Паян, нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Анатолий Данилов художникӑн «Зов земли родной» (чӑв. Тӑван ҫӗр йыхравӗ) куравӗ уҫӑлӗ.
Анатолий Васильевич — Чӑваш Республикин халӑх художникӗ, Раҫҫей Федерацийӗн аслӑ шкулӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ, педагогика наукисен кандидачӗ, ЧППУн профессорӗ, Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ ҫынни.
Ҫак тарана ҫитсе Анатолий Данилов пилӗк теҫеткене яхӑн курав йӗркеленӗ. Вӗсене хамӑр республикӑра ҫеҫ мар, ют ҫӗршывсенче те уҫнӑ. Паянхи курав шучӗпе шӑп та лӑп аллӑмӗш пулӗ. Унта художник тӑван тӑрӑхне, Хӗрлӗ Чутай районне, сӑнланӑ ӳкерчӗксем пулӗҫ. Вӗсене пейзаж тата натюрморт жанрӗпе ӳкернӗ.