Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Пилӗкне хытӑ ҫых, ӑсна ҫирӗп тыт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Транспортра чӑвашла калаҫнӑшӑн вӑрҫнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 18.07.2018 06:19 | 2862 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Ку пӑтӑрмах пирки Олеся Руссакова журналист Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Тӗлӗнмелле истори Олесьӑн Мускавра вунӑ ҫул ытла пурӑнакан тусӗпе сиксе тухнӑ.

Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, хайхи вӑл Канашран тӑван ялне Чарпуҫа маршруткӑпа килнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл тусӗпе телефонпа тӗлпулу вырӑнне чӑвашла калаҫса палӑртнӑ. Маршруткӑри пассажирсенчен пӗри вырӑсла калаҫмалла тесе сиксе ӳкнӗ, водитель те чӑвашла пуплекене юратман хӗрарӑм-пассажира майлӑ пулса вӑрҫнӑ.

#Канаш районӗ, #транспорт, #чӑвашлӑх, #чӑваш чӗлхи, #Чарпуҫ, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Ялтан // 9259.3.8429
2018.07.18 20:35
Маршруткăн номерне мĕншĕн çырман ? Ăçта Болгарский? Ним те мар ĕçрен хăтарма пулать.
Станислав Убасси // 1940.38.5810
2018.07.18 21:48
Енчен те маршуткӑра чӑваш сӑнлӑ водитель пулсан, чӑвашла калаҫатӑп. Чарӑуну ячӗ пирки, миҫе билет туянасси пирки..
Памук // 3635.88.4562
2018.07.18 22:06
Мӑй-мӑйсене, меммесене, пӑш-пӑшсене тата хӑратӗҫ, хытӑрах хӑвалӗҫ, пуҫӗсем ҫинче ташлӗҫ, килӗсене кӗрсе мӑшкӑлӗҫ...Грузина, цыгана, чечена калаҫма чарса пӑхха - маршруткуна тӳнтерсе ярӗҫ.
Базиль Кириллов // 3080.61.7550
2018.07.19 08:33
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ: саккуна пӑсни пур
Валери Туркай // 2361.81.7359
2018.07.19 16:05
ӐҪТА пурӑнатпӑр ЭПИР?!
Тата ӐҪТА КУН ПЕККИ пулма пултарать?!
Тӗрӗс калать "Памук" - грузина, чечена чарса пӑх-ха!..
Эпир МЕММЕСЕМ пулнӑшӑн ПИРӖНСӖР ПУҪНЕ никам та
айӑплӑ мар!!!
Agabazar // 4108.11.4733
2018.07.20 05:56
Agabazar
Станислав Упаҫҫи юлташ, шохвӗр чӑваш сӑнлӗ-и, чӑваш сӑнлӗ мар-и тесе ҫынна кӑнн! сӑнама кирлӗ мар.
Енчен те ҫын чӑнах та чӑваш сӑнлӗ пулсан — кунта унӑн айӑпӗ ҫук. Ҫавӑн пекех хайхи шохвӗр чӑваш сӑнлӗ пулмасан та унӑн айӑпӗ ҫук. Айӑп — урӑххинче.
Сӑнӗ ҫыннӑн "чӑвашла мар" пулсан та, унӑн ҫӑвар уҫса чӑвашла сӑмах калама право пур.
Енчен те чӑвашла ӑнланмастан пулсан: каҫару ыйт та — хӑвӑнпа калаҫакана ҫавӑн пирки пӗлтер — ӗҫӗ те пӗтнӗ. Хӑр-хар харкашмалли сӑлтав кунта пачах та ҫук.
Пуплекенӗсем санпа мар калаҫаҫҫӗ пулсан — сӑлтавӗсем пушшех те ҫук харкашма.
Agabazar // 4108.11.4733
2018.07.20 06:21
Agabazar
Туркай: Эпир МЕММЕСЕМ пулнӑшӑн ПИРӖНСӖР ПУҪНЕ никам та
айӑплӑ мар!!!

Ку — тĕрĕс мар идеологи. Кунашкал лозунгсем кăларса тăратнипе е чаплă сăвăсем çырса эс нимĕн те улăштараймастăн. Çынна "мемме" тенипе ăна тата ытларах лапчăтса хума çеç пулать. Тĕрĕссипе çын вăл пур çĕрте те çынах. Чаваш та ыттисем пек çынах. Ыттисенчен питех уйралса тăмасть.

Туркай: Тӗрӗс калать "Памук" - грузина, чечена чарса пӑх-ха!..

Халлап евĕрле япала теме çеç пулать кунашкал çавăрттарса хунине. Социолингвистика саккунĕсем пур çĕрте те пĕрех. Социолингвистика вăл Африкăра та социолингвистика. Чĕлхе çÿревĕн саккунĕсене лозунг кăларса тăратнипе улаштараймастăн. Социолингвистика саккунĕ вăл Ом саккунĕ, Ньютон сакккунĕ, Гей-Люссак саккунĕ пекех. Тепĕр енчен, кам та пулсан грузина е чечена кÿрентерсен, вĕсен хутне кĕрекенсем яланах пур. Чăваш хутне кĕрекенсем çеç питех курăнса каймаççĕ. Чăваш яланах хăй айăплă пулса тухать.
Хăватлăар // 3193.9.7469
2018.07.21 14:56
Еркĕсĕрлех. Хам тăван чĕлхипĕ (чăваш чĕлхи) таçтатта калаçатăп, анчах та мана хирĕç калакане тĕмшень тель пулмаçеха, тÿрех вырăнна лартатăп.
Agabazar // 4204.23.3102
2018.07.21 19:32
Agabazar
Ан каппайлан.
Хут ҫинче е Тетелте каппайланакансем сансӑрах ҫителӗклӗ. Малтан чӑвашла тӗрӗс, йӑнӑшсемсӗр ҫырма вӗрен. Таҫта та пулса курнӑ, чӑннипе сан пек Улӑп-паттӑрсене курман-ха. Суятӑн.
Ан суй.
Комментарисем татах ҫырас текенсене аса илтеретӗп: вӗсен шучӗ "вуннӑ" урлӑ каҫсан малтанхисем тухса ӳкме тытӑнаҫҫӗ, мӗншӗн тесен ку вырӑна ҫакӑн пек авӑрланӑ!
ЛЕШКАС ÇЫННИ // 1160.22.1599
2018.07.24 03:25
Ĕмĕр тăршшĕпе Чăваш хресченĕ ÿстерекен çăкăра çĕртсе пурăнакан çавнашкал каçрашкасем хăйсене чăваша хирĕçле паврассине хăйсен май çук пысăк тивĕçĕ тесе шутлама вĕреннĕ. Вĕсем чăваш чĕлхине кÿ-
рентерсе хăйсене çын вырăнне шутлаççĕ. Тута урлă туртса пама хăраса тăман чăвашсем, ăçта эсир? Хăçанччен çак каçрашкасен мăшкăлĕ пулса пурăнăпăр? А автобус водителĕн хăйĕн ĕçĕнчен каймаллах! Урăхла ниепле те май çук.Патшалăх шайĕнче чĕлхене хÿтĕлемелле тетпĕр пулсан, хÿтĕлер ăна патшалăх шайĕнче! Паян автобусра калаçма чарма хăтланаççĕ, Ыран мĕн патне çитсе тухăпăр?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем