӳнер музейӗнче сӑрӑҫӑн куравне уҫнӑ чух (2005, раштав, 28) Александр Егоров Г.И. Исаева: «Вы великий философ», – терӗ. «Нашедший Будду» ятлӑ тӗрленчӗк пичетлерӗ (Ведомости Чувашской Республики, № 2 (98), 10–16 января 2006, с. 22). «Шалт тӗлӗнтерсе ярать: 80 ҫулхи ӑста чунӗпе иккен чӑн-чӑн… дзен-буддист» («К нашему потрясению, 80-летний мастер оказался в душе самым настоящим… дзен-буддистом»), – ҫырчӗ ӑслӑ та пултаруллӑ журналист. Атнер Петрович та хӑйӗн тӗрленчӗкне дзенпа ҫыхрӗ (Хусанкай А. Чувашский дзэн // ЛИК, 2007, № 1, с. 51–52.). «ЛИК» журналӑн ҫак номерӗнчех ман ӗҫ те кун ҫути курчӗ (Яковлев Ю. Тайновидец чувашской природы // ЛИК, 2007, № 1. с. 53–54.). Вулаканӑмӑр патне ман чӑвашла ҫырнисене ҫитерес килет: Яковлев Ю. «Кашни харпӑр хӑй ҫӗрӗ ҫинче туптӑр телей, пуянлӑх» // Хыпар, 1996, пуш, 5; «Чун вӗҫет…Чун…» (Геннадий Исаев художник Соломон патшапа тава кӗни пирки) // Ар, 2001, кӑрлач, 16, 3 (24) №; Сив ачи (Геннадий Исаев художникӑн чунӗнчи тата пултарӑвӗнчи сивлеклӗхӗн метафизикӑллӑ пӗлтерӗшӗ пирки) // Тӑван Атӑл – Ялав, 2006, 9 №, 143 – 146 с.
Мускавра пурӑнакан хӗр Инстаграмри хӑйӗн страницинче чӑвашла тумлантарнӑ пуканесене, тӑван халӑхӑмӑрпа ҫыхӑннӑ ытти сӑна тӑтӑшах вырнаҫтарать.
«Ырӑ ир пурне те! Пӗчӗк юлташсене чӑваш тумӗ питӗ хитре каять) Килӗшетӗр-и?», «Ытти халӑхӑн тӗрри те, паллах, питӗ илемлӗ. Анчах та тӑван япала капӑртарах та хитререх туйӑнать», — ҫапларах постсем ҫырать маттур пике хӑйӗн ӳкерчӗкӗсен айне.
Ксения Кошелева — Чӑваш Енри Йӗпреҫ районӗнчен. Халӗ Мускавра ӗҫлесе пурӑнать. Пултаруллӑ иллюстратор ӳкерме ачаранах юратнӑ, анчах биологипе географи учительне вӗренсе тухнӑ. Художество пӗлӗвӗ пулмасан та пӗлӗшӗсем ыйтсан кӗнекесене те хитрелетет.
Тӑван халӑхӑмӑрӑн пуян культурине юратасси Мускава куҫса кайсан тата ют ҫӗршывра пулса курнӑ, ытти культурӑпа паллашнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ.
Ксения планшетра ӳкерет. Унӑн ӗҫӗсем электрон мелпе упранаҫҫӗ. Ӗҫе пуҫӑнсанах пӗр ӳкерчӗкпе эрне таран ларма тивнӗ, халӗ 5-6 сехет татти-сыпписӗр ӗҫлесен вӗҫлет. Унӑн ӳкерчӗкне 40 пин тенкӗпе туянакан та пулнӑ.
Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ режиссер тата сценарист Владимир Галошев ӳкернӗ «Батальон моей Родины» документлӑ фильм Беларуҫ Республикинче ирттернӗ «Эпӗ кино ӳкеретӗп» конкурсра палӑрнӑ. Кинокартина «Ӗҫе хӑй юратнипе тӑвакан» номинацире пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Владимир Галошев тата вӑл тӑрӑхри паллӑ таврапӗлӳҫӗ Илья Трофимов хӑйсен тӑван ялӗнчен, Елчӗк районӗнчи Кушкӑран, фронта тухса кайнисене халалласа хӑй вӑхӑтӗнче кӗнеке кӑларнӑ. Кайран Владимир Галошев документлӑ фильм ӳкернӗ. Тыл ӗҫченӗсене халалланӑ фильмри рольсенче – артистсем мар, ял ҫыннисем.
Чӑваш автономи облаҫне йӗркеленӗренпе 100 ҫул ҫитнине халалласа халӑхсем хушшинчи телемарафон иртӗ. Ӑна «Чӑваш Республикин ют ҫӗршывсенчи культура кунӗсем» ят панӑ. Вӑл паян, раштав уйӑхӗн 21-мӗшӗнче, 18 сехетре пуҫланӗ.
Телемарафон тӗллевӗ – тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче сапаланнӑ чӑвашсене пӗрлештересси тесе ӗнентереҫҫӗ. Ӳнерӗн, культурӑн, мультимедиа технологийӗсен хальхи вӑхӑтри хатӗрӗсем пулӑшнипе калӑпӑшлӑ проект хатӗрлеме йышӑннӑ.
Онлайн-телемарафон 6 сехет пырӗ. Унта Раҫҫейри тата ют ҫӗршывсенчи чӑвашсен культурӑпа наци пӗрлешӗвӗсемпе ҫыхӑнӗҫ, чӑваш тымарӗллӗ паллӑ ҫынсем ҫыхӑнӑва тухӗҫ.
Трансляци НТРКн «Контактра» ушкӑнӗнче тата YouTube каналӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.
Германин тӗп хулинче, Берлинта, Шупашкарти кӑвакалсене кӑтартнӑ. Кун пирки Виктор Чугаров Фейсбукра пӗлтернӗ.
Чӑваш Енри фотограф сӑнланӑ кайӑксене Берлинта кӑна мар, Мюнхен хулинче те кӑтартнӑ.
Асӑннӑ ҫӗршыври ҫав хвласенчи метросенче «Foto des Tages» (Пӗр кунти сӑнӳкерчӗк) ярӑмпа тӗрлӗ илемпе паллаштараҫҫӗ. Шупашкар кӳлмекӗнчи кӑвакалсене нимӗҫсем ӗнер, раштавӑн 20-мӗшӗнче, пӑхса киленме пултарнӑ.
Аса илтерер: Виктор Чугаров режиссер-документалист тӗрлӗ ҫӗршывра, ҫав шутра Германире те, пулса «Чӑваш чӗлхи» фильм ӳкернӗччӗ.
Шупашкарти Ф.П.Павлов ячӗллӗ музыка училищин чӑвашла ҫырнӑ патриотизм юррисен фестивальне ирттерме хатӗрленет. Тӳрех палӑртар: вӑл онлайн-мелпе пулӗ.
Музыка училищи юлашки темиҫе уйӑхра капашсӑр пысӑк ӗҫ туса ирттернӗ. «Тӗнчери салтаксем» проекта пурнӑҫа кӗртме республика Элтеперӗн грантне тивӗҫнӗ. Проект авторӗ – Чӑваш Енӗн культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Светлана Ткаленко.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 75 ҫул ҫитнине халалланӑ проекта пурнӑҫласа вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче чӑваш композиторӗсем хайланӑ юрӑ-ҫемме электрон коллекцие пухнӑ. Платформӑра нота материалӗсемпе пӗрлех архив докуменчӗсем те вырӑн тупӗҫ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ «Чӑваш тӗрри – халӑх пуянлахӗ» курав уҫӑлнӑ. Ӑна халӑх пултаруллӑх кафедри тата «Паха тӗрӗ» фирма йӗркеленӗ. «Паха тӗрӗ» фирма директорӗн ҫумӗ Маргарита Павлова «Паха тӗрӗ» фирмӑн кунӗ-ҫулӗпе ҫыхӑннӑ кӑсӑклӑ пулӑмсемпе паллаштарнӑ. Ҫак паллӑ предприятипе хӑйсен кун-ҫулне Е. Ефремова, М. Симакова, Т. Петрова, Анастасия Андреева тата ытти нумай художник ҫыхӑнтарнӑ.
Вера Архипова пӗлтернӗ тӑрӑх, культурӑпа ӳнер институчӗн доценчӗсем Зинаида Вороновӑпа Раиса Васильева халӑх-йӑли йӗркине, хӑйне евӗрӗ тӗррине, ҫи-пуҫне упраса хӑварас тата ҫак ӗҫе ҫамрӑксене явӑҫтарас тесе нумай тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Надежда Воюцкая чӳк уйӑхӗн 25-мӗшӗнче 60 ҫул тултарӗ. Ҫав кун К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи дпама театрӗнче «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп» спектакль кӑтартӗҫ.
Надежда Воюцкая Вӑрнар районӗнчи Шинер ялӗнче ҫуралнӑ. 1983 ҫулта Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ Аслӑ театр училищинчен вӗренсе тухнӑ.
Вӑл калӑпланӑ сӑнарсем кашниех хӑйне евӗр. Сӑмахран, Борис Чиндыковӑн пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫатан карта ҫинчи хура хӑмла ҫырли» спектакльте вӗҫӗм хӳхлекен Марине ятлӑ ача ролӗнче вылянӑ. Вӑтӑр урлӑ каҫнӑ хӗрарӑма ача сӑнарне ӗнентерӳллӗн калӑплама ҫӑмӑл пулман, анчах тӑрӑшни сая кайман. Ку спектакльпе театр тӗрлӗ хулана ҫитнӗ, конкурссене хутшӑннӑ, сумлӑ вырӑнсем йышӑннӑ.
Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗ тӑван халӑхӑмӑрӑн тӗррипе паллаштаракан кӗнекесем ҫинчен каласа кӑтартма тытӑннӑ. Ятарлӑ ярӑма вӑл паян, чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Тӗрӗҫӗн кунӗнче, пуҫарнӑ. Ӑна пирӗн республикӑра туса хунӑ Чӑваш тӗррин кунне халалланӑ. Ку уява чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче палӑртма йышӑннӑ.
Чӑваш тӗррипе паллаштаракан кӗнекесем ҫинчен калакан ярӑма «Чӑваш тӗрри = Чувашские узоры» сайра тӗл пулакан кӑларӑм уҫать. Ӑна 1925 ҫулта Чӗмпӗрти Чӑваш педагогика техникумӗн Этнографи музейӗ кун ҫути кӑтартнӑ.
Альбома музейри чӑваш тумӗн ҫипуҫӗн тӗслӗхӗсемпе илемлетнӗ. Чӑваш тӗррин хӑйне евӗрлӗхӗпе Дмитрий Архангельский художник-график, краевед, педагог паллаштарнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |