Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +7.3 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: статистика

Ҫурт-йӗр
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

20 градус ӑшӑра хваттере ӑшӑ парӗҫ-и тесе тӗлӗнме ан васкӑр-ха. Ваттисем хӗлле урапа, ҫулла ҫуна хатӗрлеме хушнӑ.

Чӑваш Енре коммуналлӑ инфраструктурӑна хӗле хатӗрлеме тытӑннӑ ӗнтӗ. Кун пирки республикӑн Правительствинче тунтикунсерен иртекен ӗнер ирхи планёркӑра сӳтсе явнӑ.

Япӑхнӑ 22 ӑшӑ сечӗсене кӑҫал 22 километр тӑршшӗ ҫӗнетме палӑртнӑ. Шыв пӑрӑхне те улӑштарасшӑн. Пурӗ 8,3 километр. Япӑхса кайнӑ кӑмакасене те ҫӗнетмелле. Пурӗ 77 кӑмакана ҫӗннипе ылмштарма е юсаса ҫӗнетме палӑртса хунӑ. Паянхи куна илсен коммуналлӑ хуҫалӑх объекчӗсенчен 34 процентне юсаса хатӗрленӗ.

Нумай хваттерлӗ ҫуртсене те хӗле хатӗрлеҫҫӗ. Вӗсенчи ӑшӑ тытӑмне тӗрӗслесе йӗркене кӗртеҫҫӗ. Ҫурт-йӗр фондӗнчен ҫуррине хӗле хатӗрлесе ҫитернӗ.

 

Культура
nasledie-21.ru сӑнӳкерчӗкӗ
nasledie-21.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Ен Правительстви историпе культура палӑкӗсене сыхласа упраса хӑварасси ҫинчен калакан программӑна йышӑннӑ. Вӑл 2045 ҫулччен таран. Паянхи куна пирӗн республикӑри 31 культура объектне юсаса ҫӗнетмелле.

Патшалӑх хӳтлӗхне илнӗ культура эткерлӗхӗн объекчӗсене вара республикӑра пурӗ 701 штук шута илнӗ. Ҫав шутран 31-шне юсаса ҫӗнетмелле, 37-шӗ вара япӑхса пӗтнӗ.

2045 ҫул тӗлне культура объекчӗсенчен 97 процентне йӗркене кӗртсе пӗтермелле.

Элӗкри Иван Яковлев уҫнӑ шкул та ҫав шутра. 1872 ҫулта уҫнӑ шкул тавралли территорие те халӗ культура эткерлӗхӗн хӳтлӗх зони тесе ҫирӗплетсе хӑварнӑ. Апла пулсан унта пӗр-пӗр стройка, ытти ӗҫ пуҫарса яма юрамасть.

 

Статистика
shutterstock.7eer.net сайтри сӑн
shutterstock.7eer.net сайтри сӑн

Чӑвашстат ҫӗртме уйӑхӗн 16-22-мӗшӗсенче апат-ҫимӗҫ, ытти япала хакӗ мӗнле улшӑннине тишкернӗ.

Пахча ҫимӗҫе илес тӗк, юлашки эрнере ытларах купӑста, сухан, хӗрлӗ кӑшман тата кишӗр хакланнӑ. Ҫавӑн пекех ҫӗрулми хакӗ 3,9 процент ӳснӗ. Ытти ҫимӗҫ хушшинче сахӑр, макарон, шурӑ ҫӑнӑх, чӑх ашӗ самай ӳснӗ.

Ытти япала пирки калас тӑк, АИ-92, АИ-95 маркӑллӑ бензинсем вӑйлах хакланнӑ – 6,8 тата 6,4 процент. Дизель топливин хакӗ 3,6 процент ӳснӗ.

Мӗн йӳнелнӗ-ха? Чӑх ҫӑмарти, хӑяр, помидор, банан, панулми. Сӗт юр-варӗ хушшинче турӑх, хӑйма, пастеризаци тунӑ сӗт тата сыр хакӗсем чакнӑ.

Смартфонсем пӗр эрне хушшинче 1,5 процент йӳнелнӗ, электропылесоссем – 4 процента яхӑн.

 

Вӗренӳ
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енри шкулсем валли 38 фура учебник тесе килнӗ. Машинӑсенче — алгебрӑпа тата геометрипе вӗренӳ кӗнекисем.

Цифрӑсен чӗлхине малалла тӑсса кайсан, пирӗн республикӑна 53 пин экземпляр кӗнеке кӳрсе килнӗ. Вӗсем — 7, 8, 9-мӗш классем валли алгебра кӗнекисем, 7-9-мӗшсем валли — геометрипе. Кӗнеке туянма республика хыснинчен 53 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Кунсӑр пуҫне пуҫламӑш шкулсем валли тата ҫӗнӗ предметсемпе кӗнекесем кӳрсе килмелле.

Шупашкарти шкулсене маларах пӗтӗмӗшле историпе тата Раҫҫейӗн историйӗпе 7,6 пин ытла учебник илсе килнӗ. Вӗсем пурте — 5-9-мӗш классем валли.

Истори кӗнекисен авторӗсен йышӗнче Раҫҫейӗн ҫарпа истори обществин председателӗ Владимир Мединский, Анатолий Торкунов тата Александр Чубарьян ученӑй-академиксем.

 

Республикӑра
Гостехнадзор видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк
Гостехнадзор видеовӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре тракторист-машиниста вӗренсе тухакансем йышланса кайнӑ. Кун пирки Чӑваш Енри Гостехнадзорта пӗлтереҫҫӗ.

Гостехнадзор ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 2200 ҫынна кун пек удостоверени панӑ. Тракторист-машинист удостоверенине илекенсен шучӗ юлашки пилӗк ҫулта 43 пинрен 57 пине ҫитнӗ.

Тракторист-машинистсене пирӗн республикӑра 20 автошкулпа вӗренӳ центрӗнче вӗрентсе кӑлараҫҫӗ. Экзамена Гостехнадзорта тытаҫҫӗ, удостоверение Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗ урлӑ самантрах илеҫҫӗ.

 

Статистика
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Республикӑра ҫуллахи туйсен сезонӗ пуҫланнӑ. Паллах, ҫак илемлӗ те ӑшӑ вӑхӑтра пӗрлешекенсем нумай.

Ҫӗртме уйӑхӗнче 850 ытла мӑшӑр пӗрлешме заявлени панӑ. Чи нумаййи – ҫӗртме уйӑхӗн 26-мӗшӗнче. Ун чухне 170 ытла мӑшӑр пӗр-пӗрне ылтӑн ҫӗрӗ тӑхӑнтартӗ.

Сӑмах май, ҫу уйӑхӗн 26-мӗшӗнче те ҫемье ҫавӑракансем нумай пулнӑ. Мӗншӗн тесен ку – хитре янӑракан кун: 26.05.2026.

Заявлени пама ӗлкӗреймен тӗк ЗАГС ӗҫченӗсем утӑ тата ҫурла уйӑхӗсенчи кунсене пӑхма сӗнеҫҫӗ – унта пушӑ кунсемпе вӑхӑтсем пур-ха.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-194537172_29404
 

Статистика
istockphoto.com сайтри сӑн
istockphoto.com сайтри сӑн

Чӑваш Енре пурӑнакансем сӑвӑссенчен шар курма пуҫланӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ статистика туса пырать.

Ку таранччен республикӑра 44 ҫын савӑсран шар курнӑ. Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗччен 13 ҫын тухтӑрсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсен йышӗнче 5-шӗ – ачасем.

Чӑваш Республикинчи гигиенӑпа эпидемиологи центрӗнче ҫынсенчен кӑларнӑ 20 сӑвӑса тӗпченӗ. Иккӗшӗнче бореллиоз тупнӑ, тепринче – анаплазмоз пуҫаракан инфекци.

Сӑвӑссенчен шар курнӑ 44 ҫынран 14-шӗ – ачасем. Шупашкарта 17 ҫын ӳтне сӑвӑс кӗрсе ларнӑ. Танлаштарма: пӗлтӗр ҫак тапхӑрта республикӑра 296 тӗслӗх пулнӑ.

 

Экономика

Чӑваш Енре пурӑнакансем уйӑхсерен 234-шар пин тенкӗ ӗҫлесе илме пуҫлӗҫ. Анчах паян-ыранах мар-ха. 2042 ҫулта. Тепӗр 16 ҫултан.

Республикӑри тӳре-шара Чӑваш Енӗн вӑрах вӑхӑтлӑха социаллӑ пурнӑҫпа экономика аталанӑвӗ епле пулассине тишкернӗ. Асӑннӑ документӑн авторӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх тепӗр 16 ҫултан Чӑваш Енре пурӑнакансем уйӑхсерен 234-шар пин тенкӗ ӗҫлесе илме тытӑнӗҫ.

Кӑҫал вара уйӑхсеренхи вӑтам шалу 73,7 пин тенкӗпе танлашӗ, 2030 ҫулта – 98,4 пин тенкӗпе, 2035 ҫулта – 140,4 пин тенкӗпе, 2042 ҫулта – 234,0 пин тенкӗпе.

Иртнӗ ҫулта вӑтам ӗҫ укҫи 68,4 пин тенке ларнӑ.

2024 ҫулта чухӑнлӑх чиккине лекнисен шучӗ 121.4 пин ҫын пулнӑ, е халӑхӑн 10,4 проценчӗ.

Кӑҫалтан пуҫласа чухӑнсен шучӗ ҫӳлсерен 0,5 процент чакса пымалла. Ку вӑл каллех тӳре-шара шухӑшланӑ тӑрӑх. Хайхи-майхи 2042 ҫул тӗлне чухӑнсен йышӗ 4 процентпа танлашмалла.

 

Ҫурт-йӗр
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк
pravdapfo.ru сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсем хакланнӑ. Кӑҫалхи пӗремӗш кварталта хак 4 процент ӳссе вӑтамран 4,4 миллион тенке ҫитнӗ. Кун пирки «Мир квартир» (чӑв. Хваттер тӗнчи) федераци порталӗ пӗлтернӗ.

Специалистсем ҫӗршывӑн 85 регионӗнчи уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсен хакне тишкернӗ. Кӑрлач-пуш уйӑхӗсенче ҫӗршывӑн 70 регионӗнче ҫуртсемпе дачӑсем хакланнӑ, 14 регионта йӳнелнӗ, пӗр регионта хак унчченхинчен улшӑнман.

Федерацин Атӑлҫи регионне илсен уйрӑм ҫынсен чи хаклӑ ҫурчӗсем Тутарстанра. Унта пӗр ҫурт вӑтамран 9 миллион тенкӗ тӑрать. Пушкӑртстанра — 6,5 миллион тенкӗ, Чулхула облаҫӗнче – 6,12 миллион тенкӗ. Чи йӳнӗ хак Мордва Республикинче (3,5 миллион тенкӗ) тата Чӑваш Енре (4,4 миллион тенкӗ).

 

Статистика

Чӑваш Республикинчи вӑтам ӗҫ укҫи 90 184 тенкӗпе танлашнӑ. Ҫавӑн пек кӑтарту пулнӑ 2025 ҫулхи раштав уйӑхӗнче.

Пӗр уйӑх маларах вара, 2025 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче, республикӑра вӑтам ӗҫ укҫи 65 981 тенкӗ пулнӑ. Пӗлтӗр ҫулталӑк пуҫламӑшӗнче вӑтам шалу 60 862 тенкӗ пулнӑ.

Атӑлҫи федераци округӗнче 2025 ҫулхи раштав уйӑхӗнчи вӑтам ӗҫ укҫи кӑтартӑвӗпе пирӗн республика Мӑкшӑ Республикинчен, Киров облаҫӗнчен, Пенза облаҫӗнчен иртсе кайнӑ. Чи пысӑк кӑтарту Тутар Республикин пулнӑ. Унта раштав уйӑхӗнче вӑтам ӗҫ укҫи 121 пин тенкӗпе танлашнӑ.

 

Страницӑсем: 1, [2], 3, 4, 5, 6, 7, 8, 9, 10, 11, 12, ... 109
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне сирӗн валли кӑмӑллӑ ҫӗнӗ паллашусем илсе килме пултарӗ. Япала туяннӑ, илем процедурисене тунӑ чухне ӑнӗ. Вӑхӑта хаваслӑ ирттерме сӗнсен хирӗҫлеме ан васкӑр. Тӗлпулӑва кайма та килӗшӗр.

Юпа, 01

1905
121
Романов Никита Романович, паллӑ чӑваш этнографӗ, историкӗ ҫуралнӑ.
1932
94
Насул Антал, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1938
88
Музыкантов Василий Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1940
86
Вутлан Иван Дмитриевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1940
86
Матвеева Зоя Германовна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1945
81
Ковалюк Лидия Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1945
81
Кузнецов Геннадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
2008
18
Канюкова Александра Семёновна, чăваш чĕлхи тĕпчевçи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та