Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Пирӗштисен куравӗнче чӑваш букварӗллӗ хӗрачана кӑтартӗҫ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 23.07.2018 20:18 | 2127 хут пӑхнӑ
Культура

«Тӗнче Пирӗштисем» куравра чӑваш букварӗллӗ хӗрачана курма май килӗ. Марина Тумаланова журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗн хальхи искусство центрӗнче «Тӗнче Пирӗштийӗсем» арт-проектӑн пуххинчи картинӑсен куравӗ уҫӑлӗ. Унта Раҫҫей, Аслӑ Британи, Македони, Хорвати, Беларуҫ, Украина, Итали, Сингапур, Канада, Инди художникӗсен ӗҫӗсемпе паллашма май пулӗ.

«Тӗнче Пирӗштийӗсем» проекта Юлия Иванова ҫамрӑк художник пуҫарса янӑ. Вӑл 1997 ҫӳлта йывӑр чирлесе ӳкнӗ хыҫҫӑн сываласса тухтӑрсем те ӗненмен иккен. Хӗрарӑм кашни кун Пирӗшти ӳкернӗ.

«Манӑн анне — чӑваш. Ҫавӑнпах картинӑсене Шупашкара илсе килме уйрӑмах хавас. Нумаях пулмасть Сочи художникӗ пӗр картина илсе килчӗ. Унта вӑл чӑваш букварӗ тытнӑ хӗрачана ӳкернӗ. Унӑн историне курав уҫнӑ чухне каласа кӑтартӑп», — пӗлтернӗ Марина Тумалановӑна Красноярскри чӑвашсен наци-культура автономийӗн пресс-ҫыруҫи, ҫав проектӑн директорӗ Олег Ровда.

#Сингапур, #Итали, #культура, #чӑвашлӑх, #куравсем, #музейсем, #Раҫҫей, #Аслӑ Британи, #Македони, #Хорвати, #Беларуҫ, #Украина, #Канада, #Инди

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 5363.9.7570
2019.04.06 18:42
Agabazar
Чăваш букварĕ тытакан пирĕштисем çултан-çул сахалланса пыраççĕ. Мухтанмалли кунта ним те çук

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем