Ку пӑтӑрмах пирки Олеся Руссакова журналист Фейсбукри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. Тӗлӗнмелле истори Олесьӑн Мускавра вунӑ ҫул ытла пурӑнакан тусӗпе сиксе тухнӑ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, хайхи вӑл Канашран тӑван ялне Чарпуҫа маршруткӑпа килнӗ. Ҫавӑн чухне вӑл тусӗпе телефонпа тӗлпулу вырӑнне чӑвашла калаҫса палӑртнӑ. Маршруткӑри пассажирсенчен пӗри вырӑсла калаҫмалла тесе сиксе ӳкнӗ, водитель те чӑвашла пуплекене юратман хӗрарӑм-пассажира майлӑ пулса вӑрҫнӑ.
Нарӑсӑн 3-мӗшӗнче Шупашкарти Трактор тӑвакансен культура керменӗнче фольклор уявӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем ӑна хӗллехи Акатуй тесе хакланӑ. Уявра «Иксӗлми ҫӑлкуҫсем» регионсем хушшинчи радиоконкурса пӗтӗмлетнӗ.
Чӑваш Республикин тӗрлӗ кӗтесӗнчен килнӗ пултарулӑх ушкӑнӗсемпе пӗрле Ӗренпур, Тутар, Пушкӑрт тӑрӑхӗсенчи чӑвашсем куракансене илемлӗ юрӑ-кӗвӗпе, илӗртӳллӗ ташӑ-ҫемӗпе килентернӗ.
«Епле ӗлккен курӑнаҫҫӗ тухья-хушпуллӑ пикесемпе арӑмсем. Чӑваш тӗрри-эрешӗ аякранах куҫа илӗртет, ҫепӗҫ юрри чуна тыткӑнлать, кӑмӑла уҫса ярать. Куракансем те пӗр вырӑнта чӑтса лараймарӗҫ. Халӑхран тухнӑ артистсемпе пӗрле юрласа-ташласа савӑнчӗҫ», — тесе ҫырнӑ уявра пулнӑ хыҫҫӑн Канаш районӗнчи Чарпуҫ ял тӑрӑхӗн сайтӗнче.
Канаш районӗнчи Вӑрман Енӗш клубӗ ҫумӗнчи «Енӗшсем» фольклор ушкӑнӗ 3 юрӑ шӑрантарнӑ. Вӗсене «Пултарулӑхри хӑйне евӗрлӗхшӗн» номинацире чысланӑ.
Канаш районӗнчи Чарпуҫ ялӗнче пурӑнакан арҫын ҫутӑшӑн тахҫантанпах тӳлемен. Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне унӑн парӑмӗ 214 пин те 714 тенке ҫитнӗ. Вӑл — республикӑра пурӑнакансенчен чи пысӑк парӑмли. Ҫавӑн пирки Чӑваш Енӗн Строительство министерствин сайтӗнче пӗлтернӗ.
Кун пирки ҫырма сӑлтавӗ те пулнӑ. Республикӑра Чӑваш Енри электроэнергипе тивӗҫтерекен компани клиенчӗсен йышӗнче ҫӳтӑшӑн тӳлеменнисем самай нумайланнӑ. Иртнӗ уйӑх пуҫламӑшӗ тӗлне пӗтӗмӗшле парӑм 201,26 миллион тенке капашнӑ.
Нумай вӑхӑт тӳлеменнисем патне авӑн уйӑхӗнчен пуҫласа ҫутӑшӑн хывмалли квитанци хӗрлӗ тӗслӗ хут ҫине кӑларни пыма тытӑннӑ. Авӑнра 1400 ҫынна ун пек квитанци ярса панӑ, ку уйӑхра вара парӑмӗ 5 пин тенкӗрен иртнӗ 1 пин ҫын патне хӗрлӗ тӗслӗ «телей ҫырӑвӗ» пырса выртӗ. Сӑмах май, Ҫӗмӗрлери, Канашри, Етӗрнери районсен хушшинчи уйрӑмсен клиенчӗсен йышӗнче ҫутӑшӑн тӳлеменнисем уйрӑмах нумаййӑн: 200-шер ҫын ытла.
«Ҫурхи хӗвел шевлисене ӑшшӑн сапалать. Урамсене, ял хушшине тирпей-илем кӗртме вӑхӑт ӗнтӗ», — ҫапла лирикӑлла пуҫланӑ Канаш районӗнчи Чарпуҫ ял тӑрӑхӗ вырӑнта ирттернӗ экологи шӑматкунлӑхӗ пирки хыпарланине. Вӑрман Енӗш клубӗнче ӗҫлекенсем алла кӗрепле-кӗреҫе тытса юр айӗнчен тухнӑ ҫӳп-ҫапа пуҫтарма пикеннӗ. «Ушкӑнпа ӗҫ ӳсӗнет», — тенӗ ваттисем. Клуб умӗ самантрах ҫуталчӗ. Тасалӑх куҫа илӗртет, хаваслӑ кӑмӑл-туйӑм ҫуратать», — ҫунатланнӑн хыпарлаҫҫӗ вырӑнтисем.
Куславкка районӗнчи Энтри Пасар ял тӑрӑхӗнче те тирпей-илем кӳрессипе тимлеме тытӑннине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Асӑннӑ районат ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнчех санитарипе экологи шӑматкунлӑхӗ пуҫланнӑ.
Ҫӗртмен 14-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Вӑрман Енӗш ял уявне палла тунӑ. Кунти халӑх кашни уява тӗплӗн хатӗрленет, сценарие вырӑнти йӑла-йӗркене тӗпе хурса тӑвать.
Уяв Чарпуҫ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Харитонова В.Т. саламланипе пуҫланнӑ. Паллах, вӑл ентешӗсене ӗҫре ӑнӑҫусем тума, ҫирӗп сывлӑхлӑ пулма суннӑ.
Уявра «Ентешсем» халӑх ансамблӗ, «Енӗшсем» фольклор ушкӑнӗ, чӑваш эстрада юрӑҫи Александр Ильин, Чарпуҫри ҫамрӑк артистсем, культура ӗҫченӗсем хаваслӑ туйӑм кӗртнӗ. Вӗсем халӑха юрӑ-ташӑпа хӗрӳлентернӗ. Хӑнасем тата вырӑнти халӑх Вӑрман Енӗшри алӗҫ ӑстисен ӗҫӗсемпе паллашнӑ.
Ял уявне вӗттинчен пуҫласа ватӑсем таранах пухӑннӑ. Сӗтел ҫинче ҫӑкӑр-тӑвар, кукӑль таврашӗ, шӳрпе пулнӑ. Ӑмӑрту, конкурс призерӗсене, чи лайӑх юрӑҫсемпе ташӑҫӑсене, ҫуралнӑ кунне уявлакансене, ялти хастарсене парнесемпе хавхалантарнӑ.
Ял уявӗ кашнин кӑмӑлне ҫӗкленӗ. Унта тахҫантанпах пӗр-пӗрне курман ҫынсем тӗл пулса калаҫнӑ. Ҫакнашкал уяв пур тӑк ял малашлӑхӗ те пысӑк-ха.
Маларах, хамӑр ача чухне, шкул ачисем спектакль лартни те кӑсӑклӑччӗ. Халӗ профессилле театрсене хӑнӑхса кайнӑ та вӗсене те хӑш чух тиркевлӗ куҫпа пӑхатпӑр мар-и?.. Ҫапах та хӑй тӗллӗн вӗреннӗ маттурсем сцена ҫине тухма килӗшни хӑйех паха темелле-тӗр. Ӳркенмеҫҫӗ, вӑхӑт тупаҫҫӗ, тӑрӑшаҫҫӗ. Халӑх театрӗсем пурри аванах ӗнтӗ.
Канаш районӗнчи Чарпуҫ ялӗнче, ав, акан 1-мӗшӗнче Вӑрман Енӗшри драма кружокӗ Николай Терентьев пьеси тӑрӑх лартнӑ «Киле май — кинӗ» камите лартнӑ. Зал тулли куракан пухӑннӑ-мӗн унта. Вӑхӑтлӑха сцена ӑстине ҫаврӑннӑ ҫынсене ҫынсем ура ҫине тӑрсах алӑ ҫупнӑ.
Паян Пӗрремӗш каналпа кӑтартакан «Жить здорово» кӑларӑмра «Наци тӗпелӗ тата ҫимӗҫӗ» рубрикӑра чӑвашсен Мускаври ентешлӗхӗн элчисене кӑтартнӑ. Кӑларӑма Ҫӗнӗ ҫул умӗнех ӳкернӗ. Пӗрремӗш кӑларӑма паян эфира кӑларнӑ.
Пирӗн халӑхӑмӑр ушкӑнӗ «Каҫайрап-и, каҫаймасп-и — каҫӑ хурса парӑр-ха», — тесе юрласа, чӑваш ялавне йӑтса ҫӑкӑрпа тухрӗ, чӑвашла сывлӑх сунчӗҫ. Ҫӑкӑра Хӗрлӗ Чутайӗнче ҫуралнӑ Ольга Ванеева пӗҫернӗ. Ялава Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Анатолий Волков тата Ираида Карпова йӑтса тухрӗҫ. Чӑвашсем сухан нимри пӗҫерме вӗрентрӗҫ.
Хӑнасене кӑларӑма ертсе пыракансем пурне те кӑмӑлтан йышӑнчӗҫ. Ҫапах та Канаш районӗнчи Чарпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ медицина ӑслӑлӑхӗсен докторне Владимир Стеклов полковника уйрӑмах ӑшшӑн йышӑннӑн туйӑнчӗ. Стеклов ултӑ ачаллӑ ҫемьере ҫуралнине, унта вӑл пиллӗкмӗш пулнине каласа кӑтартрӗ. Мандрыка ячӗллӗ ҫар госпиталӗнче кардиологра ӗҫленине пӗлсен кӑларӑма ертсе пыракан Елена Малышева «Атьӑр-ха эп сире ыталам», — тесе ыталаса илчӗ. Аритмолог тесен Елена Малышева хӑйӗнпе пӗрле кӑларӑма ертсе пыракан Герман Гандельман кардиолога «Герман Шаевич, аритмолог», — тесен Гандельман эпӗ те ыталам-ха тесе ыталарӗ.
Канаш районӗнче ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче хӗрарӑм ушкӑнӗсем хушшинче волейбол ӑмӑртӑвӗ иртрӗ. Ушкӑнсем Шӑхасан ялӗнчи физкультурӑпа спорт комплексӗнче ӑмӑртрӗҫ. Ӑмӑртӑва тӑватӑ ял тӑрӑхӗн ушкӑнӗсем хутшӑнчӗҫ — Чарпуҫсем, Янкӑлчсем, Чакаҫсем тата Хучелсем.
Ку хутӗнче Чарпуҫ ял тӑрӑхӗн ушкӑнӗ ыттисенчен лайӑхрах вылярӗ — ӑмӑрту кубокне ҫӗнсе илчӗҫ. Вӗсен ушкӑнӗнче Ольгӑпа Марина Кириллова, Зиновьева Галина, Кадушкина Лариса, Иванова Наталья тата Крылова Людмила вылярӗҫ. Янкӑлчсем иккӗмӗш вырӑн, Чакаҫсем — виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |