2019 ҫулхи раштав уйӑхӗнче Чӑваш Енре пурӑнакансен вӑтам шалӑвӗ 38 179 тенкӗ те 60 пуса ларнӑ. Ҫакӑн пек пӗлтернӗ Чӑвашстат. 2018 ҫулхи раштав уйӑхӗнче вӑтам шалу виҫи 34 105 тенкӗ те 20 пуспа танлашнӑ.
Пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗнче шалу чӳк уйӑхӗнчинчен 28,1 % пысӑкрах пулнӑ. Унчченхи ҫулхи раштав уйӑхӗнчинчен ку вӑл 9,6 % пысӑкрах.
Чӑвашстат иртнӗ ҫулхи вӑтам шалӑва та шутласа кӑларнӑ. Уйӑхсерен вӑтамран вӑл 29 630,1 тенке ларнӑ. 2018 ҫулхипе танлаштарсан 8,4 % пысӑкрах. 2018 ҫулта Чӑваш Енре пурӑнакансен шалӑвӗ 27 пин те 15 тенке ларнӑ. 2020 ҫулта вӑтам шалу 30 пин тенкӗрен иртӗ.
Чӑваш Енрен пурӑнакансен вӑтам шалӑвӗ тепӗр 15 ҫултан 76 пин тенкӗрен пуҫласа 88 пин тенкӗ таран пулӗ. Ҫак цифрӑсене Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономика аталанӑвӗн 2035 ҫулчченхи аталанӑвӗ ҫинчен калакан прогноз планӗнче пӑхса хӑварнӑ.
Халӑха спорта явӑҫтарассипе Чӑваш Ен лидерсен шутӗнче.
Ӗнер Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев федерацин Атӑлҫи регионӗнче регионсен пайташӗсен Тольяттире иртнӗ ларӑвне хутшӑннӑ. Унта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи регионсенче спорта аталантарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.
Раҫҫей спорт министрӗн ҫумӗ Марина Томилова Чӑваш Ене спортпа туслӑ регионсенчен лидерсен шутӗнче тесе каланӑ.
Республика Раҫҫей Президенчӗ лартнӑ тӗллевсене пурнӑҫлас тӗлӗшпе «Спорт – пурнӑҫ норми» проекта пурнӑҫа кӗртессипе пӗлтӗртенпех хастар ӗҫлет.
2019 ҫул Чӑваш Ен спортсменӗсене Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командисене кӗртессипе рекордлӑ ҫул пулса тӑнӑ. Ҫав списока пирӗн республикӑри 202 спортсмен кӗнӗ, 2018 ҫулхипе танлаштарсан 19 ҫын ытларах.
Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене Олег Николаева вӑхӑтлӑх пурнӑҫлама шаннӑ хыҫҫӑн республика правительствинче самай улшӑну пулса иртрӗ. Унӑн тытӑмӗнче те, министр тилхепине пӗрисенчен илсе ҫӗнӗ ҫынсене тыттарнипе те.
«Советская Чувашия» хаҫат Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗн пӗтӗмӗшле ҫулне шутласа кӑларнӑ. 855 ҫул иккен. Тата правительствӑра хӗрарӑмсем нумайланнине асӑрханӑ. Экономика пӗлӗвӗллисем те йышланнӑ.
Чи ҫамрӑкки — Алла Салаева. Вӑл 40 ҫулта. Ӑна ЧР Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шанчӗҫ. Сывлӑх сыхлав министрӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Владимир Степанов — 41 ҫулта. 42 ҫултисем — ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Сергей Артамонов, строительство министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Александр Героев, ӗҫ министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алена Елизарова. Чи асли — спорт министрӗн тивӗҫсене пурнӑҫлакан Виктор Богаратов. Вӑл — 61 ҫулта. Хӑй Олег Николаев, сӑмах май, 50 ҫулта.
Йӑлана кӗнӗ «Раҫсей йӗлтӗр йӗрӗ» ӑмӑртӑва кӑҫал каярах вӑхӑта куҫарнине Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ-ха. Спорт мероприятине нарӑс уйӑхӗн иккӗмӗш вырсарникунӗнче йӗркелекенччӗ. Анчах юр ҫуманнине пула РФ Спорт министерстви ӑмӑртӑва каярах ирттерме сӗннӗ. Пирӗн тӑрӑхра ӑна хӑҫан йӗркелесси халӗ паллӑ. Спортӑн ҫак енӗпе туслисем йӗлме йӗлтӗр йӗрӗ ҫине ҫитес шӑматкун, нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, тӑрӗҫ.
«Раҫҫей йӗлтӗр йӗрӗ» ӑмӑртӑва пирӗн ҫӗршывра 1982 ҫултанпа йӗркелеҫҫӗ. Пӗлтӗр унта ҫӗршыври 1,5 млн ҫын хутшӑннӑ. Йӗлтӗрҫӗсен шучӗпе Тутарстан рекордсмен пулнӑ. Унта старта тӑма 172 пин ҫын регистрациленнӗ. Чӑваш Енре 65 пин ҫын ӑмӑртӑва хутшӑннӑ. Ҫӗршыври чи аслӑ ҫын пӗлтӗр Хусантан пулнӑ. Вӑл — 93 ҫулхи пенсионер. Чӑваш Енре вара чи ваттисем 89 ҫулхи Пимен Петров тата 87 ҫулхи Вера Орлова пулнӑ.
Кӑҫал Чӑваш Енре шкул ҫулне ҫитменнисем валли 9 учреждени уҫма палӑртнӑ. Вӗсенче пӗчӗккисем валли 1840 вырӑн пулӗ. Кунсӑр пуҫне Шупашкарта икӗ шкул тата Куславкка районӗнчи Куснарта шкулсем хута яма палӑртнӑ. Ҫак тата ытти цифрӑна Чӑваш Ен Министрсен Кабинечӗн паянхи ларӑвӗнче каланӑ. Унта республика Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев хутшӑннӑ.
Ларура Элӗкре ишмелли бассейн, ялсенче фельдшерпа акушер пункчӗсем 6 тата тӗрлӗ социаллӑ культура объекчӗсем тума палӑртнине асӑнса хӑварнӑ.
Кӳкеҫре шкул тӑвас ыйтӑва та хускатнӑ. Хальхи вӑхӑтра унта — икӗ шкул. Район центрӗнче нумай хваттерлӗ ҫуртсем нумай хута янипе те унта ача йышӗ самай ӳснӗ. Шкулта икӗ сменӑпа вӗренеҫҫӗ. Вырӑнти ертӳҫӗсем вӗренӳ учрежденине ӑҫта тумаллине хальлӗхе палӑртман-мӗн-ха. ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев ку ыйтӑва уйрӑммӑн тишкерме сӗннӗ.
Чӗрчунсен тӗнчине сыхлакан дирекци республикӑра ҫулталӑк пуҫланнӑранпа миҫе кашкӑр тытнине шутланӑ.
Палӑртмалла: ытларах чухне сунарҫӑсем кашкӑрсене ушкӑнпа тытаҫҫӗ. Ҫулсерен ҫак чӗрчунсене Йӗпреҫ тата Вӑрнар районӗсенче переҫҫӗ. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа Чӑваш Енре сунарҫӑсем 11 кашкӑр тытнӑ.
Сунарҫӑсем Вӑрнар районӗнче – 5, Шӑмӑршӑ районӗнче - 3, Йӗпреҫ районӗнче – 2, Ҫӗмӗрле районӗнче 1 чӗрчуна тытнӑ.
Чӑваш Енре иртнӗ эрнере шӑнса пӑсӑлнӑ 12 ҫынна шута илнӗ. Вӗсенчен чылайӑшне иртен-ҫӳрен асӑрханипе васкавлӑ пулӑшу чӗнсе илнӗ. Кун пирки Катастрофа тата васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн республикӑри центрӗнче пӗлтернӗ.
Маларах асӑннӑ 12 инкекрен саккӑрӑшӗ ҫынсем ӳсӗр пулнипе ҫыхӑннӑ. Самай хӗрӗнкӗскерсем утнӑ ҫӗртех тӳнсе кайнӑ та урамра темиҫе сехет выртнӑ. Юрать, мӑнтарӑнсем, кипкепе ҫуралнӑ та.
Иртнӗ эрнере васкавлӑ пулӑшу машинисем 7 пин хутчен ҫула тухнӑ. Ҫав шутран 600-шӗнче вӗсене ӳсӗр ҫынсем патне чӗнсе илнӗ.
Васкавлӑ пулӑшура ӗҫлекен тухтӑрсем эрех сиенӗ пирки аса илтереҫҫӗ. «Симӗс ҫӗлекен» текен хаяр шӗвек шӑнса пӑсӑлсан ӑшӑнма та пулӑшмасть, чир-чӗре те сиплемест. Сиенӗ вара, чӑн та, аванах.
Шел те, Чӑваш Енре эрехпе наркӑмӑшланса вилекенсем ҫулсеренех пур. Пӗлтӗр, 2018 ҫулпа танлаштарсан, эрехе пула пурнӑҫран уйрӑлакансен йышӗ 2,1 процент ӳснӗ. Кун пирки Роспотребнадзор пӗлтерет.
Чӑваш Енре эрехпе наркӑмӑшланакансен йышӗ ҫулталӑкра чакнӑ: 789 тӗслӗх пулнӑ, кӑтарту 618-а ҫитнӗ. Наркӑмӑшланакансен 79,5 проценчӗ – арҫынсем.
Ку кӑна мар, 14 ҫула ҫитмен ачасен йышӗнче эрехпе наркӑмашланнӑ 41 тӗслӗхе шута илнӗ, ҫамрӑксен хушшинче – 10 тӗслӗх. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, 387 ҫын этанол ӗҫсе шар курнӑ, 201 ҫын паллӑ мар спиртпа аптӑранӑ. 27 ҫын вара метанолпа наркӑмӑшланнӑ.
ЧР Ӗҫлев министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре кӑҫал чухӑнлӑхпа кӗрешес ӗҫ малалла пырӗ. Ҫав вӑхӑтрах ҫакна та палӑртмалла: республикӑра чухӑнсен йышӗ чакнӑ, 8300 ҫын ку йышран тухнӑ. Ҫапах кунпа кӑна лӑпланасшӑн мар - ҫак ӗҫе вӑйлатма та палӑртнӑ.
Чӑвашстат малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра чухӑн пурӑнакансем сахалланнӑ. Кӑҫал шутланӑ тӑрӑх, 2018 ҫул вӗҫнелле чухӑнлӑх шайӗ, 2017 ҫулпа танлаштарсан, 0,6 процент чакнӑ, ку кӑтарту 17,8 процентпа танлашнӑ.
Ҫапла майпа Чӑваш Енре 8300 ҫын лайӑхрах пурӑнма тытӑннӑ. Чухӑнсен йышӗнче хальлӗхе 219 пин ҫын шутланать.
«Пӗр ҫын ҫуралнӑ, пилӗк ҫын вилнӗ пулать вара Елчӗк тӑрӑхӗнче? Ытти районсенче мӗнлерех-ши? Шухӑшлаттарать. Ӗлӗк Елчӗк районӗнче 45-50 пин ҫын пурӑннине астӑватӑп, халь вара 15 пин ҫын анчах шутланса тӑрать тет», — тесе ҫырнӑ Турцинче пурӑнакан Елчӗк чӑвашӗ Надина Джавадова Фейсбукри «Тӗнчери чӑвашсем» пабликра.
Надина Джавадова Елчӗк район администрацийӗн сайтӗнчи цифрӑсене тишкернӗ. Унта канашлусенчен пӗринче ЗАГС пайӗн ӗҫ-хӗлне тишкернӗ иккен. Асӑннӑ пай пуҫлӑхӗ Надежда Баймушкина пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлтӗр граждан тӑрӑмӗн 481 актне ҫырса хунӑ. Вӗсенчен 63-шӗ — ҫурални ҫинчен. 30 арҫын ачапа 33 хӗрача ҫуралнӑ. 321 ҫын вилнӗ, ҫав шутра — 155 арҫын тата 166 хӗрарӑм. Вилнӗ арҫынсен вӑтам ӗмӗрӗ — 65 ҫул, хӗрарӑмсен — 81 ҫул.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.06.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Айдак Аркадий Павлович, паллӑ ҫӗрйӗркелӳҫӗ ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |