Ҫӗртме уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ «Шупашкарти савни сывпуллашать» камит премьерине чӗнет. Вӑл «Шупашкарти савни» спектакль ярӑмӗн юлашки серийӗ пулӗ. Кун пирки театрӑн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Надежда Андреева пӗлтерчӗ.
«Шупашкарти савни» спектакле ҫирӗм ҫул ҫитсен ҫӗнӗрен лартнӑччӗ, «Шупашкарти савни 20 ҫул иртсен» камите курма ӳнер учрежденийӗ 2016 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче йыхравланӑччӗ.
Аса илтерер, 1991 ҫулта пуҫласа кӑтартнӑ ҫак камит авторӗ — Чӑваш Енӗн искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Николай Сидоров. Режиссерӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Вячеслав Оринов, художникӗ — Лариса Комиссарова, композиторӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Юрий Кудаков, ташшисене лартаканӗ — Чӑваш Енӗн халӑх артисчӗ Юрий Свинцов.
Ӗнер Шупашкарта пӗтӗм тӗнчери кинофестивӑль вун пӗрмӗш хутчен уҫӑлнӑ. Ҫав пулӑма Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев та ҫитсе курнӑ, сӑмах каланӑ.
Сӑмах калакансем татах пулнӑ-ха. Кинофорума хутшӑнакан илемлӗ фильмсен тӗп конкурсӗн жюри ертӳҫи, РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ, Раҫҫей халӑх артисчӗ, СССР патшалӑх премийӗн лауреачӗ Александр Прошкин темиҫе ҫул каялла Шупашкара пӗрремӗш хут килнине ӑшшӑн аса илнӗ. Вӑл Шупашкар ҫыннисем кинотеатра йышлӑ ҫӳренине палӑртнӑ. Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсӗнчи кинокритикӗ Нэнси Конди фестиваль пӗлтерӗшне пысӑка хурса хакланӑ.
Кинофестиваль «Холодное лето пятьдесят третьего» фильмпа уҫӑлнӑ. Унӑн режиссёрӗ — эпир маларах асӑннӑ Александр Прошкин.
Кинофорума фестивалӗн илемлӗх ертӳҫи Сергей Лаврентьев старт панӑ.
Пултаруллӑ Ирина Кузьмина юрист профессине алла илнӗ, халӗ ЧР Юстици министерствинче ӗҫлет. Унӑ пушӑ вӑхӑчӗ сахал пулин те вӑл чун киленӗҫне аталантарать. Ирина ҫӑмран картинӑсем ӑсталать.
Ҫак кунсенче вӑл тӗнче шайӗнчи ӳнер конкурсне хутшӑнса лауреат ятне тивӗҫнӗ. Ҫӑм акварелӗ техникипе ӑсталанӑ картинӑсем тӳрех тӑватӑ номинацире ҫӗнтернӗ. «Иккӗн» ӗҫ «Ҫын кӳлепи» номинацире мала тухнӑ, тӗнче шайӗнчи конкурсӑн гран-прине тивӗҫнӗ. «Пысӑк хула. Ҫумӑр» картина вара «Жанрсен синтезӗ» номинацире палӑрнӑ. Тепӗр икӗ картина - «Добермансем тата кӗркунне», «Хурӑнсем» - 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ.
Эксперт канашӗнче 45 ҫын пулнӑ. Вӗсем Раҫҫей, Евросоюз, Америка, Ази арт-индустри элчисем. Экспертсем пурте Чӑваш Енри ӳнерҫӗн ӗҫӗсене чи лайӑххи тесе палӑртнӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарта «Лашана шыва кӗртни» ятлӑ скульптура вырӑн тупма пултарать. Ҫак кунсенче хулари ӳнер канашӗн пайташӗсем Петр Пупин скульпторӑн проектне пӑхса тухнӑ. Скульптор ӑна «Спутник» микрорайонта вырнаҫтарма сӗнет.
Лаша ҫывӑхӗнче – виҫӗ ача. Ларӑва хутшӑннӑ ҫынсем вӗсенчен пӗринче Андриян Николаев космонавтӑн ача чухнехи сӑнне палӑртнӑ. «Грани» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫавна май скульптурӑна тата ятне улӑштарма та пултарӗҫ.
Петр Пупинӑн ҫак ӗҫӗ Кузьма Петров-Водкинӑн «Хӗрлӗ лашана шыва кӗртни» картинипе пӗр пекрех. Вӑл Третьковка галерейинче упранать. Пупинӑн ӗҫӗнче вара виҫӗ ҫаппа-ҫарамас ача лашана ҫӑваҫҫӗ.
Ӗнер Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн пӗчӗк залӗнче Елена Рябцеван «Юман» фильмне кӑтартрӗҫ. Шупашкарта иртекен пӗтӗм чӑвашсен «Асам» кинофестивалӗ тӑрӑх пӗлекен ҫак авторӑн черетлӗ ӗҫӗпе паллашма СССР халӑх артистки Вера Кузьмина таранах пуҫтарӑннӑ. Чӑваш тӗнчин ытти паллӑ ҫыннисем те, тӑван халӑхӑмӑрӑн киноӳнерне хаклакан куракан та йышлӑччӗ. «Ҫамрӑксен ҫӗнӗлле шухӑшлавӗпе паллашма тесех килтӗм», — терӗ ҫак йӗркесен авторне, сӑмахран, Надежда Осипова журналист.
Фильмра чӑваш сценин ҫутӑ ҫӑлтӑрӗсем тата Мускаври артистсем ӳкерӗннине эпир малтан пӗлтернӗччӗ-ха. Ӗнер вӗсенчен хӑшӗсемпе: Иосиф Дмитриев-Трерпа, Нина Яковлевӑпа, Вероника Айхипе — тӗл пулма май килчӗ.
Тепрехинче «Юмана» Мускавра кӑтартӗҫ.
Ӗнер, ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, Шупашкарти патшалӑх художество музейӗнче чӑваш художникӗ Петр Петров ҫуралнӑ кун, унӑн пултарулӑхӗпе паллаштаракан лекци-калаҫу иртнӗ. Сӑрӑ ӑстине Атнер Хузангай филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ метафизик тесе хаклать. Пухӑннисем умӗнче шӑпах вӑл сӑмах илнӗ те.
Петр Петров Елчӗк районӗнчи Ҫирӗклӗ Шӑхаль ялӗнче ҫуралнӑ. Ачалӑхӗ Казахстанра иртнӗ. Пӗр вӑхӑтра Дагестанра, Эстонире, Тыва Республикинче ӗҫлесе пурӑннӑ. Интервьюсенчен пӗринче вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ ашшӗ-амӑшӗ ҫерем ватма тухса кайнӑ. Ашшӗ геологи тӗпчевӗнче инженер пулнӑ, амӑшӗ ача пахчинче — воспитатель.
Петр Петров хӑйне чӑваш художникӗнчен ытла Шупашкар е Елчӗк художникӗ теме кӑмӑллани паллӑ. Унӑн портретсемпе натюрмортсем ҫукпа пӗрех. Ытларах ӗҫӗ — пейзаж.
Чӑваш халӑх, республикӑн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Айдар Хисамутдинов ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнине Чӑваш халӑх сайтӗнче Никита Сурский пӗлтернӗччӗ-ха. Унта вӑл вилӗм сӑлтавне кӑтартманччӗ. Ҫак самантра вара ҫак йӗркесен авторӗ ҫӗнӗ хыпар, халӑх тетелӗсенче тата форумсенче ун чухнех сарӑлнӑ сӑмах чӑна килнине пӗлчӗ. «Idel.Реалии» сайтра ӗнер ҫырнӑ тӑрӑх, артист ҫакӑнса вилнӗ.
Пултарулӑх ӗҫченӗсен хушшинче хӑйсенчен маттуртараххисене, ӑслӑраххисене, талантлӑраххисене юратманни-курайманни вӑрттӑнлӑх мар-ха. Айдар Хисамутдинова сцена ҫинче пӗрле тӑнисемех йӑштаса-муталаса-тӑлласа ҫитернӗ текен сӑмах та тӗнче тетелӗнче ҫӳрет.
36-ра ҫут тӗнчепе сывпуллашма шухӑш тытнӑ сцена ӑстин юлашки утӑмӗн тӗп сӑлтавне ҫапах та татса калаймӑпӑр.
Балет ӑсти мӗншӗн хӑй ҫине алӑ хунине тӗпчевҫӗсем тӗрӗслеҫҫӗ.
Елена Рябцева режиссерӑн нумай пулмасть ҫеҫ хатӗрлесе ҫитернӗ кӗске метражлӑ «Юман» фильмӗ Шупашкара килӗ. Ӑна ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнчи (унчченхи «Ҫеҫпӗл» кинотеатр) кинозалта 18 сехетре кӑтартӗҫ.
Драмӑпа паллашнипе пӗрлех ҫӗнӗ ӗҫе епле ӳкерни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Кун пирки Елена Рябцева Фейсбукра хыпарланӑ. Фильмра ӳкерӗннӗ Нина Яковлевӑпа тата Иосиф Дмитриевпа пуплеме те май килӗ.
Елена Рябцева Хусанти «Время кино» (чӑв. Кино вӑхӑчӗ) форума тата унти Кинематографистсен пӗрлешӗвӗн Ҫамрӑксен центрне тав тунине пӗлтернӗ. Мӗншӗн тесе шӑпах пӗлтӗрхи ҫав форумра проект пӗрремӗш вырӑн йышӑнса хӑйне валли ҫул уҫнӑ-ҫке. «Русская Фильм Группа» (чӑв. Вырӑс фильм ушкӑнӗ) корпорацие те режиссер тав тӑвать.
«Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗпе электрон документацийӗн архивӗ РСФСР тата Чӑваш халӑх артисткипе, Нина Яковлевӑпа, «Нина Яковлева: С театром навеки» (чӑв. Нина Яковлева: театрпа ӗмӗрлӗхе) электрон кӑларӑмра паллаштарать.
Хисепе тивӗҫ кӑларӑма «Чӑвашкинора» К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине те халалланине пӗлтернӗ.
Икӗ пайран тӑракан ӗҫре халӑх юратакан артисткӑн ачалӑхӗ, ҫамрӑклӑхӗ вырӑн тупнӑ. Мускаври театр ӳнерӗн аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ тапхӑра та аса илнӗ. Тата, паллах, театрти кун-ҫул. Тӗрлӗ сӑн ӳкерчӗкпе тата видеоматериалпа пуянлатнӑ.
Тӑван театра ҫаврӑннӑ ӳнер учрежденийӗнче Нина Яковлева 1961 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫак тапхӑрта вун-вун сӑнар калӑпланӑ. Кинора та, сӑмах май, ӳкерӗннӗ.
Пуш уйӑхӗн 28-31-мӗшӗсенче Хусанта «Время кино» (Чӑв. Кино вӑхӑчӗ) кинофорум пырать. Унӑн пӗрремӗш кунӗнчи «КиноProfi» секци вӑхӑтӗнче пӗлтӗр ҫулла Муркаш районӗнче Елена Рябцева режиссер ӳкернӗ «Юман» фильмпа хупӑ кӑтартура паллаштарнӑ.
Елена ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, каярах кинолентӑпа Мускавра (Шупашкарта ҫуралнӑ режиссер тата сценарист, сӑмах май, ҫӗршывӑн тӗп хулинче ӗҫлесе пурӑнать) тата Шупашкарта кӑтартӗҫ.
Драма жанрӗллӗ кинолента валли кӗвве Чӑваш Республикин халӑх поэчӗн Геннадий Айхин ывӑлӗ Алексей Айхи хайланӑ. «Кӗвве студире ҫыртарнӑ ӗнтӗ», — пӗлтерчӗ пире Елена.
Аса илтерер, кинофильмра Геннадий Айхин хӗрӗ Вероника ӳкерӗннӗччӗ. Унта вӑл «Ӑҫта каян, чӗкеҫ» юрра Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗпе, чӑваш халӑх артисткипе Нина Яковлевӑпа юрлать.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |