Чӑваш Енре пурӑнакан ҫынсен, ватлӑх енне сулӑннисен (теприсене ку сӑмах, тен, килӗшмест те пулӗ-ха. Анчах ҫамрӑк тенипе яшланаймӑпӑр), карантинта пулмалла.
65 ҫултан аслӑраххисем коронавирус чирне йывӑррӑн тӳссе ирттернине тухтӑрсем текех калаҫҫӗ-ха. Ҫул кайнӑҫем сывлӑх тӗрекленсе пыманнине ӑнланма пулать. Тӗрлӗ амак аптӑратакан ватӑсем инфекци чирӗсене йывӑррӑн тӳссе ирттереҫҫӗ. Ҫавӑн пек чух вӗсен ытти чирӗ шала кайма пултарать.
Аслӑ ҫулхисен карантинта пулмалли вӗсене чирлеттерес маррипе ҫыхӑннӑ.
Сӑмах май, паянхи ир тӗлне пирӗн республикӑра 419 ҫынна тухтӑрсем сӑнаса тӑраҫҫӗ. Коронавируспа чирли малтанхиллех пӗр ҫын ҫеҫ. Республикӑн Сывлӑх сыхлав министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗтӗмпе 694 ҫынна тӗрӗсленӗ.