Ҫапла ҫырнӑ «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Киремет tv» ушкӑнра. «Наци телевиденийӗ уҫӑлсан савӑннӑччӗ — ҫур ҫул курнӑ хыҫҫӑн курма пӑрахрӑм — кичемлӗх! Наци радиовӗ уҫӑлсан - итлерӗм, Олег Прокопьев тухса кайсан — каллех кичемлӗх! Тӑван радио уҫӑлсан та савӑннӑччӗ — ҫур ҫул шанса пурӑнтӑм, малалла — кичемлӗх! «Киремет» ушкӑн уҫӑлсанах шанчӑк ҫуралнӑччӗ, хӑш-пӗр чӑваш эстрада юрӑҫисен тавракурӑмне куртӑм та — чӑваш пулас килми пулчӗ...», — чун ыратӑвӗ сисӗнет ҫак йӗркесенче.
Ҫак поста вулакансенчен пӗри, Наталья Корнеева, темӑна сӳтсе явнӑ май ҫапла ҫырса хунӑ: «Поэт-писательсем ҫинчен передача ертсе пыраҫҫӗ — пӗр интонаци, пӗр эмоци ҫук вӗт каласа параканӑн... Мӗнле пӑхмалла ҫавӑн пек чунсӑр передачӑсене...».
«НТВ» телеканалпа кӑтартакан «Поедем, поедим» проект ертӳҫи Джон Уоррен Чӑваш Енре пулнине Чӑваш халӑх сайтӗнче пӗлтернӗччӗ-ха. Аса илтерер, телеканал пирӗн тӑрӑхра пуш уйӑхӗн 11–14-мӗшӗсенче ӗҫлерӗ.
Кунта Джон Уоррен амазонкӑсемпе паллашнӑ, чӑваш сӑри вӗретнӗ, чӑваш мунчинче ҫӑвӑнса тасалнӑ. Кӑсӑклӑ ытти самант та унӑн чылай пулнӑ ҫав кунсенче. «Трактор савучӗсем» концернӑн трактор музейӗнче хӑна Харьковра 1952 ҫулта кӑларнӑ «ХТЗ-7» маркӑллӑ тракторпа ярӑннӑччӗ, Джон Уоррер авалхи техникӑна ҫӑмӑллӑн чӗртнине те хыпарланӑччӗ.
НТВ телеканал Чӑваш Енре ӳкернӗ кӑларӑм эфира тухассине ыран тухассине анонсланӑ. Ӑна ыран, пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, 13 сехет те 5 минутра кӑтартӗҫ.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен пуҫласа ака уйӑхӗн 25-мӗшӗччен Чӑваш наци музейӗпе унӑн филиалӗсенче «Янӑра, чӑваш чӗлхи!» уйӑхлӑх иртет. Ҫав вӑхӑтра интерактивлӑ мероприятисем, ӑсталӑх сехечӗсем, лекцисемпе музейри уявсем йӗркелеҫҫӗ.
Чӑваш наци музейӗнче (Шупашкар хули, Хӗрлӗ тӳрем, 5/2; ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: (8352) 62-55-66, 62-35-10) «Чӑваш тӑрӑхӗнче авал пурӑннисене археологипе палеонтологи мелӗпе палӑртни», «Чӑваш тӑрӑхӗн тата халӑхӗн IX ӗмӗртен пуҫласа ХХ ӗмӗр пуҫламӑшӗчченхи историйӗ», «ХХ ӗмӗрти Чӑваш Ен», «Этем тата ҫутҫанталӑк» яланхи экспозицисем ӗҫлеҫҫӗ. Унсӑр пуҫне тӗрлӗ курав та кураканшӑн кӑсӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ.
Шупашкарти Ехрем Хуҫа бульварӗнче вырнаҫнӑ Музейпа курав центрӗ те, Карл Маркс урамӗнчи Чӑваш тӗррин музейӗ те, Ленинград урамӗнчи К.В. Иванов ячӗллӗ Литература музейӗ те, Ҫеҫпӗл урамӗнчи Ҫеҫпӗл Мишши музейӗ те кӑмӑлтан йыхравлаҫҫӗ.
Чулхулари чӑвашсем пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче хӑйсен организацийӗ чӑмӑртаннӑранпа пилӗк ҫул ҫитнине уявланӑ. Ку хыпара пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Алина Артемьева Фейсбукра хыпарланӑ.
Чулхулари чӑвашсен наципе культура автономине йӗркеленӗ хыҫҫӑн унти хастарсем утӑм хыҫҫӑн утӑм туса пычӗҫ. 2017 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӗсене хӑйсене ятӑн кӗтес, ҫук-ха - виҫӗ пӳлӗмлӗ хваттер - уйӑрса пачӗҫ. Аса илтерер, Октябрь проспектӗнчи хваттерӗн пӗр пӳлӗмӗнче йӑхташсем чӑвашсен таврапӗлӳ музейне йӗркелес, пысӑкрах пӳлӗмре пухусем ирттерес тата пӗрле пуҫтарӑнса калаҫас шухӑшлине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ.
Чулхулари чӑвашсен автономийӗ пилӗк ҫул тултарнине уявланӑ мероприятие Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Лариса Васильева, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Сергей Кувшинов тата Александр Сорокин юрӑҫӑ хутшӑннӑ. «Чулхула чӑвашӗсем» фольклор тата ачасен «Ҫӑлкуҫ» ансамблӗсем те уява пухӑннисене савӑнтарнӑ.
Ака уйӑхӗн 7—9-мӗшӗсенче Питӗрте Чӑваш культурин кунӗсем иртӗҫ. Ҫӗршывӑн ҫурҫӗрти тӗп хулинче тӗпленсе тӑван халӑхӑмӑр сывлӑшӗпе пурӑнакансем ку пулӑма хавасланса кӗтеҫҫӗ.
Ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Питӗрти Национальноҫсен ҫуртӗнче, 13 сехетре, курав уҫӑлӗ. Унта Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ художникӗн Анатолий Рыбкинӑн ӗҫӗсемпе паллашма май туса парӗҫ. «Волжские рассветы над Невой» (чӑв. Нева ҫийӗнчи Атӑл шурӑм пуҫӗ) куравра Чӑвашран тухса Питӗрте йӑва ҫавӑрнӑ ытти художниксен картинисем те вырӑн тупӗҫ. Пурӗ 25 ытла киҫтӗк ӑстин пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ.
Ача-пӑча ӗҫӗсен «Краски Чувашии» (чӑв. Чӑваш Ен сӑррисем) конкурсӗн ҫӗнтерӳҫисен ӳкерчӗкӗсене те кӑтартма палӑртнӑ. Наталия Михайлова ӑста хатӗрленӗ чӑваш эрешӗсемпе йӑла ӳнерӗн япалисем те куравра тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗҫ.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче Евгений Ерагин таврапӗлӳҫӗн «Йӗрӗх» ятлӑ тӗпчев кӗнекин хӑтлавӗ пулса иртрӗ. Йӗрӗх — чӑваш халӑхӗн тӗнӗ-ӗненӗвӗнче паянчченех сыхланса юлнӑ, кил-йышпа хӗрупраҫ ырлӑх-сывлӑхне упрама хистекен йӑла пулӑмӗ. Пӗрисем ӑна турӑ вырӑннех хураҫҫӗ, теприсем чунӑш (сывлӑш, чун хӑвачӗ) теҫҫӗ, виҫҫӗмӗшсемшӗн вӑл кӗлетри кӗтесре упранакан пуканеллӗ, парнеллӗ е йывӑҫ-курӑклӑ пӗрнепе кунтӑк. «Йӗрӗх» кӗнекере ырӑ-усал вӑйсем пирки, йӗрӗх пулӑмӗ, пӗлтерӗшӗ, пурнӑҫри ӗлӗкхи тата хальхи пӗлтерӗшӗ ҫинчен нумай енлӗн те тарӑн, халиччен мӗн ҫырни-илтнине пухса ӑнлантарса панӑ.
Кӗнеке умне алҫырупа паллашнӑ тӗпчевҫӗсен ӗнчӗхӗсене (рецензийӗсене) лартнӑ. Унта институт ӗҫченӗсем Георгий Матвеев, Николай Егоров, Вячеслав Ендеров шырав ӗҫне ырланӑ, вӑл паха пулнине палӑртнӑ. Вӗсем хӑтлавра та кӗнекене ырӑ сӑмахсемпех хакларӗҫ. Паллӑ ӑсчахсем Виталий Иванов, Виталий Родионов, Алексей Леонтьев тата институтри ытти ӑстасен сӑмахӗсем пӗлтерӗшлӗ пулчӗҫ. Кӗнеке аякран пынисене те (Тимӗр Акташ журналиста, Валерий Виноградов таврапӗлӳҫе, Сергей Щербаков историҫе) хытах килӗшнӗ.
Ӗнер, пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн наци вулавӑшӗнче И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ никӗсленнӗренпе 85 ҫул ҫитнине халалласа Яковлев вулавӗсем иртнӗ.
Мероприятие театрӑн тӗп режиссерӗ, актер, поэт, публицист, Чӑваш Республикин искусствӑсен тава тивӗҫлӗ деятелӗ Иосиф Дмитриев-Трер ертсе пынӑ. Вӑл каланӑ тарӑх, Чӑваш Республикин наци вулавӑшӗ е Ҫамрӑксен театрӗ ҫумӗнче театра юратакансен клубне уҫмалла.
«Пире ҫыракансем, куракансем, театр ҫинчен шухӑшлакансем, ҫырма, калаҫма пултаракан ҫынсем кирлӗ», – тенӗ Иосиф Александрович. Клуб ларӑвӗсенче пьесӑсем вулама, спектакльсем курма, вӗсене хаклама тата театр ҫинчен пӗтӗмӗшле калаҫма палӑртнӑ.
Хальхи тӗл пулура «Чӑваш драматургийӗн пуҫламӑшӗ» тема тавра калаҫнӑ, И.Я. Яковлев вӗренекенӗсем хайланӑ драматурги тексчӗсене вуланӑ.
Унчченхи ҫулсенчи ырӑ йӑлана тӑсса пӗтӗм чӑваш диктантне кӑҫал та ҫырӑпӑр. «Чӑваш чӗлхи кунне тата И.Я. Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ, Чӑваш Республикин вӗренӳ институчӗ, «Хыпар» хаҫат редакцийӗ, Чӑваш наци радиовӗ, Чӑваш наци телекуравӗ, И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ тата И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ акци ирттересси ҫинчен пӗлтереҫҫӗ», — хыпарланӑ ӗнер ЧПГӐИ.
Диктант ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче чӑвашсем пурӑнакан тӗрлӗ вырӑнти ял-хулара иртмелле.
Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ кӑҫалхи диктант тексчӗн конкурсне ирттерет. Текстра 160-а яхӑн сӑмах ҫеҫ пулмалла. Вӗсене ҫырупа е электронлӑ почтӑпа ҫитерме пулать.
Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗсем: 45-07-87, 45-02-58, 45-06-26; e-mail: human2000@yandex.ru. Институт адресӗ: 428015, Шупашкар хули, Мускав проспекчӗ, 29/I, ЧПГӐИ.
Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен наципе культура автономийӗн ертӳҫине (хӑйсем ӑна вырӑсла «президент» теҫҫӗ) Геннадий Храмова Туслӑх орденӗпе чысланӑ.
Эпир пӗлнӗ тӑрӑх, Геннадий Храмов — Красноярск тӑрӑхӗнчи Халӑхсен ассамблейин пайташӗ те.
«Общество ӗҫӗнче хастар тата чылай ҫул тӳрӗ кӑмӑлпа ӗҫленишӗн» панӑ Туслӑх орденне пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнче ентешӗмӗр кӑкӑрӗ ҫине кӗпӗрнаттӑр тивӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Александр Усс ҫакса янӑ.
Геннадий Храмов ертсе пыракан чӑвашсен автономине регионти 25 пуҫламӑш организаци кӗрет иккен. Халӑх организацийӗсенчен вӑл облаҫри чи пысӑккисенчен пӗри пулнине Красноярск край кӗпӗрнаттӑрӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан управленийӗн пуҫлӑхӗ Роман Баринов кӑмӑлтан палӑртнӑ.
Чӑваш Ен Хусанта иртекен Пӗтӗм тӗнчери тӗрӗк киновӗн фестивальне хутшӑнать. Кинофорума пуш уйӑхӗн 21-25-мӗшӗсенче пуҫтарӑнӗҫ.
Вӑл Стамбулта пӗлтӗр иртнӗ Тӗрӗк тӗнчи кино ассоциацийӗн президиум ларӑвӗн йышӑнӑвӗпе пулать. Кинофорум валли Тутарстана суйласа илнине темиҫе сӑлтавпа ӑнлантараҫҫӗ. Тутарсен, сӑмахран, мӑсӑльман киновне ирттерес опыт пур тата республикӑра халӑхсен йӑли-йӗркине аталантарассипе ҫине тӑраҫҫӗ.
Тӗрӗк киновӗн фестивальне Турцирен, Казахстанран, Кӑркӑстанран, Узбекистанран, Азербайджанран тата Туркменистанран килсе ҫитмелле. Хамӑр ҫӗршыври регионсенчен, Тутарстансӑр пуҫне, Пушкӑртстанран, Якут Республикинчен, Хакас Республикинчен тата, маларах каларӑмӑр ӗнтӗ, Чӑваш Енрен хутшӑнмалла.
Пирӗн республикӑри Кинематографистсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫин ҫумӗ Ильтимер Ефремов ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑвашсем Марат Никитинӑн «Хорло» фильмӗпе кайӗҫ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |