Шупашкар хула администрацийӗ машинӑсене ӑҫта кирлӗ, унта лартнине вӗҫӗмех тӗрӗслет. Парковка правилине пӑсакансене административлӑ майпа явап тыттарса штрафлаҫҫӗ.
Хула администрацийӗнче административлӑ ӗҫсене тишкернӗ те, парковкӑпа ҫыхӑннӑ кӑлтӑка тупса палӑртасси йышли палӑрнӑ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Инстаграмра ҫырнӑ. Машинӑсене курӑк ҫине лартнипе ята кӗрекен водительсен йышӗ самай иккен.
Саккуна административлӑ майпа пӑсакансен тӗлӗшпе 2,7 пин хутчен штраф ҫырса панӑ. Штраф виҫи 3,5 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Унта суту-илӳ правилине пӑсакансем те кӗреҫҫӗ.
Ку хыпара вуланисенчен хӑшӗсем машина лартма вырӑн ҫук тесе ӳпкелешнӗ. Хула администрацийӗ вара хӑна парковкисем (машинӑсене вӑхӑтлӑх лартмалли) тумалли йӗркене уҫӑмлатнӑ.