Гигиена та эпидемиологи центрӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, коклюшпа чирлесси 25 процент ӳснӗ. Кӑҫалхи кӑрлач уйӑхӗнче республикӑра 48 ҫын ҫак чирпе аптӑранине палӑртнӑ.
Шупашкарта - 25 ҫын, Ҫӗнӗ Шупашкарта - 18 ҫын, Патӑрьел округӗнче -4 ҫын, Вӑрнар тӑрӑхӗнче, Ҫӗмӗрлере, Канашра 1-ер ҫын чирленӗ. Пӗтӗмпе 43 ача тата аслӑ ӳсӗмри 5 ҫын коклюшпа чирленӗ. 35-шӗ - прививка тутарманнисем.
Чӑваш Енре ОМС полисӗпе ЭКО тума пӗлтӗр 120 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ку укҫапа 1074 процедура пурнӑҫланӑ, 850 хӗрарӑма ЭКО тунӑ. 674 хӗрарӑма эмбрион вырнаҫтарнӑ. 211 хӗрарӑмӑн ҫие юлнӑ. Тепӗр майлӑ каласан, кашни 4-мӗшӗн варта ача тӗвӗленнӗ. Ҫапла 192 ача ҫуралнӑ.
Палӑртмалла: пӗлтӗр Шупашкарти Президент пепкелӗх центрӗнче 2944 хӗрарӑма ҫураттарнӑ. Виҫӗмҫулхипе танлаштарсан, 2023 ҫулта унта 157 ача ытларах кун ҫути курнӑ. Пӗлтӗр ҫак пульницӑра 65 йӗкӗреш ҫуралнӑ, 2022 ҫулта - 53 йӗкӗреш.
Тӑван ҫӗршыв хӳтӗлевҫин кунӗ ҫывхарать. Ҫавна май Чӑвашстат арҫынсем пирки статистика хатӗрленӗ.
2023 ҫул тӗлне республикӑра 543 пин арҫын пурӑннӑ. Ку регионти халӑхӑн 46 проценчӗпе танлашать.
Пӗлтӗр 9 пин ача ҫуралнӑ. Вӗсен 51 проценчӗ – арҫын ачасем. Чи пысӑк ача Шупашкар округӗнче кун ҫути куррнӑ, вӑл 5400 грамм тайнӑ. Статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, ачасем ытларах утӑ уйӑхӗнче ҫуралнӑ: ун чухне 486 пепке кун ҫути курнӑ.
Кӗпӗрнаттӑрсен кӑрлач уйӑхӗнчи ӗҫ-хӗлне тишкернӗ хыҫҫӑн «Медиалоги» танлаштарӑм хатӗрленӗ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев унта 14 йӗркерен 13-мӗшне йышӑннӑ. Унӑн ятне массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче 3473 хутчен асӑннӑ.
Танлаштарӑмра малти йӗркесене Пушкӑртстан пуҫлӑхӗ Радий Хабиров, Тутарстан президенчӗ Рустам Минниханов, Сарӑту облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗ Роман Бусаргин йышӑннӑ. 14-мӗш йӗркере – Мари Эл пуҫлӑхӗ Юрий Зайцев.
Чӑваш Енри сунар инспекторӗсем тискер чӗрчунсене шутлама пуҫланӑ.
Телеграмри «Чӑваш Ен калаҫать» каналта хыпарланӑ тӑрӑх, хӗлле тӗрӗслеве 2 меслетпе ирттереҫҫӗ: йӗрсене тӗпчесе е шавласа. Иккӗмӗш тӗслӗхӗпе спациалистсем юлашки вӑхӑтра анлӑрах усӑ курма пуҫланӑ-мӗн.
Инспекторсем лаптӑка малтан юрҫӳренсемпе пӑхса ҫаврӑнаҫҫӗ, унтан вӑрмана кӗрсе шӑв-шав ҫӗклеҫҫӗ иккен. Хӑранӑ чӗрчунсем сасса илтсе ҫынсем патне тухаҫҫӗ.
Сунар инспекторӗсем пӑлан, тилӗ, ҫӳлевӗҫ, мулкач йӗррисене курнӑ.
«Автостат» агентство эксперчӗсем Раҫҫей ҫыннисем автомобиль историне епле сервиспа тӗрӗслеме кӑмӑлланине палӑртнӑ.
Патшалӑх мар сервиссенчен «Автотека» сервис (ку вӑл – «Авито Авто» проекчӗ) пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
«Автотека» сервиса респондентсенчен 79 проценчӗ пӗлет иккен. Иккӗмӗш вырӑнта – патшалӑхӑн ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн автоинспекцийӗн сайчӗ (59%), унтан — «Про Авто» (40%), Федерацин суд приставӗсен служби (22%), «Номерограм» (19%) тата «Автокод» (10%).
2024 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра 1 млн та 167 пин те 362 ҫын пурӑннине палӑрнӑ. Ҫапла пӗлтерет Росстат.
Халӑх йышӗ чакнӑ. Чӑваш Енре ҫакӑн чухлӗ ҫын иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче пурӑннӑ. Ведомство пӗлтерне тӑрӑх, кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне хулара 753 пин те 313 ҫын пурӑнни паллӑ, ялта - 414 пин те 49 ҫын.
Палӑртмалла: 2022 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ тӗлне республикӑра 1 млн та 183 пин те 908 ҫын пурӑннӑ.
Иртнӗ ҫул пирӗн республикӑра аш-пӑш тата сӗт туса илесси ӳснӗ. Чӑваш Енри хуҫалӑхсенче 2023 ҫулта чӗрӗ виҫепе 118,7 пин тонна выльӑх-чӗрлӗх тата кайӑк-кӗшӗк ашӗ туса илнӗ. Ку вӑл 2022 ҫулхинчен 1,3 процент нумайрах.
Сӗте иртнӗ ҫул 478,1 пин тонна туса илнӗ. Ку енӗпе ӳсӗм — 2,7 процент. Кашни ӗнерен вӑтамран сӗт су илесси те хушӑннӑ. Ку цифра унчченхи ҫулхинчен 6,3 процент нумайрах, ҫулталӑкра вара кашни ӗне вӑтамран 7430 килограмм сӗт панӑ.
Раҫҫейӗн Шалти ӗҫсен министерстви ют ҫӗршыв ҫыннисем пирӗн патра 2022 ҫулта преступлени тунин статистикине тишкернӗ.
Йӗрке хуралҫисен капкӑнне ҫакланнисен пӗтӗмӗшле йышне илсен, Узбекистанран килнисен тӳпи мигрантсем тунӑ преступленисенчен 40 процентпа танлашнӑ, Таджикистанран килнисен — 25 процентпа, Кӑркӑстанран килнисен — 13 процентпа.
2020 ҫулхипе танлаштарсан мигрантсем 2022 ҫулта виҫӗ хут ытларах преступлени тунӑ. 2022 ҫулта вӗсем 11664 йывӑр тата уйрӑмах йывӑр преступлени тунӑ.
Ют ҫӗршывран килнисенчен ытларахӑшӗ наркотикпа ҫакланнӑ. Ку енӗпе Узбекистан, Таджикистан тата Кӑркӑстан ҫыннисем уйрӑмах «палӑрнӑ».
Ҫын вӗлересси 2022 ҫулта 2021 ҫултинчен 52 процент нумайланнӑ. Ун пек фигурантсен йышӗнче — Узбекистан, Таджикистан тата Азербайджан ҫыннисем ытларах.
Республикӑн кардиологи диспансерӗнче Чӑваш Ен ҫыннисем ҫеҫ мар, урӑх регионсемпе ют ҫӗршыв ҫыннисем те сипленеҫҫӗ.
Больницӑра пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ учрежденире ҫулсерен 8 пин ытла ҫын сипленет, 40 пин ытла пациента тӗрлӗ консультаципе пулӑшаҫҫӗ.
Кардиодиспансера хальхи вӑхӑтри диагностика тата сиплев оборудованийӗпе пуянлатнӑ. 2023 ҫулта унти специалистсем урӑх регионсенчи 200 ытла ҫынна пулӑшнӑ. Вӗсен йышӗнче Мари Элти 4 ҫын, Тутарстанран — 18, Чулхула облаҫӗнчен — 24, Чӗмпӗр облаҫӗнчен — 11, Мускавпа Мускав облаҫӗнчен — 38. Камчаткӑпа Крым, Чукоткӑпа Ямал тӑрӑхӗнчен те кунта килнӗ.
Унсӑр пуҫне ют ҫӗршыри 200 ытла ҫынна пулӑшнӑ: вӗсенчен 150-шне — амбулатори мелӗпе, 50 ытларах ҫынна — стационарта.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |