Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейне хулари ватӑсем кӑмӑлтан ҫӳреҫҫӗ.
Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу кӳрекен центра ҫӳрекен кинемисемпе мучисене унта тӑтӑшах илсе каяҫҫӗ. Шупашкар хулин кунӗ умӗн социаллӑ учрежденин кӑнтӑрлахи 2-мӗш уйрӑмне ҫӳрекенсем музейри экспонатсемпе паллашнӑ.
«Хамӑр историе пӗлмелле. Асаннесемпе кукамайсен арчинче упраннӑ япаласене музейра курма питех те хавас. Унта — пирӗн кун-ҫулӑмӑр, чӑваш халӑхӗн пуян эткерлӗхӗ», — палӑртнӑ музейра пулса курнӑ Марина Лямина ятлӑ кинемей.
Шупашкар районӗнчи «Ясна» этнокомплексра «Хӗрарӑм куҫӗ тӗслӗ тӗнче» плэнер иртет. Чӑваш Ен хӗрарӑмӗсем унта 14-мӗш хут пухӑннӑ.
Ку таранччен ӳнерҫӗсем республикӑри тӗрлӗ районта ҫак мероприятие ирттернӗ. Чӑваш Ен тулашӗнче те, Питӗрте, пулнӑ. Турцие кайса та картинӑсем ӳкернӗ. Хальхинче вара Шупашкар районӗнче пухӑнма шутланӑ.
Плэнер йӗркелӳҫи Светлана Кокель каланӑ тӑрӑх, унта хӗрарӑмсем юрлаҫҫӗ те, ларса калаҫаҫҫӗ те. Хӑй чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ, ӑна ӗҫтешӗсем ҫапла ӳкернӗ.
Плэнера тӗрлӗ ӳсӗмри хӗрарӑмсем хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал пӗтӗмпе – 14-ӑн. Гатчинӑри Татьяна Иванова-Ткаченко кашни ҫуллах чунӗ Чӑваш Ене туртнине палӑртнӑ. Вӑл 12-мӗш хут ӗнтӗ плэнера килет.
Пӗлтӗр плэнерта курав валли 500 ытла ӗҫ пухӑннӑ. Кӑҫал та унран кая мар пулӗ-тӗр.
Чӑваш Енӗн Наци музейӗ республикӑри тата чӑваш диаспорисенчи ал ӑстисен «Живи, узор чувашский» (чӑв. Пурӑн, чӑваш тӗрри) конкурсне ирттерессине пӗлтернӗ. Кӑҫалхи пултарулӑх ӑмӑртӑвӗн теми – «Салтак тутри».
Конкурс утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче пуҫланнӑ, вӑл юпа уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Унта хутшӑнакансем салтак тутрине тӗрлӗҫ.
Хатӗр ӗҫсене авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗччен Шупашкарти чӑваш тӗррин музейӗнче йышӑнӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене Чӑваш тӗррин кунӗнче чыслӗҫ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ Ача-пӑчан ӳнер шкулне уҫать. Унта шӑпӑрлансем 4 ҫултанах хореографие, вокала, актер ӑсталӑхне, прикладной ӳнерне вӗренме тытӑнӗҫ. Вӗсемпе аслӑ шкулӑн чи лайӑх преподавателӗсем ӗҫлӗҫ.
Институт ҫумӗнче халӗ те пултарулӑх студийӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗнчен вӗсене Ача-пӑчан ӳнер шкулӗ тавра пӗрлештерӗҫ.
Унта вӗренме кӗрес текенсем ҫак енсенчен пӗрне суйлама пултарӗҫ: «Attitude» классика балечӗн шкул-студийӗ, Театр ӳнерӗн студийӗ, «Виктория» вокал ӳнерӗн студийӗ, «Эткер — наследие» декораципе прикладной ӳнер студийӗ, «Сингл» хальхи вӑхӑтри юрӑпа музыка аталанӑвӗн студийӗ. Вӗреннӗшӗн укҫа тӳлемелле.
Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, 14 сехетре, Шупашкарти К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗнче Татьяна Иванова-Ткаченко художник куравӗ уҫӑлӗ.
Куравра ӑстан акварель техникипе ӳкернӗ живопиҫӗпе, пусмана ирӗклӗ мелпе тата батик техникипе илемлетнӗ композицийӗсем пулӗҫ. Пурӗ 40 ытла ӗҫ.
Татьяна Иванова-Ткаченко Шупашкарта, Чӑваш Республикин халӑх артисчӗн Петр Ивановӑн, ҫемйинче ҫуралнӑ. Шупашкарти ӳнер училищинче, В.И. Мухин ячӗллӗ аслӑ промышленность училищинче вӗреннӗ.
Питӗрти Художество фондӗнче, Декораципе прикладной комбинатӑн художество мастерскойӗсенче ӗҫленӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл Гатчина хулинчи Патшалӑхӑн экономика, финанс, право тата технологи институтӗнчи технологи факультетӗнче художество дисциплинисене вӗрентет.
Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министерстви тата Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗ Ача-пӑчан пӗтӗм тӗнчери культура форумне хутшӑнакан пултаруллӑ ачасен списокне хатӗрленӗ.
Форум Мускаври ВДНХра ҫурла уйӑхӗн 24-28-мӗшӗсенче иртӗ. Унта талантлӑ ачасемпе педагогсем тухса кайӗҫ.
Раҫҫейӗн кашни регионӗ хутшӑнакан форума пирӗн тӑрӑхран 12-17 ҫулсенчи 7 ача кайса курӗҫ. Республика делегацийӗн йышне Шупашкарти 1-мӗш музыка шкулӗнчи, Шупашкарти 1-мӗш ӳнер шкулӗнчи, Ҫӗнӗ Шупашкарти ача-пӑчан ӳнер шкулӗнчи, Елчӗкри ача-пӑча ӳнер шкулӗнчи, Шупашкарти 2-мӗш гимназири, Культура колледжӗнчи вӗренекенсем кӗнӗ. Вӗсем музыка, хореографи, театр, ӳнер искусстви енӗпе хӑйсен пултарулӑхне кӑтартӗҫ.
Чӑваш наци вулавӑшӗнче Чӑваш Енри художниксен союзӗн «Современники» (чӑв. Хальхи вӑхӑтрисем) куравӗ уҫӑлнӑ.
Унта ят-сум ҫӗнсе илнӗ ӑстасемпе пӗрлех ҫамрӑк талантсен пултарулӑхӗпе паллашма май пур. Ҫав йышра – Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ художникӗсем Владимир Нагорнов, Виктор Бритвин, Миша Григорян; чӑваш халӑх художникӗсем Константин Долгашёв, Раиса Терюкалова; Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ, Раҫҫейӗн ӳнер академийӗн член-корреспонденчӗ Александр Фёдоров; Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗсем Николай Андреев, Владислав Зотиков, Викентий Лукиянов, Александр Мухин-Чебоксарский; Чӑваш Енӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Эльвира Клементьева; Чӑваш Енӗн вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем Нина Алимасова, Ирина Рязанцева; Анна Бубнова, Сусанна Григорян, Константин Кокель, Александр Павлов, Наталья Шорнина тата ытти живопись ӑсти; ҫавӑн пекех И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн, Шупашкарти ӳнер училищин студенчӗсем.
Шупашкарти Татьяна Иванова пӗтӗм тӗнчери «Филантроп» премие тивӗҫнӗ. Ӑна культурӑпа ӳнер енӗпе ҫитӗнӳ тунӑ сусӑр ҫынсене параҫҫӗ.
Премие пама тытӑннӑранпа – 20 ҫул. Ҫав вӑхӑтра ӑна ҫӗнсе илессишӗн 36 ҫӗршыври тата Раҫҫейӗн мӗнпур регионӗнчи 10 пин ытла сусӑр конкурса хутшӑннӑ. 470 ҫын преми лауреачӗ пулса тӑнӑ.
Шупашкарти Татьяна живопиҫпе тахҫанах кӑсӑкланнӑ. 5 ҫул каялла 1-мӗш ушкӑнри инвалид пулса юлнӑ, ун чухне хӗр 80 процент таран суккӑрланнӑ. 2 ҫул каялла вӑл Шупашкар хулинчи халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центрне ҫӳреме тытӑннӑ. Унта вӑл чун киленӗҫӗпе тепӗр хут кӑсӑкланма пуҫланӑ.
Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнче ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри VI ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. «Современные тенденции музыкального и художественного образования: проблемы, технологии, перспективы» (чӑв. Музыка тата художество вӗрентӗвӗн хальхи вӑхӑтри туртӑмӗсем: ыйтусем, технологисем, малашлӑх) ят панӑскере культурӑпа ӳнер енӗпе вӗрентекен учрежденисен преподавателӗсем валли йӗркеленӗ. Мероприятире ҫӗршыври чи лайӑх практикӑсемпе паллаштарнӑ.
Тухса калаҫакансенчен хӑшӗсем хӑйсен сӑмахне чӑваш наци культурин пултаруллӑ ҫыннисене – Григорий Хирпӳ композитора, Тани Юн киноактрисӑна, Земфира Яковлева фольклор ӑстине тата ыттисене — халалланӑ. Доклада вӗсем «Выдающиеся деятели культуры и искусств Чувашской Республики» (чӑв. Чӑваш Республикин культурӑпа ӳнерӗн паллӑ ҫыннисем) ятарлӑ номинаци валли хатӗрленӗ.
Ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Чӑвашкино» киностуди «Чӑваш эпир пултӑмӑр» документлӑ фильм кӑтартнӑ. Ӑна Алексей Енейкин ӳкернӗ.
Документлӑ кинокартинӑна киностуди ӗҫченӗсем пӑхнӑ тата пахаланӑ.
Фильма 2021 ҫулхи ҫулла ӳкерме тытӑннӑ. Ӑна В.Г. Родионов паллӑ ӑсчах пурнӑҫӗпе пултарулӑхне халалланӑ. Документлӑ киноӗҫе киностуди «Ҫынсем – легендӑсем» ярӑмпа хатӗрленӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |