К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ 102-мӗш сезона юпа уйӑхӗн 10-мӗшӗнче уҫӗ. Театра юратакансем вӑл кун «Сурхури сӑри» спектакль кӑтартӗҫ.
Аса илтерер, ку ӗҫе театр сцена ҫине кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пуҫласа кӑларнӑччӗ. Шӑпах унпа театр 101-мӗш сезона хупнӑччӗ.
«Сурхури сӑри» спектакле Петр Осипов пьеси тӑрӑх лартнӑ. Унӑн режиссёрӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева. Кӗвӗ-ҫемӗпе Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ЧР патшалӑх премийӗн лауреачӗ Лолита Чекушкина илемлетнӗ. Художникӗ — Светлана Зверева, ташӑсене Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зоя Александрова лартнӑ.
Тулӑри Елена Сафиева ӳнерҫӗ Чӑваш патшалӑх художество музейне сивӗ фарфортан хатӗрленӗ керамикӑран хатӗрленӗ чечек ҫыххи парнеленӗ. Сивӗ фарфортан чечексем ӑсталакан керамика флорисчӗн музейра маларах «Диалог цветов» (чӑв. Чечексен пуплевӗ) курав ӗҫленӗ.
Курав хупӑнас умӗн художник Левитан натюрмортне тӗпе хурса хатӗрленӗ чечек ҫыххине парнеленӗ.
Маргарита Красотина журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, музейра ӗҫлекенсем ӗҫе Левитан художникӑн ӳкерчӗкӗпе юнашар вырнаҫтарма шухӑшлаҫҫӗ. Анчах хальлӗхе музейри вырӑс тата ют ҫӗршыв ӳнерӗн пайӗнче реконстуркци пырать.
Юсав ӗҫӗсене вӗҫлесен Елена Сафиеван парни сумлӑ музейра хӑйӗн тивӗҫлӗ вырӑнне тупӗ.
Паян, авӑн уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, РСФСР халӑх артисчӗн, Чӑваш АССР халӑх артисчӗн, К. Станиславский ячӗллӗ патшалӑх премийӗн лауреачӗн Виктор Родионовӑн асӑну хӑми патне чечек хунӑ.
Артиста хисеп туса театр актерӗсем, журналистсем, актерӑн тӑванӗсем пухӑннӑ. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн илемлӗх ертӳҫи, СССР халӑх артисчӗ Валерий Яковлев Виктор Родионова аслӑ артист тени сахал тесе хакланӑ. «Сцена хыҫӗнче вӑл пӗр сӑмах каласанах, ура ярса пуссанах ӑна тӑвӑллӑн алӑ ҫупса кӗтсе илетчӗҫ», — тенӗ вӑл. Унӑн уйрӑмах ӑнӑҫлӑ сӑнарӗсем камитсенче палӑрнине каланӑ.
СССР халӑх артисчӗ Вера Кузьмина Виктор Родионовпа пӗрле вӗреннӗ. «Унӑн Левитанла сасси, иниеллигентлӑхӗ, хӑйне епле тытни пурне те тыткӑнланӑ», — тенӗ Вера Кузьмина.
Паян театрта Виктор Родионовӑн астӑвӑм каҫӗ иртӗ.
Тури чӑвашсен музейӗнче (вӑл Муркаш районӗнче вырнаҫнӑ) Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗн Инна Лялинан куравӗ уҫӑлнӑ.
«Халӑх юррин янравӗ» курава художник халӑх юррисен сюжетне тӗпе хурса ӳкернӗ 28 ӗҫе тӑратнӑ.
Инна Лялина Йӗпреҫ районӗнче 1945 ҫулта ҫуралнӑ. Свердловскри архитектура институтӗнче вӗреннӗ. Инна Лялина – архитектор тата педагог-художник. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче, Чӑваш патшалӑх культура тата ӳнер институтӗнче, Мускаври патшалӑх культура тата ӳнер университетӗнче ӗҫленӗ.
Инна Лялина республикӑри, ҫӗршыври куравсене вӗҫӗмех хутшӑнать. Шупашкарта унӑн уйрӑм куравӗсем темиҫе те ӗҫленӗ. Тури чӑвашсен музейӗнче Инна Лялина ӗҫӗсен куравӗ кӑҫал маларах та уҫӑлнӑ. Н.В. Никольский музейӗнче те унӑн ӗҫӗсемпе паллашма пулать.
Чӑваш Енри паллӑ тележурналистӑн, драматургӑн, сӑвӑҫӑн, сценаристӑн Марина Карягинӑн ӗҫӗ Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале хутшӑнӗ.
Мероприяти Питӗр хулинче юпа уйӑхӗн 24-27-мӗшӗсенче иртӗ.
«Влюбленные в искусство» (чӑв. Ӳнере юратакансем) ят панӑ кинофестивале хутшӑнас кӑмӑллисем чылай ӗҫ тӑратнӑ. Вӗсем художниксемпе, кинематографистсемпе, музыкҫӑсемпе, балет артисчӗсемпе тата ыттисемпе паллаштарӗҫ.
Фестивалӗн программа директорӗ Виктория Цетлина Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, 300 ытла картинӑран чи лайӑххисене суйласа илме ҫӑмӑл пулман. «Тоня Стефанскаяпа иксӗмӗр 120-е яхӑн сехет видеопа паллашрӑмӑр», — тесе ҫырнӑ кинофестивалӗн программа директорӗ.
Суйласа илнӗ фильмсем хушшинче Марина Карягинӑн ӗҫӗ те пур. Кун пирки вӑл Фейсбукра пӗлтернӗ.
Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ «Нарспи» оперӑна ҫӗнетсе сцена ҫине кӑларӗ. Ӗҫе ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче хаклама май килӗ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн гранчӗпе Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗ оперӑна ҫӗнетсе хатӗрленӗ. Ӑна унччен курнисем малтанхи ӗҫпе танлаштарма пултарӗҫ.
Оперӑра Нарспи сӑнарне Надежда Степанова артист калӑплӗ, Сетнер сӑнарне — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Дмитрий Семкин. Театр ӳнерне кӑмӑллакансен пултаруллӑ ытти артист ӗҫӗпе те киленме май килӗ.
Режиссер-постановщикӗ — Раҫҫей искусство тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Раҫҫей тата Чӑваш Республикин халӑх артисчӗ Борис Марков. Оперӑна Елена Лемешевская режиссер тата балетмейстер ҫӗнетнӗ.
«Нарспи» опера — чӑвашсен паллӑ композиторӗн Григорий Хирбюн вилӗмсӗр ӗҫӗ. Композитор пурӑннӑ ҫулсенчех ӑна ӳнер ӑстисем пысӑка хурса хакланӑ. Ҫавна май часах вӑл чӑваш опера классики пулса тӑнӑ.
Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченне Эдуард Бахмисова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе наградӑлама йышӑннӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев паян алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута ЧР влаҫ органӗсен официаллӑ порталне вырнаҫтарнӑ.
Эдурад Бахмисов Патӑрьел районӗнчи Тури Чакӑра ҫуралса ӳснӗ. Хусанти педагогика институтӗнче физвоспитани тата географи факультечӗсенче вӗреннӗ. 1994 ҫултанпа 15 ҫула яхӑн Чӑваш наци музейне ертсе пынӑ.
Вӑл унта тимлеме тытӑнсан курав ӗҫӗ самай анлӑланнӑ. «Чебоксары знакомые и незнакомые» (чӑв. Паллакан тата палламан Шупашкар), «Чувашские узоры» (чӑв. Чӑваш тӗррисем), «Театр, актер, костюм» (чӑв. Театр, актер, тум), «Узоры веков. Этнокультурный портрет Чувашской Республики» (чӑв. Ӗмӗрсен эрешӗсем. Чӑваш Республикин этнокультура портречӗ) тата ытти курава халӑх кӑмӑлласа йышӑннӑ. Наци музейӗ ҫумӗнчи йӑла залне уҫас тата этнографи картишне йӗркелес шухӑша та вӑл пуҫарнӑ.
Шупашкарта классика музыкин «Берег классики» (чӑв. Классика ҫыранӗ) Пӗтӗм Раҫҫейри фестивалӗ иртӗ. Ӑна уҫӑ пӗлӗт айӗнче йӗркелессине пӗлтереҫҫӗ.
«Культура +» коммерци мар автономи учрежденийӗ хыпарланӑ тӑрӑх, фестиваль ҫурла уйӑхӗн 21-25-мӗшӗсенче пулӗ. Унта инструмент тата хор ушкӑнӗсем, ят-сум ҫӗнче илнӗ ӑстасемпе пӗтӗм тӗнчери конкурссенче палӑрнӑ ҫамрӑк лауреатсем хутшӑнӗҫ. Вӗсем Мускавран, Питӗртен, Екатеринбургран, Чулхуларан, Ҫӗнҫӗпӗртен, Чӗмпӗртен, ҫӗршывӑн ытти регионӗнчен килсе ҫитмелле.
Ку проекта музыка ӳнерӗнчи Раҫҫейӗн аслӑ йӑли-йӗркине упраса хӑварас, ҫамрӑк ӑстасене тупса палӑртас тӗллевпе йӗркелеҫҫӗ. Классика музыкин фестивальне Шупашкар 550 ҫул тултарнине халалланӑ.
Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче Владимир Мешков художник ҫуралнӑранпа пӗр ӗмӗр ҫитнине халалланӑ курав уҫӑлнӑ.
Владимир Мешков график, линогравюра ӑсти 1919 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Ҫатра Маркара ҫуралнӑ. Мешковсен ҫемйи пулас художник пӗчӗк чухне Ҫӗпӗре, Иркутск облаҫне, куҫса кайнӑ. 1935 ҫулта Красноярскра пурӑнма тытӑннӑ. Владимир Мешков малтанласа тӗрлӗ хаҫатра ӗҫленӗ. Вӑл — СССР художниксен союзӗн пайташӗ, РСФСР тата ЧАССР тава тивӗҫлӗ художникӗ, Чӑваш Республикин ӑслӑлӑхпа ӳнер наци академийӗн хисеплӗ пайташӗ. 2012 ҫулта пурнӑҫран уйрӑлнӑ.
Владимир Мешкова халалланӑ экспозици художникӑн 50 ӗҫӗнчен тӑрать. Вӗсем Чӑваш патшалӑх художество музейӗн архивӗнче упранаҫҫӗ. Курав ҫурла уйӑхӗн 18-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ 101-мӗш сезона хупма хатӗрленет. Ӳнер учрежденийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хальхинче чаршав утӑ уйӑхӗн 17-мӗшӗнче «Сурхури сӑри» премьерӑпа хупӑнӗ.
«Сурхури сӑри» спектакле Петр Осипов пьеси тӑрӑх лартнӑ. Куракан патне ӑна ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче пуҫласа ҫитернӗ. Ҫӗнӗ ӗҫ режиссёрӗ — Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Наталия Сергеева. Кӗвӗ-ҫемӗпе Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, ЧР патшалӑх премийӗн лауреачӗ Лолита Чекушкина илемлетнӗ. Художникӗ — Светлана Зверева, ташӑсене Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зоя Александрова лартнӑ.
Сӑмах май каласан, унччен театр сезона «Ялта» спектакльпе уҫса хупатчӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |