Иртнӗ шӑматкун «Аталану» ассоциацийӗнче лекци иртнӗ. Ачасене чӑвашла ӳстерес тата вӗрентӳре чӑваш чӗлхипе усӑ курассине аталантарас тӗллевпе йӗркеленӗ пӗрлӗх пайташӗсен умӗнче Елена Суслова нейропсихолог доклад каланӑ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫын хӑйӗн тымарӗсене пӗлнипе пӗлменни ун пурнӑҫӗ ҫине мӗнле витӗм кӳни пирки каласа панӑ. Хӑйсен чӑвашлӑхӗнчен тарман ҫынсем хӑйсене кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен лайӑхрах туйнине унӑн тӗпчевӗ палӑртнине пӗлтернӗ.
Елена Суслова хӑйӗн пурнӑҫӗнчи саманчӗсене те илсе кӑтартнӑ. 2011 ҫулччен, Мускав лекиччен, имӗш вӑл хӑйӗн чӑваш тымарӗсене палӑртма юратман, пытарма тӑрӑшнӑ. Ют тӑрӑха лексен ҫеҫ хӑйӗнче чӑваша тупма пултарнӑ, именме пӑрахнӑ. Енчен те малтан хӑйӗн ҫуралнӑ вырӑнне «Чулхулапа Хусан хушшинче» тесе палӑртнӑ пулсан, Мускавра тӑватӑ ҫул пурӑннӑ хыҫҫӑн кӑна ҫуралнӑ кӗтесӗ Шупашкар пулнине калама хӑват тупнӑ. Ачасене чӑвашла вӗрентсе ӳстерес кӑмӑл тупнисене Елена лекци-семинарта шӑп та лӑп хӑйсен тымарне пытарманни ачан кӑмӑл-сипетне лайӑхлатма пултарни пирки ӑнлантарса панӑ та.
Сӑмах май, «Аталану» пӗрлӗх пайташӗсем хӑйсен ачисемпе кашни шӑматкун пухӑнаҫҫӗ, ачисемпе чӑвашла вӑйӑсем ирттереҫҫӗ, вӗсенче чӑвашлӑх туйӑмне аталантарма тӗрлӗ майсем шыраҫҫӗ.
Ӗнер, чӑваш халӑх сӑвӑҫи Петӗр Хусанкай ҫуралнӑ кунӗнче, ҫулсеренхи йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, паллӑ поэтӑн вил тӑпри ҫине чечексем хучӗҫ. Яланхи пекех ку мероприятие чӑваш хастарӗсем пухӑнчӗҫ — Атнер Хусанкай, Владимир Степанов, Алексей Иванов–Сӗрмек, Владимир Милютин, Тимӗр Тяпкин тата ыттисем. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Петӗр Хусанкайӑн сӑввисене вуларӗҫ, апат-ҫимӗҫпе асӑнчӗҫ.
Петӗр Хусанкай 1907 ҫулхи кӑрлачӑн 22-мӗшӗнче Тутарстанти Сиктӗрме ялӗнче ҫуралнӑ. Хусанти Чӑваш педагогика техникумӗнче, Хӗвелтухӑҫ педагогика институтӗнче, Мускаври аслӑ литература курсӗсенче вӗреннӗ. Унӑн пурӗ 50 кӗнеке ытла тухнӑ, вӗсенчен 35-ӗшӗ — чӑвашла. Чи паллӑ хайлавӗ — «Аптраман тавраш» сӑвӑллӑ романӗ. Петр Петрович куҫару ӗҫӗпе чылай ӗҫленӗ, тӗслӗхрен вӑл Александр Пушкинӑн «Евгений Онегин» романне чӑвашла куҫарнӑ. Сӑмах май, унӑн сӑввисене те чылай чӗлхе ҫине куҫарнӑ.
Питӗрте раштав уйӑхӗн 24-мӗшӗнче унти Национальноҫсен ҫуртӗнче чӑваш ачисен елки пулассине эпир хӑй вӑхӑтӗнче пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, 2014 ҫулта пуҫласа йӗркеленӗ уява юлашки вӑхӑтра тата ҫине тӑрсарах та кӑсӑклӑрах ирттерме тӑрӑшаҫҫӗ.
Питӗрте инженер-конструкторта ӗҫлесе пурӑнакан, ашшӗ-амӑшӗ Канаш районӗнче ҫуралнӑ Ольга Павлова (унӑн мӑшӑрӗ — Ҫӗрпӳ районӗнчен) йӗркелӳ комитетӗнче 15-е яхӑн ҫын тесе пӗлтернӗччӗ. Питӗрти ӳркенмен ентешӗмӗрсем ытти чух та тӑван халӑхӑмӑр культурипе паллаштарассипе ҫине тӑраҫҫӗ, шкулсене тухса ҫӳреҫҫӗ, ачасене чӑваш юмахӗсем каласа кӑтартаҫҫӗ.
Питӗрте иртнӗ Сурхуринче Ольга Павлова хастара хулари чӑвашсен пӗрлешӗвӗ Хисеп грамотипе чысланӑ.
Леонид Млечин журналист, публицист тата ҫыравҫӑ хӑйӗн страницинче ҫӗршыв Президенчӗ пулас шухӑшлисенчен пӗрин пирки материал ҫырнӑ. Унта антисемитизм темине те хускатнӑ. Ҫав статьяра автор пирӗн ентешӗмӗре, Совет Союзӗн икӗ хут Геройне Андриян Николаева палланине асӑннӑ. «Сайра тӗл пулакан сӑпайлӑ тата кӑмӑллӑ ҫынччӗ. Вӑл мӗншӗн наградӑпа ҫӳременнинчен тӗлӗннӗччӗ», — тенӗ вӑл. Унтан вӑл Андриян Николаева шӳтлерех ҫапла каланине аса илнӗ: «Енчен эпӗ Совет Союзӗн икӗ хут Геройӗ пулсан ҫӑлтӑрсемлӗ пиншакпа ҫывӑраттӑм пулӗ». Андриян Николаев вара пиншакӑн шалти кӗсйине кӗрсе кайнӑ та унтан шурӑ пусма туртса кӑларса пӗр-пӗринпе ҫыхӑнтарнӑ Геройӑн ылтӑн ҫӑлтӑрне уҫса кӑтартнӑ. Летчик-космонавт сумлӑ наградӑсене пуҫлӑхсем патне халӑх валли пулӑшу ыйтма кӗнӗ чухне ҫеҫ ҫакнӑ-мӗн.
«Асӑрхӑр! Ҫапла! Ҫапла! Ҫапла! Кӗтсе илтӗмӗр!» — хӑйсем патӗнче иртекен чӑваш эстрада артисчӗсен гала-концерчӗ пирки хавасланса пӗлтернӗ Питӗрти тата Ленинградри чӑвашсен Фейсбукри ушкӑнӗнче.
Кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Питӗрти «Буревестник» (чӑв. Тӑвӑл кайӑкӗ) концерт программи те паллӑ. Унта Валерий Клементьев, Алена Акӑшпи, Вячеслав Александров, Роза Степанова, Людмила Кинер чӑваш эстрада артисчӗсем; Чӑваш Енри, Пушкӑртстанри, Тутарстанри, Мурманск, Мускав, Чулхула, Самар, Тӗмен тата Чӗмпӗр облаҫӗсенчи, Мускаври, Питӗрпе Ленинград облаҫӗнчи тата Эстонири Таллинти тата Нарва хулисенчи пултарулӑх ушкӑнӗсем хутшӑнӗҫ.
Шупашкар районӗнчи Станьялта таврапӗлӳпе туризм центрӗ ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫитес вӑхӑтрах кунта туристсене ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен йышӑнма пуҫлӗҫ. Кун пирки «Чӑваш Ен» ПТРК хыпарлать.
Чӑваш хастарӗсен пуҫарӑвне Вырӑс географи пӗрлӗхӗ ырласа йышӑннӑ та ӗнтӗ. Музей валли экспонатсене вара таврари ял ҫыннисем кӑна мар, Шупашкарти аслӑ шкулсем те панӑ. Хӑйнеевӗр центрта 10-20-мӗш ӗмӗрсенчи япаласемпе халех паллашма май пур.
Ку тӑрӑхра Мускавран Хусана тата каялла тавар турттаракан купсасем чарӑннӑ, ҫӗр выртнӑ. 18 ӗмӗрте айӑпланисене хурӑнлӑ ҫул тӑрӑх Ҫӗпӗре ӑсатнӑ. Ҫав вӑхӑтра Станьялта почта тата ямшӑк станцийӗсене хӑпартнӑ. Кунта хӑй вӑхӑтӗнче Александр Пушкин, Николай Карамзин, Федор Достоевский, Николай Чернышевский, Александр Радищев ҫыравҫӑсем, Пӗрремӗш Петӗр, Иккӗмӗш Кӗтӗрне патшасем чарӑннӑ. Ҫакна шута илсе тахҫанхи ҫуртсене — почта тата ямшӑк станцийӗсене — ҫӗнӗрен хӑпартасшӑн. Кайран авалхи ӗҫ-пуҫ ҫинчен туристсене каласа кӑтартасшӑн.
«Вырӑс географи пӗрлӗхӗ пире хӑйӗн проектне хутшӑнтарӗ. Туристсем пирӗн пата чӑваш халӑхӗн сувар-пӑлхар-чӑваш историйӗпе паллашма килӗҫ», — палӑртнӑ Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Сорокин.
Тӗменти чӑвашсем Сурхури уявне анлӑн уявланӑ. Кун пирки вырӑнти ВГТРК-на кӗрекен «Регион-Тюмень» хыпарлать. Чӑвашсем тӗрлӗ районсенчен пухӑннӑ: Исетскинчен, Арамашевӑран, Тӗменрен. Кашни район хӑйсен йӑли-йӗркисемпе паллаштарнӑ.
Аса илтеретпӗр, Сурхури — авалтан пыракан чӑвашсен уявӗ. Енчен те маларах ӑна кун ӳсме пуҫласан ирттернӗ пулсан, хальхи вӑхӑтра, чӑвашсем православи тӗнне йышӑннӑ хыҫҫӑн, Раштавран Кӑшарниччен ирттереҫҫӗ. Сурхури ирттерме ӗлӗк ятарласа пӗр киле пуҫтарӑннӑ. Килтен киле пуҫтарнӑ апат-ҫимӗҫрен, сӑраран, тӗрлӗ апатран сӗтелҫи майланӑ.
Ку сӑнсене ак ҫак тӗлсенчен илнӗ: 3), 2), 1).
Ӗлӗкхи Атӑлҫи Пӑлхар территорийӗнчен юлнӑ, пирӗн вӑхӑтченех сыхланса упраннӑ ҫыруллӑ чул юпасем пур. Ылттӑн Урта тапхӑрӗнчен, 13-14-мӗш ӗмӗрсем.
Юпасем ҫинчи ҫыравсенчен ытларахӑшӗ — Р,Л-сӑнарлӑ тӗрӗк чӗлхипе. Е, ансатраххӑн каласан, чӑвашла. Ҫав чӗлхене ӑслав тӗнчинче пулхӑр чӗлхи е вӑтам пулхӑр чӗлхи теҫҫӗ.
Вӑл чӗлхене паянхи ӑслав тӗнчинче пурте пит аван пӗлеҫҫӗ.
Ҫав вӑхӑтрах вӑл чӗлхен ятарласа ӑсталанӑ сӑмахсарӗ паянхи кунччен те ҫук пулас.
Ҫапла вара кирек кам та хӑй умне ҫавнашкал сӑмахсар ӑсталас тӗллев лартма пултарать. Паллах, ятарлӑ пӗлӳ, хӑнӑху тата ытти майсем пур пулсан.
Чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗ ҫулсерен Сурхури уявне уявлать. Кашни ҫул ӑна «Ҫӑлкуҫ» кафере ирттереҫҫӗ. Ку йӑларан кӑҫал та пӑрӑнмарӗҫ.
Уява яланхи пекех ваттисен сӑмахӗнчен пуҫларӗҫ. Ку тивӗҫе 78 урлӑ каҫнӑ Виталий Станьял пурнӑҫларӗ. Хӑйӗн сӑмахӗнче вӑл ҫак уява Чемен картинче те (Шупашкар районне кӗрекен Станьял ялӗ ҫывӑхӗнчи этно-комплекс) уявласан аван пулни пирки каларӗ. Ҫавӑн пекех йӑлана пӑсмасӑр уявра «Алран кайми аки-сухи» юрӑ та шӑрантарчӗҫ. Пурте пӗрле пӗр харӑс юрларӗҫ.
Уйрӑммӑн Владимир Болгарскийпе Валерий Сунгуровӑн ӗҫне палӑртрӗҫ. Владимир Болгарский хӑй те уява ҫитнӗччӗ, сӑмах тухса каларӗ. Аса илтеретпӗр, Ҫӗнӗ ҫул умӗн вӗсем иккӗшӗ чӗлхене хӳтӗлесе Мускаври Патшалӑх Думи умне пӗчченле пикетпа тухнӑччӗ.
Уяв хаваслӑ иртрӗ. Чӑвашлӑх анинче тӑрӑшакансем пӗр-пӗринпе курӑнса калаҫма май тупрӗҫ, тутлӑ шӳрпепе хӑналанчӗҫ, мӑйӑрпа пӗҫернӗ пӑрҫа тутанчӗҫ, килте вӗретнӗ сӑрана та ӗҫсе пӑхрӗҫ.
2018-мӗш ҫул — И.Я.Яковлев ҫулталӑкӗ.
И.Я.Яковлев 1848-мӗш ҫулта Кӑнна Кушкинче ҫуралса ӳснӗ. Унӑн амӑшне Анастасия Макарова тенӗ.
Чӑвашла тепле каланӑ ӗнтӗ? Паллах мар. Эпир халлӗхе Наҫтук тейӗпӗр. Иван Яккӑльччӑ ҫав Наҫтукӑн пӗртен-пӗр ачи пулнӑ темелле мар. Мӗншӗн тесен татах та пулнӑ. Аслӑраххисем ӗнтӗ. Вӗсем ҫаксем: тата тепӗр Иван, Акулина (Кулине ?), татах тепӗр ывӑл (патриарх асаилевӗсенче ятне кӑтартман).
Хӑйпе пӗр тӑваннисене Иван Яккӑльччӑ яланах пӗлсе тӑнӑ, пулӑшма тӑрӑшнӑ.
Унпа пӗр тӑваннисенчен пӗрне Иван Анастасин тесе чӗннӗ. Кӑнна Кушкинчех пурӑннӑ вӑл.
Паллӑ ӗнтӗ, хӑйӗн юлашки ҫулӗсене И.Я.Яковлев Мускавра, аслӑ ывӑлен килйышӗнче, пурӑнса ирттернӗ. 1928-1929-мӗш ҫулсенче ӑна пӑхма ятарлӑ ҫынна чӗнсе илнӗ. Унӑн ячӗ — А.А.Анастасин. Вӑл — патриархӑн тӑван пиччӗшӗн ывӑлӗ пулма кирлӗ. Ҫав ҫын, ватӑлнӑ Иван Яккӑльччӑна пӑхса пурӑннӑскер, хай хыҫҫӑн асаилӳсем хӑварнӑ. Асаннӑ ҫырав 1962-мӗш ҫулта "Чӑваш календарӗнче" пичетленсе те тухнӑ. Асаилӳсен оригиналӗ вара Чӑваш гуманитари институчӗн архивӗнче упранать (Отдел II.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |