Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

Культура: Теччӗ районӗнче Чӳклеме ирттернӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 16.09.2019 17:30 | 1574 хут пӑхнӑ
Культура

Тутарстанри Теччӗ районӗнчи чӑвашсем «Чӳклеме» уява иккӗмӗш хут ирттернӗ. Асӑннӑ тӑрӑхри «Сувар» хаҫатра ҫырнӑ тӑрӑх, «пӗлтӗрхи кӗрхи тухӑҫ праҫникӗ ҫынсен кӑмӑлне кайнӑ пулмалла».

Яла кӗнӗ ҫӗрте хӑнасене «чӗрӗ коридор» туса кӗтсе илнӗ. Хӑнасен йышӗнче Теччӗ районӗн ӗҫтӑвком ертӳҫи Аркадий Семенычев, Тутарстанри Халӑхсен ассамблейин ӗҫтӑвкомӗн ертӳҫи Николай Владимиров, ТР ЧНКА канашӗн ӗҫтӑвком ертӳҫи Владимир Иванов, «Сувар» хаҫатӑн тӗп редакторӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ирина Трифонова, Чӗмпӗр облаҫӗнчи ЧНКА канашӗн председателӗ Олег Мустаев, Пӑва районӗнчи ЧНКЦ ертӳҫи Владимир Ильин, Чӑваш Енрен ҫитнӗ хӑнасем тата ыттисем пулнӑ.

Хӑнасем И.Я. Яковлев палӑкӗ умне чечексем хунӑ. Вӗсене унтах вырнаҫнӑ чӑваш ялӗсен панорамине кӑтартнӑ. Яковлев халалӗнчи сӑмахсене ҫырса хунӑ асӑну чулне те уҫнӑ хисеплӗ хӑнасем. «Пӗр-пӗринпе туслӑ пурӑнӑр», — тенӗ унта.

Володар Тимофеев ертсе пыракан Теччӗ районӗнчи чӑваш центрӗ районти Культура управленийӗ пулӑшнипе уява лайӑх хатӗрленӗ.

#йӑла-йӗрке, #Тутарстан, #чӑваш чӗлхи, #чӑвашлӑх, #культура, #Теччӗ районӗ

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-78974186_3403
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Пĕр хĕрарăм // 1184.02.2796
2019.09.16 20:25
Кăнна Кушкинче иртнĕ тесен мĕн пулнă пулĕччĕ-ши?

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем