Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн тӗп художникӗ Валентин Федоров кӑ,алхи утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче 60 ҫул тултарнине эпир пӗлтернӗччӗ. Юбилее театрта ӗнер паллӑ тунӑ. Унта Петр Чайковскин «Спящая красавица» балетне кӑтартнӑ.
Художник тӗрлӗ жанрлӑ (опера, балет, оперетта, мюзикл, драма спектаклӗ, концерт) ӗҫсене илемлетнӗ. Вӗсене Мускаври, Ҫӗнҫӗпӗрти, Курскри, Екатеринбургри, Чулхулари, Улан-Удэри, Аҫтӑрханти, Кемӗрти, Шупашкарти ҫеҫ мар, Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчи сценӑсем ҫинче лартнӑ. Ӳнер ӑстисем каланӑ тӑрӑх, «Спящая красавица» балет художникӑн ҫапах та чи вӑйлӑ ӗҫӗсенчен пӗри шутланать. Унпа Пӗтӗм тӗнчери XX балет фестивальне уҫнӑ.
Питӗр хулинчи Чӑваш тӗррин тата ремеслисен центрӗ Евгения Жачева ячӗпе хисепленӗ. Ҫакӑн пек йышӑннӑ Питӗр хулинчи чӑвашсен наципе культура автономийӗ хӑйӗн анлӑ ларӑвӗнче. Мероприятие Валериан Гаврилов ертсе пынӑ.
Ларура Чӑваш тӗррин тата ремеслисен центрне уҫма йышӑннӑ. Ку шухӑша темиҫе ҫын: А.Н. Бахматов, В.А. Гаврилов тата А.Т. Челнокова — сӗннӗ.
Питӗрти Чӑваш тӗррин кружокӗ юлашки ҫулсенче хӗрӳ ӗҫлеме тытӑннӑ, вӑл куравсем те йӗркелет. Экспонатсен пысӑк коллекцине Евгения Жачева ӑста парнеленӗ. Ҫурла уйӑхӗнче Питӗр хулинчи йӑхташӑмӑрсен делегацийӗпе тӗл пулнӑ чух Евгения Николаевна унта чӑваш тӗррин ялан ӗҫлекен кружокне йӗркелеме сӗннӗ. Вырӑнтисем хаваспах килӗшнӗ.
Центрта тӑватӑ ӑста тӑрӑшӗ: Анастасия Бахматова (шӑрҫаран эрешлессипе), Алевтина Челнокова (ҫыхассипе), Нина Павлова (пиҫиххисем ӑсталассипе), Наталья Михайлова (тӗрлессипе). Центрӑн ҫумпредседателӗ пулма Анастасия Бахматововӑна тата Наталья Михайловӑна шаннӑ.
Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарти художество музейӗнче «Савнӑ Шупашкар» курав уҫӑлнӑ. Ӑна Чӑваш художникӗсен союзӗн пайташӗсен ӗҫӗсенчен хатӗрленӗ. Курав живопись, скульптура тата графика ӑстисен нумай енлӗ пултарулӑхӗпе паллаштарать.
Музейре пӗлтернӗ тӑрӑх, союз ӳнершӗн чӑннипех пӗлтерӗшлишӗн, рекламӑшӑн, ят-сумшӑн, арт-рынок шухӑшне шута илмесӗр ӗҫлеме тӑрӑшнӑ ялан. Чӑн-чӑн профессионалсем хӑйсенчен ҫирӗп ыйтаҫҫӗ.
Курава художество музейӗн директорӗ Геннадий Козлов уҫнӑ. Чӑваш художникӗсен союзӗн председателӗ Наталия Соловьева, искусствоведени кандидачӗ Юрий Викторов, республикӑри Художниксен союзӗн председателӗ Владимир Нагорнов тата ыттисем сӑмах каланӑ.
Чӑваш студенчӗсем Казахстанри курава хутшӑннӑ. «Art-yurta» пӗтӗм тӗнчери онлайн курав-конкурса Атюбинскри К. Жубанов ячӗллӗ университетӑн 85 ҫулхи юбилейне халалланӑ.
Курава Казахстанри, Туркменистанри, Венгрири тата Раҫҫейри аслӑ шкулсенчи 200 ытла студент хутшӑннӑ. Шупашкарти И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн технологипе экономика факультечӗн ҫамрӑксем те куравра палӑрнӑ. II степеньлӗ диплома Мария Семенова тата Дарья Михеева тивӗҫнӗ, конкурса хутшӑнни ҫинчен калакан дипломпа Рената Яруллинӑна хавхалантарнӑ.
Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗнче иккӗмӗш сӗрме купӑсҫӑсен ушкӑнӗн солисчӗ пулса ӗҫленӗ Геннадий Хазанзун пурнӑҫран уйрӑлса кайнӑ.
Геннадий Хазанзун 1951 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Омскра ҫуралнӑ. Архангельск облаҫӗнчи Котлас хулинчи музыка шкулӗнче, Шупашкарти Ф.П. Павлов ячӗллӗ музыка училищинче Раҫҫейӗн ӳнер тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Захар Шапиро профессор патӗнче вӗреннӗ.
1974 ҫулта театрӑн симфони оркестрӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Темиҫе теҫетке ҫул вӑл иккӗмӗш сӗрме купӑссен ушкӑнӗн концертмейстерӗ пулнӑ. Оркестрӑн инспекторӗ пулса чылай ҫул ӗҫленӗ, театрӑн ӳнер канашӗн йышне кӗнӗ.
Юпа уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 16 сехетре, Чӑваш патшалӑх художество музейӗнче «Моисей Спиридонов. От замысла к воплощению» курав уҫӑлӗ.
Чӑваш АССР халӑх художникӗ, ЧАССР тата РСФСР искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Моисей Спиридонов ҫуралнӑранпа ҫурла уйӑхӗн 24-мӗшӗнче 130 ҫул ҫитрӗ. Вӑл чӑваш профессионал ӳнер искусствине йӗркелесе яраканӗсенчен пӗри пулнӑ.
Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрваш ялӗнче ҫуралнӑскер ялти икӗ класла шкултан вӗренсе тухса Хусан ҫывӑхӗнчи Шушурари уйрӑм ҫын шкулӗнче ӑс пухнӑ. Хусанти ӳнер шкулӗ хыҫҫӑн вӑл Питӗрти Ӳнер академийӗ ҫумӗнчи ӳнерӗн аслӑ училищинче тата педагогика курсӗнче вӗреннӗ.
Ӗнер Волгоград хулинче ҫарпа патриот фильмӗсемпе программисен пӗтӗм тӗнчери вуннӑмӗш телефестивальне пӗтӗмлетнӗ. Унта «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗн фильмӗ тивӗҫлипе хутшӑннӑ.
Марина Карягина режиссерӑн тата сценаристӑн Сергей Мышев, Владимир Сергеев, Виктор Степанов тата Екатерина Янгалакова операторсемпе, Карина Петрова монтаж режиссерӗпе, Владимир Неверов тата Сергей Блинов сасӑ режиссерӗсемпе пӗрле хатӗрленӗ «О чем молчат куклы деда Тероша» документлӑ фильмӗ «Чи лайӑх телеочерк» номинацире ҫӗнтернӗ.
«Коронавирус кӑҫал пуҫтарӑнма памарӗ, анчах фестиваль пӗрех иртнӗ. Парнисене почта урлӑ ярса парӗҫ. Пӗрле савӑнар: эпир - авалхи хӑватлӑ халӑх ачисем», — тесе хыпарланӑ Марина карягина Фейсбукра.
Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакансем ҫакна тахҫантанпах кӗтнӗ. Уйрӑмах – ачасем, педагогсем. Нумаях пулмасть унта Ачасен ӳнер шкулне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ.
Шкула кӑҫал ҫу уйӑхӗнче юсаса ҫӗнетме тытӑннӑ. Кун тӗлӗшпе федераци тата республика хыснисенчен 20 миллион ытла тенкӗ уйӑрнӑ. Юсав вӑхӑтӗнче ҫуртӑн тул тата шал енне ҫӗнетнӗ, тӑррине, коммуникацисене улӑштарнӑ, пӳлӗмсем те халӗ ҫутӑ та хӑтлӑ.
Пӗр сӑмахпа каласан, кунта ачасем пултарулӑх енӗпе ҫанӑ тавӑрса ӗҫлеччӗр, район чысне тӗрлӗ конкурсра хӳтӗлеме тивӗҫлипе хатӗрленччӗр тесе тӑрӑшнӑ.
Чӑваш художникӗсен союзӗ 85 ҫул тултарнине халалласа ӗнер, авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче, юбилейлӑ курав курав уҫӑлнӑ. Вӑл юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
Ӗнерех Чӑваш Енри художниксен союзӗн ҫӗнӗ ертӳҫипе паллаштарнӑ. Маргарита Красотина журналист Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, союза ертсе пыма Владимир Нагорнов (Тутимӗр Сувар) скульптора шаннӑ. 150 ытла художникран сасӑлава 93-ӗн хутшӑннӑ. Чылайӑшӗ Нагорновшӑн пулнӑ.
Владимир Нагорнов — республикӑри чи паллӑ скульпторсенчен пӗри. Унӑн ӗҫӗсем хушшинче монументсем, портретсем, рельеф композицийӗсем пур. Раҫҫей тата Пушкӑртстан тава тивӗҫлӗ, Чӑваш халӑх художникӗ, Чӑваш Республикин Патшалӑх премийӗн лауреачӗ.
Шупашкарта ҫулсерен ирттерекен пӗтӗм тӗнчери кинофестивале килес ҫул хӑҫан ирттересси паллӑ. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев паян алӑ пуснӑ.
Кинофестивале Раҫҫейри халӑхсен культурипе паллаштарас тӗллевпе ҫулсерен ирттереҫҫӗ. Килес ҫулхи кинофестиваль ҫу уйӑхӗн 20-26-мӗшӗсенче иртӗ.
Мероприятие йӗркелесе ирттерессишӗн Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗ яваплӑ. Ҫакна хушура палӑртса хӑварнӑ. Вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсемпе тӗрлӗ харпӑрлӑх формӑллӑ организацисене те кинофестивале йӗркелеме хутшӑнма сӗннӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (19.09.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 754 - 756 мм, 10 - 12 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Жакова Вера Николаевна, Пӑрачкав районӗнче ӳснӗ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Симаков Александр Иванович, живописец ҫуралнӑ. | ||
| Ямаш Владимир Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |